Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


Хурлăхан хурланать хăй хуришĕн,

Эп хурланап çын чул çуккишĕн.

Хурлăхантан хура çырла çук,

Пиртен те хурлăхлă çынсем çук.

Чăваш халăх юрринчен

 

Хăмăш пекех пĕвĕм ман

Улăм ури пулайрĕ;

Сарă ука çӳçĕме

Хурăн шурри çапайрĕ;

Пан улми пек питĕме

Хура куççуль хуратрĕ.

Хĕр йĕрринчен

1. Хан керменĕнче

Хусан ханĕ Магмет-Эминь вилес пек выртать.

Ун пӳлĕмне ханăн çывăх çыннисемсĕр пуçне никама та кĕртмеççĕ. Тăванĕсем вара Магмет-Эминĕн çук та темелле. Пĕртен-пĕр аппăшĕ пур унăн ăна пытарма — Ковгоршад, унсăр пуçне юратнă арăмĕ пур, малтан Ильгам (Али хан) арăмĕ пулнăскер. Аллах ăна унпа пурăннă чухне пĕр ача та памарĕ, вилес сехетре те куншăн кӳренмелле турĕ. Ытти арăмĕсенчен çуралнă ывăлĕсем иккĕш те Касимовра. Тăван амăшĕ, тĕнчипе паллă Нур-Салтан, нумай çул ĕлĕк Крым ханне Менгли-Гирее качча тухнăскер, темиçе уйăх каялла Бахчэ-Сарайра çĕре кĕчĕ, Мускавра аслă князь патĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр шăллĕ, Латиф, çулталăк каялла унтах пуçне хучĕ, — те хăй вилчĕ, те вĕлерчĕç ăна.

Арăмĕ Иджим хана çемçе тӳшек сарса панă, анчах унăн аяк пĕрчисем чул çинче выртнă пекех ыратаççĕ, пуç айĕнче — атласлă минтерсем, çапах тăнлавсем çурăлса тухасла кĕрлесе тăраççĕ.

Хан ӳчĕпе йăлтах вилнĕ ĕнтĕ, ун шăм-шакĕ çиччĕмĕш уйăх çĕрнĕçем çĕрсе пырать, таврана сывлама май çук усал шăршă сарать.

Хан тăнне çухатман-ха, анчах ку ăс-тăн ĕнтĕ пурнăçра пулнă мĕн пур ырăпа усала аса илсе юлашки хут шайлаштарса пăхмалăх çеç юлнă.

Ах, усал-çке вăл алăра хăватлă власть пур чух çапла хускалмасăр, мĕскĕннĕн выртасси. Чӳречесене йăлтах чаршавпа карнă — уншăн хĕвел çути те сиенлĕ иккен! Мĕне кирлĕ сана пурнăç, эсĕ хĕвел çутине те курмастăн пулсан? Ав унта та кунта темĕн чухлĕ хĕç çакăнса тăрать — Али хан хĕççи, Халиль хĕççи, Ибрагим хĕççи, Латиф хĕççи. Вĕсене ĕнтĕ пĕрне те алла илсе тытса пăхас çук, вĕсем мăкалнипе мăкалманнине тĕрĕслеес çук, витере хуçа тухманнишĕн тунсăхласа кĕçенекен ута утланса, Атăл тăрăх вырăс хулисене аркатма каяс çук. Ырă та телейлĕ вăхăтсем, Магмет-Эмине çĕнтерӳпе чап кӳнĕ кунсем яланлăхах иртсе кайрĕç. Ун пек кунсем пулман мар, пулнă, пулнă!

Магмет-Эминь сывлăш çитменнипе хăй çийĕнчи юркавне сирсе пăрахрĕ те куçне хупрĕ. Малашлăх çинчен шухăшлама пăрахнăскер, вăл пуçне килсе капланнă асаилӳсемпе йăпанчĕ.

…Ун чухне ашшĕ, Ибрагим хан, тин вилнĕччĕ-ха. Амăшĕ, Хусанта икĕ хан арăмĕ пулма ĕлкĕрнĕ хыççăн, Крым ханне качча тухрĕ, хăйĕн кĕçĕн ывăлĕпе, Латифпа, Бахчэ-Сарайне куçса кайрĕ. Çук, Магмет-Эминь вĕсемпе кайма шутламарĕ, ырă çынсем сĕннипе вăл тӳрех Мускава çул тытрĕ. Хусанти хан престолне ун чух Ибрагим ханăн тепĕр арăмĕнчен, Фатимаран, çуралнă Али ятлă ывăлĕ ярса илнĕччĕ. Вунă çулхи Магмет-Эмине вырăссен аслă княçĕ III Иван хăйĕн тăванне йышăннă пек йышăнчĕ, Али хана хăваласа ярса престол пама пулчĕ, вăхăтлăха пурăнма Кашира хулине парнелерĕ.

Вун ултта çитсен, 1484 çулта, аллах Магмет-Эминь тăрăшса кĕл тунине илтрĕ те çĕр çине телей ярса пачĕ. Хусанта вырăссем майлă тăракан ушкăн çĕнтерчĕ, Алие сирпĕтсе антарса ăна хан туса хучĕç. Нумай пурăнаймарĕ вăл Хусанта, Али хан çыннисем кавар хыççăн кавар туса влаçа каллех хăйсен аллине илчĕç, анчах хан влаçĕн техĕмне тутанса пăхнă Магмет-Эминь хăйĕн шанчăкне çухатмарĕ.

1487 çулта вырăссем тепре вăрçă пуçларĕç. Хусан хулине илсе Магмет-Эмине каллех престола лартрĕç. Ай мĕнле аркатрĕç ун чух вырăссем Али хана! Алине хăйне, арăмĕсене, амăшне, шăллĕсене (Мелик Тагирпа Худай-Кула) Мускава ăсатрĕç. Чаплă çĕнтерӳ турĕ вăл çул III Иван, ахаль мар алă пуснă чухне те ытти ятсем çумне Болгари княçĕ тесе хушса хуратчĕ. Халĕ, унтанпа вăтăр пĕр çул иртрĕ пулсан та, ун ывăлĕ Василий Иванович ку ята мăнаçлăн тытса усрать, кашни çырăвĕнче вара алă пуснă чух Болгари княçĕ тесе çырать.

Çапла çав, вăтăр пĕр çул пăхăнса тăрать Хусан вырăссене. Акă эп вилсессĕн, тет Магмет-Эминь, çĕнĕ хана кунта никам та мар, Мускав лартĕ. Ытла хăюллă пулса кайрĕ юлашки вăхăтра III Василий çырăвĕсенче, грамотисенче, ыйтмасть Хусан ханĕнчен, сĕнмест ăна, хушать, çапла ту тесе кăна тăрать.

Мĕн чухлĕ тăрăшрăм Мускав аллинчен хăтăлас тесе — усси пулмарĕ. Мĕнле кăна йăпăлтатмарăм Иванпа Василий княçсем умĕнче, вĕсен элчисем умĕнче, тарăхнă енне миçе хутчен Чулхулапа Рязане, Муромпа Владимира çити çарпа каймарăм — çук, вăл та ним те памарĕ.

Чăнах та, пулăшман та мар ăна вырăссем, аллах умĕнче çылăха кĕрес мар. Унтан та ытларах, вĕсем ăна тепĕр чух алăран вĕçерĕннĕ престола та тавăрса панă. Анчах тем тесен те кӳрентерни ытларах пулнă. Ăçтан манăн-ха, сăмахран, III Василий ăна, чаплă çар çыннине, хăватлă султана, Белоозера е Вологдăна ссылкăна ярассипе хăратнине? Ăçтан манăн-ха Мускав элчисем, вырăс купсисем кунта, Хусанта, хăйсене килти пек тыткаланине, ханлăхри пĕтĕм ĕçе хутшăнса пур çĕрте те вĕрентме тăнине?

Магмет-Эминĕн хĕрсе кайнă чирлĕ пуç мимийĕ çак вăхăтра аса илӳсен йышлă ушкăнĕнче нимрен ытларах хана кӳрентернĕ, хана тивĕçлипе хисеплемен пек туйăнакан тапхăрсене шырарĕ. Çапла çав, вырăссене пула пĕтĕм ханлăх умĕнче намăс курнă вăхăтсем те, кремльтен çĕрле тухса тарнă вăхăтсем те пулкаланă.

Вăл çамрăк чухне-ха, 1495 çулта, Хусана Çĕпĕр патши Мамук килсе тапăнчĕ. Çав йĕксĕк Мамук, Батый тăванĕ, Шейбани династийĕнчен тухнă çĕтĕк-çатăк мăрса, хулана темиçе кун хушшинче ярса илчĕ. Магмет-Эминĕн пĕтĕм кил-йышĕпе Раççее тармалла пулчĕ. Вырăссем вăхăтра пулăшмарĕç. Иван патша вара Хусана тăшман аллине панăшăн никама та мар, Магмет-Эминь хана çеç айăпларĕ.

Манман-ха Магмет-Эминь, лайăх астăвать, III Иван ăна шанмасăр Кель Ахмат патне вăрттăн çырусем çыратчĕ. Çак чаплă мăрса, малтанхи çулсенче Магмет-Эмине те нумай усă кӳнĕскер, ун кашни утăмне тĕрĕслесе тăракан пулчĕ, юлашкинчен ăна вырăнтан кăларас тесе пур çĕрте те ура хума тытăнчĕ. Темиçе хана сирпĕтме ĕлкĕрнĕ старик питĕ чееччĕ, хăйне кура ăслăччĕ. III Иван çав усала Магмет-Эмине ĕненнинчен ытларах ĕненетчĕ, ахаль мар Мамука хăваласа ярсан вăл хĕтĕртнипе вырăс княçĕ Магмет-Эмине престолсăр хăварчĕ, хан пулма ун шăллĕне Латифа лартрĕ. Çав кăвак сухал пирки пиччĕшĕпе шăллĕ тăшмансем пулса тăчĕç. Латифĕ темиçе çул хушши Магмета пĕрре Хусана чĕнмерĕ, Кель Ахмата ашшĕне итленĕ пек итлесе пурăнчĕ. Чăнах та, ӳссе вăйпитти çын пулнăçемĕн Латиф вырăссене ытларах та ытларах курайми пулчĕ, анчах ку вăл Кель Ахмат тăрăшнипе мар, Крым майлă тăракан мăрсасем тăрăшнипе.

1502 çулта çĕнĕрен хан пулсан тин Магмет-Эминь Кель Ахмата хăйĕншĕн те, шăллĕшĕн те тавăрчĕ. Ăна айăплама сăлтав тупрĕ — тытса хупрĕ, çакса вĕлерттерчĕ…

Хан куçне уçрĕ, арăмĕ юнашар çывăрса ларнине курсан каллех аса илӳсен çăмхине сӳтме тапратрĕ. Ара, 1505 çула тепĕр хут аса илмесĕр чуна аллах аллине епле парăн-ха? Кам пĕлет, тен, ун пек телейлĕ вăхăт Магмет-Эминĕн пĕтĕм пурнăçĕнче те пулман пулĕ!

Ун чухне çурхи ăшă кунсем тăратчĕç. Атăлпа Хусан шывĕ тăрăхĕнчи улăхсем çăра курăкпа ешеретчĕç. Пĕтĕм хула — ватти-вĕтти — сапантуя тухнăччĕ. Вăл сапантуя вырăс купсисем пинĕ-пинĕпе килнĕччĕ, Магмет-Эминь тин ĕçсе янă эрех черккине пĕр юпа çумне çапса çĕмĕрчĕ те кун хыççăн, малтан калаçса татăлнă пек, пĕтĕм улăхĕпе асар-писер ĕç пуçланчĕ. Вырăс купсисен лавккисене йăлтах аркатса тăкрĕç, таварĕсемпе укçисене туртса илчĕç, хăйсене вĕлермеллине вĕлерчĕç, нумайăшне крепоçе илсе кайса хупрĕç. Хупнисен хушшинче вырăс элчи Михаил Кляпик та пурччĕ. Улăхра вăл кун мĕн каçченех юн юхрĕ, юрă янăрарĕ, урса кайнă халăх шавĕ кĕрлерĕ. Мăрсасем, княçсем, улансем, сеид çыннисем Магмет-Эмине ал вĕççĕн йăтса çӳрерĕç.

Тата темиçе кунран Хусан çыннисем нухайсен çирĕм пинлĕ çарĕпе пĕрле Мускав еннелле çула тухрĕç. Магмет-Эминь çара хăй ертсе кайрĕ. Чулхула патне çитрĕç, посада çунтарчĕç, крепоçе кĕреймерĕç пулсан та, вырăссемпе вăйлă çапăçрĕç вĕсем. Воеводăсем çĕр пинлĕ çар пухнăччĕ, Магмет-Эминь ку çара Муромран иртме те памарĕ.

Тепĕр çул çуркунне вырăссем Хусан патне çитрĕç. Тутарсем икĕ енчен вăйлă хĕсрĕç те тем пысăкăш çара аркатса тăкрĕç. Кӳлĕсем çын виллипе тулса ларчĕç. Ун хыççăн вырăссене Сăр хĕррине çитиччен хăваланăччĕ.

Чее хăтлантăм эпĕ вăл çулхине тет Магмет-Эминь, пĕр енчен, тутарсене хам Мускав умĕнче пуç тайманнине, кирлĕ вăхăтра ăна хирĕç тăма та хатĕррине кăтартса патăм, тепĕр енчен, вырăссемпе те нихçан килĕштерейми вăрçса каймарăм, хамăн кăмăла тултарнă хыççăн вĕсемпе килĕшӳ тума хирĕç маррине систертĕм. Халь манăн Мускавпа «ĕмĕрлĕх килĕшӳ». Миçе куна пырĕ-ши ĕнтĕ ку «ĕмĕрлĕх килĕшӳ» эпĕ вилсен? Кам ертсе кайĕ-ши Хусан çарне çитес вăрçăра? Ăçта эс халь, ман шăллăм Латиф? Камăн хан пулмалла ман хыççăн санăн пулмасан? Пĕр-пĕр Гирее лартса Улу-Мухаммед династине пĕтерме парас марччĕ…

Хан ыйхăран вăраннă пек пулса шăллĕне ятран чĕнчĕ.

— Мĕскер эс, Иджим? — терĕ арăмĕ.

— Латиф килмерĕ-и?

— Ăçтан килтĕр-ха вăл? Каларĕ-çке Булат Ширин, Латиф вилнĕ терĕ.

— Вĕлернĕ ăна, вĕлернĕ, — пăшăлтатрĕ Магмет-Эминь. — Анне те килмерĕ-и?

Арăмĕ чĕнмерĕ. Вăл сисрĕ: Иджим хан аташать. Маг-мет-Эминь хăйĕн вилĕм сехечĕ çывхарнине туйса, аташса-п е аташмасăрах, амăшĕпе пуплерĕ.

— Анне, — терĕ вăл, — мĕншĕн вăрахчен кĕттеретĕн эсĕ, мĕншĕн ку таранччен Хусана килместĕн? Юлашки хут эсĕ ман патăмра сакăр çул каялла пулнăччĕ. Астăватăн-и, малтан Мускава Латиф патне кĕрсе тухрăн, вара Менгли-Гирейĕн кĕçĕн ывăлĕпе — Сахиб-Гирейпе Атăл тăрăх Хусаналла антăн. Мана III Василий йышăнса хăна турĕ теттĕнччĕ. Эппин, вырăс княçĕ чарса тăрас çук сана, часрах Мускава пыр та манăн юратнă шăллăма илсе кунта килме тух. Менгли-Гирей ывăлĕсем кирлĕ мар мана, эсĕ кирлĕ, Латиф шăллăм кирлĕ. Часрах, часрах, анне, эпĕ вилес пек чирлĕ выртатăп.

Пӳлĕмре тĕттĕм, каç пулса килнĕ май кун çути сӳннĕçем сӳнсе пырать. Çук, кун çути мар сӳнет пӳлĕмре, Хусан ханĕн пурнăçĕ сӳнет.

Пурте макăраççĕ. Çывăхри пӳлĕмре зурна сасси илтĕнет. Сеид коран вулать. Хутран-ситрен вăл чарăнса хан пуç вĕçнелле пĕшкĕнет, хан вилес умĕн ăна темле чаплă сăмах каласа хăварасса кĕтет пулас.

— Куль Дервиш! — майĕпен çеç сасă пачĕ хан. — Ăçта эс, Куль Дервиш?

— Итлетĕп сана, хăватлă султанăмăр, ханлăхпа хамăр тĕн шанчăкĕ! — таçтан чаршав хыçĕнчен сиксе тухрĕ чаплă мăрса, Магмет-Эминĕн чи çывăх çынни.

— Мускава каятăн, — терĕ хан типсе пĕр юнсăр юлнă тутине аран-аран хускаткаласа. — Латифа паччăр престола лартма, никама та мар, Латифа!

— Хисеплĕ Иджим хан…

— Çук, çук, ĕненместĕп эпĕ, вилмен-ха вăл! Ман тăванăм Василий князь валли парне нумай илсе кай. Эпĕ ун умĕнче çылăха кĕтĕм пулмалла, тен, аллах мана хам çылăхăмсемшĕн çапла асап кăтартрĕ. Ан хĕрхен, хытса ан тăр. Виç çĕр лаша ил, чи чаплисене, пурне те йĕнерле, кун-сăр пуçне ман ятпа ухăран сыхланмалли хупкан пар, хаклă йышши кавирсенчен тунă хӳшĕ пар. Каçартăр мана, çылăхлăскере… — хан сывлăш çитменнипе чыхăнса кайрĕ.

— Итлетĕп, хăватлă султанăмăр, ханлăхпа хамăр тĕнĕн шанчăкĕ. Пĕтĕмпе эс каланă пек пулĕ! — терĕ Куль Дервиш. Хăй Магмет-Эминĕн кăвакарса кайнă тутипе шуранка пичĕ çине шикленсе пăхрĕ, ăна темшĕн хан унăн сăмахĕсене итлесе пĕтерес çук пек туйăнчĕ.

2. Ордынка

Мускав урамĕсенче çил-тăман вĕçтерет. Çуртсен умĕнчи сукмаксене кĕрт хӳсе кайнă. Чĕркуççи таран юр ашса пыракан Аппак асар-писер çанталăка, унпа пĕрле Мускав урамĕсене, кунта пурăнакан мĕн пур çынна чĕререн ылханать. Мускав çыннисемшĕн ав хĕл сивви ним те мар, вĕсем хыçлă çунасемпе шик! шăхăрса çеç иртеççĕ. Аппакăн аллисем шăнса кӳтнĕ ĕнтĕ, сарлака кунчаллă атти ăшне юр кĕрсе тулнă.

Юратмасть Аппак Мускава хĕлле килсе çӳреме. Кашнинчех е хăлхана, е сăмсана, е пит çăмартисене тăм илтерсе каятăн. Анчах килмесен те май çук. Хусан пирки тавлă калаçу пуçланнăранпа çамрăк хан Мухаммед-Гирей Мускава ялан ватă Аппака ярать. Виççĕмĕш кун пурăнать ĕнтĕ элчĕ Крымски вал хыçĕнче, виççĕмĕш кун хăй кĕтсе ывăнни çинчен пĕлтерме кремле çӳрет. Кремльте боярсем тем тухатаççĕ, тем каварлашаççĕ, Аппак кашнинчех чунтан эрленсе нимсĕрех каялла таврăнать.

Анчах Аппак ухмах мар, вăл вăхăта ахаль ирттермест. Ордынкăри пĕр хӳтĕ вырăнта элчĕ каçсерен Хусан княçĕпе Абу-Базипе тĕл пулать. Паян ак вăл княçа Ордынкăна Хусан элчисен пуçлăхне Булат Ширина илсе пыма хистерĕ. Абу-Бази килĕшрĕ. Ку вара, тем тесен те, нумая пĕлтерекен япала.

Аппак вăрттăн хваттере пырса кĕрсенех кăшт та пулин ăшăнас тесе хуçа арăмĕнчен вĕри чей ыйтса илчĕ. Вăл малтанхи куркана та ĕçсе ярайманччĕ, пӳрте шап-шур юр пулнă икĕ çын килсе кĕчĕç. Булат Ширина Аппак тӳрех палласа илчĕ — вăл сăнĕпе те, пĕвĕпе те хăйĕн Крымри тăванĕсем евĕрлех — çӳллĕ, хитре.

— Саламлатăп, чĕререн саламлатăп Хусанти княçсен княçне, хĕвел тухăçĕнчи юртăн пысăк карачине! — кавир çинче ларнă çĕртен ура çине тăчĕ Аппак.

— Сана та салам, сан пурнăçăнта та ялан бехмет пултăр, чаплăран та чаплă князь.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Хусан хăнисене салтăнма пулăшрĕ те, лешсем Аппакпа пĕрле урайне, вĕр çĕнĕ кавир çине, вырнаçса ларчĕç.

— Тĕл пулнă ятпа пĕрле чей ĕçер-ха эппин, Бахчэ-Сарайра чинарсен хӳтлĕхĕнче ыр курса ларнă пек пултăр, — терĕ Аппак. — Сайра тĕл пулаççĕ-çке юлашки вăхăтра икĕ юрт çыннисем. Манатпăр пĕр-пĕрне, манатпăр… Мĕнле туслă пурăнатчĕç ĕлĕкрех Хусанпа Таврида çыннисем, мĕнле кăна хитре суту-илӳ тăватчĕç, чун савăнатчĕ çав. Халĕ ав пĕр-пĕрин патне çӳреместпĕр, тĕл пуласса ытларах çакăн пек Мускавра е урăх çĕрте тĕл пулатпăр.

Аппак тем пек тăрăшрĕ пулсан та малтан вĕсен сăмах-юмах пĕрре те çыхăнмарĕ. Булат Ширин такама кĕтнĕ пек ялан урлă-пирлĕ пăхкаларĕ, ăна хăй калас пеккине калама тем кансĕрлерĕ курăнать. Ватă элчĕ кăна асăрхамасăр хăвармарĕ, ытарлăн каласа хучĕ:

— Эпир капла чей ĕçсе ларатпăр та-ха, тăвансем, анчах сире унта шырамалла ан пултăр. Василий князь дьякĕсене шанма çук, вĕсем сире çĕр хута та чĕнтерĕç. Хисеплĕ Абу-Бази, тен, санăн киле кайсан авантарах пулĕ. Мĕн те пулин килсе тухсан пысăк карачине наччас систеретĕн…

— Ку тĕрĕс, — элчĕ мĕн каласшăн пулнине сисрĕ Абу-Бази. — Эп унта пулам, каярахпа пысăк карачине илме çынсем ярăп.

Абу-Бази кайсан Хусан элчи Аппак калаçнине тимлĕрех итлерĕ, анчах хăйĕн шухăш-кăмăлне нимĕн чухлĕ те палăртмарĕ-ха.

— Крымри Ширинсем, — терĕ Аппак, — пирĕн хан сĕнĕвне чунтан ырлаççĕ, вĕсем Хусан престолĕ валли Сахиб-Гирейрен лайăх çын тупма май çук тесе шутлаççĕ. Сахиб Стамбулта пурăнса курнă, ăна Сулейман хăй лайăх пĕлет. Тĕрĕссипе каласан, Сахиб унти юртра мар, Тавридăра хăйĕнче хан пулмалла, ман шутпа, султан ăна нумай енчен, чи малтан çар ĕçне пĕлни енчен, Мухаммед-Гирейрен мала хурать. Тавридăри Ширинсемшĕн Сахиб тăванран та хаклă, вĕсем ăна алă çинче йăтса çӳременни кăна…

— Ку тĕрĕсех мар пуль, хаклă элчĕ, — лăпкăн çеç сăмах хушрĕ Булат Ширин. — Эп астăвасса Тавридăри Ширинсем Менгли-Гирейĕн кĕçĕн ывăлне, ун ытти ывăлĕсемпе танлаштарсан, чи мăн кăмăлли те чи тăрлавсăрри тесе шутлатчĕç. Сахиб вĕсемпе тăванлашма тăрсан вĕсем кунпа тем тусан та килĕшмерĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 20