Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
Пумилкке сĕтелĕ хушшинче ларсах курман та Лариса, кунти çынсем йăла-йĕркене тĕрĕсех тытса пынипе пыманнине чухлаймарĕ.
Арçынсенчен пĕри васкамасăр ура çине тăчĕ.
— Асăнар Турă чурине Акаçа, — терĕ, никама та кĕтсе тăмарĕ, алăри черккине янк кăна ĕçсе ячĕ.
Хĕрарăмсем хăйсем тĕллĕн тем мăкăртатрĕç. Çӳлти патшалăх та çӳлти патшалăх тени хăлхана кĕчĕ. Лариса тантăшĕ еннелле çаврăнчĕ. Лешĕ, шăнтса лартнă пекех хускалми тăраканскер, сасартăк каçăрăлса илчĕ, черккине тута патне илсе пычĕ, хаш сывласа илчĕ те туххăмра пушатрĕ. Мĕн хăтланан тесе айăкран чышса илесех килчĕ, аллине çĕкленĕ пулсан та, апла тăваймарĕ. Хĕрĕ асăнса ĕçмесен амăшне çӳлти патшалăхра йышăнмĕç тесе шутларĕ те хăй те йӳçĕ черккене пушатрĕ. Вероника пыл сĕрнĕ икерчĕ тыттарсан сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ, тутă пĕлми пулнă çăвара сивĕнме ĕлкĕрнĕ икерчĕ чыхса тултарчĕ, васкаса чăмлама пуçларĕ.
Вероника икĕ аллипе питне хупларĕ те хӳхлесех макăрса ячĕ. Ăна лăплантарас текен никам та пулмарĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, тăчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Хутлана-хутлана ларсах макăрни никамах та килĕшмĕ терĕ пулас, алăк еннелле тайкаланса утса кайрĕ. Анчах ăна уçса тухма вăй çитереймерĕ. Амăшĕ выртса вилнĕ кравать çине ӳпне тăсăлса ӳкрĕ, хӳхленĕ сасă ан илтĕнтĕр тесе ĕнтĕ пуçĕ çине минтер хучĕ.
— Пĕртен-пĕр çывăх çыннине çухатрĕ те макăртăр ĕнтĕ, — мăкăртатса илчĕ пĕр хĕрарăмĕ.
Хăй вара аякран килнĕ çын умĕнчи пушă турилккене илчĕ те ăна тултарма пикенчĕ. Пĕр хĕррине консервланă симĕс пăрçа хушса тунă салат, тепĕр хĕррине плов, варрине кăмакара пĕçернĕ чăх какайĕ хучĕ. Хырăм выçнине хытах туйса ларчĕ пулин те, Лариса аллинчи вилкăна вылятма васкамарĕ.
Каллех черккесем тултарчĕç. Арçынсем, малтанхи пекех, сĕтел варрине лартса хунă стакан еннелле алă тăсрĕç, черккисене тайăлтарса унта темиçешер тумлам тумлатрĕç те пĕрин хыççăн тепри ĕçе-ĕçе ячĕç. Пумилкке вăрăма пырĕ тесе шутланăччĕ Лариса, анчах малтан сăмах каланă арçын ура çине тăчĕ те юнашар ларакан арçынсем çине, унтан хĕрарăмсем çине пăхса илчĕ, унчченхи пекех сăмахсене татса каларĕ:
— Чуну çӳлти патшалăхра пултăр, Акаç тăванăм. Черккине пушатрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Лариса та хускалчĕ, халь ĕнтĕ хӳхлесе мар, ĕсĕклесе выртакан Вероника патне пычĕ.
2
Икĕ çул маларах пенсие ярăпăр терĕç ĕçре. Хут çыртарчĕç малтан. Пенсие икĕ çул хушши предприяти тӳлесе тăрать терĕç. Ку тĕлĕшпе ним иккĕленĕвĕ те пулмарĕ Арефий Якимовичăн. Анчах хут çырни виçĕ уйăх та иртсе кайсан пăшăрханма тытăнчĕ.
— Капла мар, кайсах килес пуль комбината, — терĕ те тумланма пуçларĕ.
— Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ. Сан вырăнунта тепри пулсан-и? Чунĕсене илет пуçлăхсенне, — йĕплерĕ Кира.
— Каланине ĕненме хăнăхнă та, — тӳрре тухма тăчĕ Арефий Якимович.
Ку Кирăна пăлхатса ячĕ.
— Самана урăхланнине курмастăн-им ĕнтĕ? Тискертен-тискер самана килсе çапăнчĕ. Манпа та калаçма мансах хаçат вулатăн ху. Ним те чухлаймастăн. Комбинат директорне тĕп турĕç. Шупашкарти виç-тăват чăваш директортан пĕриччĕ. Ырă çынччĕ. Пире, кантурта ларакансене, пĕрне те кӳрентермен. Рабочисем те турă вырăннех хуратчĕç ăна.
— Хăй çакăннă. Хаçатсем çырнине ĕненетĕп эпĕ.
— Хăй мар çав, хăй мар. Тытăнчĕç ĕнтĕ эпир ĕçлесе тунă пурлăха çаратма.
— Тем ан калаç-ха эс, Кира.
— Халь калаçма ирĕк панă. Эпир пăшăлтатса кăна калаçнине халь площадь варрине тухсах кăшкăраççĕ. Паян та темле митинг пулмалла тесе пĕлтерчĕ радио.
Мăшлата-мăшлата тумланчĕ Арефий. Кира ун патне пырса тăчĕ.
— Хучĕсене пĕрне те манса ан хăвар. Пенси шутланă чухне пурте кирлĕ пулма пултарать.
— Вĕсене пурне те бухгалтерире хăварнă. «Ĕç ветеранĕ» медаль удостоверенийĕ таранах.
— Лайăх кайса кил, — терĕ те Кира хваттер алăкне уçрĕ
Шăп пилĕк çул ĕçлерĕ Арефий пир-авăр комбинатĕнче. Калаççĕ çав пурăнса курнисем, хĕрĕх урлă каçсан çулталăк тăршшĕ кун тăршшĕ пек туйăнма тытăнать теççĕ. Чăнах та, пилĕк çул пилĕк кун пек иртсе кайрĕ. Пусахласах пенсие яман пулсан ĕçлесшĕнччĕ-ха. Наладчик ĕçĕ çĕр чавниех те, кирпĕч çĕклениех те мар, халран сулăнтармасть, чуна шăртлантармасть. Киленсе кăна ĕçлемелли ĕç. Ют çĕршыв пусми-таварне килсе тăкрĕç те, мĕн пысăкăш комбинат ĕçсĕр юлчĕ. Ивановăри комбинат хыççăн чи пысăккисенчен иккĕмĕш вырăнта эпир тесе мухтанма халĕ те пăрахман-ха. Малашне пăрахтараççĕ пулинех.
Те ĕнтĕ кантура пит час-час кĕрсе çӳременнипе, те урăх сăлтавпа, пач ют çĕре килсе кĕнĕ пек туйăнса кайрĕ. Хăш алăкне уçам-ха, кам патне кĕрем-ха тесе каллĕ-маллĕ уткалама тиврĕ. Кадрсен пайнех кĕрсе пăхма шутларĕ. Хальччен курман-палламан хĕрарăм ăна сиввĕн кĕтсе илчĕ. Хăй мĕн ĕçпе çӳренине каласа та пĕтереймерĕ Арефий, хĕрарăм тимĕр сейфа уçса пăхрĕ, сĕтел çинчи тăрăхла ещĕк умне ӳпĕнчĕ.
— Мĕнле терĕр-ха хушаматăр? Арефий Якимович Сукманов. Çапла-и? Сире штат кĕскетсе кăларса янă.
— Вăхăтчен пенсие яратпăр тесе заявлени çыртарчĕç-çке, — çăвар уçрĕ Арефий.
— Нимĕн те пĕлместĕп. Ак кунта алă пусăр та ĕç кĕнекине илĕр...
Такамран тарнă пек тухса вирхĕнчĕ кантуртан. Алăк шаплатса хупăннине мар, такамăн палланă та, палламан та пек туйăнса кайнă сассине илтрĕ.
— Мĕн, сана та кутран тапрĕç-им?
Çаврăнса пăхас килмерĕ, кам йĕкĕлтенине те пĕлес темерĕ. Хăй ăçта каяс тенине пĕлмесĕрех Атăл хĕрринелле танкăшрĕ. Халь-халь çăвартан çулăм палкаса тухассăнах туйăнса пычĕ, хашлата-хашлата сывларĕ, хут-ланса ларсах ăшри тарăхăва пăчăртаса кăларас килчĕ. Сасартăк капланса ларнă тарăху ылханпа пĕрле пулса ăна асаплантармаллипех асаплантарас терĕç пулас. Чĕрене йĕшле-йĕшле илнипе кăна çырлахмарĕç, ăна кăкăртан сирпĕнсе тухаслах таптарчĕç, ура шăнăрĕсене пăркăчлама пикенчĕç. Çак самантра ярса паракан тупăннă пулсан ним шутламасăр-тумасăр, çӳçенмесĕр-чĕнмесĕр лăнкăрт-лăнкăрт кăна ĕçсе янă пулĕччĕ шурă эрехе. Пилĕк çул каялла чиркĕве кайсах, Тур амăш сăнарĕ умне кукленсе ларсах урăхран пĕр тумлам та ĕçместĕп тесе сăмах панине те манса кайрĕ. Утти лӳпперленме мар, хăвăртлансах пычĕ. Культура керменĕ умне çитсе тухнине те сиссе юлаймарĕ. Кунта вара Атăл варкăшĕ пите пырса çапăнчĕ те, урасем лĕпсĕрех кайрĕç.
— Хаксăра тухрĕ иккен çын, — терĕ те ăçталла утам-ха тесе ун-кун пăхкалама тытăнчĕ.
Шăпах çак вăхăтра тăваттăмĕш маршрутпа çӳрекен автобус килсе чарăнчĕ те, Арефий унта кĕрсе ларчĕ.
Кира пĕрре те пăлханса ӳкмерĕ. Урăхла мар, шăпах çапла пулса тухасса малтанах пĕлсе тăнă тейĕн.
— Икĕ çул таранчченех ним ĕçсĕр пурăнаймăн, — терĕ вăл, — шырăпăр, тупăнсан ним те тиркесе тăмăпăр... — Унтан калт туртăнса илчĕ. Васкаса пычĕ Арефий патне. — Аврук, Аврук. Асту, ĕçсе кăна ан кай. Вара тек урăлса кураймăн, мухмăрлах леш тĕнчене ăсанăн. Ма ним те шарламастăн? Ĕçсе ан кай тетĕп. Тепре пуçласан эпĕ те шеллесе тăмăп, кăларса ярăп...
— Биржăна кайса пăхам-ши ĕнтĕ?
— Вăл мĕнне пĕлместĕп, анчах кайса пăх. Тен, шăпах ал тайăн ĕç тупăнĕ. Çапах та малтан ху пĕлнĕ çынсемпе калаçкала-ха. Мĕнпур хыпара пĕлсе тăраймастпăр. Хула пысăк.
Кирăпа иккĕшĕн хушшинче пĕр калаçу кăна пулчĕ. Тепĕр кун биржăна кайма пуçтарăннă Аврука Кира алăк патĕнче тытса чарчĕ.
— Çав Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх проспектĕнче коопторг лавкки пур-çке-ха. Çавăн заведующийĕ пирĕн ял хĕрарăмĕ. Тĕрлĕ çĕрте пурăннипе пит хутшăнсах кайман. Телефонне çырса хунă пулсан шăнкăравлам та, эсĕ кайса килĕн. Çук-ха, тăр кĕтсе. Иксĕмĕр кайăпăр.
Ял хĕрарăмне курни савăнтарчĕ Кирăна, кирлĕ ĕç пирки сăмах хускатиччен шăкăл-шăкăл кăна калаçрĕç.
— Ĕçе илекенни, ĕçрен кăлараканни пирĕн база пуçлăхĕ Локтюш. Иртнĕ канашлура юнасах каларĕ, хĕрĕхрен аслăраххисене ан та ярăр ман патăма терĕ.
— Çавă ĕнтĕ, — мăкăртатрĕ Кира, — кивелсен япала та кирлĕ мара тухать те... Çын та çавах...
— Кайса пăхăр Локтюш патне. Пире хамăра та тавар пушатса тăракан пĕр çын кирлĕ. Тен, урăх лавккасенче те, тен, базăра хăйĕнче те грузчиксем çитмеççĕ пулĕ. Эп каланипе килтĕмĕр тесе кăна ан шарлăр. Ним çукран ят илтес килмест. Хытă вăрçать вăл, Локтюш...
Кăмăлсăр ан кайччăр тесе пулĕ, ял хĕрарăмĕ Кирăпа Арефие чей ĕçме чĕнчĕ, лешсем килĕшмерĕç те, пĕрер шоколад тыттарчĕ. Килсе çӳрĕр, тупса илме çук таварсем те пулкалаççĕ пирĕн теме те манмарĕ. Кира ку сăмахсене куç кĕрет илтмĕше печĕ.
Лавккаран тухсан иккĕш ик еннелле утса кайма тăчĕç.
— Ăçта каяс терĕн-ха? — чупса пырсах тытса чарчĕ Кира Арефие.
— Локтюш патне.
— Эп санпа пĕрле çӳреместĕп ĕнтĕ. Лариса таврăннă çĕре апат пĕçерсе хумалла ман. Итле, Аврук, тепре калатăп. Ĕçсе ан кай. Ярса паракан пулсан та пăрăнса ут. Ху шыраса çӳреме ан та шутла. Çаваллă карчăкран мĕнле тарса юлнине асăнтан ан кăлар...
— Юрать, юрать, — васкаса каласа хучĕ те Арефий малалла утса кайрĕ.
Проспектран пăрăнсан космонавт урамĕпе пынă чухне ăна хăйĕнпе ылмашăнса ĕçленĕ Ильменев тытса чарчĕ. Мĕн чăрмантарать-ха ку тесе тарăхма та пăхнăччĕ Арефий. Лешĕ те хăй пекех ĕç шыраса çӳренине пĕлсен шеллеме пуçларĕ. Агрегат заводĕнче пулнă иккен юлашкинчен, халĕ унтан таврăнать. Хамăрăннисене те ĕç тупса параймастпăр тесе ăсатса янă ăна. Çула май Локтюш патне те кĕрсе пăхнă.
— Суту-илӳ мĕнне пĕлместнем ĕнтĕ? — хивреленсе калаçрĕ Ильменев. — Унта айккинчи çынна илмеççĕ. Партие илнĕ чухне аплах суйламаççĕ. Кунта ăнсăртран çын кирлĕ мар. Шанчăклă çын сĕнсен тин сан еннелле çаврăнса пăхаççĕ. Алăк урлă каçрăм кăна, çук, çук тесе алă сулма тытăнчĕ те. Пирĕн комбинат пек, ытти заводсем те хупăнса та хупăнса пыраççĕ. Картиш шăлма та илмĕç. Пенсие тухма миçе çул-ха сан?
— Иккĕ кăна та...
— Ман вара вунна яхăнах.
— Сана биржăра черете тăратма пултараççĕ. Кайса пăхман-и?
— Унта-и? Мускавран, Хусантан, Самартан тавар турттарса тăракансем йăтăнса пынă. Хăйсем ĕçсĕрсем пек шутланаççĕ. Кĕсье тулли укçаллă çӳреççĕ. Пирĕн пек чăн-чăн ĕçсĕррисем черете тăраймасăр асапланаççĕ. Çитес эрнере тепре пыма каларĕç-ха.
Ик арçын калаçăвне хăлхасем илтме хăнăхман сасă татрĕ. Иккĕн тан мĕн-ха ку тесе ун-кун пăхкалама пикенчĕç. Вокзал енчен темле машина çатăртатса килнине иккĕшĕ те пĕр харăсах курчĕç. Мотоцикл тесен, ку тăватă кустăрмаллă. Сасси трактор сассине аса илтерет. Чăваш ялссенче пуринче те шап-шап трактор теççĕ ун пеккине. Ларкăчĕ çинче çара пуçăн арçын ларса пырать. Юнашарах темшĕн икĕ тĕслĕ ялав çыхса хунă. Пĕри Раççей патшалăхĕн, тепри Чăваш патшалăхĕн ялавĕсем.
Ача-пăча паркĕ çумĕпе пынă чухне трактор тытса пыраканĕ ура çине тăра-тăра тем пăхкаларĕ, те паркалла пăрăнса кĕресшĕн пулчĕ, те хăйне кăтартма хăтланчĕ. Çул хĕресленнĕ çĕрте хĕрлĕ çутă чарса тăратсан телевидени вышкине асăрхарĕ те студи çурчĕ енмелле çаврăнчĕ.
Ильменев Арефие кăчăк туртрĕ: кайса курар-ха. Иккĕн тан вашлаттарса утса кайрĕç. Ялавсемлĕ трактор стадион еннелле çавранчĕ, пĕр ункă турĕ те каллех телестуди çурчĕ умне пырса тăчĕ. Çара пуçлă арçын мотора сӳнтерчĕ, çаннисене тавăрсах тем пăркалама пикенчĕ.
Вăл аппаланнă вăхăтра Ильменевпа Арефий трактор патне çитсе тăчĕç. Çанă тавăрнă çамрăк студи алăкĕ еннелле пăха-пăха илчĕ те тӳрленсе тăчĕ. Вăл ик çыншăн кăна калаçас çуккине ăнланчĕç Ильменевпа Арефий, халăх пуçтарăнасса кĕтме тытăнчĕç. Нумай кĕттермерĕç çынсем. Студирен умлăн-хыçлăн темиçен тухрĕç, унтан камерăсем çĕкленĕ, диктофонсем тытнă арçынпа хĕрарăм çитсе тăчĕç. Стадион енчен çамрăксен ушкăнĕ килни курăнса кайрĕ. Трактор хуçи тӳрленсе тăрса сăмах калама меллĕрех вырăн шырарĕ. Апла-капла пăркаланнă хыççăн çĕре çитиех усăнса тăракан ялавсем патне пычĕ.
— Ку трактора Етĕрнери «Сельхозтехника» мастерскойĕнче пуçтарнă. Малашне ăна трактор завочĕ кăларма тытăнать. Кашни фермера, харпăр хуçалăха кирлĕ техника. Топливо нумай çимест. Çĕре хытармасть. Куратăр-и кустăрмисене? Сарлака вĕсем. Акапуç е культиватор кăкар та сухалама тух, сеялка кăкар та акма тытăн. Хирти ĕçсем пĕтсен пĕчĕк урапа кăкарса çӳре. Тем ĕç тума та пĕлет çак пĕчĕк кăна техника.
Ку сăмахсене кунта кăна каламаннине Арефий тӳрех чухласа илчĕ. Куç хупмасăр суякан чăн-чăн суеçĕ пулнине вăл пĕлет. Калаçать те калаçать, пĕрре те куç мăчлаттарса илмерĕ-ха. Кĕтмен хыпар тупăннăшăн савăннă тележурналистсем унăн пĕр сăмахне те сик-терсе хăварас мар тесе ĕштеленеççĕ кăна, микрофонĕсене çав çын çăварĕ патнех илсе пынă. Микрофон умĕнче калаçма хăнăхман пулас та, хăйне майлă самантсенче пуçне тартма хăтланать. Журналистсем ун кашни хусканăвне туйса тăраççĕ, лешĕ хускалнă-хускалман микрофонĕсене çăварĕ çывăхнех иле-иле пыраççĕ.
Малтанах вĕренсе хунă сăмахĕ пĕтрĕ çамрăкăн. Журналистсем ыйту парасса кĕтме пуçларĕ. Паллă ĕнтĕ, чи малтан ятпа хушамата ыйтмалла. Илтмĕше печĕ. Ларкăч çинчен кĕрен папка илчĕ те пуç тĕлне çĕклерĕ.
— Кирлĕ хутсем пурте пур. Ак çакăнта, — терĕ вăл.
Ку хыпар журналистсене те, итлесе тăракансене те кирлех пулмарĕ. Çынсем пĕр-пĕрне тĕрткеле-тĕрткеле трактор патне çывăхарах пыма, унăн кашни пайне тытса пăхма хăтланчĕç. Арефий вара айккинерех пăрăнса тăчĕ. Ильменев та унран юлмарĕ.
— Мастерскойрах тунă пек туйăнмасть, — пăшăлтатрĕ вăл Арефийсăр пуçне урăххисем ан илтчĕр тесе. — Ку чухне килтех ракета та пуçтарма пулать теççĕ те,кускере те пур-çук пайсенчен хăртакаланă-пулĕ-ха.
Арефий ăна итлесе тăмарĕ. Унăн темшĕн çак çамрăка астуса юлас килчĕ. Вăл трактор çине мар, ун хуçи çине куç илми пăхса тăчĕ. Хăех ăсталанă пулсан маттурах ĕнтĕ тесе шухăшланă хыççăн аллисене канăçсăррăн хускаткаласа илчĕ, унтан вĕсене пуçласа курнă пек тĕсесе пăхма пуçларĕ. Тытнă ĕçе килпетлĕ тăваканччĕ-ха вĕсем, хуçине намăс кăтартакан марччĕ. Мĕн ĕç тупса парам-ха сире тенĕн темччен апла-капла çавăркаларĕ аллисене.
Ильменев хăйне пăрахса кайнине те сисмен Арефий. Çамрăк çын тракторне кĕрлеттерме тытăнсан вăл та килнĕ çулпа каялла утса кайрĕ. Анчах ăна парк кĕтессинче каллех тытса чарчĕç.
— Таçта вашлаттарать ĕнтĕ, — илтрĕ вăл хĕрарăм сассине. — Çынсене те палламиех пулнă-çке.
Малтан хăйне мар, такам урăххине калать ку тенĕччĕ. Херарăм хăй умнех пырса тăрсан, Арефий мар, Аврук тесе чĕнсен шанках хытса тăчĕ.
— Курманни чылай пулать, — калаçрĕ хĕрарăм. — Пăрăнарах тăрар-ха, çынсене иртсе çӳреме чăрмантаратпăр.
Хĕрарăм карта çумне кайса сĕвенчĕ, Арефий çаплах хăй вырăнĕнче тăчĕ.
— Кунтан инçех те мар «Виçĕ кăвакарчăн» кафе пур, çавăнта ĕçлетĕп. Атя, хам шутран ярса парăп. Тиркекен марччĕ эс. Вăхăт пур-ха, тепĕр сехетрен тин улăштармалла пĕрле ĕçлекене. Атя-и? Мĕн, чĕлхесĕре тухнă-им эс, Аврук?
Челхине кăларса кăтартма та, чĕлхеллех эп тесе кăшкăрса яма та хатĕрехчĕ Арефий, анчах хăй умĕнче капашсăр писевленнĕ, çулне кура мар йăмах тумланнă, пуç пӳрнесемсĕр пуçне ыттисене пурне те çĕрĕ тăхăнтартнă, çӳçне йĕпкĕн кĕрен тĕспе сăрланă Римма тăни ăна тăлласах лартрĕ. Айăплă çын пек туйма тытăнчĕ хăйне. Çакна сисрĕ те Римма хĕремесленсех калаçрĕ. Ытти чухне тĕл пулсан-тусан Арефий пăрăнса утма май тупатчĕ. Халь пач кĕтмен çĕртен килсе тухрĕ те, ун сăмахĕсене хăлхана чиксех итлеме тивет.
— Арăму пит лайăх шĕвĕртсе хăварнă тет-и сана? Миçе çул пурăннă-ха эс унпа? Çав вăхăтра кам камне пĕлсе çитме май пулнă ĕнтĕ. Çамрăк чухне эс пит айванкка пек туйăнмастăнччĕ. Хăш вăхăтра çемçелсе кайрăн вара? Чее арăму хĕрарăмăннипе ăрăмăçласах лартрĕ-и?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...