Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
Ăçтан пурне те пĕлетĕн тесе ыйтма çăвар уçнăччĕ, каласа ĕлкĕреймерĕ.
— Тăн çухатиччен ĕçтернĕ ĕнтĕ вăл сана. Ӳсĕр-какăрăн ун... Уншăн тĕнче тикĕс. Тĕрĕсех калатăп-и?
Юлашкинчен варне витмеллех каласа хурам-ха тенĕччĕ, каллех хĕрарăм маларах ĕлкĕрчĕ.
— Сана пурнăç хăй наказани парать. Пурăнма пĕлменшĕн. Пĕрле çавтăнса утмалли юлташна суйлама пĕлменшĕн. Тĕрĕсех калатăп-и?
— Эс, Римма, — тинех çăвар уçайрĕ Арефий, — çынна тĕрĕслесе ан çӳре. Хăвăнне пĕл те, çитет.
— Эп, сан пек, хваттерсĕр тăрса юлман. Хĕрĕме те хваттерлĕ тунă. Такам хĕрхенмен пулсан килсĕр анчăк вырăнĕнче пулаттăн вĕт.
Урăхран чăтăмлăхĕ çитеймерĕ Арефин. Тарăхса алă сулчĕ те вашлаттарса утса кайрĕ. Çак хĕрарăма курсан, унпа темиçе сăмах кăна перкелешсе илсен те, Арефин кăмăлĕ йӳçсе каять, çитменнине тата, нумайлăха пырать. Хальхинче те çаплах пуласса пĕлнипе Римма çинчен мар, телецентр умĕнче ялав вĕлкĕштерсе ларнă трактор ăсталакан çинчен шухăшлас терĕ. Пур çав, пур ăстасем. Ильменев калашле, кирлĕ пулсан килтех ракета пуçтарса ĕçе кĕртме пултаракансем. Темшĕн тата трактор пултараканĕ хăй машинине малтанах вĕренсе лартнă сăмахсемпе мухтакан çамрăк мар, урăххи пек туйăнать. Моторне чĕртнĕ чух, сӳнтернĕ чух, машинипе хускатнă чух, чарнă чух ăçта мĕн пусмаллине, ăçта мĕн пăрмаллине пăха-пăха илет. Хăй ăсталанă пулсан аллисем веçех пĕлмелле...
Кирлех пулсан Арефий хăй те кунашкал машинăна ним чăрмавсăр ăсталаса хураять. Моторне кăна шараçланмасăр хăртама пулмĕ. Машина чĕри те-ха вăл. Çыннăн та, машинăн та чĕрисем кăткăсрах та ачашрах.
Ун шухăшне хĕрарăмăн чанкăлти сасси татрĕ.
— Иртсе каям-ха, — тенине илтрĕ те Арефий хăй сисмесĕрех тротуар хĕрринелле тухрĕ.
Ик кустăрмаллă туртма урапа çине тулли михĕ çыхса хунă, ăна сĕтĕрсе пыракан хĕрарăм авăнсах ларнă, аран-аран ура ылмаштаркалать. Çăнăх миххи-ши, сахăр песокĕ-ши тесе пăхса илес тенĕччĕ, пĕр çамрăк арçын херарăм çумне пырса тăчĕ те пулăшам-и тесе урапа тыткăчине ярса илчĕ. Хĕрарăм ассăн сывласах ячĕ. Лешĕ урапана çăмăллăнах туртса кайрĕ.
Вăт çакăн пек туртма урапасем тăва-тăва сутмалла. Кăнтăр пасарĕнче пĕр типшенкĕ пит-куçлă ват арçын кашни шăмат кунпа вырсарни кунах çавсене сутма иле-иле тухать. Пит çыпăçуллах ăсталаймасть те хăй, уранисене туянакансем пур.
Троллейбуса кĕрсе ларсан каллех Римма аса килчĕ. Телестуди умĕнче курнă тракторпа туртма урапа çинчен шухăшлани те хăваласа яраймарĕ ун сăнарне. Таçта çакăнтах, унран инçе те мар ларса-и, тăрса-и пырать тейĕн. Манма çукки çын асне тарăнах шăтарса кĕрет çав. Ун пекки, Арефий асĕнчен тухма пĕлменни, кашни çын пурнăçĕнчех пулмасть. Тен, çĕр çинчи мĕльюн-мĕльюн çынран пĕртен-пĕр вăл кăна тӳссе ирттернĕ пулĕ ăна.
Риммăпа Арефий пĕр ялта çуралса ӳснĕ. Вĕсен ӳсĕмĕнче ял клубĕсенче те чăвашла юрласа чăвашлах ташлатчĕç-ха. Халĕ дискотека тени унта та çитнĕ те, ташлатпăр тесе çамрăксем кут силлесе хиркеленеççĕ. Ташă кĕвви-çсмми те тăнкăр-тăнкăр тени кăна. Ун чухне-и? Худрук баянне тăсса яратчĕ те, и-ихлетсе сикейсе тăратчĕç çамрăксем. Ача-пăча та вĕсенчен юлман. Вĕсене те ташша тухма алăранах сĕтĕретчĕç. Хитре ташланă-и Аврук, пит хитрех те мар-и, темшĕн Риммăна килĕшместчĕ вăл ташлани. Кашнинчех йĕкĕлте-йĕкĕлте илетчĕ: «Аврук, чиперук, лăпăс-лăпăс ташларук». Çакăн хыççăн Аврук çынсем хыçне кая-кая пытанатчĕ.
Аврука каччă шăрши кĕме тытăнсан Римма ку сăмаха калама пăрахрĕ. Пăрахрĕ кăна та мар, куç кĕрет мухтама, пуршăн-çукшăнах ырлама пикенчĕ. Аврук улталанмарĕ, ку ĕнтĕ хăйне килĕштересшĕнех çапла хăтланать-ха тесех шухăшларĕ. Анчах унăн, Аврукăн, пĕр писнĕ чунĕ ним туса та Римма еннелле çаврăнасшăн пулмарĕ. Ун чухнех апла шутламан пулĕ те, халĕ ĕненсех лартнă. Тăван ялĕнче пĕр курайман çын пурах пулсан, çавă кăна, Римма, пулма пултарать. Лăпăс-лăпăс ташларук тенĕшĕн кăна мар-çке, урăххишĕн каçарма пултараймасть Аврук.
Вăтам шкул пĕтерсен иккĕшĕ пĕр çулах Шупашкар çыннисем пулса тăчĕç. Аврук пĕрремĕш ПТУна, Римма поварсемпе кулинарсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕчĕç. Тĕп хулара вĕсем пĕр-пĕрне курман та. Канмалли кунсене яла таврăнсан кăна калаçкалатчĕç. Аврук хăй пулсан курмăш та илтмĕш кăна пулмаллаччĕ. Лешĕ пыра-пыра çулланма пĕрре те манмарĕ. Чылай чухне хĕр упраç каччăсене хăй хыççăн чуптарать, кунта вара пач урăхла пулса тухрĕ. Аврук Риммăна хăй хыççăн çӳретме пуçларĕ. Чун хирĕçленĕ чухне хăвна ху суйма пултараймастăн çав.
Пĕррехинче кĕтмен-туман çĕртен Римма общежитие пычĕ. Аврук ĕнтĕ училище пĕтерсе агрегат заводне ĕçлеме кĕнĕччĕ. Ăна завод поликлиникипе юнашар çуртри общежитире вырăн тупса панăччĕ.
Кĕтмен хăнана курсан Аврук чĕри яшах чиксе кайрĕ. Ялтан усал хыпар илсе килмен-и ку? Апла пулмарĕ иккен. Пĕрле уçăлса çӳреме кăна чĕнет Римма. Килĕшрĕ Аврук.
Лавкка умĕнче машина çинченех арбуз сутнине курсан Римма тӳрех унталла утса кайрĕ. Ни ытла пысăккине мар, ни ытла пĕчĕккине мар суйласа илчĕ, çурмалла кастарчĕ. Пĕр касăкне Аврука тыттарчĕ, тепĕрне хăй алă çинче тытса пычĕ. Вĕсем урам урлă каçрĕç те завод çумĕнчи Ленинла Комсомол паркне кĕрсе кайрĕç. Ларма тенкел тупăнчĕ. Арбуз касăкĕсене пăхкаласа илчĕç, мĕнле çыртса çимеллине тӳрех нихăшĕ те тавçăраймарĕ. Аврук маларах хускалчĕ, вăл çывăхрах ӳсекен вĕрене туратне хуçса илчĕ те Риммăна тыттарчĕ, унтан хăйне валли пăхкалама пуçларĕ. Арбуз хуппи чаппашкаланса çитиччен патакпа чакаларĕç те чакаларĕç. Куп пек çини лайăх та пек туйăнчĕ иккĕшне те. Чаплашка пек хупăсене пĕри сакăн пĕр пуçне, тепри тепĕр пуçне хучĕç те тин калаçма пуçларĕç. Римма хăй яла кайса килнине пĕлтерчĕ. Вăл кашни сăмахне малтанах шухăшласа хунине Аврук тĕшмĕртеймерĕ те. Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ Аврука тăван ывăлĕ пекех юратни, икĕ çемье нихçан та хирĕçсе пурăнманни çинчен каланă чухне Римма Аврук еннелле çаврăнса та пăхмарĕ. Унтан çумнерех сиксе ларчĕ, хăрах аллине Аврук çурăмĕ çине хучĕ.
Тем сăмах та кĕтнĕ Аврук, анчах çакна мар.
— Мана хамăр общежитире уйрăм пӳлĕм пама пулчĕç. Атя пĕрлешер те пĕрле пурăнма тытăнар...
Çын çапла мĕскĕнленме пултарать тесе вăл шутламан та. Алă-ура, куç-пуç пĕрре те вырăнта мар пек туйăнса кайрĕ, пуç темпе кӳплеттернĕ тейĕн, çаврăнма пуçларĕ. Темле вăй ун кӳлепине çĕр çумнелле сĕтĕрме тытăнчĕ. Хăй ăçта, кампа юнашар ларнине манчĕ. Чĕлхе кăна ĕçне манмарĕ.
— Юратмастăп эп сана, — терĕ те урăх хускалмарĕ.
Римма вĕриленсех çитрĕ. Ним тума пĕлменнипе-и, ку сăмаха пачах кĕтменнипе-и, тенкел пуçне хăех хунă арбуз хуппине илчĕ те Аврук пуçне тăхăнтарчĕ.
— Ме сана шлепке! — кăшкăрчĕ тавралăха янратса. Хăй пуçне пĕксе утрĕ.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче сăпсасем хастарланса çитеççĕ. Вĕсем пылак шăршăпа кунта вĕçсе килнĕ те арбуз хупписене сырăннă пулнă. Шлепке тесе тăхăнтарнă чаплашкана илсе пăрахиччен вĕсем Аврука сăхса та пĕтерчĕç. Пит çăмартисем, куç харшисем кĕçĕтме те пуçларĕç. Общежитие шыçăнса кайнă пит-куçпа таврăнчĕ.
— Чуп, халех чуп поликлиникăна, — терĕ вахтер хĕрарăм мĕн пулчĕ тесе ыйтса тăмасăрах.
Аврук итлемерĕ. Пӳлĕме кĕчĕ те вырăн çине тăсăлса выртрĕ.
Пĕрле пурăнакансем пăлханса ӳкрĕç. Пĕри одеколон сĕрме, тепри шур эрехпе çума сĕнет. Тахăшĕ васкавлă пулăшу чĕнсе илме тавçăрнă. Ăна пульницанах вырттарчĕç. Икĕ эрне сипленме тиврĕ. Малтанхи эрнине кун çути курмасăрах ирттерчĕ. Куçсем уçăлмарĕç. Иккĕмĕш эрнене кайсан чӳречене хирĕç выртаканскер рама урлашкисене уйăрса илекен пулчĕ. Ытла та ытла начар-çке вăл, кун çутине курмасăр пурăнни.
Эрне кун пульницаран кăларчĕç. Шăмат кунпа вырсарни кун ниçта та тухса çӳреме каламарĕ врач. Мĕнпе им-çамламаллине каласа ăнлантарчĕ. Иккен, кунта йывăр чирли валли вырăн пушатмалла пулнă.
Пит шыççи чакнă пулсан та вырăн-вырăн тăртансах тăрать-ха. Куç харшисем михĕленме çаплах пăрахман.
Пульница картишне тухсан кăкăр тулли сывласа ячĕ. Çĕр çинче пурăнакан мĕнпур чĕрĕ чуна ырлăх кӳрсе тăракан çӳл тӳпене пăхса илесех килчĕ. Пĕлĕт темшĕн тĕтреленнĕ. Те çумăра, те уяра. Хĕвел шĕвĕ пĕлĕт татки хыçне пытаннă та пы-ысăк апельсин пек курăнать. Ун çине куç йăмăхасран хăрамасăрах пăхма пулать.
Каçăртрĕ пуçне. Апельсин тĕслĕ хĕвел çаврашкине хĕрес хывса паллă тунă. Çӳçенсех кайрĕ Аврук чунĕ. Мĕне пĕлтерекен паллă ку? Хальччен те кунашкаллине курман, ватăсенчен те хĕрес хывса паллă тунă хĕвел мĕне пĕлтернине илтмен. Куçĕсене айккинелле тартрĕ. Туйăнчĕ пулĕ-ха ку тесе лăплантарма хăтланчĕ хăйне хăй. Тем кӳлĕмрен каллех хĕвел çаврашкине пăхса илме шутларĕ. Вăл ĕнтĕ пĕлĕт айĕнчен тухма ĕлкĕрнĕ. Тĕсне те улăштарнă. Ун çинче нимле хĕрес те курăнмарĕ.
3
Кайран-кайран Арефий ăна та, кăна та тавçăрса илчĕ, Римма мĕншĕн хĕр упраçăн ĕмĕрхи йăлине пăссах ăна качча тухасшăн сĕмсĕрленнине те, хĕвел çине мĕне пула хĕрес ӳкерĕннине те пĕлсе çитрĕ. Римма такампа çывăрса йывăрланнă пулнă та, амăшĕ ăна халех-халех качча тухнă ятне тума хистенĕ. Аврук-ташларук уншăн мемме чунлăскер пек туйăннă та, ун çумнех çулăхнă. Пульница кравачĕ çинче выртнă чух ялан кантăк еннелле пăхнипе рама урлашкисем куç шăрçи çине ӳкерĕнсе юлнă пулнă. Урама тухсан çавă хĕвел çинчи хĕресĕн курăннă. Римма шлепке тăхăнтартса хăварнине вăл часах манчĕ. Ăна çывăх юлташĕсене те никама каласа кăтартман. Хĕвел çинчи хĕрес вара чуна çӳçентерсе тăма çаплах пăрахмарĕ. Темле ырă мар паллă пек туйăнсах тăчĕ. Ĕç шыраса уйăх ытла Шупашкар урамĕсене такăрлатнă чухне пĕр шухăш кăна пуçа пыра-пыра кĕчĕ. Ăнсах ăнмалли пурнăçĕ арăш-пирĕш арканса каясса малтанах систерсе хучĕ пулас çав хĕрес, йĕрке-картана уяма та, усал-тĕселрен айккинерех пăрăнма та каланиех пулчĕ пулас. Пур-ха ĕç вырăнĕсем хулара. Анчах ăна валли мар. Тата икĕ çултан пенсионер пулмалли çын çине алă сулаççĕ кăна. Хăвăр та ман нушана курас çынсемех-ха тесе мăкăртатса илет те тухса утать малалла.
Ĕçленĕ чухне те каплах ĕшенсе киле таврăнман вăл. Пушмак хывма алăк патĕнчи пукан çине ларчĕ те тăраймиех халсăрланса çитрĕ.
— Сыпман-и эс? — чупса та пычĕ ун патне Кира.
— Кам сыптартăр мана? Шыв ярса паракан та çук, — тулашса илчĕ Арефий.
Пушмак кантрисене салтмасăрах вĕсене хыва-хыва пăрахрĕ, ахлатса илчĕ, аллисене лĕпсĕр усрĕ, ăнман пурнăçне ылханма пикенчĕ.
— Салтăн та аллуна çу, апат антарса парăп, — сассине йăвашлатрĕ Кира. — Сана кĕтсе хамăн та хырăм выçса çитрĕ.
Апат хушшинче сăмах та кăлармарĕç вĕсем. Тĕпелтен тухса малти пӳлĕмри диван çине юнашар ларсан Кира Арефие ачашласа илчĕ те ăпа лăплантарма тесех каласа хучĕ:
— Пăрах ĕнтĕ хула тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме. Ĕç тупасси пĕрех пулмасть. Пурăнкалăпăр хĕссе те пĕссе.
— Çук-ха, — лăпланас вырăнне хĕрсех кайрĕ Арефий, — ĕçсĕр ларма хăнăхман эп. Мĕн туса ирттерем кунпа çĕре?
— Кив япаласене туха-туха сутăпăр.
— Пасар ман ĕç мар. Эсĕ çӳре.
— Апла пулсан тытăн мĕн те пулин ăсталама. Аллу пĕлет. Телевизор та юсама пултаратăн. Хаçатсенче пĕлтерӳ пар. Кăнтăр пасарĕнче пĕр арçын хăçантанпа шăшипе йĕке хӳре тапписем сутса ларать. Пурăнмалăх тумасан аппаланас çук вăл ĕçпе. Халь кашни хваттертех сутуçăсем пур. Ирхине кăвак çутлах картишĕнче туртма урапа сĕтĕрсе утакансене куратăп. Халь такама та кирлĕ туртма урапа. Инструментусем темли те пур. Балконрах ĕçлеме пултаратăн. Хăрта та хăрта. Эпĕ сутса паратăп.
Кĕçĕтмен çĕртен ĕнсине хыçма тытăнчĕ Арефий. Пĕлсех калаçать-и-ха ку тесе Кира çинелле пăхса илчĕ. Ывăнни-ĕшеннине мансах дивзн çинчен тăчĕ те балкона тухрĕ. Кира та унран юлмарĕ.
— Çынсем кивĕ япаласене ним шеллеми кăларса пăрахаççĕ. Уçса пăх-ха форточкăна. Мĕн кăна выртмасть унта, аялта? Ман ун пек йăла çук. Кирлĕ пулассăнах туйăнать те, пăрахмастăп, пуçтара-пуçтара хуратăп.
— Ял çыннин йăли вăл, — терĕ Арефий.
— Халь ялта та... Ним йăли те çук унта. Эпир выляса ӳснĕ çырмасенче пăравус кустăрми таранах тупма пулать. Ĕлĕк тимĕр-тăмăра пионерсене пуçтарттаратчĕç. Халь пионерĕсем те çук.
Арефий хăйĕн пайăрлă пĕр япала та кунта çуккипе ним тума аптăраса тăчĕ.
— Хускат, хускат, хăраса ан тăр, — хушсах каларĕ Кира. — Унта сана кирлĕ япаласем тем чухлех.
Арефий çаплах вырăнтан хускалми тăнипе хăй ĕçс пуçăнчĕ.
— Кунта, япаласен айĕнче, Ларисăна ярăнтарса çӳренĕ кӳме те пулмалла-ха. Сутас, сутас тенĕ çĕртех илекен тупăнмарĕ те, кунта пĕр кĕтесе лартса хунăччĕ.
— Кира, эс пăрăн-ха, тем кустăрмисем курăнса тăраççĕ. Тытса пăхам.
— Шăпах туртма урапа вăл. Хамăн та мар-ха, камăнне те манса кайрăм ĕнтĕ. Тахăш кĕркунне пасартан çĕр улми кӳрсе килме тесе илнĕччĕ. Таксист Куçманччĕ-çке. Тавăрса парса ĕлкĕреймерĕм. Куçса кайрĕç.
— Ăна каламастăп-ха...
Кира сасартăк тӳрленсе тăчĕ те алă сулчĕ.
— Чакалан-ха хăвах.
Ача кӳмин тăватă кустăрмине çĕтĕк таткипе çыхса хунă.
Вăл çук, ку çук тесе турткаланса тăма пин сăлтав та пурччĕ Арефин. Пустуй аппаланни кăна пулмĕ-ши тесе пĕрре те шухăшласа тăмарĕ. Балконăн пĕр кĕтесне пушатрĕ, кирлĕ маррипе кунта кăларнă апат сĕтелне унта лартрĕ, инструментсен чăматанне ун çине хучĕ, васкаса уçрĕ. Кунта ун тимĕр касмалли пăчкă та, мотор çавăракан наждак та, тискисемпе дрельсем те пурте пур. Арăмĕпе уйрăлсан ăна тивĕçнĕ пурлăх — инструментсен çак икĕ чăматанĕ кăна. Пĕри йăтса çӳремелли, тепри, пысăкки, — килте усрамалли. Чăматанĕсене иккĕшне те уçрĕ, вĕсене чăрмантармалла мар сĕтел айне лартса хучĕ. Вара ача кӳмин кустăрмисене алла илчĕ. Çавăркаласа пăхрĕ те калле хучĕ. Кира тавăрса пама маннă туртма урапана тытрĕ. Ун тĕнĕлĕ авăнса ларнă та кустăрмисем хирĕннĕ, кусми пулнă.
Кашни çыннăнах хăйĕн ĕç мелĕмеслечĕ пур. Кашни ĕçлекенĕнех сăнĕ те хăйне майлă улшăнать. Арефин вара алла ĕç тытсан хăлхи нимле шăв-шава та илтми пулать. Çакна пĕлет те Кира каламалли пур чухне те лешĕ ĕç пĕтерессе кĕтет. Çаплах тăватчĕç фабрикăри пир тĕртекенсем те. Арефий станока юсама тытăнсан вĕсем пĕр-пĕрне ан чăрмантар тесе асăрхаттарсах тăратчĕç.
Хальхинче Кирăн ăна пырса çурăмран лăп-лăп çапса илмех тиврĕ.
— Темле çамрăк çын сана шыраса килнĕ. Алăк патĕнче кĕтсе тăрать.
— Арефий ним те чухласа илеймерĕ-ха.
— Мĕн чăрмантаратăн? Куратăн, ĕç тытнă.
— Темле çамрăк сана шыраса килнĕ.
Алăк патĕнче тулли питлĕ, тулли ӳтлĕ, куçлăхлă, çийĕнче латинла сас паллисемпе «Каламби» тесе, пуçне çавăн пекех латинла «Адидас» тесе çырнă çыхнă калпак тăхăннă çирĕм пиллĕксенчи çамрăк тăрать. Арефие васкаса сывлăх сунчĕ те калпакне каш хывса илчĕ.
— Эп сире палламарăм-ха, — терĕ лăпкăн Арефий.
— Хальччен курман та, палламастăр ĕнтĕ. Сирĕн адреса мана Силантьев пачĕ. Унпа пĕр подъездра пурăнатпăр.
— Виктор Петрович-и? Сывлăхĕ мĕнле ун? Пайтах пулать курса калаçманни.
— Çӳрет-ха. Туя тытман. Мăшăрĕпе иккĕшĕ кунне икшер хут уçăлма туха-туха кĕреççĕ. «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнмеççĕ. Кĕрлĕ-çурлă, профилактика тесе, укол тутарма çӳреççĕ. Уяççĕ, пăхаççĕ хăйсене.
— Мĕн ĕç тупăнчĕ тата? Чей ĕçсех калаçар-и?
— Çук, çук, — хăлаçланса илчĕ çамрăк çын. — Ак кунта тенкел пур, ун çине ларам та...
— Автоюсав мастерскойĕ уçрăм. Кирек мĕнле ĕç те пĕчĕкрен пуçланать. Хальлĕхе ман нимех те çук. Мастерской тени те пĕр гараж çурчĕ кăна. Клиенчĕсем те черет тăмаççĕ. Анчах ĕç тупăнкаласах тăрать. Тулли кун ĕçлеме çын тытаймастăп. Ĕç тупăнсан чĕне-чĕне илме пĕр виçĕ çын пултăр тетĕп. Ку шухăша мана Виктор Петрович пачĕ-ха.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...