Микул Пулар (Краснов Николай Георгиевич) 1952 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнче çуралнă.
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн икĕ çул хĕсметре пулнă. Унтах çар округĕпе чаçĕн хаçачĕсенче пичетленме тытăннă. Çартан таврăнсан Шупашкарти агрегат заводĕнче вăй хунă. Каярахпа тăван районти «Çĕнтерӳшĕн» хаçатра ĕçленĕ.
1976 çулта вăл Мускаври М.Горький ячĕллĕ Литература институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна 1981 çулта ăнăçлă вĕçленĕ. Вĕреннĕ хушăра унăн сăввисем «Литературная Россия» хаçатра тата «Вдохновение» коллективлă сборникра кун çути курнă.
1981 çулта Шупашкара таврăнсан «Капкăн» журнал редакцине вырнаçнă. Унăн литературăри шăпи «Капкăн» журналпа тачă çыхăннă тесен те йăнăш пулмасть. 25 çула яхăн ĕçленĕ вăл унта, кĕçĕн сотрудникрен пуçласа журнал редакторне çити.
Микул Пулар Раççей журналисчĕсен тата писателĕсен союзĕсен членĕ. Унăн халиччен «Çĕнĕ кĕвĕ» (1976), «Кун-çул каçалăкĕ» (1987), «Хĕвел пайн ăркисем» (1991) сăвă кĕнекисем пичетленсе тухнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Want more targeted leads to your website...
https://krak33...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Need help getting targeted visitors to y...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Повысьте эффективность своего производс...