Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемСăвăсемпе поэмăсемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Асамат кӗперӗ сӳничченХĕн-хур айĕнчеКăвак çĕмренЮманлăхра çапла пулнă

Эсĕ


Таçта унта — тĕнче кĕтесĕ.

Таçта унта кĕтетĕн эсĕ:

Вулатăн кĕлĕ ман ятпа,

Çутса яратăн сар çурта...

 

Çавна туйса утатăп эпĕ.

Ӳксе, тăрса, татах вĕçетĕп.

Сассу чĕнет, сăну таса —

Шыва чăмса, вутра çунса

Тепре тухатăп саншăнах.

Улшăну


Пурнăç улшăнчĕ

чăнах та –

тепĕр хут

çуралнă тейĕн.

Калама çук

пĕр сăмах та –

сăмахпа та

ĕнентермĕн.

 

Улшăну ĕмĕрех

пур вăл –

Раççейре

кăна та мар.

Пурнăç

час-часах та хăвăл,

тулли кунсем

нумай та мар.

 

Хăвăл пурнăçа

лексессĕн –

пит йывăр

унтан тухма.

Никама

ĕненмесессĕн,

пулаймасть пуль

пурăнма.

 

Улшăну вара

пĕтет-ши?

Эпĕ ун вĕçне

çитеп-ши?

Çитекенни

кам пулать?

Миçе çула

тăсăлать?

 

Улшăну

Малалла

Хура ĕçсем


Шуйттан тĕттĕм

хуçийĕ теççĕ –

анчах вăл

çутăра та пур.

Çынсем ун аллине

лекеççĕ,

тамăка

чунсем вĕçеççĕ.

Çĕр çинче

вара вĕсем

пĕтĕм кĕтесре те

пур.

 

Чухăн, пĕчĕк

çынсене

шуйттан хăй

евĕрлĕ савать.

Кирлĕ ăна

пуян çынсем,

ăслисемпе

талантлисем.

Вара вĕсем

тăрăшнипе,

хăйĕн хура

ĕçне тăвать.

 

Талантлă çын

хăй ĕçĕнче,

тамăк çулне те

кăтартать.

Унта мĕнле

каймаллине,

уншăн мĕн

тумаллине...

Нумай хура

ĕçсем туса,

ыттисене

унта туртать.

 

Хăйсен ĕçне

вĕсем пĕлеççĕ –

тамăкри

Малалла

Ан шутла


Кунта пурăннă чухне

ан шутла

кунсен шутне.

Сан шăпу

санран килмест,

никам та туртса илмест.

 

Вилĕме кĕтмелле мар,

вăл куна

кĕтсе ан лар.

«Ах, вилеп» –

тесе ларсан –

вара пурнăç

пĕтрĕ сан.

 

Пурнăçу йывăр

пулсан та,

вăйсем пĕтнине

туйсан та,

тем пулсан та –

ан хăра,

тухма

алăка шыра!

 

Алăкĕ яланах пур,

ăна шыракан –

маттур!

Çур ĕмĕр

пулĕ пĕтет –

алăк шыраса иртет.

 

Ыйту хыççăн

ыйтусем,

пурнăçра

нумай вĕсем.

Вĕсене пурнăçлама,

пĕлес пулать

шырама.

 

Çĕр çирĕм çул

Турă парать –

пурăнмашкăн

кам чарать;

Апла ху тăрăшмасан,

мĕнле пурăнмалла сан;

 

Р.S. Кунсене те ан шутла,

ыйтусене пурнăçла.

Пăшăлтисем


Утар таврашĕнчи вăрман — çулçăллă вăрман. Ваттисем ун пек вăрмана «хура вăрман» тенĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, çулçăллă вăрман лăсăллă вăрмантан илемлĕрех. Эсир тата çакна та асăрханă пуль: çулçăллă вăрман пĕрмай кашлать, пĕрмай шавлать. Кăшт вĕрнĕ çилпех хумханса ларать. Çавăн пек вăхăтра вăрман витĕр çулпа пыратăн-и е çырла-кăмпа татса çӳретĕн-и, вăш-вăш вăшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывăçсем пĕр-пĕринпе кăмăллăн калаçнăн туйăнать, вĕсене итлесе пынă май вара сан чун-чĕрӳ те ăшă-ăшă туйăмпа тулать. Ун пек чух вăрманта çӳренĕрен çӳрес килет, вăрманти йывăçсемпе санăн та калаçас, пер шухăшлă пулас килет.

Ялан — ирĕн-каçăн, татти-сыпписĕр — шавламасть ĕнтĕ çулçăллă вăрман та. Тепĕр чух — çил пачах вĕрмен чух — çулçăллă вăрман та шăп-шăпах ларать, ун пекки вăл пуринчен ытла сĕм çĕрлехи вăхăтра пулать. Эсир çакна та асăрханă пуль: шăппăн ларакан вăрманта çӳреме те кичем. Вăрман ун пек шăппăн ларнă чух унта тискер кайăксем çӳренĕ, кăшкăрнă е ӳленĕ сасă инçетренех илтĕнет, чун-чĕрене çӳçентерет.

Пирĕн колхоз утарĕ таврашĕнчи вăрманта вара ун пек кичем шăплăх нихçан та пулмасть.

Малалла

Пукане


Сарă çӳçлĕ Пукане —

Выляма чипер парне.

Çип çинчи çут пуçĕпе

Кирлĕ чухлĕ сĕлтнипе

Илĕртет хăй хуçине.

Урлă пăхмасть ун çине.

 

Чакăр куçлă Пукане

Йышăнсан çын пуканне

Патшалла тытма хăйне

Пикенсе: пăрать мăйне...

Пыртармасть текех патне!

Асăнма ан хăй ятне...

 

Илĕртӳллĕ Пукане

Хăтланать-ха вĕрентме!..

Каламастăп, хăв пĕлен:

Шутлама ăна пӳрмен

Çавăнпа иртен-çӳрен

Уншăн пус та тӳлемен.

 

Çутă сăнлă Пукане —

Ан та çулăх яхăнне —

Тухас тесе этеме

Халь вĕреннĕ пуплеме!..

Кăлтăк юлнă пур-пĕрех —

Çуккă пуканен чĕре.

«Шухăшсен кĕтĕвне шуйхатмасăр иртме…»


Шухăшсен кĕтĕвне шуйхатмасăр иртме

Те ăстайăм çитмест, те пăлхавлă чĕре

Кипкинчи ĕмĕтне чарăнмасть ĕмĕртме:

Хăвалать таппипе — уямасăр çĕре,

Уямасăр куна — юраман сунара:

Канăçа шыраса кĕтесрен кĕтесе

Çапăнать тĕртленӳ кунĕпе, çĕрĕпе:

Çакăнтах пулмалла... чун туять... куç тĕсет...

Шыракан — тупмаллах... Шăкăрин! Картипех:

Шухăшсем чӳхенме пухăнса тапăра!

Пăтранса тăракан сăмахсен пĕвинче

Чӳхенсе çӳрекен шухăшсен кĕтĕвне

Иртĕпех систерми — тенĕ чух — хальхинче

Юриех хыт ярать чун-чĕре сас-чĕвне —

Парлатса хăпарать шуйхану таврара...

Çук, тытманччĕ пăшал, серепе те илмен —

Айккарах пăрăнса утмаллаччĕ хуллен.

Çак тĕле вĕсене шыраса та килмен

Ма хускалчĕç вĕсем?! Тертĕм — пур, çук — термен:

Чĕрчунла тапăнса вĕлеретĕп пăвса:

Пĕрине, теприне... чарнаймастăп текех:

Тăлласа тăкмасан, хумасан йĕркипе

Шухăшсен шăм-шакне — юлмиччен — пĕтĕмпех

Сăвăсен савăтне хама май, кирлĕ пек...

Вара тин сунартан канăçпа таврăнам

Хĕрес


Ывăнтăм пуль

çапăçма,

хама-хам

куллен вăрçма.

Тăшмансем

нумаййипе-ши,

пуçра ăс

сахаллипе-ши –

ялан вăрçă

ман ăшра,

ăсĕ чăнах та

хыçра.

 

Пурăнатăп

ку таран,

тухаймастăп

шухăшран –

паян пурăнап

пулсан та,

ман чĕре

тапать пулсан та –

миçе хут эп

вилсе кайрăм!

(Сăмах çавăрса

каларăм).

 

Час-часах

ун пек шутлатăп,

пĕрре кăна мар

калатăп –

те Турă

çиленнипе,

ман çине

ӳкет тӳпе!

Эп ăна

чунпа туятăп,

темшĕн

çылăхсем шыратăп.

Хам мĕнле

таса пулсан та,

тӳп-тӳрĕ

ăна курсан та,

ăçтан пырать

ку япали –

хама

айăпламалли;

Ман çумри

çын айăпне,

ма илмелле

хам çине?

 

Эп вара

рыцарь та мар,

çылăх

каçаракан мар.

Çыннăн

çылăхне илме,

кам пултарнă

вĕрентме?

Ку вăл

халăхăн шăпи

Малалла

Чĕре


Чĕре вăл

пит нумай чăтать –

куçĕсем хăйĕн,

вĕçех курать.

Вĕрипе сивĕ

чăтнипе,

чĕре тĕл пулать

чирпе.

 

Вĕри вăл

чĕрене çиет,

сивви ăна

чĕтреттерет.

Пурте çавна

аван пĕлеççĕ,

ăна пачах та

шеллемеççĕ.

 

Чĕрен шăпи

çавăн пек пулĕ,

ун урлă

юн тымарĕн çулĕ.

Юççи те,

пылакки нумай,

кансĕрлеç

ăна пĕрмай.

 

Пурне те

унăн чăтмалла,

хăйĕн урлă

кăлармалла.

Курайманлăхпа

пĕрле,

юратма та

пĕлмелле.

 

Чĕре пуррине

Малалла

Мĕн пуян?


Çичĕ çулхи Руслан ашшĕне:

— Атте санпа вăрмана пырам-и? — терĕ.

— Юрĕ. Кайăпăр.

Çитрĕç. Ашшĕ кĕрепле, кĕреçе аври тума пилеш вулли касрĕ. Пĕр вырăнта вĕсем шурă кăмпа, эмел курăкĕ пуçтарчĕç, мăйăр курланкисене хутаçа тата-тата хучĕç, Сергей Васильевич çывăхри пĕвере виç-тăватă пулă тытрĕ.

Руслан тĕлĕнсе:

— Атте, акă вăрман епле вăл, — терĕ.

— Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук ачам, — хуравларĕ ашшĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 ... 796