Митта Ваçлейĕ
Ял айккинчи масар тавра
Тăп-тăпăл симĕсрех карта.
Çул йывăç кӳнĕ сулхăнра
Канать илем ăсти Митта.
Чие, виç хурăн та сирень
Çĕкленнĕ ĕнтĕ сарăлса.
Чул юпари ӳкерчĕкрен
Пуç тайрĕ сăвăç йăл кулса.
Хăйне — карта. Лармашкăн - сак
Чечеклĕ савăтсем, йăран.
Эс поэта куçран пăхса
Пуплетĕн, вăрахчен тăран...
Тăван чĕлхемĕр чысĕнче
Эс куртăн аслă тивĕçе.
Хресчен пек пултăн йыш çинче,
Сăваплăх кӳтĕн çав ĕçе.
Пĕччен тăрса юлсассăн та,
Кайсассăн та вăйран-халтан,
Туптарăн сăвă чунунта,
Упрантăн уншăн чи малтан.
Чăваш хавалĕн управçи,
Илемлĕ ăс кĕвелĕкĕ,
Эс пирĕн тертлĕ çул уççи,
Эс юлмăн тĕксĕм тĕлĕке!
Сахал-и тантăш-шăллусем,
Йăмăкусем те çав йьшша
Мал ĕмĕчĕ илĕртнĕçем
Утаççĕ санăн çуттупа?
Ахаль-и тăтăш сан патна
Килетпĕр кăмăл юрттипе?
Таса металл пек сăввуна
Вулатпăр халь чун туртнипе.
Ивановла та çеçпĕлле
Ян-ян йыхрав чĕнет пире:
Ан юл, чăваш, чунна çĕкле,
Ятна ан çĕрт, тăн-тăн çӳре!
Хунавлă Пăлаçи, тавах!
Эппин сăпайлă вил тăпри
Пехиллĕ пултăр-и шавах,
Ялан хисеплĕ тăтăр-и?
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...