Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеАтăл шывĕ юха тăратьÇамрăк ĕмĕтХĕллехи каçсенчеСана ҫырма сӑмах ҫитетЙытă тĕлĕкĕ

Кĕмĕл топăль


Яштак топăль хыçри картара,

Яштак топăль ларать шулçăра...

Шулçи витĕр уйăх ирĕлет,

Шулçă витĕр çĕре тĕрĕлет.

Кĕмĕл топăль илемлĕ пулас —

Унтан уйăх нимпе уйрăлмасть,

Арканайнă турат хушшине,

Ыталанă черченкĕ пӳне.

Каçхи сывлăм мерчен шăрçа пек,

Каçхи сывлăм таса куççуль пек...

Каçхи сывлăм çăвать урана.

Сывлăм çийĕн тухап урама.

Алăмра икĕ ретлĕ гармонь —

Урам тăрăх ян-ян сас сарма.

Çул тытатăп урам леш енне,

Янрататăп янтрак гармонне.

Каçĕ йăпăш сĕмпе пĕркенет,

Каçа тăрăх мĕлке сĕтĕрнет.

Эх! Çурам-ха каçхи йăпăша!

Вăратам-ха хавас шухăша!

Кĕмĕл топăль чуна тек чĕнет,

Ахаль мар пуль — савăнăç сĕнет,

Курăнсах кайрĕ шап-шур пĕр мĕлке.

— «Савнă тусăм...» — хупланчĕ чĕлхе...

Тупаймарăм сăмах ăшăмра.

Эх, чĕлхийĕ! Хĕлĕхсĕр тăмра!

Тек тухмап халь гармонь янратса,

Çӳрейместĕп яла вăратса.

Топăль айĕн выртмасть ура йĕр,

Тек курăнаймĕ мĕлкен унта хĕр.

Ма тесессĕн — тавра тарăн кĕрт,

Уншăн мар та — качча кайнă хĕр.

Çурхи çил


Кăвак пĕлĕт тăрăх хĕвел шăвăнать,

Ешĕл уй-хир тăрăх çилĕ йăпшăнать.

Ман пуç çур çил(ĕ)пе çăвăнать,

Çур çил(ĕ)пе эп хам савăнап.

Ярăн та ярăн ярăнап

Уй-хир çийĕнче кунĕпе.

Ман вăй, ман хăват — çурхи çил,

Çур çил(ĕ)пе тĕнчипе сарăлап.

Акă, паян та уялла

Тухрăм та утрăм, атьсем;

Эх! чарăнмасăр малалла

Утам-ха, утам каçчен...

Симĕсĕн-симĕсĕн калчи

Ура тупанне явăнать;

Сенкер тӳпеллĕ тĕнчи

Май çилĕпе хумханать.

Пĕлĕт кăн-кăвакăн ирĕлет

Хĕвел çуттинче кунĕпе.

Ĕмĕт çур вăй(ĕ)пе чĕрĕлет,

Ĕмĕт сарăлать тĕнчипе...

Манăн ăшăмра иртенпе

Шăпчăк чарăнмасăр юрлать;

Манăн чунăмçăм пĕтĕмпе

Çутă пурнăçа савать.

Юнăм чарăнмасть вĕреме,

Пурнăç чиперрĕн курăнать...

Çур çил(ĕ) йăпатать чĕреме,

Хĕвелĕ пуçа ачашлать.

Шăнкăр та шăнкăр çурхи шыв

Сăмахсăр юрлать пĕрмай...

Маншăн паян уяв,

Манăн уяв — вăл Май.

Маншăн паян мĕн пур

Чечекленен тĕнче...

Маншăн — хĕвеллĕ çур,

Маншăн — хаваслă чĕре!

 

1/V—27 ç.

Каршлăх çулĕ çинче.

Çывăрса тăранман...


Çывăрса тăранман. Пуç вĕри.

Е килтен инçетришĕн чирлерĕм?

Е ĕшентĕм-ши çавă тери,

çĕре сăвă çырса эп çĕрлерĕм?

 

Сывлăх çурчĕ кĕтмест.

Çук ман полис,

арăм чикнĕ эмелĕм кăна.

Чирлесессĕн ютра мĕскер пулĕ?

Умĕнчен хыçĕ юлтăр хăнан.

 

Çак сăмахăм чăнпа тӳр ан килтĕр,

халех хăптăр манран чир-амак!

…Тĕлĕнтермĕш! Çĕклентĕм, йăл илтĕм.

Вĕçтерем парнесем шырама!

 

15.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.

Çур çĕр иртнĕ тĕле ыйхăм çĕтрĕ...


Çур çĕр иртнĕ тĕле ыйхăм çĕтрĕ.

ăш вăркать, чунăм канăç пĕлмест.

Уйрăлма туссенчен вăхăт çитрĕ,

çавăнпа çывăрассăм килмест.

Кантăкран хула шавĕ кĕмерĕ.

Тÿпере самолет мĕлтлетет.

Сăввăма çыричен вăл кĕтмерĕ,

таçталла ĕнтĕ халĕ вĕçет.

 

Эп Хуркайăк çулне те курмарăм.

Алтăр çăлтăр та çук пек, туссем.

Е кунта Чăвашри тÿпе мар-и,

кунта урăх тÿпе те тĕссем?

Çĕрлехи Анкара маншăн ютă.

Палламастăп ăна, кай-кай-кай!

ăçта эсĕ, автобусăм-утăм,

хăвăртрах килелле илсе кай.

 

15.09.2007. Анкара. Ирпе 3 сех.

Тĕнче кĕвви


...Пит те лайăх-ĕçке

Çулла, çур çĕрпе

Ирчченех лармашкăн урамра.

Пĕр сас та илтĕнмест,

Сенкер тӳперен

Çутă уйăхĕ анчах лăпкать пуçăма,

Лăпкать пуçăма ылттăн çуттипе;

Лăпкать чунăма...

Эх!.. Аван-ĕçке, пит те аван!

Пит те чаплă-çке ку саман!..

Паян эп кунĕпе уйра,

Ĕçленĕ кунĕпе сухара...

Каçхи сĕм ӳкиччен

Пĕччен.

Ирхи çĕртме çавăрап,

Хĕвел аниччен

Ĕçчен —

Эп катари уйра.

Аван-ĕçке ывăннă шăм-шакка

Каçхи ĕмĕлте кантарма.

Аван-ĕçке тĕнче кĕввине

Каçхи йăпăшра итлеме!

Ахаль мар кĕтрĕм эп каçа,

Ахаль мар, çут хĕвел ансанах

Тăвартăм лашана васкаса,

Чуптартăм ялалла.

...............................

Малалла

Эпĕ те юратнăччĕ...


(Иван Доронин майлă)

 

Хура вăрман тайăлнă-çке пĕтĕмпех,

Хăш-хăш çĕрте хĕвел çутти те курăнмасть,

Хĕвел çутти те.

Виттĕр тухса кайнăччĕ ĕлĕкрех,

Халь пĕр йăвăç та мана палăрмасть,

«Мăйăр» утти те.

Çав вăрманта курнăччĕ пĕр сар хĕр,

Чаплă хĕр.

Ах! телейлĕччĕ те çав эп ун чухне!

Эп юратнăччĕ-çке Унĕççин кăвак куçне!

Хирти чечек —

Хăйĕ пĕчиккĕ,

Çавах та уна такам та юратать,

Юратать такам та...

Пĕрре кĕркунне кайнăччĕ вăрмана,

Кайнăччĕ вăрмана мăйăра...

Сар мăйăр мар тупăнчĕ мана.

Тупăнчĕ сарă хĕр.

Ах, чун!..

Вĕри юн!..

Эсĕ вĕре

Чĕрере!

Вăрманта

Малалла

Утнă чух урампа...


Утнă чух урампа

байĕпе, баянпа

пуплешеп хам майпа:

аван-и, тусăмсем, мерхаба!

 

Пӳлĕмре çиме пур,

çумăмра туссем пур,

айăмра тӳшек пур.

Тавтапуç, дузларăм,

тешеккӳр!

 

Эп юратрăм сире,

хулăра, килĕре.

Курасси - ӳлĕмре.

Ал парар: Кёрӳшмек ӳзере!

 

14.09.2007. Анкара. Каç кӳлĕм.

Тăри


Хĕвел пĕçертет

Пĕлĕт çинчен;

Тар-юн юхать

Хулпуççинчен.

 

Уяр кунта

Вĕри, тип хирте

Хресчен ĕçлет,

Тыр-пул тăвать.

 

Лаши начар,

Суха туртмасть,

Хып-хытă тăпра

Вансах каймасть.

 

...........................

 

Тырри çитмест,

Выльăх начар;

Пуян пĕлмест

Сан хуйхăна!

 

Ачи-пăчи

Çăккăр ыйтать;

Пуян хуçи

Укçа ыйтать.

 

Ырхан лаши,

Вăл та пĕлет

Сан хуйхăна,

Пурнăçуна!

 

Ах, кам сана

Хуйхăран кăларĕ,

Сан пуç-ăсна

Телей парĕ?!

 

Ак, пăх... итле!

Таçта, çӳлте

Тăри сасси

Илтĕнет-çке!

 

«Тăри-тăр-тăр-тăр!

Тăри-тăр-тăр-тăр!

Хура халăх, тăр!

Ĕçчен халăх, тăр!

 

Эс хуйхăрма пăрах!

Эс макăрма пăрах!

Тăри-тăр-тăр-тăр!

Тăри-тăр-тăр-тăр!»

 

Тăри, сан сассу

Таçтан, çӳлтен

Халăх хуйхине

Малалла

Шыв юрри


Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Ешĕл симĕс улăхра;

Эпĕр курăкпа вылятпăр,

Таш ташлатпăр çырмара.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Хăйăр-чулпа выляса,

Е авăрта тăратпăр

Йĕри-тавра çаврăнса.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Йĕри-тавра пул вылять,

Эпĕр вĕсене хăвалатпăр,

Анчах пулли те тарать.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Кăвак пĕлĕт пирĕн çыра...

Ун çинелле пăхатпăр,

Вăл та пăхать пирĕн çия.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Сар хĕр анать пирĕн пата.

Эпĕр унпа вылятпăр,

Ăна çуса-тасатса.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Çырма тăрăх малалла;

Кунĕн-çĕрĕн юхатпăр

Хамăр ирĕксĕр таçталла...

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Тен, тинĕсе çитĕпĕр,

Кăвак питне курăпăр,

Ун ăшĕнче çĕтĕпĕр.

 

Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр...

Сыв пул, тăван вырăнсем,

Кайран сире курмастпăр –

Курĕç сире ыттисем.

Атте ăса кĕртни


Кĕрхи-çорхи пĕр çĕрте

Тохрăм чопрăм,

Молча чолне çĕмĕртĕм.

Ати мана сисрĕ,

Хорама патакпа ватрĕ.

Ятăм йолтăр ял çине,

Аллăм йолтăр хĕр çине.

■ Страницăсем: 1... 723 724 725 726 727 728 729 730 731 ... 796