Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем


— Эп сан сăмахна итлесех пĕтересшĕнччĕ, Тереул князь.

— Тавах сана, аслă князь çынни Адашыф, — терĕ лешĕ. — Эпир Мускава мĕн çăмăлпа килнине пĕлетĕн ĕнтĕ эсĕ. Пире аслă князь пулăшăвĕ кирлĕ, çавăнпа килес терĕмĕр те аякри шĕкĕр хулана. Сафа-Гирей пĕлтĕр Хусана каялла пырса кĕчĕ те мăрсасене нумай вĕлерсе пĕтерчĕ. Пире нимĕн чухлĕ те шанмасть, эпир те ăна шанмастпăр. Мускав çар ярсан, Адашыф, Сафа-Гирее халех сирĕн алла тытса паратпăр, ăна хӳтĕлекен Крым çыннисене те тытса паратпăр.

— Эсир аслă князь патне службăна килнĕ, мĕнле тытса паратăр-ха Мускавра пурăннă хушăра? — ăнланмарĕ Алексей Федорович.

— Паратпăр. Пирĕн унта хамăр çынсем юлнă, ывăлсем юлнă, çавсем тытса параççĕ е вĕлереççĕ вĕсене.

— Ун пек тесен юрать хăть.

— Эс аслă княçа систер, Адашыф, йышăнтăр вăл пире пурне те. Эпир ăна калатпăр, çар ятăр часрах Хусан патне. Тек Сафа-Гирее Хусанта тытма çук. Ӳлĕмрен эпир хансене Мускав аллинчен çеç илетпĕр.

— Ту енчи çĕр-шывпа мĕн тăватăр? — кăсăкланса ыйтрĕ Адашев. — Нухайсене паратра ăна?

— Нимпе те памастпăр! — терĕ ушкăнти мăрсасенчен пĕри Тереултан малтан.

— Ав илтрĕн-и, мĕн тет? Нухайсене памастпăр!

— Аслă князь умĕнче те çавнах калатра?

— Çавнах калатпăр.

— Апла юрать, — терĕ Алексей Федорович. — Арабсем каларăшле, мешурет пултăр пирĕн хушăра. Сăмах иккĕллĕ ан пултăр. Ту енчи çĕр-шыва нухайсене парсан пирĕн ĕçсем, унпа пĕрле сирĕн ĕçсем те, çав тери начарланаççĕ Хусанта. Тата, тепĕр енчен, нухай мăрсисен аллине кĕрсе ӳкни килĕшмест те сире.

— Килĕшмест!

— Килĕшмест! — терĕç темиçе сасă.

— Ту енчи çĕр-шыва тытса тăрас пулсан нухай мăрсисем сирĕн ĕнсе çинех улăхса лараççĕ. Хуçисем эсир пулмастăр вара, вĕсем пулаççĕ. Аслă князь йышăнасси пирки эп нимех те калама пултараймастăп. Йышăнать пуль тесе шутлатăп. Тен, сирĕн ятпа темиçе княçа йышăнĕ. Эпĕ пурте курасшăн сана княçсем тесе каласа пăхăп.

— Çавăн пек кала, Адашыф!

— Ырă çын пул пирĕншĕн.

— Хамăр якташ пулса тăрăш пăртак!

— Анчах пирĕн хушăмăрта тепĕр мешурет пулмалла, ырă хазрат княçсем, — терĕ Адашев. — Эп кунта сирĕн пата килсе кайнине аслă княçа пĕлтермелле мар. Йышăнура персе янă ан пултăр. Вара эсир начар якташсем пулатăр…

Мăрсасем ун пирки никама та шарламастпăр тесе сăмах пачĕç. Вĕсем хăйсен сăмахне чиперех тытрĕç. Тата темиçе кунран кремльти йышăнура Алексей Федорович Адашев таçта кĕтесре кăна хĕсĕнсе тăчĕ, калаçăва хутшăнмарĕ те. Малта патша ик енче ларакансем тата мăрсасемпе калаçакансем чаплă боярсем пулчĕç.

Хусантан тарса пынă çитмĕл ултă княçпа мăрсана патша авăн уйăхĕн çирĕммĕшĕнче йышăнчĕ. Çав çулах (1540 çулта) раштав уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче аслă князь патне Ту енчи çĕр-шыв мăрсисем пырса çитрĕç. Аслă князь йышăниччен малтан вĕсемпе те Алексей Федорович Адашев калаçрĕ. Çав Балчугранах мăрсасене патшан думнăй дьякĕсем кремле ертсе кайрĕç.

Мускава пĕрремĕш хут килнĕ мăрсасем çӳллĕ пӳ-силлĕ Тукайпа Акпарс хыççăн хăюсăррăн, енчен енне асăрхануллăн пăхкаласа утса пычĕç. Кремль çийĕн ылтăн тĕслĕн йăлтăртатса курăнакан чиркӳ тăррисем вĕсене илĕртрĕç те, çав вăхăтрах хăратса та тăчĕç. Тукайпа Акпарс, кунта ун пекех сехĕрленме кирлĕ мар, эпир пулса курнă тенĕ пек, хапха патнелле чылаях хăвăрттăн çывхарчĕç.

Пĕр дьякĕ хуралçăсене тем каларĕ те, вĕсене кремль картишне ним чăрмавсăр кĕртсе ячĕç. Тукай хапхаран кĕнĕ-кĕмен чарăнса тăчĕ. Вăл нумай çул каялла кунта пуçласа килнине, III Василий вĕсене, Саррипе иккĕшне, хĕç тыттарнине, çакăнти тахăш картлашка умĕнче ăна Иван Бельский боярин йĕнерленĕ ут пырса панине, «астунă пулăр, ан ӳкĕр, Мускав учĕсем питĕ шухă вĕсем» тесе кулса ăсатнине аса илчĕ. Ун чух Тукай çамрăкчĕ, тĕреклĕччĕ. Утне яшт! çеç сиксе утланчĕ те кремль картише тавра çаврăнса килсе хапхаран çил пек тухса вĕçтерчĕ. Чылай вăхăт иртрĕ çав унтанпа. Тукай халь ĕлĕкхи мар. Вĕсене ăшшăн йышăнса парнесем панă Василий Иванович тахçанах çĕре кĕнĕ. Унăн çывăх çыннине Иван Бельский боярина Иван Шуйский боярин виçĕ çул каялла Белоозера пуç янă, каярахпа унтах вĕлернĕ тетчĕç. Ту енчи мăрсасене куннинче пачах урăх çынсем йышăнаççĕ. Ĕнер вĕсемпе питĕ хитре сăн-питлĕ, япшар чĕлхеллĕ çын — Алексей Адашев пуплерĕ. Пĕр çавна çеç лайăх паллаççĕ Тукайпа Акпарс тата Хусана вăрçăпа пырса çӳренĕ темиçе воеводăна пĕлеççĕ. Боярсенчен вара паллакан çын çук та темелле.

Вĕсене хальхинче те Хусан княçĕсемпе пĕрле пулнă палатăнах кĕртсе ячĕç. Палати ытла пысăках мар, анчах шалтан çав тери тăп-тăп, çав тери илемлĕ. Ун стенисем çинче, сунчăк пек авăнса анакан мачча айккисенче пур çĕрте те тĕлĕнмелле ӳкерчĕксем курăнаççĕ.

Кĕнĕ çынсен ку ӳкерчĕксене пăхса çаврăнма вăхăт пулмарĕ, вĕсене патшапа ун çывăх çыннисем ларакан тĕлелле иртме хушрĕç.

Пĕрремĕш хут курмасть пулин те Тукай чи малтан çамрăк патшана тинкерсе пăхрĕ. Вун ултă çулхи патша хыçлă тенкел çинче мăн çын пекех ларать. Вăл шăм-шакран чылаях тĕреклĕ, сăмси хурчка сăмси евĕрлĕ. Хăйĕн çине аслă князь парчаран çĕлетнĕ вăрăм тумтир тăхăннă, мăйĕнчен ылтăн вăчăраллă хĕрес çакса янă.

Патша çумĕнче ик енĕпе ун çывăх çыннисем тăраççĕ: Благовещенски собор священникĕ Сильвестр, Алексей Федорович Адашев, аслă князь пекех çап-çамрăк Андрей Михайлович Курбский, Иван Васильевич Шереметев (Асли), Иван Федоровпч Мстиславский, Михаил Яковлевич Морозов, Дмитрий Федорович Палецкий, Владимир Иванович Воротынский, ĕçре пулăшма чĕннĕ думнăй дьяксем, думнăй дворянсем.

Тукай пĕркун Мускава килсенех илтнĕччĕ, патша ялан çак çынсемпе ĕçлет. Бельскисене, Шуйскисене, Глинскисене вăл хăйĕнчен сивĕтнĕ, чылайăшне сутăнчăк тесе тыта-тыта хупнă, Белоозера янă.

Ту енчи мăрсасем чылай çывăха пырса тăрсан аслă князь пит-куçран чĕрĕлнĕ пек пулчĕ, хăйĕн хыçлă тенкелĕ çинче хускалкаласа илчĕ, Сильвестр священника пăшăлтатса темле сăмах каларĕ.

Çав вăхăтра Тукай ӳсĕрем пекки турĕ, ыттисенчен кăшт маларах тухрĕ.

— Аслă князь! Пирĕнпе кӳршĕллĕ вăйлă вырăс патшалăхне тытса тăракан ĕмпӳ! — терĕ вăл самаях хулан сасăпа. — Сана Ту енчи çĕр-шыв мăрсисем, турханĕсемпе тăрăнĕсем чалăм тăваççĕ. Вĕсем сана, ырă ĕмпӳ, чипер сывлăх, вăрăм кун-çул, пурнăçра тата патшалăх ĕçĕсенче ăнăçу сунаççĕ.

— Тавтапуç, тавтапуç, — ун сăмахĕсене кăмăлласа пуçне силлекелерĕ аслă князь.

— Хамăр енчен эпир çакна ыйтатпăр: аслă князь, Хусан патшалăхĕнче тăлăх пек пурăнакан Ту енчи çĕр-шыва хăвăн хӳттӳне ил. Вăл ӳлĕмрен пире çын вырăнне хуман Хусан ханĕн аллинче мар, пире йывăр вăхăтра яланах пулăшса тăнă вырăс ĕмпĕвĕ аллинче пултăр. Эс пирĕн пата çарсем яр, Ту енчи çĕр-шыва Хусан çарĕсене ан кĕрт. Эпир сана çак ĕçре чунтан пулăшса тăрăпăр, Хусана тӳленĕ пекех, кашни çул ясак тӳлĕпĕр… Манăн сăмахăм та çак кăна. Çитменнине çитер, аслă князь, ытлашшине каçар…

Тукай сăмахне пĕтерчĕ те пуçне тайрĕ, унтан майĕпен чĕркуççи çине тăчĕ. Ун хыççăн ытти мăрсасем, турхансемпе тăрăнсем чĕркуçленчĕç. Çапла вĕсем чылайччен, аслă князь хăйсене тăма хушичченех тăчĕç.

— Халĕ сирĕн пата тутар çарĕсем пырса çӳреççĕ-и? — терĕ аслă князь вăрăм тумтир аркисене урисем çинерех туртса илсе.

— Пырса çӳреççĕ, аслă князь, — хуравларĕ Тукай. — Пиртен ясак ыйтаççĕ, выльăх апачĕ пуçтараççĕ, пире хăйсемшĕн çапăçма хистеççĕ. Эсĕ çар ямасан вĕсем пире канлĕ пурăнма парас çук.

— Ту енчи çĕр-шыва Хусан ханĕ Нухай ордине панă тет. Ку хыпар тĕрĕс-и, Тукай мăрса? — терĕ каллех патша.

— Тĕрĕс, аслă князь. Эпир, Ту енчи çынсем, куншăн питĕ кулянатпăр.. Нухайсем пире тутарсенчен те ытларах çаратаççĕ. Пирĕн çынсене тыткăна илсе каяççĕ, ялсене çунтарса хăвараççĕ. Ту енчи çĕр-шыв Нухай аллине куçасшăн мар. Ку вăл ман сăмах çеç мар, аслă князь, мĕн пур мăрсасен, турхансемпе тăрăнсен сăмахĕ.

— Ту енчи çĕр-шывра пирĕн яланхи çарсем пур-и? — ыйтрĕ аслă князь Иван Васильевич Шереметевран.

— Яланхи çарсем çук, аслă князь, уйрăм станицăсем пур, — терĕ лешĕ.

— Вĕсене тутарсем тапăнмаççĕ-и?

— Тапăнкалаççĕ. Анчах тутарсем те яланхи çар тытмаççĕ халь вăл таврара, хăраççĕ пиртен.

Тукай аслă князь унран Хусанти ĕçсем пирки ыйтса пĕлет пуль тесе шутланăччĕ, çук, ăна Хусан пирки пĕр ыйту та памарĕç. Мăрсасем кайма хатĕрленчĕç. Çамрăк патшан юлашки сăмахне итлемелле те тухмалла вĕсен палатăран.

— Ту енчи мăрсасем! — терĕ аслă князь сассине кăшт вăйлатса. — Эпир сирĕн сăмахăра итлерĕмĕр, халь эпир каланине итлĕр. Вырăс патшалăхĕ Ту енчи çĕр-шыва хăйĕн хӳттине илме килĕшет. Эсир Нухай орди аллине куçасшăн пулмасăр хăвăр ирĕкпе кунта килнине, пиртен Ту енчи çĕр-шыва вырăс çĕрĕсемпе пĕрлештерме ыйтнине эпир ырлатпăр. Ӳлĕмрен эпир сире тутарсемпе нухайсенчен хӳтĕлеме унта яланах çар тытăпăр. Тата çакна та пĕлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирĕç пыракан кĕрешӳре çурма çулта чарăнса тăрас çук, эпир турă пулăшнипе вăл кĕрешĕве вĕçнех çитерĕпĕр, Христос тĕнĕн тăшманĕсене татăклăнах аркатса тăкăпăр. Çитес вăхăтра Мускав çарĕсем Хусан патне пысăк вăрçăпа каймалла. Ту енчи çынсем пирĕн çара кĕтчĕр, пире пулăшма хатĕр тăччăр. Халлĕхе, вăрçă пуçланиччен тесе, эпир Сĕве тăрăхне çар яратпăр. Юлашкинчен сире çакна калам паянхи кун сирĕншĕн те, пирĕншĕн те паллă кун пултăр, Ту енчи çĕр-шыв Хусан патшалăхĕнчен уйрăлса вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ кун пултăр. Çав ятпала эпĕ сире пурне те парнесем парасшăн…

Ку сăмахсем хыççăн аслă князь каялла çаврăнчĕ те дьяксене парнесемпе хăй патне çывхарма паллă пачĕ. Лешсем аллинчи парнесемпе пĕрин хыççăн тепри патша патне пыра-пыра тăчĕç. Патша вăл парнесене мăрсасене иле-иле тыттарчĕ.

— Ак çак хĕç тата ак çак кĕрĕк сана пултăр, Тукай князь, — терĕ вăл. — Ак çак хĕç тата ак çак кĕрĕк — сана, Акпарс князь. Ыттисене пурне те йĕнерпе хĕç парнелес тетĕп…

Мăрсасем, турхансемпе тăрăнсем аслă князь аллинчен парне илнĕ май пуç тайса палатăран тухса тăчĕç. Тукайпа Акпарс чи кая юлчĕç, вĕсем патшапа ун çывăх çыннисене пурин ячĕпе те тав туса хăварчĕç.

Кремль хапхинчен тухсан çынсем хăйсене ирĕклĕн туйрĕç, хыттăн калаçма, шӳтлесе кулма, парнисене çавăра-çавăра пăхма тытăнчĕç.

— Çапах та ма пире пурсăмăра та хĕç пачĕ-ха вырăс патши? Эп çавна нимпе те ăнланаймарăм, — терĕ турхансенчен пĕри. — Кирек мĕн калăр та, эпир вырăссемшĕн тăшмансем шутланатпăр-çке…

— Эс сим пыл ĕçе-ĕçе тăнна çухата пуçланă, тăванăм, — йĕкĕлтерĕ тепри. — Кăна ăнланма кĕтĕк ăс та çителĕклĕ.

— Ну, пит ăслă пулсан кала эппин. Ма хĕç пачĕ вăл сана?

— Калатăп.

— Кала.

— Тутарсене хирĕç çапăçма, акă мĕншĕн! — терĕ лешĕ. — Сан аллуна хĕç хурса аслă князь çапла каласшăн пулчĕ паян: «Халиччен Мускав тăшманĕ пулнă этем, çармăс сим пылне ярăнтарма юратакан Темир турхан, итле: ху тӳрĕ кăмăлпа Мускава килсе пулăшу ыйтнине кура эп сана хĕç шанса патăм, анчах эсĕ ку хĕçпе тек мана хăмсармастăн пулĕ тетĕп, унпа эсĕ хамăр тăшмана — Сафа-Гирее хирĕç çапăçатăн пулĕ тетĕп. Ăнланатăн-и халь хăвна мĕншĕн хĕç панине?

— Ăнлантăм. Тĕрĕс те калатăн пуль эсĕ, — килĕшрĕ малтан сăмах пуçланă турхан. — Вырăс патши çамрăк пулсан та ухмах мар. Мĕн тумаллине лайăх чухлать. Сăмах çаптарма та лайăх вĕреннĕ вăл. Хитре калаçрĕ пирĕнпе, хитре.

— Сăмах çаптарас тĕлĕшĕнчен санран ирттерет-ши вара? — чарăнма пĕлмерĕ унран кулаканĕ.

— Манран та ирттерет, — хуравларĕ Темир текенни.

Кремльте, мăрсасем тин çеç пулнă палатăра, калаçу Ту енчи çĕр-шыв çинченех пычĕ-ха. Аслă княçпа ун çывăх çыннисем паян пулса иртнĕ ĕçе ырласа тăранаймарĕç.

— Пысăк ĕç, питĕ кирлĕ ĕç турăмăр эпир турă пулăшнипе, аслă князь, — терĕ Сильвестр атте пӳлĕм тăрăх мăнаçлăн саркаланса утнă май. — Хусан патне çывăхах пырса тухнăн туйăнчĕ мана, Хусан хулин пĕр енчи хӳми ишĕлсе аннăн туйăнчĕ.

— Эс каланă çăра уççи ман кĕсьере пулать пуль, Силверст атте, эпир тутарсен шĕкĕр хулине кĕмелли хапха патне çитсе чарăнтăмăр пуль, — савăнчĕ çамрăк патша.

Кунта ĕнтĕ чаплă княçсем умĕнче хăйне ялан çав тери сăпай тытакан Алексей Адашев та калаçăва хутшăнмасăр чăтаймарĕ.

— Хусан валли ылтăн çăмарта туса пурăнакан чăх вилчĕ, аслă князь, — терĕ вăл. — Эпир ăна паян питĕ тарăн чавса пытартăмăр.

— Çук, ун пек мар, — терĕ Сильвестр атте, — чăххи вилмен, вăл халь пирĕн алăра. Ӳлĕмрен пире валли çăмарта тăвать.

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16