Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Атте пилĕЙытă тĕлĕкĕСулпикепе Валĕм хунПирвайхи юрату

Егорлык хирĕсенче


1919-мĕш çул пирĕн Хĕрлĕ Çар Егорлык станцийĕ патĕнче виç кун хушши Деникин çарĕпе çапăçнă. Егорлык станцийĕ 6 хутчен алран алла кĕрсе тухнă, вара Деникина çав станци патĕнче пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă.

1929 çулхине Егорлык станцийĕнче мĕн пур Совет Союзĕпе пĕрремĕш машина-трактор станцийĕ уçнă. Ĕлĕк юн сăрăхнă хирсенче хурçă тракторсем кивĕ пурнăçпа вăрçа тухнă.

 

Катаран... Катаран... Катаран...

Вĕт кăпшанкăн, хуллен сĕтĕрнеç...

Сасăсем мĕкĕреç тулхăрсах...

Эй, тăхлачă!.. Калаччĕ тархас,

Мĕн шуйттан хатĕри вăл таран

Çĕмĕрет те кĕрет хăлхана?

Каласамччĕ! Йăпăртлăх тăр-ха,

Тек ан утчĕ çĕре пĕкĕрлсе!..

 

Пĕлтерсемччĕ мана, ват тăхлач,

Ку уйсемшĕн эп ют пĕтĕмпех,

Ку хирсемшĕн — эп ак хăнара!..

Ют чĕлхешĕн эс пулччĕ тăлмач!

Эпĕ килнĕ юмах йĕрĕпе,

Эп йĕрленĕ çулне халапран...

Çĕнĕ çĕр хăй ятне шăнарать,

Хăй сăнне пытарать «халупра»*...

 

Нумай çул-и?! Ак çак вырăнтах

Çӳресеччĕ хам та сахал мар.

Урлă-пирлĕ каçса нумайччен,

Малалла

Ку вырăн шăп тесе ик кăвакарчăн...


Ку вырăн шăп тесе ик кăвакарчăн

Заставăра йăва-мĕн çавăрать.

Пĕр тăрă тӳпене вĕçсе хăпарчĕç,

Кăлтăртатса пĕр ларчĕç йăвара.

 

Çак мăшăр канăвĕ – постри салтакăн,

ĕçеççĕ шыв чикке пăха-пăха,

Турат çине сисмесĕр пус е такăн, –

Темччен тăнлаççĕ шиклĕ шăплăха.

 

Мир-кайăксен пире ӳпкев пур, ахăр.

Салтак сыхланă чух çак кĕтесе

Çĕн йăвана нихçан та ан пăрахăр,

Вĕçсе ан кайăр лăпкă мар тесе.

Хĕвел хĕрсе пăхнă чух...


Хĕвел хĕрсе пăхнă чух

Сана курса юратрăм.

Ман савăнăç эс пултăн:

Хĕнре сана манмарăм.

 

Сана савса юратни

Çулран çула пыратчĕ;

Савнă чуна курасси

Çут тĕнчерен хаклăччĕ...

Çуркунне


Шăнтакан хĕлле иртнĕ-çке:

Ăшăпа шыв-шур чĕрĕлет,

Йăл-йăл туса хĕвел пăхать —

Çуркунне çитни палăрать.

Мĕнпур хирсенче юр çиçет,

Вăрман хĕрри те ешерет.

Вĕл-вĕл туса çил те вĕрет,

Тăрисем çӳлте юрлаççĕ;

Пĕтĕм хирсенче ирĕк çеç,

Чунăм савăнса хĕпĕртет.

Тĕнче уçлăхĕ


Ылтăн кĕркунне! Пăхса ытарма çук сана. Кăмăллă эсĕ, илемлĕ, ăшă, асамлă. Илĕртетĕн ăшă уяр хĕвеллĕ кунсенче, çуллахи тума ылтăн тумпа улăштарсан. Ылтăн пĕрчи пек çуталать тĕнче! Симĕссĕн, кăваккăн, саррăн, хăмăррăн, вут пек хĕрлĕн çунатăн, çапах та туртатăн хăв патна. Чупнă чух та, утнă чух та килленетĕп эп санпа.

Илемлĕ ылтăн кавир сартăн ман ура айне. Утатăп акă халĕ эпĕ кавир тăрăх, хама мăнаçлăн туятăп. Шухăшсем чупаççĕ пуçра! Анчах чим-ха, мĕн çине пусрăм эпĕ? Мĕн япала ку, ăçта çаклантăм эпĕ? Чим-ха, космос ракети ăшĕ пулас. Хама хам ĕненместĕп. Вĕçетĕп эпĕ, тĕнче уçлăхне вĕçетĕп пулас, илĕртӳллĕ çăлтăрсем патне, çут хĕвел ытамне! Тен, эпĕ хамăн каçхи тусăма, Алтăр çăлтăра, тĕл пулăп!

Эпĕ кантăкран пăхатăп. Кăпăшка пĕлĕтсенчен те вĕçсе иртрĕм акă. Уйăх хăйĕн чипер шурă тутăрĕпе капăрланса тăрать, куçĕнче ырă кăмăл çиçет. Хĕвелĕ вара илемлĕ ылтăн юпăнчă тата ылтăн кăшăл тăхăннă. Эпĕ асамлă тĕнче уçлăхне çитрĕм пулас. «Ылтăн кăшăллă хĕвел тĕнче уçлăхĕнчи планетăсен патши пулас», — вĕçрĕç пуçра шухăшсем.

Акă манăн ракета хĕвел планетине анса ларчĕ. Çут çăлтăрсем манăн карап умне килсе чарăнчĕç. Тĕлĕнмелле, пăхса ытарма май çук вĕсем çине. Темĕн тĕрли те пур-çке вĕсем хушшинче: шурри те, çутти те, йĕкĕреш çăлтăрсем те. Манăн карап алăкĕ уçăлчĕ. Эпĕ васкамасăр шикленсе карапран тухрăм. Мана кĕтсе илекен çăлтăрсем кăмăллăн пуç тайрĕç, ăшшăн йăл кулса ман ума роза чечекĕн çеçкисене сапрĕç. Манăн шикленни иртсе кайрĕ. Акă Хĕвел патша та курăнса кайрĕ. Васкамасăр эпĕ Хĕвеле хирĕç утрăм, кăмăллăн пуç тайрăм.

Малалла

Ан кулян, анне


Кăвакарнă пайăр çӳç,

Пĕркеленчĕклĕ пит-куç —

Уншăн кăмăлна ан хуç,

Ан йĕпентĕр мăшăр куç.

 

Авă анне пахчара

Çум курăк тăпăлтарать. —

Ывăнтăн пуль эс, анне,

Пӳрте кĕрсе выртса кан.

 

Хамах çумлăп йăранне,

Çемçе кукăль пĕçерем...

Лар-ха сĕтел хушшине,

Вĕри яшка çитерем.

 

Ӳссе çитнĕ ачусем

Пĕринчен тепри маттур.

Мăнуксем те пит правур,

Ĕçне тунă, пурте пур.

 

Лар-ха, анне, хам çумма,

Калаçар чуна уçса.

Ватăлнăшăн ан кулян,

Каймастпăрах пăрахса.

 

Çапла кăмăл туличчен

Ларасчĕ-ха калаçса.

Мĕн ватăлса виличчен

Пурăнасчĕ савăнса.

Мĕнле каç-ха ку?..


Мĕнле каç-ха ку?

Мĕнле уйăхлă каç-ха ку!!!

Вилес килет çак вăхăтра,

Вилес килет…

Анчах ĕмĕрлĕх мар,

Пĕр минутлăх,

Пĕр минутлăх, –

Сан ытамунта…

Çамрăк чух юратушăн пурнатпăр...


Çамрăк чух юратушăн пурнатпăр,

Ватлăхра юрататпăр... пурнасшăн.

Ватлăхра çĕннине шырамастпăр,

Тăрăшатпăр пурне сыхламашкăн.

Мĕнле пур çаплипе йышăнатпăр,

Юрататпăр кайран пуррине.

Пит кая çав юлса ăнланатпăр

Çакă пурнăç тути-масине.

Йăнăшпа мĕн чуль алăк уçатпăр

Шыраса кирлĕ мар сăнсене,

Мĕн чуль йăнăш çулпа утăмлатпăр,

Шыраса хамăра пӳрменне.

Пуррине çеç сыхласчĕ,

Çумрине çеç савасчĕ,

Пӳрнине çеç хакласчĕ

Шырамасăр таçти ютрине.

Кивелет вăл çĕннийĕ,

Сивĕтет вăл юттийĕ,

Ăшăтмасть пӳрменнийĕ,

Упрăр, хаклăр ялан çумрине.

Сăмахăм пур


Çил пулса вĕрем – вĕрнĕ чух,

Чечек пулса ӳсем – ӳснĕ чух,

Сăмах пулса юхам – юхнă чух,

Сăрт-ту пулса тăрам – тăнă чух.

 

Калас сăмахăм – вĕрнĕ çилсенче,

Курас куçăм – ӳснĕ çеçкесенче,

Çут шухăшăм – юхас шывсенче,

Кĕрнек пĕвĕм – мăнаç тусенче.

Йăмăх юнра хĕвел шевли пур,

Чĕреçĕмре çĕрĕн юрри пур,

Куçăмсенче халăх чунĕ пур,

Çавăнпа ман калас сăмах пур!

Тăван чĕлхе


И чĕлхеçĕм, и чиперĕм

Атте-аннемĕн чĕлхи..

Эп Пушкăрт халăхĕн чечек-чунне

Пин вĕлле хурчĕ пек кĕрсе тухатăп.

Тухатăп та, ун чĕрĕ сĕткенне

Ыр шăршăллă пĕр караса пухатăп.

 

Эп çавăнпа чĕлхе хакне пĕлетĕп:

Вăл вăйлă та, пуян та, вăл ачаш,

Ытти халăхсенчен юлмасть пĕрре те, –

ăна ăнланмĕ чунсăр çын анчах.

 

Халăх чĕлхи мана – чăнлăх чĕлхи,

Ман çук çĕр-шывăм, çук тавралăх унсăр.

Хăшиншĕн сивĕ хăй халăх чĕлхи, –

Çĕр-шывсăр вăл, чĕресĕр, вăл чунсăр!

 

Аннем чĕлхи, кĕслеç чĕлхи пур санăн,

Ман сансăр халăх çук, хам килĕм çук.

Çумра енчен те халăх çук пулсан ун

Этем ятне илмешкĕн тивĕç çук!

■ Страницăсем: 1... 716 717 718 719 720 721 722 723 724 ... 796