Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хӗвел мулкачӗсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЙытă тĕлĕкĕТом Сойер темтепĕр курса çӳрениЙĕрсемАтте пилĕĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Çуратнăшăн тунă кĕлĕ


Эй, хунав амăшĕ паян пире

çĕнĕ чун пачĕ.

Çылăхсăр кайăк пачĕ.

Эпи пехилĕнчен.

 

Çул-йĕр валли

мăшăр ура ытамĕ панăшăн,

тăван валли

мăшăр алă ытамĕ панăшăн

тайăм пуç, аннеĕм,

ӳкĕм пуç, çуратаканăм.

 

Çак çĕр çинче

пӳ-си вырăн йышăннăшăн,

ӳпкем сывлăша тивĕçнĕшĕн,

чĕрем

юн çумне юн хушса кăлтлатнăшăн

тайăм пуç аннеçĕм,

ӳкĕм пуç, çуратаканăм.

 

Хĕвеллĕ урама курма

мăшăр чӳрече пек куç,

кайăк юррине илтме

мăшăр хăлха парнеленĕшĕн,

пепкӳне çут тĕнче кăвапинчен çыхнăшăн

тайăм пуç, аннеçĕм,

ӳкĕм пуç, çуратаканăм.

 

Çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ туйăм-сисĕм пур,

утмăл та ултă авăклă кăмăмлăм пур,

шлепке лармалăх пуçăм пур,

пуçăмра

хама пурăнмалăх та пулсан ăсăм пур.

Тайăм пуç, аннеçĕм,

ӳкĕм пуç, çуратаканăм.

 

Чунĕ вăл чăхăн та пур-ха,

Малалла

Этикей Пăлхарта


Пăлхарсен хули Пăлхар

Тĕп пулни çинчен хыпар

Сахал мар халапсенче.

Тугарсен эпосĕнче

Ун çинчен пĕлтернипе

Паллашар-и йĕркипе?

Тарчĕ Тăхтамăш тухса,

Илчĕ Этикей тытса

Çĕршыва хăй аллине,

Çитрĕ Сарай хулине.

Кунта çĕр-çĕр манара,

Урамĕсем хулара

Сакăр вуннă таранах,

Çутăлтарать таврана

Ылтăн тăрăллă кермен,

Сарă мрамор пур енчен,

Хуралçисем шур тумпа,

Хураллаççĕ ушкăнпа.

Алăкĕ шап-шурăскер,

Кĕмĕл пек йăлтăртискер.

Этикей хĕçĕпеле

Алăка ик еннелле

Яриех уçса ярать,

Хурала хирсе хурать.

Кĕчĕ ылтăн кермене, —

Çитрĕ Тимĕр хан умне:

«Керменпеле хулана, —

Сыхлăр, — тет мăрса ăна. —

Эпĕ Турă хушнипе

Хай Тăхтамăш çулĕпе

Вĕçтерем хăваласа,

Тавăрам пуçне касса:

Хăтарам çĕршывăма,

Канлĕх пултăр çарăма».

Сывпуллашрĕ Тимĕрпе,

Этикей хан çарĕпе

Çул тытатъ Пăлхаралла,

Хăвармарĕ ывăла.

Ак çитет хула патне,

Паллаймарĕ ун сăнне.

Курăнмасть хапхи кунта.

Малалла

Тиллит, тиллит, тил ури...


Тиллит, тиллит, тил ури,

Тил ури мар, хĕр ури.

Тути, тути, армути,

Арăм тути, хĕр тути.

Ытла чипер ку лĕпĕш...


– Ытла чипер ку лĕпĕш, - терĕн эсĕ.

– Купăстана хуртлантарать вăл, - терĕм эп.

– Утмăл турат тӳпе пек, - терĕн эсĕ.

– Çум курăкра мĕн чиперри-ши, - терĕм эп.

– Атя пытанмалла вылятпăр, - терĕн эсĕ.

– Ача вăййи кăна ку, - терĕм эп.

 

19.05.1977.

Хĕрĕх хĕлĕх, пĕр кĕсле...


Хĕрĕх хĕлĕх, пĕр кĕсле,

хĕрĕх ăйăр, пĕр кĕсре.

Кĕсле сасси ян-ян-ян,

кĕсре чăннипех пуян.

 

19.05.1977.

Сенкер куçне ак ярăп та вăлта...


Сенкер куçне ак ярăп та вăлта

сан шухăшна

ту-ур-тах! кăларăп,

çатăлтатаканскере

витрене чăмтарăп.

Ун чух пĕлнĕ пулăттăн,

мĕн вăл Атăл,

мĕн вăл витре.

Апла пулсан мана

сăвă çырма пăрах тесе

ан ӳкĕтле.

 

20.04.1977.

Ĕлĕк эпир хамăр та, ах, хамăрччĕ...


Ĕлĕк эпир хамăр та, ах, хамăрччĕ,

Айри утăмăрсем, ах турă, самăрччĕ.

«Т» сас палли çурхи шывпа юхса кайрĕ-çке,

«Е» сас палли хĕвел çинче ĕнсе ларчĕ-çке,

«Л» сас палли кĕрхи çилпе хухса кайрĕ-çке,

«Й» сас палли кăрлач пăрпе шăнса ларчĕ-çке.

Ăçтан «телей» тесе çырса хурам-ха,

ăçтан çынсем пекех ырă курам-ха?

 

08.03.1977.

Тăхлач, эсир хăш кассем?...


– Тăхлач, эсир хăш кассем?

– Кунтисем-ха, кунтисем,

çĕрпе пĕлĕт хушшисем.

– Апла эпир тăвансем?

– Ийя, хăта, тăвансем.

Хĕвел атте ачисем,

çĕр аннемĕр пăчисем.

 

07.03.1977.

Çирĕм питĕ хаклă пулă...


Çирĕм питĕ хаклă пулă,

пурăнатăп, имĕш, тулăх.

Йĕм çинче ман çук тӳмме,

укçам çук ăна илме.

Чăваша ытла мĕн кирлĕ?...


Чăваша ытла мĕн кирлĕ?

Тус-тăван ан пултăр чирлĕ,

Арăм пултăр чăн сарри.

Тата…

эрех,

хаярри.

■ Страницăсем: 1... 749 750 751 752 753 754 755 756 757 ... 796