Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренÇавал сарăлсанАсамат кӗперӗ сӳничченКулăшла калавсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртУтартаСалампи

«Мĕнле ятпа çӳрет халь Турă?..»


Мĕнле ятпа çӳрет халь Турă?

Мĕн хак тăрать "этем" сăмах?

Шурри — хура? Хури-и шурă?

Хăшне картаççĕ1 маларах?

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Куç хывнă çул — хам пек — усал...

 

Суту-илӳ тăвать шав пурнăç —

Шăпа яма та кирлĕ мар.

Шăв-шав нумай, хăсмалăх — курнăç2...

И-ий...пурнăç-пурнăç — хăй пасар.

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Ман хамăн çул, утма сăлтав...

 

Суту-илӳ савать чеелĕх —

Хампа ăна чиксе тухман.

Хисеп, сăвап, ят-сум илмелĕх

Суяс-пуяс ăстай пухман.

 

Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.

Илме, сутма та шут пулман.

 

Сутмалăх пур-та-ха тӳр кăмăл —

Илес текенĕ, тем, çукрах.

Атте-аннен еткерĕ3 çăмăл

Пĕр хамшăн çеç те — йăтмаллах.

 

Мана пĕрех. Йăтатăп эпĕ.

Утатăп эпĕ. Пар иртме!

 

Тивмен, сирмен — куратăр хăвăр

Утатăп хам — хам çулпалах.

Пасарĕ пысăк пек те — тăвăр.

Ун витĕр ман та тухмаллах.

«Сас-хура ашкăрса каясран…»


Сас-хура ашкăрса каясран

Çылăхсен хуп-хура анине

Тутăхман сăмахпа тăрăнса

Пăтрататăп пулни-иртнине:

 

Тымарланнă çăхав4 кăкланса

Тухса выртĕ паян çиеле;

Мăкăрланĕ те выртĕ тусан

Явăнса ывăнсан çĕленле.

 

Кураксем эшкерпех5 капланса

Хыçăмра çавăрттарĕç шăв-шав.

Кăлăхах — пăтратаймăн ăса,

Пиçĕхтернĕ ӳте те ăша.

 

Куççульпе кӳпчесе кайнăран

Тулăхланнă тĕллев шултрарах.

Кăмăлпа кăпкаланнă йăран

Йышăнасшăн ăна хăвăртрах.

 

Управри ĕмĕте васкаса

Авăсса6 тултарам ывăçа —

Пăрахатăп типтерлĕн касса

Ярпайса7 ӳсмелли савнăçа.

 

Хыпса çуннă чĕрем кĕлĕпе

Тутлантарăп8 ăна вăхăтран.

Шăтса тухĕ тивлет речĕпе —

Тăхăмсем9 пуçтармалăх кайран.

Паттăр йăмра


Пирĕн ял çумĕнчи Тарăн çырма вĕçĕнче пĕве пурччĕ. Пĕве пуçне икĕ енне икĕ йăмра лартнăччĕ. Вăл пĕвене тахçанах пĕвенĕ, йăмрисене те çавăн чухнех лартнă. Таçтан инçетренех курăнса ларатчĕç çак йăмрасем. Пĕви те инçетренех курăнса йăлтăртатса выртатчĕ. Тем тăршшĕ пĕвере карас пулăсем канлĕн кăна ишсе çӳретчĕç. Эпир, ачасем, çулла вăл пĕвере шыва кĕрсе мĕн чухлĕ савăнаттăмăр! Шăрăх кунсем çак икĕ йăмра сулхăнне ларса уçăлаттăмăр, сивĕ çил вĕрнĕ чух вăл йăмрасем хӳтĕлетчĕç. Анчах кĕтмен инкек килсе тухрĕ. Тарăн çырма тăрăх анатран сикекен лакăм çĕмĕрттерсе хăпарчĕ, çырми ишĕлсе, тарăнланса юлчĕ. Пĕр çулхине, çуркунне, шыв нумай пулнипе çак лакăм пăхма тискерлĕ алхасса пĕве патнех çитрĕ, пĕве татса кайрĕ: пуçĕ ишĕлсе анчĕ, унтан йăмрасем те — пĕри тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлса çырма урлă ӳкрĕ, тепри тайăлса, кĕç-вĕç тĕренсе анас пек ларса юлчĕ. Пысăк пĕвере киленсе пурăннă карас пулăсем пирĕн ялпа сыв пуллашрĕç те Тарăн çырмаран Хирлепе, Хирлепрен Çавала тухрĕç, халь ĕнтĕ вĕсем, паллах, таçта Атăлта ишсе çӳреççĕ. Карас пулăсем вĕсем вилмерĕç пулĕ-ха, йăмрасем авă… эх, шереметсем!..

Çырма урлă ӳкни çулçă сараймарĕ, хăрчĕ. Теприн те, тайăлса ларнин, тымарĕсем çурри ытла татăлчĕç, çĕртен халь нӳрĕк сахал илнипе ниепле те вăй çитерсе çулçă кăлараймасть.

Малалла

«Юлашкине парать вăл çынсене…»


Юлашкине парать вăл çынсене,

Е хăй вилет, анчах çăлать тусне...

Сахал-им çакнашкал чăн-чăн çынсем?..

Вĕсем илем кӳреççĕ Тĕнчене!

 

Лайăххине курас пулать малтан!

Лайăххине мухтас пулать чунтан!

Мĕн чухлĕ лайăххи çак пурнăçра, —

Ăна курсан тата асăрхасан!..

 

Пĕри сиплет, ав, çыннăн суранне...

Тен, хăй те вăл аманнă тин кăна...

Тепри кĕрет çынна çăлма вута...

Вăл паттăрлăх темест пачах çакна.

 

Çынна нихçан та ырă туманскер

«Тĕнче пĕтет!» тесе шавлать ялан.

Ун пек этем те кирлĕ-тĕр хăш чух;

Усси кăна пит нумай мар унран.

 

Тĕнче пĕтмест!.. Пĕтмест!.. Çук, пĕтместех –

Пур чух çак Çĕр çинче ырă çынсем!

Ырă çынсем çăлаççĕ Тĕнчене!

Ырă çынна мухтар паян, туссем!

 

17.07.21

Ĕмĕт


Ĕмĕтленсе

çын пурăнать,

анчах ăна

вăл пытарать.

Ĕмĕте кăларса

ярсан,

уйрăлма та

пултарать.

 

Ĕмĕт вăл

çынна вăй парать,

пурнăç çулне те

кăтартать.

Ăна итлесе

пырсан,

çын аванах та

пурăнать.

 

Ĕмĕтĕн

тепĕр енĕ пур,

анчах та

эс ăна ан кур.

Ытла хитре,

пылак пулсан –

ун хыççăн эс

вара ан пыр.

 

Ĕмĕтленни

пурнăçлансан,

татах та

ĕмĕтсем пулсан –

пурăннине

ку палăртать,

пурне те

хăй вырăнне лартать.

Пурнăçра

хăшпĕр чухне,

пĕлĕт ӳкет пек

ман çине.

Ĕмĕтсем

çĕмĕрĕлеççĕ –

çывăх тăвансем

силеççĕ!

 

Ун пеккине

сахал мар курнă,

ĕмĕтсене

çавапа çулнă.

Тăван çынсем

çунтарнипе

ман ĕмĕтсем те

сахал юлнă.

Укçа


Укçа çинчен

мĕнчул шутлаççĕ,

тĕнчипе

ăна шыраççĕ.

Шутланипе

ăна тупаймăн,

шыранипе

ăна кураймăн.

 

Укçа пурне те

юратмасть,

ытла çывăха

ямасть.

Тытма

пĕлменнине вара,

вăл кăтартать

пĕр мыскара.

 

Укçа тени вăл

питĕ вăйлă,

ун пек вăй

тĕнчере те çук.

Анчах ун вăйĕ

хăйĕн майлă –

ăна пĕлменни

çын та çук.

 

Укçа ярса

илет алла,

пуçа та

çавăрса ярать.

Туртать вăл

вăйлă аялла,

çĕклеме те

пултарать.

 

Укçашăн пиншер

Малалла

Ан çиттĕр


Нумай çын

халĕ çывăрать,

куçа хупса

çывăрмасан та.

Уçă куçпа

тĕлĕк курать,

питех аван

ăнланмасан та.

 

Иртнĕ пурнăçра

вĕрентнĕ

«совет çынни таса»

тесе.

Çыннисем юлнă,

Влаçĕ пĕтнĕ,

ывăнтăмăр пуль

çĕмĕрсе.

 

СССР çĕрне

пайларĕç –

кашни Çĕршыв

халь хăй хуçа.

Халăх çинчен

манма пуçларĕç,

илмеççĕ те

ăна пуçа.

 

Влаçа кĕрсе

ларас тесен,

таса çын

пулнине манаççĕ.

Кам асăнать

намăс çинчен;

Вĕлернĕ чух

таса пулмаççĕ.

 

Влаçшăн вăрçă

нихçан пĕтмест,

мĕнле Саккун

аван пулсан та.

Пачах вăл

халăхран килмест,

пурне те вăл

аван курсан та.

 

Вăрçă пырать

пирĕн çумрах,

Украина çĕрне

силеççĕ.

Кунта ун пек

ан пултăрах –

пур вăрçăра та

вĕлереççĕ.

 

Ку вăрçă

çăмăл чарăнмасть –

пырать вăл

Малалла

Сăтăрçă çерçисем


Çерçие пирĕн енче «сала кайăк» теççĕ. «Сала» тесе чăвашсем вырăс ялне каланă. Сала — ял, сала кайăк тени апла — ял кайăкĕ тенине пĕлтерет ĕнтĕ. Тĕрĕс каланă. Чăн та ял кайăкĕ вăл çерçи. Мĕншĕн тесен эс ăна ним тусан та ытти кайăксем пек вăрманта е уйра усраймастăн.

Виçĕ пуслăх кайăк çеç теме пулать вăл çерçие; илемĕ те, юрри те çук унăн. Çапах та пăх-ха эс ăна, ăсĕ хăйне кура мар, ытлашшипех. Ялта пурăнсан выçса вилес çуккине питĕ лайăх пĕлет вăл. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрать. Выльăх-чĕрлĕх таврашĕнче çерçи çулла та хĕлле те мĕн çиес килнĕ çавна тупать. Чее тата хăй: çерçие эс кăсăяна тытнă пек тапă лартса часах тытаймăн. Вĕçме мĕнлерех пултарни çинчен калама та кирлĕ мар; чĕкеçпе танлаштарас пулсан, çерçие ăна кайăк теме те çук, пĕрре ларса канмасăр пиллĕк-ултă минутран ытла вĕçсе çӳреймест, ывăнать.

Ку хăямата-ха, çут тĕнчене пур кайăк та чĕкеç пек вĕçме çуралман тейĕпĕр, этеме сиен кӳрет тата мур çерçийĕ. Уй-хирте тыр-пула мĕн чухлĕ çисе сăтăр тунине шутласан, ăна, çерçие, чи киревсĕр кайăк теме пулать.

Ку çеç-и. Çерçисем вĕсем тĕрлĕ чир-чĕре хăйсен вараланчăк урисемпе илсе çӳресе чăх-чĕпе ертеççĕ. Пирĕн ялта пĕр çулхине çавнашкал инкек те пулса иртрĕ.

Малалла

«Юнташ сарса хурсассăн ашăм…»


Юнташ10 сарса хурсассăн ашăм11,

Хамах выртса каларăм: ашăр!

Тӳсеп. Тӳсе кăларнă тĕшĕ —

Пуçламăшпа кайри кĕрешĕм12.

 

Çулу çапса тивертнĕ ăввăн

Хыпса çунса кĕлленĕ сăввăм —

Чӳклев кĕлли. Пуçлар-и? Хатĕр:

Вилсе тепре шăтни те — катĕр13.

«Пĕрех мана: сирсе хăварччăр…»


Пĕрех мана: сирсе хăварччăр,

Нихçан ан асăнччăр ята,

Шăм-шаккăм тăрăх утчăр, кайччăр:

Чĕлхем янратăрччĕ кăна!

 

Ура айне выртса юлсан та

Илтсе выртасчĕ чĕлхеме!

Телейлĕ, кур, хура тусан та

Хускатнă чух ăна этем.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 796
 
1 карт — хисепле
2 курнăç — вĕçкĕнленни
3 еткер – парнелĕх хăварни
4 çăхав – сас-хура
5 эшкер — ушкăн
6 авăст — авăсни
7 ярпайса — паркаланса
8 тутлантар – удобренилени
9 тăхăм – килекен ăру
10 юнташ – юлташ, ĕçтеш
11 ашăм – таптама сарса хуни
12 кĕреш – ана вĕçĕ
13 катĕр — ырлăх