Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанПулать-çке пурнăçраАсаттесемЫтла та вăрттăн юратуЮрату йĕтесĕВăхăт таппиАча чухнехи

Çамрăксем


Калинке шалтлатать. Ак—урам.

Август çилĕ вăш-вăш çулăхать.

Уçă сывлăш сиплет кăкăра...

Лупас айĕн автан авăтать.

 

Çулпала эп васкавлăн пырап...

Укăлча тăрса юлчĕ хыçа.

Машинпа ĕнер çапнă тырра

Тасатасчĕ часрах алласа.

 

Ман колхозăн йĕтемĕ пуян,

Ав, мĕн чухлĕ капан йĕркерен.

«Эсĕ пит те ир тăнă паян,

Мĕн пирки, — тет хурал, — ир çӳрен?»

 

Эп анчах-им, илтен — грузовик,

Кĕр-кĕрлет ав, тухать гаражран.

Ян каять ирхи юррăн кĕвви,

Ял енчен шурăмпуçĕ таран.

 

«Çамрăксем пит маттур кучухне,

Кунĕн-çĕрĕн пĕлмеç çывăрма», —

Ват хуралçă чĕртет чĕлĕмне: —

«Комсомол хушать паттăр пулма»...

 

Пит паха пуçару çамрăксен, —

Тытăнас теççĕ тырă леçме.

Чăн, хĕрӳ чун чĕрийĕ вĕсен,

Йышлăн çитĕç часах йĕтеме.

 

«Ырă ĕç, пит аван, тамаша», —

Тутлăн ĕмрĕ мучи чĕлĕмне.

«Ĕнер çапнă паха ыраша

Ăсатасчĕ патшалăх складне»...

 

Машинпа çитрĕç ман тантăшсем,

Малалла

Çĕртмере


Çухалнă сурăхсем

Килĕсене килсессĕн, шăплансан,

чипер кинсем

сĕтел çине ăш сĕт лартсан,

алла хăяр, çăкăр чĕлли тытса

уй еннелле утатăп.

– Кино пит чаплă-çке паян, –

тĕл пулнă хĕрĕсем

шӳтлеççĕ. –

Çĕрле те сухаланăшăн сана

мĕнчуль тӳлеççĕ?

Ĕçри юлташăм

тăратрĕ трактора.

Ун чĕлпĕрне тыттарчĕ те

ыр каç сунса

çап-çамрăк арăмĕ патне уттарчĕ.

Эй, кайрăмăр, сухаçă!

Суха касси

лăп-лăп кăна вырнаçтăр,

суха çĕççи

чĕллисене

ыр чухăн пек шеллевсĕр

кастăр,

çĕр амăшĕ, çĕр ашшĕ

ан ятлаçăр.

Каç сĕмлĕхне сире-сире

хăватлă утăм

пĕр хартлатрĕ,

ял çывăхне çитсен кĕçенчĕ те

пĕр кукалесе айра ташларĕ,

тепре çăварлăхне чăмларĕ,

çапах та чĕлпĕр пушанмарĕ.

Ĕшеннĕ ĕçченсем

вырăн çине тӳнеççĕ.

Культура çурчĕн çутисем

тепĕр каçчен сӳнеççĕ,

ыйхăсăр аптранă ватă та

лăштах пулать.

Çак вăхăтра

сухаçăн мамăкпа мăкланнă

янахĕ усăнать.

Эй, ырă ыйхă, ырă ыйхă!

Малалла

Чейисене


Чейисене

чей куркипе сăйлаççĕ,

тăмсайсене параççĕ

тăм курка.

Мана та хăнана

паллакансем чĕнеççĕ,

анчах мĕне кура

тăм куркине кăна

сĕнеççĕ?

 

27.07.1974.

Мăшăр чĕкеç пӳрт умĕнче


– Мăшăр чĕкеç пӳрт умĕнче

кăçал та çавăрчĕ йăва, –

аннем кин кĕртесси çинчен

çапла пуçлать калаçăва.

 

Шахвăртнине туйса илсен

çурма шӳтле вăлтса хуратăп:

– Йăви вăл пулĕ, кӳршĕсен

кушакĕнчен хăратăп...

 

Йĕпреç. 27.07.1974.

Пирĕн тупа


Аса килет мана Морозов —

Мухтавлă паттăр пионер.

Вăл çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, —

Ун пек пулмашкăн вĕренер.

 

Аса килет мана Чекалин —

Хастарлă çамрăк партизан.

Вилĕм таканĕ умĕнче те

Фашистсене вăл парăнман.

 

Эпир вĕсен ятне манмастпăр,

Тивлетлĕ халăх ĕçĕнче

Сăнĕсене умра тытатпăр,

ĕçĕ вĕсен — чĕресенче.

Эс хитре


Эс хитре. Çийĕнте

Ялкăшать пурçăн тум,

Кăтралатнă çӳçӳ

Сан питне эрешлет,

Илĕртӳллĕн кулать

Писевленĕ туту,

Ăнланатăп—саван,

Сана куншăн—рехмет.

 

Вальс кĕвви шăранса

Илтĕнсен вăйăра,

Эс мăнаçлăн пăхса

Çĕкленен чи малтан.

Авкаланчăк, чечен

Çаврăнан ташăра,

Сисĕнет: Ман пекки

«Урăх çуккă ялта».

 

Юрĕ. Урăх ан пултăр.

Тек кирлĕ те мар...

Кур епле ыттисем —

Пирĕн тантăшхĕрсем?

Лăпкăн, ăшшăн пăхни —

Яш чĕрешĕн кăвар,

Илемленнĕ ĕçре

Ытарми сăнĕсем.

 

Кашниех тăрашать

Ырă чунлă пулма,

Ĕççинче те — ĕçчен,

Вăйăра та кал-кал.

Пĕр эс çех вĕçкĕнле

Тыткалатăн хăвна,

Пĕр эс çех ĕççинче

Курăнатăн сахал.

Пĕлĕтсем


Инçетелле вĕçеççĕ,

инçетелле вĕçеççĕ пĕлĕтсем.

Çитсе курман çĕрсем енне чĕнеççĕ,

çитсе курман çĕрсем енне

чĕнеççĕ пĕлĕтсем.

 

* * *

Хĕвел питне хуплать тесе

ан хурлăр,

ан хурлăр пĕлĕте.

Çĕре вăл кирлĕ,

çĕре вăл кирлĕ сулхăн сăн пама,

тата мана –

кăштах тунсăхлама.

 

* * *

Пĕлĕттĕм,

кам сăмахне,

кам сăмахне йывăра илчĕ-ши пĕлĕтĕм.

Çул-йĕре уяса та тăмарĕ,

куççуль витĕр утса алне сулчĕ те

çухалчĕ.

 

* * *

Пĕлĕтсем,

ăмсанатăп сире, пĕлĕтсем –

инкек мĕскерне чухламастăр эсир,

тăшман аллине пĕлейместĕр эсир,

пĕлĕтсем.

Пĕлĕтсем,

хĕрхенетĕп сире, пĕлĕтсем –

телей пылакне тутанмастăр эсир,

юлташ аллине пĕлейместĕр эсир,

пĕлĕтсем.

 

25.07.1974.

Çунатлă ĕмĕтĕм


Çунатлă ĕмĕтĕм

хăйне валли йăва шырарĕ,

кĕрхи вĕçевпеле

çӳрерĕ инçетре.

Анчах çурхи пĕр каç

тăван енех вăл таврăнчĕ,

хам чĕререх вăл çавăрчĕ

йăва.

 

Йĕпреç. 1974, çĕртме.

Пăши урийĕ


Пăши урийĕ

тип çĕр çинче тăрать тĕреклĕ,

шывран тухсан вилеççĕ

пулăсем.

Çунатлисем

çунат тĕрекĕпе вĕçеççĕ.

Çынсемшĕн çеç йĕрке çак

урăхла,

этемлĕхĕн ура тĕреклĕхне

çĕр варринчен

хĕвел таран виçеççĕ.

 

Йĕпреç. 1974, çĕртме.

Ма йĕретĕн, Муза?


Ма йĕретĕн, Муза?

Ма куçна шăлан?

Чĕнменрен-и, тусăм,

Темĕн тунсăхлан?

 

«Вăрман тăрри тикĕс», —

Тенĕ чăваш çынĕ.

Ман кун-çулăм тирĕс,

Тикĕс пек пулин те.

 

Хăшпĕр чухне вăрттăн

Сивĕсем çитеççĕ.

Ун чух хĕлĕхсем те

Пăрпа витĕнеççĕ.

 

Ак часах çĕнтерĕ

Çут хĕвел хăвачĕ.

Хĕлĕхсем те юрă

Çĕнĕрен шăратĕç.

■ Страницăсем: 1... 758 759 760 761 762 763 764 765 766 ... 796