Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемÇăлтăрчăксемСӳнми хĕлхемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКуçа-куçăнÇут пайăркаПирĕн çулталăк

Таçта шалта, кăкăрăмра...


Таçта шалта, кăкăрăмра,

çитмĕл те çичĕ сăмахăм пӳлминче,

çитмĕл те çичĕ кăмăлăм çӳпçинче

аннем пилĕпе чĕркенĕ тĕшĕ-вăрă пур,

асамлă юрă акма çĕнĕ вăрлăх пур.

Эй, поэзи турри,

çав тĕшĕ-вăрра

çынсен чĕрисене акмалăх парăсăнччĕ,

акнă тырă-пулă çине

ăшă çумăр çутарăсăнччĕ,

сипетлĕ нӳрĕк ӳкерĕсĕнччĕ,

ăшă хĕвелне пăхтарăсăнччĕ,

пĕр пĕрчĕ акса

пин пĕрчĕ илме парăсăнччĕ.

Çак сăмахсем манăн мар –

аннем пиллесе хăварнăччĕ.

Эй, поэзи турри,

ан çырлах, ан хĕрхен.

Пӳрнĕ пулсан пил ту,

пӳрмен пулсан кĕл ту.

Сĕнче хули


Сĕнче çыранĕ çӳллĕ,

Çыран тăрри тӳремлĕх,

Тӳремлĕхе тыр акнă,

Ешернĕ вăл сип-симĕс.

Чăш-чаш утса пĕр çиччĕн

Сĕл пуссинче çӳреççĕ,

Темскер тупса сăнаççĕ,

Нихçан курман пуянлăх

Тĕл пулнăн тинкереççĕ:

Чарнаççĕ сывлама та,

Чăл-чал çиçет пит-куçĕ.

Чӳлмек ванчăкĕсем те,

Йĕрĕлчесем те пур-мĕн,

Тупаççĕ шăмăсем те,

Пур тимĕр хатĕр-хĕтĕр.

Çич-сакăр ĕмĕр ĕлĕк

Кунта мĕнле хула-ши

Кун курнă та шавланă?

Тăшман килсе çапсассăн

Епле вĕсем сыхланнă?

Мĕнле асап тӳссе-ши

Тĕм-тĕкĕрех тĕп пулнă?

Пӳлер-Сăвар юлташĕ

Пулнах-тăр çак хуламăр

Тесе пăшăрханатăн.

Хӳме палли юлайнă —

Тĕмеленсе выртать вăл.

Çыруллă чул юпа та

Ун-кун кăштах упраннă,

Унта — "ыр çыннăн" ячĕ.

Чӳлмекĕн ванчăк тĕпĕ,

Иĕрĕлчепе сар шăмă

Тахçан кунта çӳренĕ

Йăх тав-шавне хускатрĕç,

Инçе ертсе каяççĕ

Аваллăх çуле тăрăх.

Пăлхар-Сăвар тăшманĕ

Алхаснă-тăр кунта та.

Тен, çак сăрта хăпарнă —

Малалла

Кунăм-çулăм...


Кунăм-çулăм,

сана çирĕм тăхăр хут витĕнетĕп,

пурăннă кашни çулшăн

пĕрер сăвă паратăп.

Çăмăллăх пар мана,

ăнăçлăх пар мана.

Çырлах!

 

Киреметĕм,

Чӳк пăтти чӳклем-и,

Сана ятран парам-и?

Такăнассите пулĕ,

Çырлах!

Иртен-çӳрен те кулĕ,

Ан пăрах.

Упраса тăрах.

 

1977, ака

Хӳхлев


(халăх юрри майлă)

Ăçта каян, чĕкеç, йĕпенсе,

мăшăр çунатту вĕçне шак хытарса?

Ăçта каян, аннем, пăрахса,

Ху ывăлна хăр-тăлăха хăварса?

Шурăм пуçĕ килчĕ шуралса,

эс çавăн пек çуталса килес çук.

Курас килнĕ чухне умра сăну çук.

Хĕрлĕ хĕвел тухать хĕрелсе,

эсĕ хĕвел пек ăшшăн пăхас çук.

Пуплес тенĕ чухне çумра сассу çук.

 

Шурăмпуçĕ килчĕ шуралса,

шур чатăр карса та чарăнмарĕ-çке,

хĕрлĕ хĕвел тухрĕ хĕрелсе,

хĕрлĕ чатăр карса та чарăнмарĕ-çке.

Ĕнтĕ анчĕ хĕвел, килчĕ шурăм пуç,

аннемĕн ĕмĕрĕ хыçа юлчĕ-çке.

 

1977, ака

Икĕ улмаран хăшне тататăн...


– Икĕ улмаран хăшне тататăн?

– Чи хĕрлине тататăп.

 

– Икĕ хĕртен хăшне саватăн?

– Чи чиперне саватăп.

 

– Икĕ утран хăшне йĕвенлĕн?

– Чи шуххине йĕвенлĕп.

 

– Икĕ ĕмĕртен хăшне илетĕн?

– Иккĕшне те илетĕп.

 

Пĕр ĕмĕрте улма татса,

ут утланса çула тухатăп.

Теприйĕнче савни тупса

чашки-чашки пыл-улмапа

куçран пăха-пăха çиетĕп.

 

10.02.1977.

Мерчен хули


Сарлака та çӳллĕ ту çинче

Мерченех те хули курăнать.

Икĕ хутлă хулăн хӳмере

Мерчен пек илемлĕ çĕкленет.

 

Улăхайрăм Мерчен хулине,

Мерченех хули мерченсĕр мар.

Тĕлех пултăм мерчен улшуçне,

Хушрĕ мана мерчен суйлама.

 

Тăван пек хулам тăвансăр мар,

Мерчен тесе çапнă çамкине.

Хупласа та килчĕç хурахсем,

Тăванран та тиврĕ уйрăлма.

 

Мерчентен хула çавăрни çук,

Тăвантан тăван тăранни çук.

Тăванăма кайрăм шыраса,

Тупăнчĕ вăл çĕнĕ Мерченте.

Эпи пехилĕ


Йе, Хунав Амăшĕ паян пире

çĕнĕ чун пачĕ,

çылăхсăр кайăк пачĕ.

Пĕчĕккин

ырлăх-сывлăхĕ пултăр.

Çичĕ кунтан кулли пултăр,

пит-куç тулли пултăр.

Çичĕ уйăхран утти пултăр.

утăн юртти пултăр,

чĕкеç чĕлхи пултăр.

Вун ултă çултан арлăхĕ пултăр,

çурăм тарлăхĕ пултăр.

 

Ачам, ăшă вырăнтан пухрăн,

ăшă вырăнта çут тĕнчене кур,

тĕнче ăшшине тытакан пул,

сивĕлĕхе сирекен пул

Ватта курсан «тетей» те,

Çамрăка куран «тăван» те,

пĕтĕм ял-йыша сума су.

Ар çулне çитсен арлă-мĕнлĕ пулăн.

Пиртен тăван,

ывăл-хĕр малалла ярăр,

ăрăвăмăр-халăхăмăр ан пĕттĕр,

ĕмĕртен ĕмĕре пытăр.

Эпир ватăлăпăр, вилĕпĕр,

пирĕн пек пехет-телейлĕ пул,

ырлăхлă-пурлăхлă пул.

 

Кăвапуна пуртăпа касрăм,

чутлакан-пуралакан ăста пул,

кил хушшине тытакан хуçа пул.

Ялти чухăнтан ан кул,

ялти нимерен ан юл,

кашни çуртра-йĕрте

эсĕ хăпартнă кĕтес пултăр,

эсĕ çапса кĕртнĕ пăта пултăр.

Малалла

Йăлт! тухса ӳкрĕ...


Йăлт! тухса ӳкрĕ

йăлтăркка ăшă пĕрчĕ

юр çине.

Куçран ӳксе юлнăскере иртен-çӳрен

курмарĕ,

сивĕ чĕпĕтнĕрен – кам ăçталла –

саланчĕ.

Папка çеç

пепкенни пек ырă тĕлĕкĕнче

тутине хускатса илчĕ.

Атăл çеç

аслă хусканăва туйса

асамат кĕперĕ пек йĕрсемпе

пăр валемлеме

палăртрĕ.

Çав вăхăтран пуçласа

çĕр-анне варĕнче

çур кунне ӳтленчĕ.

 

1977, раштав уйăхĕ, Мускав

Чусран карта çавăртăм


Чусран карта çавăртăм,

Тем саркайăк ларас пек.

Сарă хĕре куç хыврăм,

Савни тесе калас пек.

 

Карта çине саркайăк

Вĕçсе килсе лармарĕ.

Сарă хĕре куç хывса

Савни тесси пулмарĕ.

Хĕвеле май пулать каç...


Хĕвеле май пулать каç,

уйăха май пулать ир.

Вĕсем хыççăн туртăнатпăр эпир.

Кам çурран,

кам утпа,

кам ракетăпа.

Кам турбинăпа,

кам таканпа,

кам

çăпатапа....

 

1977, раштав уйăхĕ, Мускав

■ Страницăсем: 1... 751 752 753 754 755 756 757 758 759 ... 796