Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем


— Тĕрĕс, дустăм, аллах чăннипех те вăйлă та хăватлă. Вăл çутă кун памасан çĕр çинче никам та çутă кун курас çук, — коран сăмахĕсемпех тавăрчĕ Сафа-Гирей. — Анчах сан сăмахусем мана çырлахтармарĕç-ха, чуна лăплантармарĕç. Ма мăрсасем çеç йышăнаççĕ мăхамет тĕнне сирĕн енче, пĕтĕм халăх мĕншĕн йышăнмасть?

— Халăх киремете ĕненет, аслă хан. Çав тери айван, ухмах пирĕн халăх, сурăхсем пекех. Асаттесен тĕнĕпех пурăнатпăр теççĕ, мăхамет тĕнне йышăнмаççĕ. Эпир хăтланса та пăхнă, аслă хан, нимпе те йышăнтарма çук.

— Апла вырăс тĕнне килĕштермеççĕ пулĕ те вĕсем? — чăркăшасшăн пулчĕ Сафа-Гирей.

— Çук, вырăс тĕнне те килĕштермеççĕ. Хамăр тĕнех лайăх теççĕ. Пурăнччăр ара, аслă хан, хăйсем пĕлнĕ пек. Мĕн тума кирлĕ вĕсен тĕнĕ сана?

— Эс çапла шутлатни?

— Çапла шутлатăп, — хан йĕкĕлтесе ыйтнине сиснĕ çĕртенех хăрамасăр тавăрчĕ мăрса.

— Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар калаçатăн, Тукай мăрса! Кам та кам çут тĕнчере пурăнас тет, çавăн мăхамет тĕнне йышăнмалла. Кам каланă ăна? Аслă Тамерлан каланă. Пурин те мăхамет тĕнне çеç тытмалла. Мăрсасен çеç мар, пĕтĕм халăхăн. Сирĕн халăх пирĕн ханлăхра пурăнать, эппин, çынсем пурте мăхаметансем пулмалла. Шейхсем, мулласем хăйсем тĕллĕн тăваймĕç ку ĕçе, сирĕн те пулăшмалла, Тукай мăрса.

— Эпир вăй çитнĕ таран пулăшатпăр.

— Начар тăрăшатăр, начар, тăванăм. Вăрçăра паттăр эсĕ, Тукай мăрса, анчах хамăр тĕншĕн çунни курăнсах каймасть.

— Каçар, аслă хан. Ӳлĕмрен ытларах вăй хурăп, — терĕ Тукай.

Мăрсана ку калаçу йăлăхтарчĕ. Яланах тĕн пирки пуплеççĕ вара çак Хусана килсен. Аллах, аллах, шариат, шариат. Мĕн пур сăмахĕ те çавă анчах. Хулара чухне намаз туса пĕтермелле мар вара. Чăвашра вăл енчен лайăх: урамра, хирте, пасарта е ытти çĕрте ушкăнпа турра кĕл туса тăрасси çук. Пӳлĕхçе ху тĕллĕн аса илетĕн те малалла уттаратăн.

Хан патĕнчен тухсан Тукай чылай вăхăт хушши ниçта каймасăр тĕлĕнсе шухăшласа тăчĕ. Ăçтан туртса кăларчĕ-ха Сафа-Гирей Оболенские ун çыннисем вĕлернине? Курман, пĕлмест ун пек япалана Тукай мăрса. Оболенские çармăс мăрси Мамич-Бердей хăваласа пыратчĕ, çавăн çыннисемех вĕлерсе хунă та ăна Арск хирĕнче. Капла тем тесен те хитре мар пулса тухрĕ. Куçкĕретĕнех суйрĕ, улталарĕ Тукай Сафа-Гирее. Пулман ĕçе пулнă туса хучĕ, паттăр ятне илтрĕ: «Юрĕ-çке, — лăплантарчĕ вăл хăйне крепоçрен посадалла утнă май. — Маншăн пур пĕрех мар-и? Оболенские вĕлерекенсем таçта выртаççĕ-ха вĕсем. Тен, вырăссем хăйсене те çавăнтах касса вакланă. Тепĕр тесен Мамич-Бердей çыннисем ман тĕкĕрçсемпе çапăçура хутăшса кайма пултарнă. Халь вĕçне-хĕрне туп унта, шыра кам вĕлернине. Мана парне илсе пултăр».

Сафа-Гирей вăл кун мĕн каçченех çынсене йышăнчĕ. Крым княçĕсем кĕрсе тухрĕç ун патне, Растпа Али Шакуровсем нумайччен Ковгоршадпа Булат Ширина çисе ларчĕç. Нухай мăрсисем йăпăлтата-йăпăлтата парнесем илсе тухса кайрĕç. Улу карачи Булат Ширин кĕмерĕ. Тепĕр кунне хан хăйĕн аталăхне, унпа пĕрле Крымран килнĕ, ăна ашшĕ пек пăхса ӳстернĕ чаплă княçа, крепоçе хӳтĕленĕ çĕрте вилнĕ Талăша пытарчĕ. Халăх питех те йышлă пулчĕ масар çинче, анчах Булат Ширин унта та пымарĕ. Эппин, вырăс элчине Иван Полева вĕлерме тăнăшăн, Мускав патшин грамотине алă пусманшăн çилленмеллипех çилленнĕ улу карачи. Тен, хан Арскран Хусана таврăнни те савăнтармасть ăна? Урăх хан, Шигалей, кирлĕччĕ пулĕ-ха вырăссем умĕнче пуç тайма юратакан Ковгоршадпа Булат Ширина?

Темиçе кун иртсен Сафа-Гирей улу карачине хăй патне аскерсене ярсах чĕнтерчĕ те, вĕсем тем вăхăтчен сиксех тавлашрĕç. Мĕн çинчен пулчĕ ку тавлашу — ăна алăк патĕнче вăрттăн сыхласа тăнă аскерсем çеç пĕлчĕç курăнать. Кун хыççăн çамрăк ханпа улу карачи хушшинчи малтанах пăсăлма пуçланă туслăх пĕтрĕ. Булат Ширин хан патне чĕнсен кайрĕ, чĕнмесен эрни-эрнипе те каймарĕ. Ханлăхри ĕçсем пирки вĕсем ялан Ковгоршадпа канашларĕç. Вĕсем çине тăнине пула Сафа-Гирей вырăс элчине вĕлереймерĕ. Мускавран Василий Иванович хушнипе тепĕр элчĕ Головин килсе кайрĕ. Вăл та сисмесĕр тăма пултараймарĕ — Ковгоршадпа Булат Ширин тата вĕсем майлă княçсем Сафа-Гирее юратмаççĕ.

Çапах та Сафа-Гирей парăнма шутламарĕ-ха. Хулара хăйне хирĕç кавар ӳснине кура вăл Крымпа Нухайран çынсем нумай чĕнтерчĕ, хан эшкерне пĕлнĕ-пĕлмен çынсенчен тасатрĕ. Кремле, хан пӳлĕмĕсене ĕнтĕ йăлтах Нухай мăрси Ших-Мамай çыннисем хуралларĕç.

Анчах пĕр кулавкка янă сăра йӳçетех çав вăл. Асăрхамасан кăшăлсене татса пичкерен тухса тарма та пултарать. Вăтăр иккĕмĕш çулта Хусан çывăхĕнчи вустонра — садра пĕтĕм кил-йышпа каннă чух хан патне Раст Шакуров князь хăйĕн урхамахĕпе вĕçтерсе пычĕ, халиччен илтмен усал хыпар пĕлтерчĕ.

— Аслă хан, — тере вăл, — хулара кавар пуçланнă. Сана тытса хупса Мускав аллине парасшăн. Аллах умĕнче тупа тăватăп, хам хăлхапа хам илтрĕм. Васканă пул, аслă хан!

— Ан кăшкăр! — чарчĕ ăна хан. — Ĕненетĕп сана, пиччене шаннă пек шанатăп. Анчах ан кăшкăр. Пĕлетĕп, тахçанах хатĕрленетчĕç вĕсем, хăямата кайса кĕменскерсем.

Вăл арăмĕпе ачине тата ачин аталăхне Али Шахкула хăйĕн меликĕ аллине парса хăварчĕ те мĕн пур пек çынсемпе кремле васкарĕ. Кремль картишĕнче никамах та çук, апла пулсан каварçăсем кунта килме ĕлкĕреймен иккен-ха. Сафа-Гирей Раст Шакуровпа Сиди улана çапла хушрĕ: Булат Ширинпа Ковгоршада кремльтен кăлармалла мар, хан эшкерĕпе посада кайса шанчăксăр çынсене пурне те тытса хупмалла, Сафа майлă тăракан княçсене часрах кунта пуçтармалла.

Княçсем вăл хушнине тума ĕлкĕреймерĕç. Кремле Тезицки хапхаран Булат Ширин çыннисем килсе кĕчĕç. Сафа-Гирейĕн пĕчĕк йышне çавăнтах тĕшĕрсе тăкрĕç, чăрсăрланса çапăçăва кĕнĕ княçсене чиксе пăрахрĕç. Хан хăй вырăнтан хускалмарĕ.

— Апла çăкăр-тăваршăн тав турăн пулать, улу карачи? — терĕ хан Булат Ширин ун патне çывхарсан.

— Эпир Гирейсен çăкăр-тăварĕпе пурăнман, хамăр çăкăр-тăвара çинĕ, — хуравларĕ çавăнтах Булат Ширин.

— Ман пуçшăн пĕр купа ылтăн илес тетне?

— Хăвăн пек çăткăн тесе ан шутла, хан. Сан пуçу та, ылтăн та кирлĕ мар пире. Эс пире лăпкăн пурăнма пар. Ăçта каяс тенĕ, çавăнта тухса кай, анчах Хусана тек ан пăтрат. Ку вăл ман сăмах мар, мĕн пур княçсен сăмахĕ, пĕтĕм Хусан халăхĕн сăмахĕ.

Çамрăк хан сисрĕ, кунта ытла чĕрре кĕрсе тăни вырăнсăр. Тытса хупма шутламаççĕ пулсан часрах тармалла çеç. Унсăрăн кремль тулашĕнче тăракан хура халăх аллине лексен çурса тăкма та пултараççĕ. Вăл Булат Ширинпа калаçнă хушăра илтмесĕр тăма пултараймарĕ — унта: «Чиксе пăрахăр ăна, мĕн калаçса тăратăр çав киревсĕр этемпе!» «Кирлĕ мар пире Гирейсем! Нумай инкек куртăмăр эпир вĕсемпе!», «Хăвалăр ăна Нухая, хуняшшĕ патĕнче лаша кĕтсе пурăнтăр!» — тесе çухăрашаççĕ. Сафа-Гирейĕн вĕсене хар-р кăшкăрса тăкас килет, кремльтен сиксе тухса пурне те нухайпа ăшалас килет, анчах ăна тума май çук. Халь мар, тепĕр чух. Астăвăр, тавăрать сире Гирей тепре килсе кĕрсен!

Хан хăйĕн çыннисене мĕн тумаллине калать те лашине хырăмран ĕсенкĕпе хĕстерет. Тимĕр кăвак урхамах хапха патнелле çил пек тапса сикет.

Булат Ширин вăл кайнă еннелле сиввĕн пăхса юлать.

Княçсем, эмирсем, улансем тем кăшкăрашаççĕ.

Кремль тулашĕнче халăх кĕр! кĕрлет.

Çав кунах Булат Ширин мĕн пур чаплă çынсене Ковгоршад-Арзад Салтанэ пӳлĕмне пухать. Симĕс парча витнĕ сĕтел хушшинче илемлĕ кăна хĕрарăм ларать. Пĕрре те ватă мар-ха вăл, темле князь та хапсăнмалла ăна. Пурте пуçтарăнса çитсен ура çине тăрса малтан хăйĕнпе юнашар ларакан сеида, унтан пĕтĕм княçсене пуç таять.

— Эпир паян кунта питех те кирлĕ ĕçпе, пирĕн малашнехи кун-çула татса паракан пысăк ĕçпе, пуçтарăнтăмăр, — тет вăл. — Хисеплĕ карачисем, бексем, эмирсем, княçсемпе мăрсасем, улансемпе юзбашисем! Тăхăр çул каялла хамăр суйласа илнĕ хан, Сафа-Гирей, пирĕн юрта тивĕçлĕ пулмарĕ. Вăл ытлашши иртĕхсе, чăртмахланса кайрĕ, пирĕн çынсене вырăнсăр кӳрентерме пуçларĕ. Паян эпир ăна пĕтĕм халăхпа Хусантан хăваласа ятăмăр. Пирĕн юртшăн хитре ĕç пулмарĕ ку, эпир уншăн чунтан кулянатпăр, анчах аллах курать, эпир нимĕн чухлĕ те айăплă мар. Пирĕн урăхла май пулмарĕ. Хан ирĕкĕпе ялан вăрçă вăрçса эпир йăлтах халтан кайрăмăр. Халь канашласа пăхар: ӳлĕмрен мĕнле пурăнатпăр? Хамăр валли хан ăçтан ыйтатпăр — Крымран е Мускавран-и? Çакăн пек кăткăс ыйту тăрать халь пирĕн умра, ханлăхри хисеплĕ çынсем. Тепĕр хут калатăп, пирĕн малашлăх, пирĕн шăпа çак ыйтăва мĕнле татса панинчен килет…

Аслă калаçать Ковгоршад, хитре калаçать. Ĕненес те килмест, хĕрарăмах калать-и кăна? Княçсем, кунта пухăннă ытти çынсем çăвара карса итлеççĕ.

— Калăр, мĕнле тусан лайăхрах? — тет Ковгоршад.

Малти ретре ларакан Табай князь ура çине тăрать, пурне те чыслăн пуç таять те хулăн сассипе каласа хурать:

— Ырă Арзад Салтанэ! Çакăн пек йывăр вăхăтра эпĕ нимрен ытла сан шухăшна пĕлнĕ пулăттăм. Чĕрене хумхантарма пултартăн пулсан лăплантарма та пултар ĕнтĕ. Ху кала — мĕнле тусан лайăхрах?

Ковгоршад хĕрелсе кайса каллех ура çине тăрать.

— Эпир кунта сеидпа, карачисемпе канашласа пăхрăмăр, — тет вăл. — Пирĕн шухăш çакăн пек: Хусанăн Крымпа та, Мускавпа та çапăçса пурăнма юрамасть, анчах хана тем тесен те Мускавран ыйтмалла. Кама ыйтмалла? Кама лартсан тăнăç пурнăç пулĕ пирĕн юртра? Шигалее чĕнес — вăл пире тарăхтарса пĕтернĕ, нумай княçсем унран хăраççĕ. Ман шутпа, хальхинче пирĕн Шигалей шăллĕне Джаналие ыйтсан лайăх пулмалла. Джанали — вун çичче пуснă каччă, кăмăлпа лăпкă çын, çар ĕçне Мускавра вĕреннĕ, Мускав ăна Хусан ханĕ тăвас пулсан эпир хамăр шăпана ун аллине шанса панă пулăттăмăр…

Княçсенчен хирĕç калакан пулмарĕ. Мĕн калăн кунта? Кам пĕлет, мĕнле çын вăл Джанали? Илсе килĕр — курăпăр. Кăмăла кайсан пăхăнăпăр, кăмăла каймасан, хĕсĕрлеме пикенсен, парнесем сахал парсан хăваласа яма та пултаратпăр. Çапла шутларĕç княçсем. Çапла шутларĕ Булат Ширин. Çамрăк Джанали çак вăхăтра Касимовра ырă тĕлĕк курса çывăрчĕ.

6. Сĕве тăрăхĕнче

Питĕ кулянмалла, мăрса Северьяна Ахтупайпа пĕрле Хусана ямарĕ. Çакăнта иккĕн курса çӳреме питĕ лайăх пулатчĕ. Ахтупай пасарта тĕлĕнтермĕш япала курмассерен хăйĕн тусне аса илчĕ: эх, çакна Северьяна кăтартасчĕ! Кунта пасартах шашлык пĕçереççĕ, пасартах тимĕр туптаççĕ, урапа юсаççĕ, сафьянран е ахаль тиртен атă-пушмак çĕлеççĕ. Пасар мар ку, чăн-чăн ярмăркка: сăрнай калаççĕ, шăхлич шăхăртаççĕ, темиçе çĕрте карусель çаврăнать, пур çĕрте те мăйăр е çырла сутаççĕ. Кун пеккисене Ахтупай темиçе çул каялла Мускавра çеç курнăччĕ.

Ахтупай пасарта хуçа пекех çӳрет: унăн кĕсье тĕпĕнче кăштах укçа та пур. Пĕр çĕклем тирне сутса ячĕ-ячех вăл. Чăнах, кайран ӳкĕнчĕ ĕнтĕ — йӳнерех кайрĕç тирсем, тата пăртак кĕлешсе тăнă пулсан пĕр-ик алтын хушăнатчĕ те пуль укçа. Халь ак вăл пурлă-çуклă укçине тутлă апат илсе çиме те хĕрхенет. Апат-çимĕç речĕпе иккĕ тухрĕ, нимĕн туянма та пĕлмерĕ. Виççĕмĕш хут кĕрсен чăтаймарĕ вара, пĕр татăк пиçнĕ какай илсе çирĕ. Тутлă пулчĕ хурантан тин кăларнă вĕри какай, анчах сахалрах пек туйăнчĕ, юлнă пек çăкăр татăкне каялла хутаçа чикмелле пулчĕ.

Ахтупай лавсем патне таврăнчĕ те хăйĕнпе пĕрле тимĕр-тăмăр тиеме килнĕ Аникее, Пикпулат çыннине, пасара хăваласа ячĕ. Лешĕ нумай та çӳремерĕ, каялла персе çитрĕ.

— Ма пит час? — терĕ Ахтупай, лашисене сĕлĕ çитерсе тăраканскер. — Курса çӳремеллеччĕ пăртак.

— Кортăм, çитет, — тавăрчĕ Аникей. — Шăрăх, сульăш та тохмасть. Уттарар мар-и пĕрех хутчен?

— Иртерех-ха. Кăшт каç еннелле сулăнтăр. Ытла тарлаттарать.

— Эпир вăрманта кантарăпăр утсене. Унта уçă.

— Вăл тĕрĕс. Ну, эппин, тепре кайса кил. Вара кӳлетпĕр.

— Каймастăп, — кутăнланчĕ Аникей. — Мĕн туса çӳрес манăн укçасăр? Сан пек тир илсе килнĕ пулсан мăрса евĕр хырăма каçăртса çӳреме пулатчĕ.

— Ма илсе килмерĕн апла?

— Пикпулат чохăнланса юласран хăрарăм. Ăна ясак тӳлемелле манăн.

— Çавă пĕтерет-çке пире, — терĕ Ахтупай. — Эп малтан савăнса ӳкнĕччĕ. Хусанта çĕнĕ патша-ха тетĕп, ку лешĕнчен ырăрах тесе калаççĕ. Вăл хайхи пире ырă кăтартма пуçларĕ. Ясак хушса пачĕ, сулăм укçи тата тем те пĕр. Тукай йăлт тискерленсе кайнă. Нихçан ялтан яла çӳремен вăл ясак пуçтарма, кăçал хăй пуçтарать. Хусан патши нумай ыйтать пулмалла.

— Çĕнĕ ĕмпӳ вăл яланах çавăн пек. Çĕнĕ шăпăрпа шăлать.

— Тукай малтан ăна ырланăччĕ. Лайăх ĕмпӳ ку тет, кунпа чиперех пурăнатпăр тет.

— Вĕсем порте лайăх, — терĕ Аникей тарăхса. — Паран, паран, нимпе те тăранма пĕлмеççĕ. Тĕпсĕр пичке пек, таçта кайса пырать.

— Эс çапах та мĕн те пулин илсе çи, ме. — Ахтупай кĕсье тĕпĕнчен темиçе алтын укçа кăларчĕ. — Вĕри шӳрпе те пулин кайса сып. Унсăрăн тулли лавпа киле тахçан çитетпĕр-ха…

Аникей вăл панă укçана илчĕ те нихçан курман пек нумайччен çавăркаласа пăхрĕ.

— Кĕтмелле-и е пĕтмелле-и? — терĕ вăл кулса.

— Эй, çавна мĕн шутламалли пур? Кайса çи, кайса çи. Шекĕр хулана килсен мĕнле выçă тухса каян?

— Вăл тĕрĕс. Апла эп ку укçапа чей ĕçмех кĕрсе ларатăп, мана час ан кĕтнĕ пол.

— Чей ĕçнĕ çĕрте унта пирĕн пеккисене нумай тытмаççĕ. Час кăларса яраççĕ.

Аникей лавран пăрăннă-пăрăнман Ахтупай патне пĕр палламан çын пырса тухрĕ, сĕмсĕрленсе лашасене пăхса çӳреме пуçларĕ.

— Ай чипер! — терĕ вăл Аникей лашине çилхерен силлесе. — Сутатăн-и эс ăна, ырă çын?

— Кунта лаша урамĕ мар. Ав лерелле, улшуçсем патне кай, — аллипе айккинелле кăтартса ирĕксĕртен тавăрчĕ Ахтупай.

— Эп унта пултăм. Юрăхлă лаша тупаймарăм хам валли. Çакнах илес тетĕп.

— Атя уттар, уттар хăвăн çулупа.

— Сутмастăн апла?

— Сана каланă.

— Апла пулсан çул çинче сыхлан. Ним те мар вăрласа каятпăр лашуна.

Ку сăмахсене илтсен Ахтупай яшт çеç хускалчĕ, лаша патĕнче ахăрса тăракан çын патне сиксе ӳкрĕ.

— Эс мĕн? — терĕ вăл. — Эп сана çакăнтах…

— Тăхта, ырă çыннăм, çапăçма ĕлкĕрĕн. — Ют çын Ахтупай чăмăрне айккинелле сирчĕ те пуçĕнчи мулаххайне çамки çинерех хăпартрĕ. — Паллаймарăн апла мана, Ахтупай?

— Чим, — терĕ лешĕ тĕлĕннипе çăварне карса. — Ара, Нургали пултăн вĕт эс? Тупата çавă! Ай мерекке! Ăçта тĕл пултăмăр санпа! — вăл тахçанхи тусĕн аллине çатăртаттарса тытрĕ те ăна нумайччен силлерĕ, тахçанхи йăлипе юлташне темиçе хутчен чышкăпа та паркаласа илчĕ.

— Аякка килнĕ эсĕ, Ахтупай!

— Мĕн аякки? Хусантан инçе те мар пурăнатпăр эпир халь. Сĕве леш енче.

Нургали унран вĕсем ку таврана мĕнле çакланнине ыйтса пĕлчĕ.

— Эпĕ сана паçăрах куртăм, пасарта çӳренĕ чух. Çавăн пек те туйăнать, çавăн пек те мар. Чарса ыйтма хăяймарăм. Кайран вара куçран та çухатрăм. Унтан шутлатăп: шыраса тупса ыйтатăп-ха тетĕп. Лавсем тăракан вырăна юри килтĕм. Кусем лавпа килнĕ-ха, мĕн те пулин сутма килнĕ терĕм.

— Ара, эп халь кăрлай çынни, Нургали! — хыттăн каласа хучĕ Ахтупай. — Çав таçтан килнĕ сутăçсенчен нимрен те кая мар. Пасартан пасара çеç çӳретĕп…

— Ăна суятăн-ха, — терĕ Нургали. — Сутăçăн мулаххайĕ çавăн пек çĕтĕк пулмасть. Хусана санашкал çăпатапа та килмест вăл. Çапла-и?

Ахтупай ăна тавăрса калас вырăнне хăй вĕçĕмсĕр ыйтса тĕпчеме тапратрĕ.

— Эс ху кам халь? Мĕн туса пурăнатăн? Чăнах лаша вăрласа сутатна? Ма иçник тумĕ мар халь сан çинче?

— Иçнике тухаймарăм, — ăнлантарчĕ ăна Нургали. — Темиçе çул ĕнтĕ килтех пурăнатăп. Халь ман нимле ят та çук, парăмсем анчах. Вĕсем нумай вара. Салах тӳлетĕп, çуртшăн, выльăхшăн, çĕршĕн — пуриншĕн те хырçă-марçă тӳлетĕп. Ханпа княçсене тăрантса пурăнакан çын эпĕ халь.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 16