Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


— Пĕр çăрттан çеç-и?

— Пĕрре çеç, анчах çав тери пысăкскер вара. Ялĕпе çиме çитет.

— Тем пирки сăмахлатăн эсĕ, нимĕн те ăнланмастăп, — терĕ Ятламас.

— Эс ăнланма тăрăш, — пĕр кулмасăр калаçрĕ Ахтупай. — Юмăç карчăкпа урам урлă пурăнатăн, ялта мĕн пулса иртнине сисместĕн…

— Халь пĕлтĕм, — мăйăхне тӳрлеткелерĕ Ятламас. — Эс Урасмет пирки шахвăртатăн иккен. Паян пулать-и вара вăл мыскараллă ĕç?

— Асатте калать, паян тет. Сахвинепе Нисам ялти ватă çынсемпе пуринпе те сăмах пĕтернĕ имĕш. Халех кăлармалла ун çĕленне, унсăрăн вăл пĕтĕм яла пĕтерет, кăçал уйри тыр-пула та нимĕн те мар вĕре çĕлен çунтарса ячĕ тесе калать тет.

— Çапах та мĕнле тӳссе ирттерет ĕнтĕ Урасмет ку эрлĕке? Кам тытса килет ăна Сахвине карчăк патне, кала-ха?

— Ваттисем тытса килеççĕ пулĕ, урăх кам илсе килтĕр ăна? — терĕ Ахтупай.

— Темĕн-çке, эп шансах каймастăп. Урасмет Сахвине карчăк хырăмĕнчи çĕлене кăларас тейĕ. Ку часрах пулма пултарать. Ман шутпа, Сахвинен хырăмра хăйĕн те вун икĕ пуçлă вĕре çĕлен пур…

— Йĕркеллĕ калаç! Юмăç карчăк пирки ун пек пуплеççĕ-и, Ятламас? — сехĕрленсе сăмах хушрĕ Ахтупай.

— Каçар, пӳлĕхçĕм, — аллисене кăкăрĕ çине хучĕ Ятламас. — Тем те персе ярăн çав чараксăр чĕлхӳпе. Анчах тем тесен те юмăç карчăк хырăмĕнче те çĕлен пур. Вĕсен çĕленĕсене иккĕшĕнне те пĕрле кăлармалла…

Юлташĕ ăна чарăнма хушса куç шуррипе пăхса çеç тавăрчĕ.

Ялти ватă та хисеплĕ çынсем алманчăна Сахвине карчăк патне илсе килессине кĕтсе Ахтупайпа Ятламас темиçе хутчен те урама туха-туха кĕчĕç, картишĕнче те чылайччен ларса пăхрĕç, анчах вĕсем хăйсен тăшманне — Урасмета — мĕнле асаплантарнине курса савăнма шутлани ахалех пулчĕ. Алманчăна Сахвине карчăк патне илсе пыраймарĕç. Юлашкинчен каччăсем урам кукăрпе тата тепĕр хут тухрĕç те ут утланнă Урасмет хăйĕн икĕ тарçипе укăлча хапхи еннелле вĕçтерсе пынине курчĕç.

— Ав таçта каять пирĕн Урасмет, ваттисем пыриччен вăл килтен тухса тарма та ĕлкĕрнĕ, — терĕ Ахтупай.

— Кривĕше кайрĕ.

— Иçниксене чĕнме вĕçтерчĕ апла каллех.

— Чапкун ăна пĕр иçник те памасть, — терĕ Ятламас, — илтмен-и, вăл Чапкунпа та çапăçма тытăннă тет.

— Илтнĕ, — хавассăррăн тавăрчĕ Ахтупай. — Пирĕн тĕкĕрçĕсене иçниксем кăшт çеç вакласа тăкман. Апла вăл халь Кривĕше каймарĕ, урăх çĕре çул тытрĕ.

— Ăçта-ши?

— Кам пĕлет.

— Тарчĕ, — терĕ Ятламас.

— Вĕçертрĕмĕр!

Вĕсем пуçĕсене усса каялла Ятламассен картишне кĕчĕç. Халĕ ĕнтĕ каччăсен нимĕн патне те ал пымарĕ. Вĕсем пĕрре сĕрме купăс, тепре кĕслепе тренчĕл тыта-тыта пăхрĕç, анчах нимле инструментпа та кĕвĕ килĕшмерĕ.

— Кăларса çеç çапмалла, пĕри те путлĕ янрамасть, — терĕ Ятламас.

— Ут утланса хăваламаллаччĕ пуль вĕсене, э? — терĕ Ахтупай ăна итлемесĕр. Çавăнтах хăй айванла калаçнине ăнланса каласа хучĕ. — Хăваласан та тытма çук ăна, куртăн пуль, вăл пирĕн ăйăра утланнăччĕ.

— Кам хăвалатăр-ха, Ахтупай? Эпир санпа иксĕмĕр-и? Ăçта пирĕн лашасем? Сахвине карчăка кĕрсе каласан анчах, — кулчĕ Ятламас. — Пĕр-пĕр качака утланса хăвалатăр. Çапла-и?

— Эс ялан шăл йĕрессипе! — çилленме пăхрĕ юлташĕ. — Эп чăнласа калатăп.

— Ан хăра. Ăçта тартăр вăл ялтан? Сахвине карчăк ăна таçтан та шыраса тупать. Илтмен-и, юмăç карчăк çăварĕнче пĕр шăл юлнă тет? Ăна вăл пĕлсе, юри Урасмет валли хăварнă!

Ахтупай нимĕн те чĕнмерĕ, кулса çеç илчĕ. Аптрамалла çав Ятламаспа, вăл чи кулянмалли вăхăтра та шӳт тума пултарать.

Каçкӳлĕм Ахтупай Ятламаса ирĕксĕртен тенĕ пек Криуш çулĕ çинчи вăрмана илсе кайрĕ — вĕсем Урасметпа ун тарçисем таврăннине сыхларĕç. Ятламас шутланă пекех, çул çинче сыхлани нимĕн те памарĕ, алманчă хăй те, ун тарçисем те яла таврăнмарĕç.

— Мур тĕпне кайса кĕтĕр сан Урасмету, атя часрах савнисем патне! — ура çине сиксе тăчĕ Ятламас.

— Юрать сан савни пур та, — терĕ Ахтупай. — Манăн ăçта каяс?

— Урасмет çук чухне Эрнепийӳ патне васка. Кĕтсе ывăнчĕ пуль мĕскĕн чун сана.

— Кĕтессисем иртрĕç пуль, тусăм. Халь ĕнтĕ мана Чалăма илсе кайма Тукай мăрса çеç кĕтме пултарать.

— Илсе каясшăн-и вăл сана? — терĕ Ятламас.

— Хăйĕн тĕкĕрçисене пурне те унта ăсатать тет. Çавăнпа тĕл пуласшăнччĕ те эпĕ паян Урасмета. Халь туртса илеймесен ăйăра памасть вăл пире. Çавăнпа та ун аяк пĕрчисене тĕрĕслесен пит селĕм пулатчĕ.

…Урасмет çак вăхăтра Криуш леш енчи туйралăхпа пычĕ ĕнтĕ. Кунта çырма-çатра çук, тăршшĕпе сăртлă вырăн, тата умра та, хыçра та пĕр çын та курăнмасть.

— Ну, сирĕн каялла кайсан та юрать пулĕ, — терĕ алманчă утне чарса. — Астăвăр, эп каланине манса ан кайăр: эп таврăниччен килтен пĕр япала та çухалмалла мар. Выльăхсене ял кĕтĕвне ямастăр, уйрăммăн кĕтетĕр. Элентей кĕлетри мĕн пур тире вырăс пасарне кайса сутса укçине мана пырса парать. Анасене хăвăр сухалама ĕлкĕреймесен темиçе çынна çурмалла пама пултаратăр. Эрнепие килтен ан кăларăр. Тепĕр тесен, халь ĕнтĕ, эп çук чухне, Элентей, санăн ăна качча илсен те юрать. Туйне эп таврăнсан тăвăпăр. Тата акă мĕн, — утне хускатма тăнă çĕртен тытса чарчĕ Урасмет, — мĕн те пулин сиксе тухас пулсан — тӳрех мана пĕлтеретĕр. Ну, чипер юлăр ĕнтĕ, тусăмсем. Хуçалăха йĕркеллĕ тытса тăрсан ахаль тумăп…

— Чипер кай, — терĕç Элентейпе Мăрсук пĕр харăссăн. Вĕсем, чун хурланнипе макăрма хатĕрленнĕ пек, сăмсисене нăшт-нăшт тутаркаласа илчĕç.

Часах Урасмет çул кукăрне кĕрсе курăнми пулчĕ.

— Уттар лашуна, мĕн пăхса тăратăн? — терĕ Мăрсук — Хуçуна пăхса тăранаймарăн-им?

— Ара, — терĕ Элентей. — Элле, начар хуçа-им вăл?

— Начар мар, çапах та пире унсăр пурăнма лайăхрах пулать.

— Ну-ну, эсĕ! — хăмсарчĕ Элентей.

— Мĕскер вара?

— Ӳлĕмрен мана итленĕ пул. Халĕ эпĕ хуçа вырăнне юлтăм…

— Ан лăпăртат! Мĕнле хуçа çинчен калаçатăн? Иксĕмĕр те тарçăсем эпир! Иксĕмĕрĕн те йĕмсем çĕтĕк…

— Ну, эсĕ! — хăйĕн хаярлăхне кăтартма васкарĕ Элентей. — Сахалтарах калаçнă пул! Элле, хуçа сăмахне илтмерĕн-и? Ӳлĕмрен эп мĕн калатăп, çавна тăватăн…

— Юрĕ-çке, — терĕ Мăрсук. — Эп çын хушнине итлеме хăнăхнă, эсĕ ав хуçа кайнă-кайман мăрса пулса тăма ĕмĕт тытнă. Уттар теççĕ сана лашуна!

— Пĕлетни, халь ăçта каятпăр санпа? — йĕнер çинче кăкăрне каçăртса тӳрленсе ларчĕ Элентей. — Халь эпир санпа киле мар, тӳрех Кĕчкее тухатпăр. Хуçа кайнă ятпа унта лайăх кăна ĕçсе çиетпĕр. Анчах асту, мана итлемелле!

— Юрĕ-çке, — ăна кĕтмесĕр лашине вăрман çулĕпе уттарчĕ Мăрсук. — Кĕчкее тĕк — Кĕчкее! Тĕрĕс шут тытнă эсĕ, кĕçĕр пирĕн нихçан ĕçменнине ĕçмелле! Мĕнле калас, Урасмет сывлăхĕшĕн… Вăл час ан таврăнтăр тесе… Çапла-и, çĕнĕ мăрса?

— Ну-ну, эсĕ! — юлташĕ шӳт тунине йышăнмарĕ Элентей. Çапах та хăй пĕр япалана ыйтмасăр чăтаймарĕ. — Итле-ха, — терĕ вăл, — пире мĕншĕн çакăнта çити илсе килчĕ Урасмет? Эс çавна ăнлантăн-и?

— Ăнланмасăр! — терĕ юлташĕ. — Чапкун иçникĕсем тапăнасран хăрарĕ. Çавăнпа сĕтĕрсе килчĕ пире. Ак Кривĕшрен иртсен кирлĕ мар пултăмăр.

Урасмет хăйĕн тарçисене вĕсемпе уйрăлнă-уйрăлманах манса кайрĕ. Халь ĕнтĕ вăл килти çинчен мар, унччен пулса иртнĕ ĕçсем çинчен те мар, Хусана мĕнле пырса кĕресси çинчен, хăйне шĕкĕр хулара мĕн кĕтни çинчен шухăшларĕ.

Кам патне пырса кĕрсе кама йăлăнасси пирки иккĕленӳ пулма пултараймасть-ха, вăл, паллах, чи малтан Карамыш мăрсана шыраса тупать. Анчах та вăл килте пулмасан? Вара ăçта кайса кĕрес Хусанта? Урăх ун пĕлĕш çынни те çук, пулсан та вĕсем Урасмета инкекрен çăлас, ăна пулăшу парас çынсем мар. Мĕн, Урак кил-çуртне пырса кĕретĕн-и е Чапкун тăванĕсем патне каятăн-и? Ĕлĕк, Тукайпа тăшманлă пуличчен, вăл, паллах, çитнĕ-çитмен Туканаша шыраса тупатчĕ, пурăнма никам патне те мар, ун патне кĕретчĕ. Халь ак вăл шанчăк та çухалчĕ.

Çавăнтах йĕри-тавра йăлт-ялт çеç пăхкаласа пыракан Урасмет хăйне лăплантарма пултарчĕ. «Мĕншĕн ун пекех пăшăрханатăп-ха эпĕ? — терĕ вăл. — Карамыша мĕн чухлĕ усă турăм та, ырă мăрса çавна манса каять-и? Çитетĕп те ним пытармасăр каласа паратăп. Пĕтерчĕ мана Тукай, никамшăн та мар, пĕр саншăн тĕп турĕ тетĕп. Вăл мана ăнланма тивĕç».

Мĕн сĕнме пултарĕ-ши ăна Карамыш мăрса Хусанта? Хăйĕн тарçи пулма сĕнсе мăшкăлламĕ-ши? Ун пек тумалла мар пек, ку вăл Урасмета пурнăçра такăннă хыççăн пылчăк ăшне таптаса чикни пулĕччĕ.

Урасмет чухланă тăрăх, ыран Карамыш мăрса килĕнче çакнашкал калаçу пулса иртессĕн туйăнчĕ.

УРАСМЕТ: Эп сан патна, хаклă Карамыш мăрса, кун пек килсе кĕресшĕн марччĕ, лав тулли парнепе те кĕсье тулли укçапа килсе кĕресшĕнччĕ, сан чаплă пӳртӳнте тутлă сăмахсем çеç пуплесшĕнччĕ. Анчах, ырă ут та такăнать тенĕ пек, ман пурнăçра пăтăрмах сиксе тухрĕ те, эп сан патна чалăм тума килтĕм.

КАРАМЫШ: Эп сана пулăшма яланах хатĕр, Уразмат абзы. Хăвна ман килте чаплă хăна тесе шутла, эпĕ те эс ман пата килнине пысăк чыс тесе шутлатăп. Карамыш ăçта ĕçсе çинине манса каякан путсĕр çын мар, вăл хăйне ыр тунă çынсене пулăшма яланах хатĕр. Кала, мĕн пулса иртрĕ сан унта? Тĕрĕссипе, эп хамах сисетĕп — сана ман тăшман Тукай кӳрентернĕ. Çапла-и, манăн дустăм?

УРАСМЕТ: Эсĕ çивчĕ ăслă та çемçе чĕреллĕ, Карамыш мăрса. Мана Тукай ытла та мăшкăл турĕ. Унпа пĕрле тата ытти чăртмах çынсем те пулчĕç. Мана пулăшас вырăнне вĕсем…

КАРАМЫШ: Пĕлетĕп, чунăмпа сисетĕп: Чапкунпа ун çыннисем пуçтахланаççĕ унта, сирĕн енче. Чапкун вăл бĕчĕк ачапа пĕрех, ăна кашни утăмра сăнаса тăмалла. Пĕлетĕп, ашкăнать вăл унта, ашкăнать. Нимех те мар, пурне те йĕркене кĕртетпĕр, Уразмат абзы, пурне те майлаштаратпăр. Эс халь бĕр вăхăт Хусанта пурăн, дустăм, ăслă çынсемпе ытларах паллаш. Ĕç пулать сан валли, пурăнма пӳрт пулать. Манăн та темиçе çурт хулара, хăшне кăмăллатăн, çавна йышăн. Бĕр-бĕр хĕр е инке арăмĕ те тупса пама пултаратăп. Кăшт укçи пултăр, укçи пулсан…

УРАСМЕТ: Укçи пур манăн, Карамыш. Эп перекетлĕ çын, çак çулсенче пĕчĕккĕн пуçтаркаларăм.

КАРАМЫШ: Мана хисеплесе канаш ыйтма килтĕн пулсан тата тепĕр япала çинчен калаçса татăлар, ывăлăм. Пирĕн ханлăх, пирĕн халăх, хăвах пĕлен.. пирĕн тĕн вăл…

УРАСМЕТ: Ун пирки эп шутласа хунă, ырă хуçа, йăлтах шутласа хунă. Мана пĕр-пĕр муллапа паллаштар та, вара эпĕ халех мăхамет тĕнне йышăнатăп.

КАРАМЫШ: Ай ăслă çын эсĕ, манăн тăванăм Уразмат! Санпа туслашса эп пĕрре те йăнăшман иккен. Пирĕн тĕне йышăнсан ĕç каять вара, пурнăçу ăнса пыма тытăнать. Аллах вăл хăйшĕн кĕл тунине кирек хăçан та илтет. Пирĕн коранра çапла каланă: «Ĕненмесĕр ан тăр: аллах хăйĕн çыннисем урлă мĕн те пулин пама пулнине паратех. Çакна шан: аллахăн пулăшма вăйĕ те, тавăрма хăвачĕ те çителĕклĕ». Кăштах чăт, алманчă çеç мар, мăрса та пулатăн!

УРАСМЕТ: Пулайăп-ши, Карамыш мăрса?

КАРАМЫШ: Пулатăн, эпĕ каларăм тăк пулатăн! Тепĕр çулталăкранах Чапкун вырăнне хаким туса яратпăр сана.

УРАСМЕТ: Чапкуна вырăнтан кăларма çăмăлах пулас çук.

КАРАМЫШ. Мĕн тума вырăнтан кăлармалла, Уразмат? Кунта, хан çывăхĕнче, ĕç сахал-и ун валли? Казана куçармалла, пысăкрах ĕç памалла ăна! Эс пĕлместĕн-ха, ачи вăл çав тери ăслăскер, ун пек маттур йĕкĕтсем Казан ханлăхĕнче ытларах çитĕнччĕр…

Унтан Карамыш сăнарĕ пĕчĕккĕнех тĕтре айне пулчĕ, çухалчĕ, пуç мими хăватлăн ĕçленĕ май куç умне Тукай мăрсан капмар кĕлетки тухса тăчĕ.

— Эс манран тата хĕр ыйтатăн-и-ха? — лапсăркка куç харшисем айĕнчен хаяррăн çиçрĕç ун куçĕсем. — Сана эп çакăн хыççăн хĕр мар, йытă çури те памастăп. Сăхăм лаши пулсан ăна та памастăп! Хусана Карамышу патне вĕçтер, тен, вăл сана хăйĕн ватта юлнă хĕрне качча парĕ. Эп сан валли хĕр ӳстермен, мĕнле намăс мар сана ӳсĕр пуçпа килсе манпа çапла сĕмсĕррĕн калаçса ларма? Халех тасалнă пул эсĕ кунтан!

Паллах, ӳсĕр пуçпа каймалла пулман вăл каçхине мăрса патне. Анчах ку ĕçе улăштарать-и вара? Урăлла кайнă пулсан Тукай ăна хĕр паратчĕ-и? Çук, памастчĕ, çавăн пекех мăшкăлласа кăларса яратчĕ.

«Мĕн кулянмалли пур, пулас пекки пулса иртнĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Халь ӳкĕнме кая юлтăм. Тата ӳкĕнме мĕн ытлашши япала турăм эпĕ? Ахалех вĕриленчĕ Тукай. Ӳлĕмрен асăнĕ те акă, Урасмет аякра пулĕ».

Вăл иккĕленмерĕ: паян е ыран мăрса Урасмет патне каçару ыйтма вĕçтерсе пырать, алманчă Хусана тухса кайнишĕн пăшăрханма тытăнать, кĕтет ăна, пĕр вăхăт çĕнĕ алманчă шырама та тăхтаса тăрать. Тен, ăна шырама Хусана та çитет-ха.

Тата Урасмета çакă шухăшлаттарать: кама алманчă тăвĕ-ши ĕнтĕ мăрса? Унăн хырçă пуçтарма шанчăклă çынни те çук вĕт!

Урасмет кăкăрĕнче каллех кĕвĕçӳ туйăмĕ çĕкленет: тĕл пуласчĕ çав алманчăна! Хусантан эшкерпе çитесчĕ те ялĕпе тустарма пуçласчĕ, çĕнĕ алманчине те, Тукайне те — пурне те, пурне те мĕн пурĕшĕн тавăрасчĕ.

— Килет! — сасăпах каларĕ пулмалла вăл.

Хăй çак сăмахсене никам та илтмерĕ-ши тесе йĕри-тавра çаврăнса пăхрĕ.

Çул çинче пĕр чун та çук. Вăрмана каç сулхăнĕ çапнă. Çул ик айккинчи йывăçсем тĕксĕммĕн курăнаççĕ.

Урасмет, кăнтăр кунĕнче те хăракаласа кăна пыраканскер, тĕттĕм пуличчен çывăхри яла çитсе ӳкес тесе утне юртăпа хăваларĕ.

23. Вăрманти çĕр пӳртре

Çапах та Ахтупай хăйне телейлĕ тесе шутлать: мăрса ăна, унпа пĕрле ытти тĕкĕрçĕсене те, Чалăма илсе каймарĕ. Пĕр эрне килте ĕçлĕр, унтан вара эп хыпар çитерсенех крепоçе тĕреклетме пыратăр тесе хăварчĕ.

Тĕкĕрçĕсем пĕр эрне вăхăт панăшăн мăрсана тав турĕç пулин те, ăшра çапах та пăшăрханса пурăнчĕç: çу кунĕсем иртсе кайрĕç, анчах вăрçă хăрушлăхĕ пĕтмерĕ. Мăрса сăмахне вĕсем çапла ăнланчĕç: Сахиб-Гирей Чалăм крепоçне тĕреклетме хушнă пулсан Хусанта вăрçа хатĕрленеççĕ.

Ял çыннисем тем пек тăрăшсан та кăçал хĕл каçмалăх тыр-пул туса илеймерĕç. Ыраш пучах кăларичченех пĕтрĕ. Çур тыррине — сĕлĕпе пăрие — çурлапа вырса пуçтарас вырăнне тĕпрен тăпăлтарма тивет. Утă та халичченхинчен начартарах пулчĕ йăлăмра. Атăл ку енчи улăхра тата вăрманти уçланкăсенче çулса пуçтарнă утта хан представителĕ салах вырăнне илсе кайса пĕтерчĕ.

Чалăма нумай вăхăтлăха каяссине пĕлсе Ахтупай юлашки эрнене те йăлтах вăрманта ирттерме шутласа хучĕ. Вăл амăшĕнчен ирĕк ыйтса илчĕ те ухă такмакне йăтса вăрманти çĕр пурте кайма хатĕрленчĕ. Амăшĕ ун кăмăлне хирĕç пулмарĕ, анчах та Ахтупай вăл ывăлне вĕрентсе каланă сăмахсенче, уншăн тăрăшнисĕр пуçне, кăшт ӳпкев те пуррине туйса илчĕ.

— Мĕнле йăлăхтармасть сана ялан вăрманта çӳресе! — терĕ амăшĕ. — Ĕнтĕ тăван киле те мана пуçларăн. Пĕлместĕп, таçта выртса çывăратăн эсĕ, тем çиетĕн унта…

— Выçă ларакан сунарçă сунарçă та мар, — йăпатма тăрăшрĕ ăна Ахтупай. — Кашни кун какай яшки пĕçерсе çиетпĕр. Çывăрма унта пӳрт пур. Урайне утă тултарнă, питĕ лайăх…

— Сыхланса çӳре, ывăлăм. Кăçал пирĕн вăрманта упа нумай теççĕ. Йĕкел йышлă пулнăран çакăнта, ял çывăхĕнчи юманлăха, килеççĕ тет.

— Ку тĕрĕс, йĕкеле юратаççĕ вĕсем, — ним каласа тухса кайма пĕлмерĕ Ахтупай. — Ну, ан кулян эс, анне. Упасем вĕсем хăйсене тапăнмасан çынна тивмеççĕ. Эп пĕччен чух вĕсене пеместĕп…

— Эс пĕчĕк ача мар, хăвăнне ху пĕлме тивĕç, — терĕ амăшĕ.

Кун хыççăн Ахтупай сунарçă хатĕрĕсене арпалăха пăрахса хăварса пахча хыçĕпе наччас Ятламас патне чупса кайса килчĕ, анчах темле ӳкĕтлесен те юлташĕ вăрмана пыма килĕшмерĕ. Ун тепĕр юлташĕ, Ярахви, ĕçрен пушансан тата икĕ кунран пыратăп тесе шантарчĕ.

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20