Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Ывăлсем йышлă ĕнтĕ санăн, — ытла чĕмсĕр пуласран татах сăмах тĕртрĕ лăпкăн итлесе ларакан мăрса.
— Ывăлсем хастар ман, мĕн каласси пур. Куратăн пуль, вырăссен пысăк çарне пĕчĕк йышпах ним мар хăваласа яраççĕ. Тек ан килнĕ пултăр тесе Мурома, Рязане, Чулхулана çити хăвалаççĕ тата.
— Вара мĕн, савăнмалла çеç санăн уншăн. Ывăлусем: маттур пулнăшăн савăнмалла.
— Çук, савăнмалли сахал, — терĕ Юсуф. — Савăнма пĕр япала кансĕрлет. Эсĕ ăна лайăх пĕлетĕн те çав, нимĕн те шарламастăн, мăрса. Пурте куратпăр-çке-ха, вырăссем Тау агы çĕр-шывне хăйсен аллине ярса илесшĕн. Ăна вырăссем илсен Хусан ханлăхĕ пĕтрĕ вара. Çавна ăнланатни?
— Пирĕн ĕмĕрте пулмасть пулĕ-ха вăл, Ту енчи çĕр-шыв вырăссен аллине куçасси, — шахвăртрĕ Тукай.
— Шăл йĕрсе ан лар, Тукай мăрса! Мана ан йĕкĕлте. Ху çавăншăн тăрăшатăн. Ху пĕлсе е пĕлмесĕр, ăспа е ухмахлăхпа тăван çĕр-шывна пĕтеретĕн. Мĕнле шанчăклă вăй пур юнашарах, Хусан ханлăхне тытса тăракан вăй. Çавна курмастăн.
— Нухайсем-и? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Тукай.
— Нухайсем пулмасăр, çавсем çав, çавсем. Пирĕн алла куçсан вырăссем Тау агы ăçта иккенне те манса каяççĕ. Шута ил: пирĕн халăх нумай, сирĕн те халăх нумай. Сирĕн лаша нумай, пирĕн те лаша нумай. Юрататăп эпĕ чăваш халăхне лаша выльăха хисеплеме пĕлнĕшĕн. Кăна каламасăр чун чăтмасть. Пирĕн пирки калаçма та кирлĕ мар. Эпир утсемпе кампа кăна суту-илӳ тумастпăр-ши? Пуçпа шутлас пулать, Тукай мăрса. Тау агы пирĕн алла куçсан эпир пĕрле никам çĕнтерейми çĕр-шыв пулса тăратпăр, хăватлă утлă çар çĕр-шывĕ! Эпир ырă кӳршĕсем-çке, Тукай мăрса.
Тукай Юсуф князь хавхаланса каланă сăмахсене пит тăрăшса итлерĕ, унтан шухăша кайнă пек пулчĕ. Юсуф сăмахĕсене виçрĕ, шайлаштарчĕ. Анчах ма чĕрене кĕрсе вырнаçмаççĕ-ха вĕсем? Ырă кӳршĕсем тени тĕрĕс мар-ха вăл, чăвашсем нухайсенчен чылай аякра пурăнаççĕ. Хуçалăха тытас тĕлĕшпе пĕрпеклĕх çук вĕсен. Чăвашсем выльăх ĕрчетсе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳрекен халăх мар, çĕр ĕçлекен халăх. Чĕлхере тĕрĕк халăхĕн тымарĕсем пур-тăр ĕнтĕ. Калаçнине итлетĕн те, тепĕр чух сăмахсем пĕр евĕрлех янăраççĕ. Унпа килĕшет Тукай.
Анчах мăрса урăххине те курать-çке. Чăвашсен нухай тесен сехри хăпать, ăна пĕлмест-и вăл? Нухайсем вĕсене пĕчченшерĕн кăна мар, ушкăнĕ-ушкăнĕпе тыткăна илсе каяççĕ.
Тукай Юсуфран çакăн çинчен çеç ыйтрĕ:
— Ма пирĕн çынсене ялан вĕлеретĕр эсир, ма вĕсене чуралăха илсе каятăр? — терĕ.
— Пирĕн тăшмансене — вырăссене — йышăнатăр, çавăнпа, — питĕ кĕскен хуравларĕ князь.
Ăна хăй те пĕлет-ха мăрса: Хусан Мускава, Мускав Хусана тӳсме пултараймасть, вĕсем хушшинче вĕçĕмсĕр хирĕçӳ, вĕçĕмсĕр çапăçу пырать. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерессине, тен, Тукай курас та çук. Ăна вăл ĕмĕтленмест те. Анчах Ту енчи çĕр-шывра, тăван килте, лăпкă пурнăçпа пурăнас килет-çке. Лăпкă пурăнас тесен мĕн тумалла, кам майлă пулмалла? Тукай, ватă çын, паллă мăрса, кăна пĕлет те, пĕлмест те.
Нумай ăнлантарчĕ ватă мăрсана ватă князь. Темле те ӳкĕтлерĕ, темле те хăратрĕ. Юлашкинчен куçран пăхса, чышкисене чĕркуççи çине хурса çапла ыйтрĕ:
— Ĕнтĕ пăртак ăс кĕчĕ-и, Тукай мăрса? Ман ывăлсем пырсан тек хăваламастни Тау агы çĕр-шывĕнчен? — терĕ.
— Хăвалатăп! — пĕр шикленмесĕр каласа хучĕ мăрса. — Вĕсем пирĕн пата туслашма мар, çаратма пыраççĕ. Хăвалатăп! Эп мар, пĕтĕм халăх хăвалать вĕсене. Ывăлусене çеç мар, пĕтĕм вăрă-хураха хăвалатпăр. Ту енчи çĕр-шыва хăвăр алла илес шухăша пăрах, Юсуф князь. Çакна ан ман: килти кайăк-кĕшĕк хурчкапа пĕр картара пурăнма пултараймасть.
Тукай тата тем каласшăнччĕ, анчах Юсуф князь ăна тек калама памарĕ, вăл ура çине сиксе тăчĕ те чышкисемпе юнаса хăрушшăн кăшкăрса ячĕ:
— Тасалнă пул, çĕр çăтман гяур! Эс мăрса мар — шакал. Эп сана ырă çын тесе, эс шакал, шакал! Пĕлессӳ пулсан, тек килне те таврăнаймастăн, Тукай эфенди, хан нӳхрепĕнчех çĕретĕн. Эп сана нухай княçĕ камне кăтартăп. Тасал, тасал, гяур!
Ним тăвайман енне Юсуф сĕтел çинчи чашăк-тирĕке çапа-çапа урайне ывăтма пуçларĕ, юлашкинчен сĕтел çиттине урайне шăлса тăкрĕ. Тукай вăл мĕн хăтланнине кулса çеç пăхса тăчĕ. Хăй çапла шутларĕ: вăйĕ çитмест старикĕн, вăйĕ çитсен хĕнесе тăкĕччĕ те, анчах аллах нухай вăкăрне мăйрака паман-мĕн.
Тухса каяс умĕн мăрса князь еннелле тепре çаврăнса пăхрĕ. Вăл ĕнтĕ вырăн çине йăванса кайнă та халь-халь вилес çын пек нăйкăшса выртать.
14. Вырăссем тухса кайсан
Пăлапа Карлă таврашне вырăссем сайра пырса тухаççĕ. Вĕсен утлă çарĕ Хусан еннелле ялан тенĕ пекех ку çĕр-шывран çурçĕртерехрен иртет.
Кăçал Ростовцев воевода çарĕ нухайсене хăваласа Карлă патнех çитрĕ. Ку таврари çынсем вырăссем вĕсене тыткăна илсе каяççĕ пулĕ тесе хăранăччĕ, анчах ратниксем ялсенче никама та тивмерĕç. Тутарсем валли хатĕрленĕ утă-улăма çунтарса хăварса вырăссем Сĕве айлăмне тухрĕç. Кунта Ростовцев воевода Карамыш утлă çарне тĕл пулчĕ, ăна Хусана çитиччен хăваларĕ. Инкеке, хула çывăхĕнче вырăс çарĕсем пулмарĕç, вĕсем Хусана илеймесĕр Ту енчи çĕр-шывалла тухса кайнă иккен, воеводăн вара тем пысăкăш çара хирĕç пĕччен çапăçăва кĕме лекрĕ. Утлă çар темиçе çĕрте чарăна-чарăна çапăçса каялла чакрĕ, анчах ăна пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕтерсе тăкрĕç. Ростовцев воеводăна йывăр амантрĕç, вăл Кăрмăша çитиччен те тăна кĕреймерĕ.
Хусан патĕнче çапăçу пынă хушăра Сафа-Гирейпе Юнус Чалăм леш енче пулчĕç, вĕсем вырăссем хыççăн аякка йĕрлесе кайма шутланăччĕ. Хусан çывăхне тата тепĕр-воевода пырса тухнине пĕлсен тутарсемпе нухайсен ирĕксĕрех анаталла анмалла пулчĕ. Утлă çар аллине нимле ясырь те çакланмарĕ.
Хăйсен княçĕсемпе мăрсисене шанма пăрахнă ханшăн вырăс воеводи кĕтмен çĕртен килсе тухни ахаль пулнă ĕç пек туйăнмарĕ. Вăл Хусана çитнĕ-çитмен каллех кавар шырама пикенчĕ.
— Ма чĕнтĕр эсир Ростовцев воеводăна? — тапăнчĕ хан княçсене. — Мĕнле майпа килсе тухма пултарнă вăл пĕр-пĕччен? Эсир воевода манăн çула пӳлсе пире пурне те пĕтерсе тăкасса ĕмĕтленнĕ-и?
Шĕкĕр хулара темиçе эрне хушши княçсемпе мăрсасем пĕр-пĕрне тӳпелерĕç. Шанчăксăртараххисене хан пурне те кремль тĕрмине хупа-хупа лартрĕ, темиçе мăрсана Казанка хĕрринче çакса вĕлерчĕ. Юнуспа ун шăллĕсем çак вăхăтра утлă çарпа ялсем тăрăх çӳрерĕç. Вĕсем Хусана çăлса хăварнăшăн бакшиш пуçтарчĕç.
Ахтупайпа Северьян яла кĕрсе тухнă вырăссене курса юлаймарĕç. Отряд килес умĕн тимĕрçĕсем Эрнепи хистенипе темиçе çухрăмри вĕтлĕхе кайса пытаннăччĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем кунта мĕнле çар, кам çарĕ килессине те пĕлме пултараймарĕç, ялан нухайсем килсе çӳренĕрен пурте вĕсене кĕтрĕç.
Сухалĕпе те, сăнĕ-кĕлеткипе те ват çын пулса кайнă Ятламас хир енчи ялта пĕр пытанмасăр çӳрерĕ. Вăл хăйĕншĕн нимĕн чухлĕ те шикленмерĕ: ăна, алла патак тытнă старике, никамах та тивес çук-ха. Вĕсем Эрнепипе иккĕшĕ Иливаншăн пăшăрханчĕç, — çавă темиçе çухрăмри ялта юлташĕ патĕнче пурăнать. Хĕр пăхма тесе илсе кайрĕ те юлташĕ ăна, акă виçĕ кун ĕнтĕ киле килме памасть.
Вырăссем Ятламаса мĕн ялтан тухса кайичченех хăйсенчен вĕçертмерĕç. Ватă хусах вĕсемшĕн тăлмачă та, çул кăтартаканĕ те пулса тăчĕ. Кунпа вара вăл Ахтупайпа Северьян умĕнче мухтанмаллипех мухтанчĕ.
— Мана вĕсем Хусана илсе каясшăнччĕ, — терĕ вăл кукăр патаккипе айккинелле тĕллесе кăтартса. — Питĕ чĕнчĕç, анчах эп каймарăм,
— Мускава чĕнмерĕç-и тата? — кулчĕ Ахтупай. — Сан пек ват супнăпа тем тăваççĕ вĕсем. Çул кăтартма укăлча патне илсе çитерчĕç пулĕ çав.
— Çук, ялтан чылай инçе илсе кайрĕç. Спаççппă каларĕç тата.
— Хусана хăçан илетпĕр терĕç, ăна каласа хăвармарĕç-и?
— Каласа хăварчĕç. Çак ял тимĕрçисем чаплă хĕç туптаса параççĕ те пире, вара эпир Хусана ним мар илетпĕр терĕç.
— Ма, туптаса пама пулать, — терĕ Северьян. — Асамлă хĕç туса хатĕрлесен илеççĕ те пулĕ тутарсен шĕкĕр хулине. Иван патша ӳссе çиттĕр-ха, унччен мĕн те пулин шутласа кăларатпăр эпир Ахтупайпа.
— Асамлă хĕç мар, ахаль хĕç те тăваймастăр эсир халь, — йĕкĕлтесшĕн пулчĕ вĕсене Ятламас. — Тимĕрçĕ лаççине уçманни те темиçе уйăх. Туптава хăш майлă тытмаллине те манса кайрăр пулĕ ĕнтĕ.
— Тукай килсен тимĕрçĕ лаççине уçатпăр ак.
— Кĕтсе тăрăр, килет сирĕн Тукайăр! Вăл тахçанах хан тĕрмине лекнĕ. Акă эпĕ çитес пасарта акăш-макăш урхамах туянас тетĕп. Ăçта таканлаттарас ĕнтĕ манăн хамăн урхамаха?
— Тукая хăтарма Хусана кай. Унта куç хупса иличчен таканласа параççĕ.
Чăнах, Тукай мăрса ялтан тухса кайрĕ те пачах çухалчĕ. Килти тарçисем вăл ăçта пурăннине те пĕлмеççĕ. Çур çул каялла кĕрӳшĕ килсе пăхнăччĕ яла, вăл та нимĕн те каламарĕ мăрса пирки. Хытарса çеç хăварчĕ тарçăсемпе ял çыннисене: пурлăхне салатмалла мар Тукайăние, мĕнле ĕçленĕ, çавăн пекех ĕçлемелле. «Хăçан таврăнать вăл?» — тесе ыйтсан «Вăхăт çитсен таврăнать, сирĕншĕн пур пĕрех мар-и?» — тесе çеç тавăрчĕ.
Çынсем уншăн кулянмаççĕ-ха, вĕсемшĕн пулсан ытларах пурăнтăр вăл таçти çĕр-шывра, хан тĕрмине çакланнă пулсан унта та ытларах лартăр. Мăрсасăр ирĕклĕрех тытаççĕ хăйсене ял çыннисем, тӳре-шара патакне сахалрах çиеççĕ. Тепĕр енчен илсен, хуçа çуккине кура килен-каян пуçлăхсем нумай çаратаççĕ ял çыннисене. Кашни кăшкăрать, кашни ĕç| хушать яла килсен. Вĕсене хăратса сăмах чĕнекенни çук.
Тимĕрçĕсемшĕн мăрса çухалнине пула хăйне уйрăм пăтăрмах тупăнчĕ. Вĕсем ниçта тимĕр тупаймаççĕ. Тимĕрçĕ лаççинче пĕр татăк тимĕр юлман халь, пĕрре вучах чĕртмелĕх кăмрăк юлман. Ĕçсĕр тунсăхланă тимĕрçĕсем ним тăвайман енне тĕп вырăна — Кривĕш патне кайма хатĕрленеççĕ. Мĕн туса пурăнас кунта хуçасăр? Тукай алманчине пуйтарма юлас-и кунта? Вăл ахаль те чухăн мар пулас-ха, мăрса çуккине кура турттарать те турттарать тĕрлĕ ăпăр-тапăра хăй патне. Тукай килмесен мăрса пулса тăратăп тет пулĕ-ха, пĕтĕм яла хăй аллине çавăрса илетĕп тет пуль.
Тимĕрçĕсем унпа темиçе хутчен хыттăнах вăрçса ил-чĕç те май кплнĕ чух тĕп яла çитсе ӳкес терĕç. Тукай кил-сен пурнăç каллех иккĕллĕ: те ярать вăл хăйĕн тарçисене тăван яла, те мĕн виличченех хир енче ĕçлеттерсе усрама шутлать.
Илсе кайма вĕсен япала йышлах мар — лаша кӳл те тухса вĕçтер алманчă куриччен. Самани лăпкă тăмасть-çке ннçе çула тухма, çавă хăратса тăрать мăрса çыннисене. Тин çеç вырăссем иртрĕç Хусан патнелле, унтан вĕсене хăваласа тутарсем хăпарчĕç Атăл тăрăх. Çапла кĕтсе тăр-сах кĕркуннене кĕрсе кайма пулать.
Ахтупай çула часрах тухас тесе юлташĕсене киле Сăр шывĕпе çаврăнса кайма та сĕнсе пăхрĕ, анчах лешсем килĕшмерĕç, ун пек ытлашши тавра терĕç. Кунтан Сăр шывĕ патне çитме кăна çĕр çухрăма яхăн, лере каялла тухма мĕн чухлĕ утас пулать тата. Çул çинче унта та хăрушă пулма тивĕç, тавраран çаврăнса каятăп та никам аллине те çакланмастăп темелли çук.
Эрнепи ĕнтĕ тӳсĕмне çухатнă, вăл арçынсене кашни кун тенĕ пекех тăван ял пирки аса илтерет. Амăшне кура Чечекпи çунатланса çӳрет киле каяссипе. Вăл мĕн пур япалине Ятламас туса панă пĕчĕк арчана тултарнă, пуканисене те унта хурать выляса кĕнĕ хыççăн.
Ахтупай пулăран таврăнать те Иливана вăрçать: таçта сĕтĕрĕнсе çӳрет çакăн пек вăхăтра каччă. Хĕр тесе ут утланса ют яла каймалла мар ĕнтĕ çирĕме çитмен йĕкĕтĕн. Пулă тытнă çĕрте те пулăшма çын кирлĕ Ахтупайпа Северьяна. Вĕсем тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме пăрахнăранпа кăна миçе пăт пулă типĕтсе хучĕç хĕлле валли. Иливан кăçал ялан ĕçрен пăрăнса çӳрерĕ. Сунара каятăп тесе тухса каять те пĕр эрнелĕхе çухалать, хăй киле темиçе кайăк кăвакал кăна йăтса килет. Ун чухлĕ кайăк кăвакала лайăх сунарçă лаша çитерме кайсан та персе ӳкерет.
Юлашки вăхăтра çырма леш енчи ыраш пуссине хир кăрккисем йышлăн килсе тапăнчĕç те, Ахтупайпа Северьян хăйсем те сунара çӳрерĕç. Хир кăркки — шултра кайăк, мăнтăртараххи çур пăт ытла туртать, нимле сунарçă та уншăн ыраш пусси тăрăх пăчăхса çӳреме ӳркенсе тăрас çук.
Тем тесен те вăл каç Ахтупайпа Северьянăн çырма леш енне сунара каймалла марччĕ, хапхасене питĕрсе килтех лармаллаччĕ е хаклăрах япаласене пытарса хурса хире тармаллаччĕ. Анчах вĕсем çав каç ялта мĕнле инкек пулассине пĕлмерĕç, хăйсен сунарçă хатĕрĕсене илсе каç пулнă-пулманах хăвалăха кĕрсе çухалчĕç. Хăвалăхра çур çĕрччен вучах çунчĕ, унтан сунарçăсем ухă пĕкечисене алра тытса çывăрса кайрĕç.
Эрнепи вăл кун иртен пуçласа каçчен пуса татнăччĕ, çавăнпа, ывăннăскер, карта алăкне питĕрсе кĕчĕ те часрах çывăрма выртрĕ. Çĕрле вăл такамсем хыттăн кăшкăрашнипе шартах сиксе вăранчĕ.
— Чечекпи! — терĕ вăл хĕр ачине. — Тăр-ха, хĕрĕм, темскер пулман-и унта урамра?
Чечекпи, çав тери тутлă ыйхăпа çывăраканскер, час вăранаймарĕ, сасăсем вăйланнине илтсе амăшĕ ăна вырăн çинчен сĕтĕрсех антарчĕ. Çав вăхăтра пӳрт алăкне такам урапа пырса тапрĕ, унтан çине-çинех хыттăн кĕмсĕртеттерме пуçларĕç.
Эрнепи ним тума пĕлмесĕр пӳлĕм тăрăх чупкаласа çӳрерĕ, Чечекпи инкеке сиссе макăрса ячĕ. Вĕçĕмсĕр силленипе, тапнипе алăк питĕркĕчĕ вĕçерĕнсе кайрĕ пулас, пӳрте темле çынсем кĕпĕрленсе кĕчĕç. Эрнепие такамăн тарлă алли хыпашласа тупрĕ, ăна кĕлте пек хул хушшине хĕстерсе тула илсе тухрĕç. Ун хыçĕнчен тепĕр çынĕ Чечекпие сĕтĕрсе пычĕ. Вĕсем иккĕш те сехре хăпнă чухнехи евĕр кăшкăрчĕç, хăйсене пулăшма чĕнчĕç, анчах инкеке лекнĕ амăшĕпе хĕрне çак самантра никам та пулăшаймарĕ.
Яла хашкаса чупса çитнĕ Ахтупайпа Северьян аякра лаша урисем тăпăртатнине çеç илтсе юлчĕç. Вĕсем иккĕш те Ахтупайсен килне вăркăнса кĕчĕç, ятран чĕнсе амăшĕпе хĕрне шырарĕç, анчах никам та сасă памарĕ.
— Илсе тухса кайрĕç-ши вара эсрелсем? — терĕ сехĕрленсе ӳкнĕ Ахтупай. — Мĕн пулса тухрĕ-ха капла?
— Халех лаша тупмалла! Хăваламалла! — терĕ Северьян хыттăн. Хăй çавăнтах пӳртрен каялла сирпĕнсе тухрĕ.
Темиçе арçын лашасем тупса хыçалтан хăвалама тухнă çĕре вăхăт чылай иртрĕ, хир еннелле темĕнччен юрттарсан та вĕсем никама та тĕл пулмарĕç. Каялла таврăннă чухне тул çутăлнăччĕ ĕнтĕ, вĕсем нухайсен лаша йĕррисене те аванах уйăрса илме пултарчĕç.
— Пăхсах паллă, йышлăн пулнă, — терĕ Ахтупай лаша йĕррисене çĕре ансах тĕрĕслесе. — Çул айккипех курăк аштарса пынă хăшĕ-пĕрисем.
— Пĕчĕк йышпа килеççĕ-и вĕсем? Пĕр тăруках темиçе яла çаратнă, çĕр çăтмансем!
— Пулаççĕ те вăрă-хурахсем тупата, — тулашрĕ Северьян, — япала кирлĕ мар вĕсене, çын кирлĕ, лаша кирлĕ. Халь ăçта та пулин сутма илсе кайрĕç ĕнтĕ çынсене — Хусана е Цыстрахане çитиччен. Атăл тинĕсе кĕнĕ çĕрте çавăн пек хула пур теççĕ…
— Эх, чунсăр этемсем! Çын сутса укçа тăвакан та пур çут тĕнчере, — терĕ тахăшĕ хăйĕн тарăхăвне ниçта хураймасăр пĕтĕм вăйпа лач! сурса.
— Хирти кашкăрсенчен те хăрушăрах çав!
Çул çинче вĕсем нухайсем пăрахса хăварнă икĕ ачана тупрĕç. Ку вилме пуçланă ачасенчен пĕри Ахтупай хĕр ачи Чечекпи пулчĕ.
15. Инкек çине синкек
Ятламаса килте мĕнле инкек пулнине калама кирлĕ пулмарĕ. Ахтупайсем патĕнче чылай вăхăт хушши пĕччен ларса вăл кунта мĕн пулса иртнине хăех ăнланчĕ. Кутник сакки çинчи вырăн çĕрте выртать, алăка тăпсинченех хирсе кăларнă, шыв витрисене йăвантарса янă.
Çапах та малтан ун пекех шутламарĕ-ха Ятламас. Вăл Эрнепипе Чечекпи тухса тарнă пуль, вĕсем çук чух пӳртне çаратса кайнă пуль тесе тĕшмĕртрĕ. Кайран Ахтупайпа Северьян килте çуккинчен чухласа илчĕ вара: арçынсем Эрнепипе Чечекпие шырама кайнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...