Паха опыт
Çемен Павăлч Шадриков чылайранпа пенсире ĕнтĕ, хăй калашле — канлĕхре. Çапах та ĕнсерен пусакан ватлăха парăнмасть-ха: çулла дачăра мекеçленет, кĕркунне кăмпана çӳрет, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать.
Кунсăр пуçне тепĕр «чир» канăç памасть ăна: кĕнеке-журнал вулама юратать. Тепĕр чухне хăй те, творчество сӳсменĕ тăхăнса, сĕтел хушшинче сехечĕ-сехечĕпе юрату сăвви-сем çырса асапланать. Çук, гонорарпа чапшăн мар, — вăхăт ирттермелле, чунне йăпатас-лăплантарас тесе.
Нумаях пулмасть вăл, килте ларса йăлăхнаскер, уçăлас шутпа хула урамне тухрĕ. Çӳресен-çӳресен кĕнеке лавкки тĕлне çитсе тухрĕ. Кунта вăл лайăх пĕлекен Манефа ятлă çамрăк хĕрарăм ĕçлет. «Кĕрсе тухам-ха, тен, пĕр-пĕр лайăх кĕнеке тупса парĕ», — магазиналла утрĕ Çемен Павăлч.
Кĕчĕ.
— Кӳршĕ хĕрсене — хĕрӳллĕ салам! — терĕ илемлĕ литература сутакан пайра чарăнса пукан çӳллĕш, пичке мăнтăрăш хĕрарăма.
— Хăвăра та, Çемен Павăлч! — сулхăнраххăн тавăрчĕ лешĕ.
— Ну, мĕнле сывлатăн-чупатăн, чиперккеçĕм? Мĕнпе савăнтарăн ватă кăмпана?
— Çĕнни, суйламалли нимех те çук-ха — çавсемех, киввисемех: поступлени пулман.
— Пурпĕрех пуян пурăнатăр ав! — тулли сентресене кăтартрĕ Шадриков.
— Вăл çаплах-ха, хăть лавпа тиесе кай...
— Мĕн, илмеççĕ-им?
— Илеççĕ... Кунне вунă кĕнеке сутсан та — Турра мухтав! Лешсен те ĕнтĕ, писатель текеннисен, пĕлмеллех: кама кирлĕ эсир варланă хут тĕнчене телевизорпа компьютер ярса илнĕ тапхăрта...
— Мана хама та çавă тарăхтарать, — продавщица май çаптарчĕ Шадриков. — Унтан та ытларах — çакă: мĕнле майпа пичетлесе кăлараççĕ-ши вĕсем çав, эсĕ калакан варланă хута.
— Тупнă тĕлĕнмелли! Укçа вăл, Çемен Павăлч, тем те тăвать. Издательство хуçисене ыйтнă чухлĕ кăларса тыттар та — тепĕр ик-виç уйăхран сан нимĕр-кĕнекӳ кĕрлесе те тухать. Пиншер экземплярпа! Çитменнине хакĕсем кутран çыртаççĕ.
— Кайманнисене ма йӳнĕрехле сутмастăр?
— Ха! Каларăн та... Хут хаклансах пынă вăхăтра — йӳнĕрехпе-и? Кам ирĕк парать? Типографи расхучĕсем те ӳснĕçемĕн ӳсеççĕ.
— Эппин, ытах та илмеççĕ тĕк, списать тумалла! — вĕрентрĕ тахçан типографире пилĕк авнă Шадриков.
— Туса пăх-ха... Пуçлăхсене кала-ха, сĕнсе пăх-ха...
— Эпир вара, Манефа Семеновна, ак çапла тăваттăмăр, — ăс пачĕ пичет ĕçĕн «ватă кашкăрĕ». — Складра йăтăнса выртакан кĕнеке-журналăн кĕтессисене чустапа сĕрсе тухаттăмăр та — ĕçĕ те пĕтнĕ.
— Мĕнле — пĕтнĕ? Мĕн пулнă вара вĕсене? — ăнланмарĕ Манефа.
— Мĕн пулнă... Нимĕн те пулман, йĕке хӳресемпе шăшисем кăшланă кăна.
— Интереслĕ, — пуçне сулкаларĕ тĕлĕннĕ Манефа. — Вара?
— Списать тăватпăр та — макулатурăна! Вăт çапла, чĕкеçĕм, нуша кулачă çиме вĕрентрĕ...
— Хăçан пулнă вăл, эсир унашкал хăтланни — çур ĕмĕр каялла! Халь урăх вăхăт, урăх самана... Вопшеттă, директорпа калаçса пăхма юрать, Кам пĕлет, тен, килĕшĕ те вăл сирĕн опытăрпа усă курма, хисеплĕ Çемен Павăлч...
xamaschkal (2014-06-19 13:27:35):
Аван сырна. Анчах та паян кенеке вуламанни,тен,писательсен кенекисем вуланманнипе мар, сынсем вулама кахалланса пынипе сыханна. эпе, теслехрен, вулама юрататап. Паян Сергей Павлован "Сара хамаш, сара хаях" романне тимлен, юратса вулатап, хушара тенчене манатап. Тавах палла сыравса савантарнашан.
Чаваш кенекисене чустапа серме тахтамалла тесе шутлатап, выраслисене те туянмассе-ске. Сапла, таванамсем.