Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томТутимĕрКулăшла калавсемТĕлĕнтермĕш юмахсемПулас кинсемАсамат кӗперӗ сӳничченАли-паттăр

Манăçмастăн, Мухтарăм…


Пĕр-пĕр путсĕр çынна тарăхсассăн

Ма калаççĕ-ши: «Йытă!» — тесе?

Эх, Мухтар, сан çумна тăратсассăн

Тивĕç мар вĕсем йытă ятне.

 

Куçунтаччĕ мĕн чухлĕ ыр шухăш,

Тӳрĕ кăмăллăхпа ăнлану.

«Çынсене çеç ялан кирлĕ тупăш.

Ун пек мар эп», — калатчĕ сăну.

 

Хăш чухне чунтанах хурланаттăм.

Чĕрене питĕ йывăр пулсан

Эп, Мухтарăм, сана ыталаттăм,

Калаçаттăм санпа кăмăлтан.

 

Хăв ятна илтсенех çĕкленеттĕн,

Пăлтăр-пăлтăр вылятчĕ хӳре.

Куçăмран пит шанса тинкереттĕн:

Мĕн пирки — ăнланаттăм тӳрех.

 

Сар чăхсем вăрçтарас тенĕ евĕр

Сан тавра кускалатчĕç ялан.

Эс вара вĕсене тĕкĕнмесĕр

Хăвалаттăн вĕрсе хăв патран.

 

Хăш чухне ытлашши хăтлансассăн

Ятлани те пулатчĕ, паллах.

Эсĕ айăплăн çеç пăрăнсассăн

Хисеплеттĕм сана ытларах.

 

Пĕчĕкскер, эсĕ пит кулăшлаччĕ.

Савăнаттăм кашни самантпа.

Сана кӳршĕ те пит юрататчĕ,

Юлташла вăл пуплетчĕ санпа.

 

Малалла

Тайăнне çухатман Çăлтăр


Хуп-хура каçăнне хуп-хура чаршавне

Тайăнне1 çухатман çăлтăру çутипе

Шăтăрса тухнине асăрха, çĕр-анне:

Парăнмасть, пăрăнмасть — карăнсан та тӳпе

Хуп-хура сĕлкĕпе — пур-пĕрех тенĕ пек

Хĕсĕнсе-хирĕнсе тĕксĕме çĕнтерет:

Тĕллевпе тирĕнет. Курăнсан та кĕрмек2

Çĕнĕрен, тепĕр хут ĕмĕтне ĕмĕртет:

Сӳниччен çунасса, çутипе çурасса

Хуп-хура каçпала карнакан йăлхаха;

Аташса каясран çул-йĕре кăтартса

Кăкăру çийĕпе утакан халăхна.

Тăвăл


Тăвăртан тулхăрса тăракан тăвăла

Кăкăрта кăкарса тăтăрха3 тăллама

Хăтланни кăлăхах!

 

Кăшласа кăшăла

Тухатех!

Талпăнса — таптаса: тавăрма!

Тавăрма!..

Тăварманшăн4 ăна: вăхăтра,

Хăвăртрах

Хатарта5 хастарла кастарса хăтарм.

Харамран халăха!..

Тăхтасам?..

Ку хутра

Аркатса тĕпретет: ан хăтланăр тарма.

Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр!


Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр… —

Ту — паян, ил — паян… Ăнлан: ыран мар…

Ыранăн ырри килмесен те пултарĕ…

Виçмине-и?.. Вăл пушшех те тĕтреллĕ… —

Тăхтамасăр… Паян… Итле: ыран мар…

 

Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр…

Çи, тумлан, çавăрттар… — паян, ыран мар…

Ырана хăварсан ырă шухăш та ырĕ…

Ытала та ташла… Паян, кур, хĕвеллĕ… —

Ырана, тăванăм, кĕтсе ларар мар...

 

Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр…

Пурăнатпăр пĕрре… Кун-çул вĕçсĕр мар…

Чун тумламне ватăлма ан парсамăр…

Йывăр пулсан та… Куççулĕ юхсан та… —

Лайăххи çинчен те, туссем, манар мар.

 

Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр…

Мехел çитерсе пĕр-пĕрне каçарар…

Куна кулăпа, тăвансем, çутатсамăр…

Çумрах ырату-кӳренӳ тени пулсан та… —

Пуррипе, паянпа çырлахса пурăнар…

 

Ятарлă сăлтав нихăçан та ан кĕтĕр………………

Чемее пырса кĕрсен


Асфальт сарнă тикĕс çулпа автобус Етĕрне еннелле кăрлаттарать. Малта та, хыçалта та кузов тулли çын лартнă грузовиксем, çăмăл машинăсем вашлаттарса пыраççĕ.

— Ăçта хăпса тухнă çавăн чухлĕ халăх? — тĕлĕнет автобус шоферĕ.

— Çынсем Чемейри «Сеятель» колхоза çитсе курма васкаççĕ, — пĕлтерет пассажир-сенчен пĕри.

— Мĕн? Чемее зооцирк куçса килнĕ-им? — тăрăхласарах ыйтать шофер.

— Пирĕн Чемейре, ачам, чиркран та хытăрах тĕлĕнмеллисем пур, — хуравлать пĕр мучи, шурă сухалне мăнаçлăн шăлкаласа.

— Хе-ей, темех пур ĕнтĕ унта, — аллине сулать мучипе юнашар ларса пыракан йĕкĕт. — Ял ялах — Муркашран иртеймен, Мускава çитеймен. Ара хăвăрах: Чемей — мĕскĕн кинемей, тесе кулмастăр-и çав?

— Чемей-и? Чемей мĕскĕн кинемей-и? — сасартăк вирелле тăчĕ мучин шур сухалĕ. — Чемей вăл, ачамкă, мĕн ĕлĕкренех харсăр пулнă. Хура пӳртре хăйă çутса ларнă чух та пуçа усман. Вĕри чунлă Морев Иван йăхĕсем патшана хирĕç пуртă-чукмар, сенĕк-çава йăтнă. Ирĕке тухас тенĕ. Сире, шĕпĕнсене, çутă кун парас тенĕ, — чавсипе хытах халтлаттарать мучи юнашар ларакан йĕкĕте.

— Чăнах, чăнах! Чемей пăлхавĕ çинчен эпир хамăр та илтнĕ, — мучи майлă сасă параççĕ темиçен пĕр харăс.

Малалла

Пĕрле!


«Пĕрле» сăмах пĕлтерĕшĕ пит анлă.

Янрать вăл халь мăнаçлăн, уççăн, танлăн.

«Пĕрле» тенин мехелĕ те пит чунлă —

Эхер те пурнайсассăн килĕшӳллĕн.

 

Пĕрле пулсан ĕç-пуç кал-кал пырать.

Йывăрлăха пĕрле татса пама пулать.

Пĕрле уяв карти хаваслăн янăрать.

Пĕрле чухне инкек тени те пăрăнать.

 

Пĕрле пулсассăн — чун-чĕре те савăнать.

Кĕрекере чăваш юррийĕ шăранать.

«Аки-сухи» ĕмĕрсем урлă илтĕнет… —

Пĕрле йăх-несĕлĕн еткерĕ пурăнать.

 

Хушса юрламалли:

Эпир пĕрле, тусăмăрсем!

Ентешсемпе тăванăмсем!

Эпир — пĕрле! Пĕрле чунсем!

Пĕрле чухне хавас кунсем!

Пĕрле эпир — епле телей!

Ялан пĕрле — ан чактăр вăй!

 

15.03.2021

Тап-таса


Тап-таса!

Тап-таса!

Таптасан та тусан

Çыпăçмасть,

Çулăхмасть:

Çылăхпа

Çыхланман!

 

Тăрăрах!

Тăрăрăрах!

Тăрăрах тăнăм ман:

Пăтранман

Пĕр тумлам

Пахматра6

Пулнăран.

 

Çыхăрах!

Çыхăрах!

Çыхăра çухалман

Сăмахсем:

Саланми

Сăвапа

Сыпнăран.

Çуртпа Çурта


Сĕмлĕхре хывăнать йăрăс пӳллĕ Çурта...

Ăнсăртран чĕм кĕрет тусан витнĕ Çурта.

 

Халиччен шăплăхпа пуплесе ларнăран

Кунсемпе каçсене сыпăнтарнă аран...

 

Паянтан урăхла, урăхла паянтан.

 

Тап-таса, çап-çара — анраса каймалла

Кам валли шăратса янтăланă ăна?

 

Çурт та тупрĕ хевте çилсене шăнарма7,

Хыпăнсах çунмалла тупрĕ йӳтĕм8 Çурта.

 

Паянтан пуçласа, пуçласа паянтан.

Ятупа витĕнетĕп


Пĕрисем тăрăшсах шуратаççĕ

Çийĕмри çулсене именми,

Çемçерех тĕшшĕме сăхланаççĕ —

Култарать шăлĕсем витменни...

Ухмахсем!

 

Витерми хупăпа чĕркĕмлеттĕн -

Ирсерен хулăнрах кун уртса.

Çумăнта вăтануллăн чĕтреттĕм

Çитме çук ăс-тăнна ăмсанса...

Айвансем...

 

Тавтапуç, кăн-кăвак куçлăскерĕм,

Тăхăнтарнă çунат хунтăлать9:

Тӳпӳне тĕмсĕлсех йӳпсемерĕм10

Ыттисен сĕнĕвне — хăстарать.

Теприсем...

 

Çаплипех çулсене шуратасшăн

Теприсем тиркевпе тирĕнсе...

Тумлантар малашне те, тархасшăн —

Пытанас ятупа витĕнсе

Виличчен…

Дина


Нумаях пулмасть, çĕнĕ çул уявĕ кĕрлесе иртсен, кĕтмен çĕртен Тилĕ Йăванне тĕл пултăм. Мана асăрхасан вăл пылак ĕмкĕч хыптарнă сăпка ачи пекех хĕпĕртесе ӳкрĕ.

— О, Кенашка! Сана курманни — çур ĕмĕр! Ăçта çухалса çӳрет-ши ку? Таçта укçа çапма тухса сулланман-ши? — тесе шухăшлатăп. Вăт ку — тĕл пулу! Ăна «çăвасах» пулать, тăванăм, — тулта самаях ăшă çанталăк пулин те тăр-тăр чĕтрерĕ Йăван.

Унтан çара шăртпа витĕннĕ янахне сăтăркаласа çапла ыйтрĕ:

— Санăн паян ĕçсем пур-и?

— Нимех те çук, — тетĕп пуш хутаçа силлесе. — Акă, арăм ĕçмелли-çимелли туянма кăларса ячĕ.

— Юрĕ-ха, вăл ниçта та тармасть. Эпĕ урăххи пирки... Динăна «майлас» кăмăл çук-и?

— Эп... Мĕн... — мăклатрăм Дина камне аса илме тăрăшса. — Ют пахчари улма-çырлапа киленме хăнăхман та... Халь тин, хăрах урапа ватлăхалла ярса пуснă хыççăн, иртĕхсе çылăха кĕме кирлех-ши?

— Мĕн çылăхĕ унта! — хĕрсе кайрĕ Тилĕ ывăлĕ. — Куç пек тăрă та тап-таса вăл!

— Çук пуль, — çаплах иккĕлентĕм эпĕ, — тем тумалла ĕнтĕ... Ку тарана çитсе арăма улталаса курман та...

— «Арăм, арăм!» — йӳççĕн кулчĕ Йăван. — Вара мĕн. Унашкал «тупра-мул» манăн çук тетĕн-им? Арăм кăна мар, сĕтел хушшинче апат ыйтса кашăк шаккакан шĕвĕрккесем те виççĕн тан!

Малалла

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 796
 
1 тайăн — пурнăçламалли тĕллев
2 кĕрмек – мăн кăмăллă
3 тăтăрха — çирĕплĕх
4 тăвар — пушат
5 хатар — хăрушлăх
6 пахмат — сăпайлăх
7 шăнар — лăплантар
8 йӳтĕм — сăлтав
9 хунтă – хӳтлĕх
10 йӳпсе — итле