Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


Аппак тек ним калама та аптрарĕ. Вăл малтанах хатĕрлесе хунă меслет — элче несĕл йĕркипе çавăрма тăни пачах ăнăçсăр пулчĕ. «йăлтах пĕлет эсрелĕ, — кун пирки малтан Абу-Базирен ыйтса тĕпчеменшĕн хăйне хăй вăрçса илчĕ элчĕ. — Пĕр-пĕрин патне çырусем çӳретсех тăраççĕ пулмалла. Пăхсах паллă, Крымри Ширинсем пекех, вăл та хăйне пысăка хурать. Ятлă-шывлă çын пулас çав вăл ханлăхра, ахаль мар ăна пысăк карачи туса хунă, Куль Дервиш Мускава никама та мар, ăна элчĕ туса янă».

— Эппин, Хусанта пурте Шах Алишĕн çунаççĕ, — сăмаха малалла тăсрĕ Аппак. — Çав ăçти çук патша ывăлне хан тăвасшăн. Ман шутпа, ăна престол памалла мар, аллине вăрăм пушă тыттармалла та сысна кĕтĕвĕ кĕттермелле.

— Ку вăл сирĕн шухăш, — терĕ Булат Ширин. — Хусан княçĕсемпе мăрсисем, улансемпе сеидсем кăшт урăхларах шутлаççĕ. Эпир лăпкă пурнăçпа пурăнасшăн, Мускавпа вĕçĕмсĕр çапăçса хамăр ханлăха хавшатасшăн мар, çавăнпа хана та Мускав аллинчен илсе лартас тетпĕр.

— Кирек мĕнле патакăн та вĕçĕ иккĕ, — умĕнчи чей кашăкне икĕ пӳрнипе варринчен тытрĕ Аппак. — Мускав лартнă ханпа Бахчэ-Сарай килĕшес çук, Бахчэ-Сарай лартнă ханпа Мускав килĕшес çук. Çавăнпа та кунта ĕç çине урăх енчен пырса пăхмалла. Эсир, ырă элчĕ, пĕр япалана шута илместĕр пек туйăнать. Мускав вăл халь пĕччен, тăшмансем вара унăн питĕ нумай. Бахчэ-Сарай пĕччен мар, ун хыçĕнче вăйлăран та вăйлă çĕр-шыв — Турци тăрать. Çавна шута илсен, Мускавпа вăрçас мар тенине ытлашши ăслă политика теме май çук пулĕ…

— Эсĕ, ырă элчĕ, сăмаха ытла тӳрĕ калама вĕреннĕ, — терĕ Булат Ширин. — Кирек мĕнле çимĕçе те — йӳçĕ-и вăл, тутлă-и — чĕркесе параканччĕ. Эсĕ вара ăна çаплипех тыттаратăн. Тем тесен те, эпир икĕ ханлăх элчисем. Тата иксĕмĕр те Мускава килнĕ…

— Пĕр юрт çыннисем пек калаçас тесе эп сиртен нимĕн те пытармарăм, — аллине кăкăрĕ тĕлне тытрĕ Аппак. — Ку килĕшмерĕ пулсан каçарсам мана, ырă элчĕ. Шансах тăратăп, ку пирĕншĕн юлашки тĕл пулу пулас çук. Хусанти ĕçсем кăткăс, вĕсем пирки эпир сирĕнпе тĕплĕрех сӳтсе явма, пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма тивĕç.

— Эпĕ, Аппак эфенди, Мускава хам кăмăлпа килмен. Мана кунта Хусан княçĕсем, бексем, улансем янă. Манăн хамăн шухăш, тен, урăхларах та пулĕ, ун пирки халь калаçмăпăр. Княçсемпе бексен шухăшĕ пĕрре, ăна эсĕ лайăх пĕлетĕн ĕнтĕ.

— Тавах ыр сăмахушăн! — питрен-куçран çуталчĕ Аппак. — Каланă сăмах — кĕмĕл, каламанни — ылтăн.

— Мана тĕрĕс ăнлан эсĕ, Аппак эфенди, — хăй ытлашши персе янăшăн ӳкĕнсе илчĕ Булат Ширин. — Эпир халь Мускавра пĕр япала çеç ыйтма пултаратпăр. Хусан шăпи паллă, вăл Мускав аллинче.

— Паянлăха, — терĕ Аппак. — Паянлăха.

— Ыранхи телей вăл, мĕнле калас, аллахран килет. Вăл мĕн пехиллĕ пире. Аллах çутă кун памасан никам та çутă кун кураймĕ.

— Мухтав аллаха! Вăл паянхине çеç мар, ыранхине те курать. Çав йĕксĕк Шах Али Хусанта нумай ларас çук. Сирĕн ятлă çыннăрсем вăл вăйсăр та пултарусăррине сиссе илĕç те ăна хăйсемех мур тĕпне хăваласа ярĕç. Крым енчен сирĕн кремле Сахиб-Гирейĕн мухтавлă çарĕ пырса кĕрĕ…

— Эпир мĕн тăвассине аллах малтанах пĕлсе тăрать, — коран сăмахĕсемпех тавăрчĕ Булат Ширин.

3. Кремльти йышăну

Аслă князь Василий Иванович, çурăм шăмми сурнипе аптраса ӳкнĕскер, ĕнер хăйĕн палатинче элчĕсене йышăнмарĕ. Юри чĕнтернĕ боярсем, воеводăсемпе думнăй çынсем аслă князь палати тĕлĕнче чылайччен уткаласа çӳрерĕç те государь сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлнĕ хыççăн çаплипех килĕсене саланчĕç.

Паян ирхине вара аслă князь элчĕсем çинчен хăй аса илтерчĕ.

— Йышăнăва Касимоври хан ывăлне Шигалее тата Юрий Пронскипе Федор Карпова чĕнĕр, вĕсем пире паянхи ĕçре питех те кирлĕ пулаççĕ, — терĕ вăл дьяксене.

Кăнтăрла тĕлне кремль картишĕнче Крымран килнĕ тутарсен шурă чалмисемпе Хусан çыннисен çăмламас мулаххайĕсем йышлăн курăнса кайрĕç. Тутарсем шавлăн калаçса тата хăйсене пасарти пек ирĕклĕн тытса ăçта килнĕ унта вырнаçса ларчĕç те кунти пурăнмалли çуртсене, çар çыннисен шлемĕ пек тăрăллă чиркӳсемпе соборсене сăнаса пăхкалама, çав хушăрах кĕсьере юлнă иçĕм çырлипе урюка чăмлама пикенчĕç; вĕсен элчисем вăрăм аркăллă тумтир тăхăннă дьяксем хыççăн палатăсене кĕрсе çухалчĕç.

Аслă князь боярсене нумай кĕттермерĕ. Çап-çамрăк Шигалейпе çума-çумăн пыраканскер, алăкран шăппăн çеç, асăрханса кĕрсе тăчĕ те никам çине пăхмасăр тăпах чарăнчĕ. Пысăк пӳлĕмри мĕн пур боярсем пĕрин хыççăн тепри ун аллине чуп тума тытăнчĕç. Ку кăмăла пăтратакан йышăну пĕтнĕ хыççăн аслă князь хăйĕн вырăнне вырнаçса ларчĕ те кĕнĕренпе пĕрремĕш хут хăюсăррăн таврана пăхса çаврăнчĕ.

— Элчĕсем килнĕ-и? — ыйтрĕ вăл сулахайра тăракан Дмитрий Бельский бояринтан.

— Пурте килнĕ, аслă государь, — пуç тайса тавăрчĕ лешĕ. — Крым элчи Аппак хăйне чи малтан йышăнма ыйтать. Калама хушрĕ: питĕ васкатăп тет.

— Малтан Хусан элчисене йышăнăпăр, — терĕ лăпкăн Василий Иванович, хăй çавăнтах юнашар ларакан Шигалей енне çаврăнса унпа пĕр-икĕ сăмах тутарла калаçса илчĕ. — Аппакăн каçа хирĕç ниçта васкама та кирлĕ мар. Калас пулать ăна, васкакан арăмĕнчен савăнайман теес пулать.

Боярсем ахăлтатса кулса ячĕç. Василий Иванович Крымпа юлашки вăхăтра пынă калаçусем çинчен пĕлтерме тин çеç Бахчэ-Сарайран таврăннă Юрий Пронские сăмах пачĕ.

— Крым пирĕн сĕнĕве йышăнмасть, — терĕ Пронский аллинчи пергамент тĕркевне ик аллипе те сарса, — Крым ханĕ Мухаммед-Гирей Мускава элчĕ хыççăн элчĕ ярать. Вăл Хусана хăйĕн шăллĕне Сахий-Гирее лартасшăн. Аппак элчĕ пирĕн пата çав ĕçпех килнĕ…

— Эсĕ Мухаммед-Гирей çырăвĕсене вула, — пӳлчĕ ăна аслă князь, Пронский калаçнине пуçне ун еннелле чалăштарса итлесе лараканскер.

— Юлашки вăхăтра Мухаммед-Гирей аслă князь патне икĕ çыру ячĕ. Акă унăн малтанхи çырăвĕ:

«Хусанти Магмет-Эминь патша чирлĕ текен хыпар пур, эпĕ çав юртра патша пулма хамăн шăллăма Сахиб-Гирее лартма шутлатăп; халь Магмед-Эмиль патша шăпи мĕнле пулать, эпир Сагиб-Гирее çав юртра патша тăватпăр, çавăн пек калаçса татăлтăмăр; урăх юртран кам та пулин патшана килсе ларсан ман тăванăм аслă князь та айăплă пулать, ку пирĕншĕн те ырă пулас çук».

— Хăйсем пирĕнпе туслă пурăнатпăр тесе договор туса алă пусасшăн, — терĕ Василий Иванович каллех Шигалей енне çаврăнса. Аслă князь çумĕнче пĕчĕк ача пек çеç курăнса ларакан Шигалей тем каласшăн пулса хускалкаласа илчĕ, анчах Василий Иванович Пронские малалла итлеме хатĕрленнине кура нимĕн те шарламарĕ.

Пронский боярсене Мухаммед-Гирейĕн юлашки çырăвне, аслă княçа юнаса та хăратса çырнăскерне, вуласа пачĕ. Боярсем кăна илтсе пĕр вăхăт кĕрлесе кайрĕç.

— Мухаммед-Гирей пирĕнпе мĕнле калаçать? — терĕ аслă князь питрен-куçран самаях чĕрĕлсе. — Ыйтмаллаччĕ, Пронский, Аппакран, хан пире хĕнеме Крым çур утравĕнчен хулăсем ярса паман-и?

— Унран тем те кĕтме пулать!

— Мухаммед-Гирей ытлашши чăрсăрланса кайнă!

Аслă князь тарланă çамкине ал тутрипе шăлса илчĕ, кăшт тӳрленсе ларнă пек пулчĕ те калаçма пуçларĕ.

— Боярсемпе мĕн пур думнăй çынсем! — терĕ вăл. — Эпĕ сире Хусанпа Крым элчисене йышăниччен юри Мухаммед-Гирей çырăвĕсемпе паллаштартăм. Ку çырусем ырă кăмăлпа çырнă япаласем мар, вĕсем аслă Мускав патшалăхне кӳрентерме çеç пултараççĕ. Халиччен эпир Крымпа туслă, килĕштерсе пурăнтăмăр, анчах юлашки вăхăтра пирĕн çыхăнусем начарланчĕç. Паян эпир Крыма хамăрăн татăклă сăмаха калама тивĕç тесе шутлатăп.

Василий Иванович Юрий Пронский аллинчи пергамент çырусене илчĕ те хăйĕн чĕркуççийĕ çине хучĕ, элче вырăна ларма хушрĕ.

— Эпир Крыма çапла пĕлтерсе хутăмăр: Хусан престолĕ пирки калаçу пĕтнĕ тесе шутлатпăр. Ыран Бахчэ-Сарая элчĕсен тепĕр ушкăнĕ тухса каять, ăна пирĕн хисеплĕ князь Юрий Пронский ертсе пырать. Элчĕсем Мухаммед-Гирее ман татăклă сăмахăма пĕлтереççĕ. Хусан пиртен темиçе хутчен те Шигалее ыйтрĕ, эпир престола тивĕçлĕ çынна хамăр çынсемпе паян-ыранах Хусана кăларса яратпăр.

Аслă князь дьяксене алă сулса паллă пачĕ те, пӳлĕме Хусан элчисем кĕрсе тăчĕç. Ушкăнра Василий Иванович темиçе хут курнă тутарсемех: пысăк карачи Булат Ширин, ватă элчĕ Абу-Бази, земски князь Шах-Юсуф тата чее пит-куçлă бакши Бозек. Вĕсем çĕлĕкĕсене хывса аслă княçа тата боярсене чыслăн пуç тайрĕç, вара элчĕсен пуçлăхĕ Булат Ширин хăйĕн сăмахне пуçларĕ:

— Пирĕн ханлăх тĕлĕшĕнчен калама çук пысăк инкек сиксе тухрĕ — эпир хансăр, хисеплĕ те ырă чĕреллĕ Магмет-Эминьсĕр тăрса юлтăмăр. Аслă куназ! Сирĕн ырă шухăшăр, престола чаплă патша Шейх-Аулияр ывăлне Шах Алине лартас шухăшăр, Хусан çыннисене — бексене, сеидсене, улансене, куназсене, мулласене килĕшет, эпир кунтан кайнă хыççăн çакăн пирки каласа парсан вĕсем сирĕн шухăшăра чĕререн ырларĕç, вĕсем сире çакăн çинчен пĕлтерме хушса ячĕç. Эпир, аслă куназ, сирĕн умăрта икĕ тĕрлĕ тупа тăватпăр: Хусан ханлăхĕнче пур çĕрте те Мускав патшалăхĕн тивĕçлĕхĕсене сыхласа, хӳтĕлесе пурăнатпăр: вырăс патшалăхĕпе вăрçă вăрçмастпăр, Мускав хушмасăр Хусанта нихăçан та хан лартмастпăр.

Элчĕсем аслă княçа тата мĕн пур боярсене тепре чыслăн пуç тайрĕç те, Булат Ширин Василий Иванович умне халь каланă тупа сăмахĕсене çырнă сарă пергамент листине пырса хучĕ.

— Хисеплĕ пысăк карачи, хисеплĕ бексемпе княçсем! — терĕ Василий Ивановпч пергамента алла илсе. — Мускав патшалăхĕ эсир çапла тупа тунине кăмăлласа йышăнать. Мускав патшалăхĕ хăй енчен Хусан престолне Шейх-Аулияр патша ывăлне, тивĕçлĕрен те тивĕçлĕ Шах Алине лартать. Çак кунсенче хисеплĕ Шах Али пирĕн элчĕпе Федор Карповпа тата Дмитрий Бельский княçпа пĕрле Хусана пыма тухать. Çавăн çинчен Хусан çыннисене пĕлтерсе хурăр, вĕсем хăйсен ханне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе тăччăр.

Хусан элчисем хăйсен ĕçне пĕтерсе палатăран тухрĕç те алăк хыçĕнче тем пысăкăш чалмаллă, кĕреçе сухаллă Аппака тĕл пулчĕç, — Крым элчи пĕр дьяк çул кăтартса пынипе аслă князь патне васкать. Аппак Хусан çыннисене лайăхах палласа илчĕ, анчах вĕсене ним те чĕнмерĕ, III Василий Мухаммед-Гирейĕн аслă элчине ăçти çук çынсенчен кайран йышăннишĕн çав тери çилленĕскер, хаяр сăн-питпе алăкран кĕрсе тăчĕ.

Вăл аллисене кăкăрĕ тĕлне тытса аслă князь патне çывхарчĕ, анчах чалмине хывма та, государе чĕркуçленсе пуç тайма та шутламарĕ.

Малтанах хатĕрленĕ сăмахсемпе вăл аслă княçа унăн «шăллĕ» Мухаммед-Гирей ячĕпе саламларĕ, вара тӳрех ятлаçнă евĕр калаçма тапратрĕ:

— Аслă князь, — терĕ вăл, — тăшмансем сан умăнта йăпăлтатаççĕ пулĕ, эпир вара, сан тусусем, чăн сăмаха ылтăнран та хакла хуратпăр. Мĕншĕн кӳрентертĕн эсĕ пирĕн мухтавлă Мухаммед-Гирее? Мĕншĕн унпа калаçса татăлмасăр Хусана Шах Алие яма шутлатăн? Эсĕ аслă султан Менгли-Гирейĕн ырă кăмăлне мантăн-им? Унпа шăллĕпе пиччĕш пек пĕр çăвартан пурăнатăн пулсан, ун ывăлĕпе — хисеплĕ Мухаммед-Гирейпе ма урлă пуласшăн эсĕ? Пирĕн чаплăран та чаплă Мухаммед-Гирей, ханлăхпа хамăр тĕнĕн тĕрекĕпе шанчăкĕ, санран çапла ыйтма хушрĕ: Шейх-Аулияр юнĕ Менгли-Гирей юнĕнчен мĕнрен лайăхрах?

— Хусан çыннисем Шах Алие хăйсем ыйтрĕç, — пӳлмесĕр чăтаймарĕ Василий Иванович кăшкăрса калаçакан Аппака. — Унсăрăн Нухайпа Цистрахан пачах урăх хан ярса пама пултарнă. Ку вара Мускавшăн çеç мар, Бахчэ-Сарайшăн та пысăк инкек пулнă пулĕччĕ.

Кăна илтсен Аппак ним тавăрса калама пĕлмерĕ. Курчĕç боярсемпе думнăй çынсем — Крым элчи аслă князь кунашкал хуравласса кĕтменччĕ, вăл аптранă енне сухалне çеç шăлкаласа тăчĕ.

— Ма чĕнместĕн, элчĕ, сире çавă кирлĕччĕ-и? — тата хаяртарах сасăпа ыйтрĕ Василий Иванович.

— Эпĕ сана хамăр хан Мухаммед-Гирей кăмăлне пĕлтертĕм ĕнтĕ… — мăкăртатрĕ Аппак.

— Ытла аякка кармашать сирĕн Мухаммед-Гирей. Вăл Хусана хăйĕн юрчĕ туса хунă. Маннă-им вăл, Хусан вăтăр çул ытла ĕнтĕ, ăна ман атте Иван Васильевич илнĕренпе, вырăс патшалăхĕн пĕр пайĕ, унăн юрчĕ пулса тăрать. Унта хан лартнă çĕрте ытти çĕр-шывсен нимле ĕç те çук. Кала, элчĕ, ман шăллăма Мухаммед-Гирее: кăмăлне кăшт çемçеттĕр, Хусан ĕçĕсене ан хутшăнтăр. Ытти енчен эпир Крымпа ĕмĕрлĕх союз тума яланах хатĕр. Çакăн çинчен эпĕ хамăн шăллăма Мухаммед-Гирее çырупа та пĕлтеретĕп, — Дмитрий Бельский аллинчи пергамент тĕрки çине кăтартрĕ аслă князь.

Элчĕ ăна илчĕ те ирĕксĕртен тенĕ пек пуç тайса палатăран тухрĕ.

4. Çĕнĕ хан

Тукай Чалăм крепоçĕнче икĕ эрне ĕçсĕр пурăнчĕ. Шигалей валли хатĕрленĕ ĕçкĕ-çикĕ Карамышпа Тукай кашни кун «тутанса пăхнипех» чылай чакрĕ ĕнтĕ, кун пек пулсан çĕнĕ хана Чалăмра вĕри чейпе те мулкач какайĕпе çеç хăналама тивет. Мăрсасем кулаççĕ — мĕне кирлĕ халь ăна, вун тăватă çулхи çамрăка, Крымри иçĕм çырлинчен тунă хăватлă эрехпе чăваш сим пылĕ? Пур пĕрех пĕлмест вăл ку ырă япаласен тути-масине!

Карамышпа Тукайшăн пулсан иртен пуçласа каçчен ĕçкĕпе йăпанни — пĕртен-пĕр çăлăнăç, унсăрăн кунта тунсăхпа ухмаха тухма та ним те мар. Мăрсасем ĕçсĕр аптранă енне темиçе хутчен йăлăма сунара та кайса килчĕç ĕнтĕ, пĕр-икĕ хутчен ăçти çукшăн вăйлăнах харкашса илчĕç, унтан, яланхи пекех, çăмăллăнах çырлахрĕç те каллех ĕçке ярăнчĕç.

Булат Ширин посольстви Мускавран таврăннăранпа уйăха яхăн иртрĕ — Шигалей çук та çук. Ĕнтĕ часах çул пăсăлма пултарать, çамрăк хан çуркуннеччен Хусана çитме васкамалла пек, анчах Касимовран килекен çул çинче çав-çавах лавсем курăнмаççĕ-ха.

— Вăл халь Касимовра хĕр суйлать, çавăнпа час çитеймерĕ, — тет Карамыш. — Эп илтнĕ, вăл çамрăк пулсан та хĕрарăмсене бит юратать тит. Вăл Казана кайнă чух шăнса пырасшăн мар, чăп-чăп туса пырасшăн.

— Хĕрне ун валли Хусантах тупса хунă пулĕ-ха, — тет Тукай. — Ак Булат Ширин ханпа тăванлашас тесе тытĕ те хăйĕн йăмăкне парĕ.

— Пулма пултарать, — килĕшет Карамыш.

Вĕсем ларакан пӳлĕме вăрăм сăнă йăтнă иçник чупса кĕрет.

— Карамыш мăрса, хапха умне питĕ чаплă князь çитсе чарăнчĕ, Шигалей пулмалла, — тет вăл алăк чаршавĕнчен çакланнă сăннине аран-аран вĕçертсе.

— Миçе çуна? — яштах сиксе тăрать мăрса.

— Пĕрре çеç.

— Ухмах! — тăхăннă çĕлĕкне каялла ывăтать Карамыш. — Хан пĕр çунапа çӳрет-и? Унăн тем пысăкăш свита пулать, хуралçăсем пулаççĕ! Мĕнле эсĕ çавна та чухлама пултараймастăн?

— Апла хапхана уçас мар-и?

— Ну, ухмах та эс! Мĕнле уçмалла мар? Уçмалла, паллах. Илсе кĕр эс ăна кунта.

Чылай вăхăт иртсен пӳрте паçăрхи иçникпе пĕрле çине сарă тăлăп тăхăннă çӳллĕ те тулли çын кĕрсе тăрать. Вăл, пӳртри çынсем хăйне палласа илеççĕ-и-ха тесе пулас, вырăнтан та хускалмасть, лешсем ниепле те ăна паллайманнине кура тин тăлăпне хывса хурса вĕсем патне ал тытма çывхарать.

— Князь-мăрса Сарыев-иç ара ку! — тин чухласа илет Карамыш. — Тупата çавă! Тем каласан та çавă! Кур-ха, сухалне ӳстерсе янă та, паллама та çук.

— Чăнах, эп те паллаймарăм сана, Сарри, — хавхалансах ал парать Тукай. — Мĕн çăмăлпа Чалăма килсе тухрăн-ха эс? Нимле инкек те пулмарĕ пулĕ-çке?

— Эпĕ Хусана кайма тухнă. Ярлăк илме. Ку вăл, тĕрĕссипе каласан, инкекпе пĕрех. Тукай мăрса, сана кунта терĕç те, эп юри сан патна кĕтĕм, пĕрле кайма май пулмĕ-и терĕм.

Сарри мăрсана наччасах сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕç, унăн вара темле турткалансан та çине-çинех темиçе курка эрехпе сăра ĕçмелле пулчĕ.

— Эпир кунта Тукай абзыпе Шигалее кĕтсе ларатпăр, — чи тунсăх вăхăтра хăйсен ушкăнне тепĕр çын хушăннăшăн хĕпĕртесе калаçрĕ Карамыш. — Таврари çармăс ялĕсенчен темĕн чухлĕ ĕçме-çиме пуçтартăмăр, ак иксĕмĕр тирпейлетпĕр, нумай юлмарĕ…

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 20