Чечек
Пахчара ӳсет чечек,
Илемĕпе мухтанать.
Чăн-чăн патша майри пек
Хăйне ялан тыткалать.
Ытти чечек-курăксем
Уншăн тĕссĕр пикесем.
Вĕсене вăл юратмасть,
Пуçне каçăртса ларать.
Анчах чечек ăнланмасть
Хăй ĕмĕрĕ кĕскине.
Вăл улăштараймасть
Çут çанталăк йĕркине.
Акă çитĕ кĕркунне,
Саралĕç ак çулçисем.
Сивĕ тытĕ чечекне,
Сӳнсе ларĕ ун илем.
Шухăшсем
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...