Емельянов Анатолий Викторович — прозаик, публицист. 1932 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă.
Чăваш халăх çыравçи (1990).
Вăрнар зооветтехникумĕнче, Ленинградра партин аслă шкулĕнче, Мускаври литературăн аслă курсĕнче пĕлӳ пухнă. Çарта пулнă. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Чăваш АССРĕн культура министрĕ, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлениĕн председателĕ пулнă.
Малтанхи сăвви 1949 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Кăмăл» ятлă калавĕ 1957 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатăн виççĕмĕш номерĕнче кун курнă.
«Шăнкăрав курăкĕ» повеçшĕн Çеçпĕл ячĕллĕ (1975), «Ят» тата «Ватă ăшши» кĕнекесемшĕн Иванов ячĕллĕ (1990) премине тивĕçнĕ. Пурĕ 30 ытла кĕнеке тухнă, вĕсенчен çурри — вырăсла.
Вулакансем çак кĕнекесене вулама юратаççĕ: «Çавал сарăлсан»(1966), «Хура кăрăç» (1981), «Кĕмĕл çил» (1985).
Шухăшсем
Save big with our AI-optimized service, ...
6...
1...
Attract high-quality visitors to your si...
Текст 6 Этот сайт ориентирован на польз...
Текст 1 На сайте представлена подробная...
I've been looking for a dependable local...
1...
6...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...