Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Садри хурăн тăррине
Куккук ларчĕ ирхине.
"Куккук!" - терĕ вăл мана.
"Куккук!" - терĕм эп ăна.
"Куккук!" - терĕ вăл мана.
"Куккук!" - терĕм эп ăна...
Урамра мана кайран:
"Илтрĕн-и? - терĕ Çемен, -
Ик куккук садра паян
Куккукларĕç темĕнччен.
Ытарайми çĕршывăм! Чăваш Енĕм!
Чĕререн тухаççĕ сăмахсем.
Чунăм туртать, васкатăп, тăван çĕрĕм:
Варпуççи, Ыркасси, улăхсем.
Хура вăрманăм, саншăн тунсăхларăм
Уçланкăри лаштра юманшăн та...
Йĕплĕ чăрăша тытрăм, ачашларăм.
Пилĕкĕнчен чуптурăм хурăна.
Шĕпĕлтетрĕ, савăнчĕ, вăтанчĕ.
Чĕвĕлтетрĕç вĕçен кайăксем.
Пиçнĕ çырлисене çирĕм, тутлă пулчĕ -
Акă манăн тĕлĕк-курăмсем.
Хăйăрлă çул. Çара уран утатăп
Ачалăхри пек ăна тустарса,
Чĕнет пилеш, аякран куратăп:
Атте килĕ кĕтет ыр сунса.
Тăван тавралăх! Тăтăш кунта килĕп
Хускататăн чĕре тĕшшине.
Асамлă çĕре асра илсе çӳрĕп.
Туятăп эпĕ унăн ăшшине.
Эп çуралнă чăвашра
Елчĕк енре, ĕненсем.
Елчĕк енри тăрăхра
Питĕ хитре ялĕсем.
Эп çуралнă тăван ял
Арланкасси ятлă ял.
Питĕ хитре пирĕн ял
Таврара çук кун пек ял.
Вăл вырнаçнă айлăмра,
Çырма-çатраллă варта.
Йĕри-тавра йывăçсем:
Хурăнсем те йăмрасем.
Ешĕл, симĕс йывăçсем
Катаранах курăнаç.
Çилпеле ун çулçисем
Пăшăлтатнăн туйăнаç.
Ялăн икĕ енĕнче
Икĕ тарăн кÿлĕ пур,
Вĕсенче, иккĕшĕнче,
Тĕрлĕ тĕслĕ пулă пур.
Арланкасси, тăван ял!
Çĕнел эсĕ çулран çул.
Капăрлан эс, хитрелен,
Пысăклан та мăнаçлан.
Ял халăхĕ тăрăшать,
Шав малалла талпăнать.
Çĕн пулăма йышăнать,
Киввине те вăл упрать.
Ман калас килет çапла:
«Ватăсене хисеплер,
Пĕрне-пĕри пулăшар,
Килĕштерсе пурăнар».
Маня аппа выльăхсене апат парса пÿрте кĕчĕ. Шăп. Йĕкĕреш мăнуксем çывăраççĕ-ха. Радиопа хуллен юрă янăрать. Вăл пукан çине ларсах юрă итлерĕ:
«Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр,
Иртнине аса илсе йăпанатпăр.
Тивĕçпе çула утса тухаясчĕ,
Ачасем валли ыр ят хăварасчĕ».
Юрă итленĕ май тарăн шухăша путрĕ: ачалăх, çамрăклăх, иртни куç умне тухса тăчĕ.
Амăшĕ каласа панă тăрăх вăл 1939-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн пĕр илемлĕ кунĕнче тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ унăн пĕрре те çăмăл итртмерĕ. Амăшĕ, Прохорова Акулина Николаевна, чирлесех тăчĕ, куçĕ те курми пулчĕ. Ашшĕ, Прохоров Александр Васильевич, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме урăхла мелсем тупрĕ: арăмĕ çине алă çĕклеме те именмерĕ, ют хĕрарăмсемпе те çывăхланчĕ, çуртшăн тăрăшмарĕ... Маня аппа пĕрремĕш класра вĕреннĕ вăхăтра ашшĕ çемйине пăрахса тепĕр хĕрарăм патне киле кайса кĕчĕ. Пур пек савăт-сапине, тырри-пуллине илсе тухса кайрĕ. Чирлĕ арăмĕ, пилĕк ачи валли вунă михĕ улма хăварчĕ. Икĕ ачи, кĕçĕннисем, выçăллă-масăллă пурăннăран çут тĕнчерен час уйрăлчĕç.
- Хутмалли çукчĕ, пÿртре шыв шăнатчĕ, шкулта вĕреннĕ вăхăтра та çурта ăçтан мĕн тупса ăшăтмалли çинчен шутлаттăмăр,- куççуль витĕр аса илсе ларчĕ Маня аппа.
Малалла
Виçĕ вăрман урлă вĕçсе кайрăн,
телей пекки курăнчĕ куçна,
анчах та эс ăна тупаймарăн.
Ах тур йывăр килчĕ-тер пуçна.
Телей кайăкне эс кураймарăн.
Килнĕ-ши вăл, çук-ши тĕнчене?
Хăш çĕрте-ши, мĕнле çырăн-варăн
илĕртсе çӳрет вăл çынсене?
Тăванусемшĕн эс тунсăхлатăн
чунна пусарма никам çукран.
Тĕл пулсан таттисĕр калаçатăн.
Каяс чух ларан пăхса куçран.
Хальхинче те куçăмран чăр! пăхрăн,
Ярассу килмест пĕртăванна.
Ăсатма эс тухрăн, эс каларăн:
"Черетпе, ак, пуçлăпăр кайма..."
Черетпе-и е черет пĕтсен-и,
Тур çырнинчен пурпĕр иртес мар.
Йывар шухăш килĕ — пире кĕт эс,
вăрман хĕрринелле тухса лар.
Утмăла çитсен те эс пахатăн
çав кайăка курмăп-ши тесе.
Курсан-курмасан та шухăшлатăн:
"Май пулсан — антарăттăм персе..."
Анне сад пахчине кĕрекенччĕ,
чӳречерен пăхрăм — унта çук.
Атте пур чух тĕпелте çӳретчĕ,
апата чĕнетчĕ: "Павăл, тух!"
Анне кĕмен паян тĕпеле те,
сасă параканччĕ унта чух.
Килтисем халь уншăн темле... ют пек.
Темĕскер пуласран чунăм çук.
Чун пăлханнипех, ак, килсе çитрĕм
шавлă хуларан тăван киле.
Килес вăхăта эп тем пек кĕтрĕм:
ах тур, тем ан пултăр çак тĕле...
Пахчара та çук вăл, урамра та.
Чарăнса тăратăп. Тен, чĕнет?
Кĕлет çывăхнех хуллен пыратăп:
мухтав Турра, сасă илтĕнет.
Чашăк çине çурта çутса лартнă,
сарса хунă атте кĕрĕкне,
ĕнĕрленĕ майăн саплăк каснă,
çĕтĕк çĕре хурать саплăкне...
Кунти тĕнчерен хӳтерсен те
кайма васкамастăп лере.
Усал темĕнле йĕрлесен те
анне хӳтĕлет-ха пире.
Усал-тĕселе пăхăнмасăр
çӳреп çĕр çинче хуçа пек.
Утатăп çултан пăрăнмасăр
анне хăй тахçан утнă пек.
Çынран пăрăнса эп çӳремĕп,
ĕçсем пур-ха, пур, ĕç пĕтмен —
юрлайманнине юрлас çемĕ,
юрлас чун-хавал иксĕлмен.
Анне хӳтĕлевĕ, ун пилĕ
пĕтме мана памĕ кунта.
... Пулам вăрăм ĕмĕр шăпиллĕ,
аннем, чунра эсĕ пуртан.
Радио кĕрленипе вăранса кайрĕ Валя. Чӳрече ани çинче ларакан радиоприёмника кушаксем час-часах ӳкернĕрен йăланки юлман пулин те сасси таçтан шалтан уççăнах янăраса тухать. Тăрса тумланчĕ те ĕне сума тухрĕ хĕр ача.
Тӳпе çуллахи пек тап-таса, пĕр пĕлĕт татăкки те курăнмасть. Кунĕ ăшă пулассăн туйăнать: хĕвел пайăркисем юртан тасаланă хуралтă тăррисене ылтăн тĕс сапаççĕ. Красноармейски салин уй хĕрринчи урамĕнче пурăннăран-ши, тĕпсĕр тӳпере пытанă тăрисен уçă сассине илтсе киленмен кун çук та халĕ. Вальăн кăмăлĕ вара пĕрре те савăнăçлă мар.
Алăк сассине илтсе кил картинчи Улаçка макăрни илтĕнче – сутарасшăн ĕнтĕ. Хырăмĕ те выçă унăн. Начарланса хытнăскерĕн чунĕ ан тухтăр тесе утă кăшт кăна çитерет ăна Валя. Хĕл каçмалăх хатĕрленĕ апат вите тăрринче нумаях та юлмарĕ, амăшĕ мухмăрланă вăхăтсенче сăмакунпа улаштарма таçта лăппăн йăтсах пĕтерчĕ. Халĕ те акă вăл пӳртре тасамарланса тĕсне çухатнă вырăн çинче çири тумтирĕпех, çăмачĕпех ним сисми çывăрать.
Пус килте хăй пекех ĕçке ернĕ Лисукпа çĕрĕпех тĕлли- паллисĕр янраса ларчĕç. Вĕсен сассипе аран-аран çывăрса кайрĕ Валя. Тем вăхăтран вăранчĕ хĕр ача. Пӳлĕмре çаплах çутă çунать. Кӳршĕ хĕр арăмĕ тухса кайнă пулас, курăнмасть. Амăшĕ вырăн çине хывăнмасăрах майсăррăн йăванса кайнă та ним сисми харлаттарать. Валя сĕтел патне пычĕ, унăн темскер çиес килчĕ, анчах хытса кайнă çăкăр чĕллисĕр пуçне нимĕн те курăнмарĕ. Тăварланă пулă пуçне (леш хĕрарăмĕ илсе килнĕ) кушак сĕтел çинчен сĕтĕрсе аннă, выçăскер шаттăрттарать кăна. Вальăн çăмламасскере хĕрхенесси, тем тутли çитересси килчĕ, çурăмĕнчен ачашласа та илчĕ.
Малалла
Чарăнмасăр шăпчăксем юрлаççĕ
Çуркуннехи лăпкă каçсенче.
Ашă туйăмсем чуна тулаççĕ
Юн тапса вĕренĕ кунсенче.
Çуркунне ӳсеççĕ чечексем,
Çуркунне выляççĕ вăйăсем.
Çĕкленӳллĕ çутă ĕмĕтсем
Çуратаççĕ çурхи вăхăтсем.
Хĕвел ансанах пире кĕтеççĕ
Пахча хыçĕнчи щур хурăнсем.
Ик чĕре çунни çинчен пĕлеççĕ
Симĕс тутăр çыхнă пикесем.
Ик чĕкеç пек киленсе çӳретпĕр
Шурăм пуç килсе çутатиччен.
Пĕр шăпаллă пулнине пĕлетпĕр,
Юнашар утасчĕ çĕр çулччен.
Тĕнчере тем те пĕр эпĕ куртăм,
Кăвак тинĕс, çӳллĕ сăрт-тусем.
Тем курсассăн та васкатрăм утăм,
Килеллех вĕçетчĕç шухăшсем.
Улăхпа утатăп киленсе эп,
Ман умра хаваслă чечексем.
Тахçанах мана кĕтеç, пĕлетĕп,
Пуç таяççĕ халь мана вĕсем.
Шăнкăртаттарса юхать çăл куçĕ,
Шăпланса итлеççĕ хурăнсем.
Хӳхĕм улăх пĕтсенех ял пуçĕ,
Эсĕ курăн çул вĕçленнĕçем.
Эс сывах-и, ман юратнă ялăм!
Сывă-ши, хисеплĕ тăвансем?
Телее таçта та эп шырарăм,
Ман телей — çуралнă вырăнсем.
■ Страницăсем: 1... 773 774 775 776 777 778 779 780 781 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...