Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ЕркӗнСăвăсемпе поэмăсемКăвайт çутисемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Пулас кинсем

Чипер юл, Анкара, чипер юл...


Чипер юл, Анкара, чипер юл,

анăçа хывăнать манăн çул.

Умăмра – тĕлĕкри Эдирне,

чăвашла каласан, Етĕрне.

Çакăнта пурăнать манăн тус,

чăвашла пĕлекен чăн огуз.

Вăл: «Çука юлтăм тет, – шӳтлесе, –

кĕнеке, тĕрлĕ копи илсе».

Вĕсем пурте ман халăх çинчен,

камах пухнă ун чухлĕ ĕнче?

Кирлĕ мар япала е хула,

эп курасшăн çитсе çав мула.

Пулас марччĕ ман катăк тăнран,

тĕнчере хакли пур ылттăнран.

Шеллеместĕп укçа-çармана,

Эдирне йыхăрать халь мана.

Манран тарчĕ тесе ан кала.

Ан çилен. Чипер юл, Анкара!

 

15.09.2007. Анкара-Эдирне. Çĕрле.

Учитель


Учителĕн ĕçĕ пит йывăр:

Атте те, анне те пулан.

Анне-тĕк — выртса эс ан çывăр,

Атте-тĕк — ларса эс ан кан.

 

Учителĕн ĕçĕ пит-йывăр, —

Çын ту эс çынна ачаран.

Юрать-ха пулсассăн ыр-сывă,

Унта та кунта та пулан.

 

Учитель, пулсан та сĕм-суккăр,

Сана та, мана та курать.

Савман-ӳстермен ача çуккă, —

Учитель çынна çын тăвать.

«Профессор-тĕпчевçĕ»


Вырăн çинчен тинтерех çеç çĕкленнĕ Убайкина шартах сиктерсе телефон чăнкăртатрĕ. «Кам мурĕ-ши ĕнтĕ? Кама ир-ирех кирлĕ пултăм-ши?» — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ çыравçă.

— Алло! — терĕ вăл кăмăлсăррăн трубкăна çĕклесе. — Итлетеп.

— Михал-Михалч-и? — илтĕнчĕ леш енчен харсăр саса.

— Эпĕ, эпĕ. Тем, тӳрех палласа илеймерĕм-ха сире.

— Петухов ку, «Пучах» хаçатран.

— А, Макçăм! Мĕн сăлтавпа шăнкăравлатăн?

— Сăлтавĕ-качки... Калаçмалли пурччĕ, тĕрĕсрех — ыйтмалли. Куçа-куçăн сăмахлама пулать-ши?

— Ма ан пултăр. Тавай, кил. Кĕтетĕп.

Тепĕр сехетрен-мĕнрен лешĕ персе те çитрĕ. Убайкин ăна хывăнма пулăшрĕ, çемçе диван çине лартрĕ. Хăй унпа юнашар вырнаçрĕ.

— Ну, çамрăк тусăм, каласа пар: мĕнле нуша илсе çитерчĕ сана ман пата? — куçран пăхрĕ кил хуçи. — Ах, манса кайнă ыйтма! Мĕнле йышăнчĕç унта пирĕн интервьюна? Манăн тăшмансем кашни утăмрах вĕт. Юратмаççĕ мана, кураймаççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ăмсанаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Пичетре мĕн те пулин çапăнса тухсанах тути-çăварне эрĕм хыптарнăн йĕрĕнчĕклĕн пăркалаççĕ: «Каллех çав Убайкин! Каллех «хăйĕн» пăлхар-чăвашĕсемпе аташать!»

Малалла

Сана илĕртес тесе...


Чун савни, ăçта çӳретĕн

Вăрттăн манран пытанса?

Йăл куллупа илĕртместĕн,

Чуп тумастăн юратса?

 

Сана илĕртес тесе

Ятăм сухал ӳстерсе.

Юрас тесе аттине

Илтĕм кăркка тĕслине.

 

Пурăнасчĕ санпа çуммăн

Пĕр-пĕрне кăтăкласа.

Куç хĕсетĕп сана çуллăн,

Эс таран куçна хупса.

 

Тух мана качча, ыйтатăп,

Шеллесемччĕ ватлăха.

Хыççăн чупса ывăнатăп,

Куç курмасть, илтмест хăлха.

Хупахра


Чылай хушă курнăçман хыççăн вĕсем сăра барĕнче тĕл пулчĕç.

Курак Хĕлипĕ кĕнĕ чух Пăсара Пухвире çавра сĕтел хушшинче Ехрем купсалла саркаланса ларатчĕ.

— О, Хĕлип! — хăлаçланчĕ аванах хĕрме ĕлкĕрнĕ Пухвир. — Ну, каласа пар, тăванăм: мĕнле пурăнатăн-чупатăн?

— Э, мĕн чупни унта. Тĕтĕм мăкăрлантаратăп, — хашлатрĕ Курак ывăлĕ.

— Но-но! Ытлашши ан мĕскĕнлен. Сан вырăнта пуластăк...

— Ма «сан вырăнта пуластăк»? — çемçен пӳлчĕ Хĕлип.

— Ха! Ма тет-ха тата! — кĕмпĕртетрĕ Пăсара. — Эс мĕн, мана çав териех сĕмеккей тетĕн-им? Аçу, урине тăсас умĕн, сана пĕр купа укçа халалласа хăварнă терĕç.

— Тем пăтраштаратăн эс, Пухвир Раманччă, — аванмарланчĕ Кураков. — Ман атте хăй ĕмĕрĕнче те çителĕклĕ укçа тытса курман. Тепĕр чухне ăна хамăн пулăшкалама тиветчĕ: мăшкăлласа тенĕ пек паракан пенсипе ытлашшиех иртĕхеймĕн.

— Çапла мар-и! — лĕхлетрĕ Пăсара ывăлĕ. — Мана мар, пĕр-пĕр тăм пăшала кайса тыттар — тен, вăл ĕненĕ. Эх, пулмарĕ çавнашкал пуян атте ырлăхĕпе рехетленесси! Манран вĕçĕмех хамран тăпăлтараççĕ. Апиментне те пулин, мур хирсе кайманскерне, шалуранах катса юлаççĕ... Чим-ха, васкатăн-им? Çук? Эппин, мĕн кутăнтан хăнкăла çыртнăн йăшаланатăн?

Малалла

Вăтăр саккăрмĕш хут иканас...


Вăтăр саккăрмĕш хут ИКАНАС

Тĕнчери тĕпчевçе кунта пухрĕ.

ĕçсене вĕçленишĕн пулас

итлекенĕн чылай йышĕ хухрĕ.

 

Виçĕм кун тухса кайрĕ тутарĕ,

курас килчĕ ман тĕрĕк çĕрне.

Çĕр-çĕр çухрăм мана вăл уттарĕ.

Паянхи каяс çул – Эдирне.

 

Пурăнать унта ман тĕрĕк тусăм,

вăл пĕлет калаçма чăвашла.

Кĕçенет, тулхăрать автобусăм.

Çук, вăл мар,

хам васкап пулмалла.

 

15.09.2007. Анкара. Кăнтăрла иртсен.

Тĕрĕкре те çынсем сунаслаççĕ...


Тĕрĕкре те çынсем сунаслаççĕ.

Апчхи! мар, пирĕн пек эчху! теç.

Евĕрлев сассене пит тăнлаççĕ,

вĕсене чăваш евĕр илтеç.

 

Евĕрлев чĕлхине лартчăр палăк.

Тĕнчере урăх çук ун пекки.

Тĕрĕксен хушшинче те вăл паллă,

чĕлхесенĕн тĕппи те тĕкки!

 

Анкара. 15.09.2007. Кăнтăрла.

Тĕнче уçлăхне


Тĕнчере вĕçевçĕсем вĕçеççĕ,

Çăлтăрсем паттăрсене чĕнеççĕ.

Кĕç карап уйăх çинее вĕçет,

Тĕнче уçлăхĕ ăна кĕтет...

 

Ак вĕçевçĕ çĕн тĕнче шырать,

Уйăх çине вĕçсе каять.

Çĕн чĕрчунсем унта пурнаççĕ,

Вĕсем те çав карапа кĕтеççĕ.

 

Марспа Юпитер те ăна кĕтет,

Пирĕн карап вара унта çитет.

Чĕрчунсемпе унта вĕçевçĕ паллашать,

Кайран кил енннелле çулне тытать.

Ентешĕме халалласа


Тĕнчере тĕлĕнмелли нумай.

Шухăшлатăп халĕ эп пĕрмай.

Çĕр çинче пурнатпăр савăнса,

Уçлăха вĕçетпĕр тăрăшса.

Андриян çул хыврĕ уçлăха,

Мухтавне вăл пачĕ халăха.

Тĕнчипе пĕлеççĕ Чăваша,

Саламлаççĕ пирĕн паттăра.

Мухтанатăп хамăн ентешпе,

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.

Вил тăпри çине çӳретĕп чечекпе,

Тав тăвап чăвашшăн тăрăшнишĕн.

Ан авăн, шĕшкĕ


Хĕвел инçетри тусем хыçне пытанчĕ. Пин-пин çутăпа йăлкăшма пуçларĕ айлăмра ларакан Порт-Артур. Тинĕс çинчен нӳрĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Пулăçсен шурă парăслă киммисем пĕрерĕн-пĕрерĕн çыран хĕррине пырса чарăнчĕç.

Илемлĕ-çке эсĕ, Маньчжури каçĕ!

Çакăн пек çуллахи ăшă каçсенче эпĕ илĕртӳллĕ кăнтăр çанталăкĕпе сахал мар килентĕм. Анчах кĕçĕр кунта, ют çĕршывра, мана нимĕн те илĕртмест. Пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм — Тăван çĕршыва хăвăртрах çитесси. Çуралнă ялăмра тăватă çулталăк хушши пулаймарăм, çамрăксен уявĕсенче савăнса çӳреймерĕм. Мĕнле-ши халь унта? Çак ĕмĕтпе çĕкленсе, порт еннелле васкатăп, ту хушшинчи ансăр, кукăр-макăр сукмакпа тинĕс хĕрринелле анатăп, аллăмри чăматан йывăрăшне те, кутамкка çакки хулпуççие каснине те сисместĕп.

Тăван çĕршыва кайма тухнă салтаксем порт çывăхĕнчи пĕр пысăк сада пуçтарăннă та пăрахут килессе кĕтеççĕ. Унта та кунта вут çути ялкăшать: çалтаксем каçхи апат пĕçереççĕ. Йĕри-тăвра калаçса кулни, юрлани илтĕнет.

Эпĕ, ушкăнтан ушкăна çӳресе, хамăр енчисене шыратăп. Сасартăк çывăхрах чăваш юрри илтĕнсе кайрĕ, анчах сăмахĕсем..." «Она вон шишка, она вон...» шăрантараççĕ иккĕн, чăваш сăмахесене вырăсларах каласа. Эпĕ, ним шутласа тăмасăр юрлакансем патне, пĕр лапсăркка улмуççи айне, чупса пытăм.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 722 723 724 725 726 727 728 729 730 ... 796