Иван Григорьевич Малкай (Григорьев) 1911 çулхи утăн 8-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Кăтак (халĕ Первомайски) ялĕнче çуралнă. Чăваш сăвăçи, журналист, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă.
Иван Малкай тĕрлĕ çĕрте вĕреннĕ: Шупашкарти строительство техникумĕ, Чулхулари коммунистсен аслă шкулĕ (куçăн мар); комсомол ячейкин секретарĕ пулнă, республикăн истори архивĕнче, радиокомитетра, «Коммунизм ялавĕ», «Молодой коммунист» хаçатсен, «Тăван Атăл», «Ялав» журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш сăввисем ХХ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пичетленнĕ, «Парне», «Атăл çинче» поэмисем вăл вăхăтшăн палăрăмлă хайлавсем шутланнă. Ача-пăча валли те нумай çырнă. Калмăксен «Джангар» халăх эпосне чăвашла куçарнă.
Тĕп кăларăмĕсем: «Сăвăсем» «1938», «Сывлăм» (1939), «Пирĕн çуркунне» (1952), «Атăл çийĕ» (1967), «Çĕнĕ парне» (1980), «Шуçăм çути» (1981) т.ыт.те.
1986 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вилнĕ.
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...