Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
Унччен те пулмарĕ, ман урасем çĕре трс! перĕнчĕç. Урра! Парашют, такам вĕрсе вăй кĕртнĕн, мана малалла сĕтĕрет. Кантрисенчен туртатăп. Парăнмасть. Çĕр çинче вăйсене виçесшĕн, мур илесшĕ. Пурпĕрех парăнтарăп. Çапла пулса тухрĕ те. Вăйран сулăнса тăсăлса ӳкнĕн çĕр çумне çыпçăнчĕ çӳхе пурçăн парашют. Хăпăл-хапăл пуçтартăм та чупрăм ангар патнелле. Кунтан ыттисене сăнама лайăх. Пурте чиперех анчĕç.
Мĕн чухлĕ калаçу пулмарĕ-ши çак кун!
— Эпĕ питĕ хăрарăм, — тет Оля. Ĕненетĕп. Вăл йĕри-тавра мĕн пуррине те курман. Аэродромăн чечеклĕ анине çеç куçран çухатман.
Кайран нумай ăс пачĕ инструктор. Киле таврăнтăмăр. Хапха умĕнче ялти учительница Вунеркке лара парать.
— Кĕтсе ывăнтăм, — тет вăл, пире курсан. — Тĕл пулмасăр каяс килмерĕ. Тунсăхларăмăр, илме килтĕм.
Эпĕ ăна парашютпа сикни çинчен каларăм. Ырлать.
— Кĕркунне вĕçевçĕсен шкулне кĕретĕп. Самолетпа вĕçме ĕмĕтленетеп.
Вунеркке шухăша кайрĕ. Эпĕ яла пымассине тавçăрса илчĕ ĕнтĕ вăл. Анратмасть те, чĕнмест те яла.
— Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Ялта мĕн хыпар-хăнар пур? — ыйтатăп.
Пурин çинчен те аса илет Вунеркке.
Колхозра ĕçлеме комсомолецсенчен çамрăксен бригади йĕркеленĕ. Пур çĕре те ĕлкерет бригада. Колхоз тырă выракан машина туяннă. Марук хутшăнаймасть бригада ĕçне. Пĕчĕкки çуралнă. Ывăл ача. Микулай купăсçă авланнă, урăх ял хĕрне качча илнĕ. Семьюн тĕрмерен тухнă.
— Хăвăрт кăларнă! — тĕлĕнетĕп.
— Амнистипе, — тет Вунеркке. — Вăрлăхĕ çунман. Çавна шута илнĕ пулас. Халĕ лăпкă çӳрет-ха. Малалла мĕн пулĕ.
Учительница ман патăмра çĕр выртмарĕ. Вăл хулана ĕнерех килнĕ-мĕн. Пуйăспа ларса кайрĕ. Ял çамрăкĕсене салам калама хушрăм.
— Вĕренсе тухсан, яла пырасса кĕтетпĕр! — кăшкăрать пуйăсран Вунеркке.
22
Каллех кĕркунне çитрĕ. Эпĕ техникум умĕнчи пахчара çĕре тăкăннă вĕрене çулçисем пухатăп. Сап-сарă çулçăсем. Утюгпа якатса хамăр пурăнакан пӳлĕмри сĕтел çине лартатăп кăкшăмпа.
— Сана çыру! — илтетĕп. Оля чупса килет-мĕн.
— Камран?
— Каччăран!
Ман каччă çук-ха. Хама юратакан çынна тĕл пулман. Çыру нимле каччăран та мар, Анюкран.
«Хаклă тусăм Талюна!
Саламла мана. Медицина институтне вĕренме кĕтĕм. Федора аспирантурăна илчĕç.
Килес çул сана кĕтетпĕр. Ун чух пирĕн Федорпа иксе-мĕрĕн туй пулать.
Мĕнле пурăнан? Çыр».
«Кĕтетпĕр...» Мана кĕтеççĕ. Ĕмĕтленни харама ан кайтăр тесен, мĕн тумалла?
— Лайăх вĕренмелле, — хушса хурать Оля. — Çан юлташсем пур, сана кĕтеççĕ. Ман ăçта таптармалла-ши?
— Пĕрле каятпăр. Анюкăн мансăрах çывăх тус пур. Ăçта иккĕн, унта виççĕмĕш ытлашши, теççĕ. Пирĕн çул иксĕмĕрĕн пĕрле пулĕ, Оля.
Çапла, пирĕн лайăх паллăсемпе вĕренсе тухмалла. Çакă кăна пулăшма пултарать пире. Çине тăратпăр-ха. Кун йĕрки пур. Унсăрăн вахăта унталла-кунталла сапалăпăр ним уямасăр. Сĕтел тулли кĕнеке пирĕн. Мĕн вĕреннине аса илетпĕр, ку пире халĕ лайăх вĕренме пулăшать.
Кĕр каçĕ. Таврара тĕттĕм, куçран пырса тĕксен те, ним курăнмасть. Урасем пылчăк çăраççĕ. Пире аэроклуб хăйĕн çутипе илĕртет.
Инструктор пирĕн — Сережа летчик. Вăл пире самолет пайĕсене вĕрентет. Хăçан хĕл иртсе çу кунĕсем çитĕç? Вара эпир каллех аэродромра уçă сывлăшра пулăпăр.
Пĕррехинче çапла, самолет моторне вĕренсе ларнă чух, алăк уçăлчĕ те пӳлĕме Сарри кĕрсе тăчĕ.
— Каçарăр, кĕмесĕр тӳсеймерĕм, — терĕ вăл.
Эпир самант ĕçе пăрахса шавлама тытăнтăмăр.
— Мĕнле майпа? — ыйтатпăр унран.
Саррисен килĕнче тахçанах пулман эпир. Унăн упăшки Шереметьев, урăх хваттер тупса, киввинчен куçнă. Ăçта унăн çĕнĕ хваттерĕ? Пĕлместпĕр. Анчах та Сарри авиаинститута кĕнине илтнĕ. Савăннă уншăн. Хĕрсе вĕренес чух мĕн тума килнĕ?
— Канăпăр Сарри килнĕ ятпа, — тет Сережа. Эпир пурте Саррине сырса илтĕмĕр.
— Эх, летчиксем! — тет Сарри, пурне те куçпа ыталаса. — Экзаменсем тытрăм. Института кĕтĕм. Анчах та вĕренеймерĕм.
— Мĕншĕн? — пĕр харăс ыйтрăмăр.
— Шереметьев улталарĕ.
Ассăн сывласа илтĕмĕр.
Сарри упăшки пирки йăлтах каласа пачĕ. Шереметьев ăнтан янă-мĕн ăна. Çыру хыççăн çыру ăсатнă, киле таврăнма чĕннĕ. Ачана пăхакан никам çукшăн йăнкăртатнă. Сарри шăла çыртнă та тӳснĕ, çынсемпе шай вĕреннĕ. Аслăрах курссенче вĕренекен хĕрарăмсем те ăна институтран пăрахса кайма хушман. Упăшки вара çырупа çеç çырлах-ман, телеграмма шартлаттарнă: «Лина вилес пек чирлĕ». Витĕр пĕлнĕ Шереметьев шăртлă чĕрĕпе мĕнле тытмаллине. Ача вилессинчен ытла тĕнчере нимрен те хăраман Сарри çав кунах института пăрахса тухнă. Çул тăршшĕпех куççуль юхтарать. Тĕлĕрсен те, ачине тупăкра курать. Киле таврăнсан, мĕн кĕтнĕ? Партас пулă пек сывă ача. Чирлеме мар, сунас та ермен.
— Килес çул каятăп, — тет Сарри, халь-халь йĕрсе ярасла. — Ун чух хĕрĕме тем тусан та хăвармастăп. Институт çумĕнче ача сачĕ пур, вырнаçтарăççĕ Линăна.
— Ачуна ил те паянах кай, — ăс парать Сережа.
— Хăратăп, Сережа. Вăл авиаци институчĕ, ачам, шăли-вали япала мар. Пĕр лекци сиктертĕн — пĕтрĕ, хура вăрманта аташса юлтăн. Вĕренес-тĕк вĕренес пулать, çапла.
— Тĕрĕс. Анчах вĕренме пăрахни пысăк йăнăш.
Саррине ӳкĕте кĕртрĕмĕр-кĕртрĕмĕрех. Тепĕр кунне ачипех ăсатрăмăр ăна вĕренме.
23
Майпа июнĕн çуррисенче вĕри çатма çинчи пек ăшалантăмăр. Сывлама вăхăт çук. Вĕçевçĕсен шкулĕнче теорипе тĕрĕслев ирттерчĕç, вара аэродрома куçрăмăр. Техникумра та экзаменсем пăркаларĕç кăна. Тем чул йывăр пулин те, çиеле ишсе тухрăмăр, пире фельдшер ятне пачĕç. Чи пахи вăл — института кайма çул уçăлни. Акă мĕн савăнтарать. Тухтăра тухас самант çав тери çывăх. Телей-ĕмĕр çутă çăлтăр евĕр ялтăрать. Тепĕр ăстрăм вăй пухса ялт! сикмелле те çăлтăрăмăра ярса тытмалла. Ăна тума пире текех ним те чарса тăма пултараймасть. Пĕлӳ çук-и пирĕн института кĕмелĕх? Çу вăрăм! Хатĕрленĕпĕр-ха, татах вăй хурса.
— Оля! — тетĕп, ăна ыталаса, — тата ултă çултан тухтăр пулса таврăнатпăр.
— Миçемĕш çулта тухтăра тухатпăр-ха эпир, Талюна? — ыйтать Оля.
— Шутла. Кăçал пин те тăхăрçĕр хĕрĕх пĕрремĕшĕ. Килес çул — хĕрĕх иккĕ, хĕрĕх виççĕ... хĕрĕх çиччĕмĕш çул эпир тăван яла тухтăр пулса таврăнатпăр.
— Ялйыш тĕлĕнет вара! — сăмах хушать Оля савăнса.
— Эпĕ хам ĕçленĕ больницăна каятăп. Унтан вăрă-хурах пек тухса тартăм-çке. Хам çинчен намăса сирмелле. Пĕрер çул ĕçлесен, Саратов хулине кайса килетĕп. Ырă кăмăллă хĕрарăма — Елĕна Михайловнăна — шыраса тупатăп та пуç таятăп ун умĕнче. «Эпĕ тухтăр», — теетĕп. Тен, вăл чирлĕ. Ăна сыватма хам ĕçлекен больницăна илсе килĕп. Хирĕçлемĕ. Вăл пурпĕрех пĕччен пурăнать.
Хамăр документсене эпир Анюк патне ятăмăр. Вăл, институт заявленисем илме тытăнсанах, пирĕн документсене кайса парать. Анюк хуланах юлать. Больницăра ĕçлеме вырăн тупнă. Пурнăç ăнăçлă пырать-ха ун, медицина сестри ятне илни çинчен ĕнентерӳ хучĕ пур, тата вăл больницăра сахал ĕçлемен. Часах тĕл пулатпăр. Самолетпа вĕçме вĕренни пирки хут илетпĕр те тухса каятпăр. Ленинградра та вĕçевçĕсен шкулне — аэроклуба çӳрĕпĕр. Унта самолечĕсем те лайăхраххисем пулĕ.
Аэродром... Темиçе хут та сывлăшра пултăм эпĕ, анчах шав инструкторпа. Малтан самолета вăл тытса пычĕ. Унăн аллисене, приборсене куç илмесĕр сăнарăм. Унтан инструкторпа улшăнтăмăр, эпĕ летчик вырăнĕнче. Паян ман пĕччен вĕçмелле.
— Хăрамастăн-и? — ыйтать Оля.
— Хăранине туймастăп.
— Çирĕп пул, Талюна! Летчик вăл — хăюллă этем, — хавхалантарать Сережа.
Эпĕ, самолетран тухса ӳкесрен, пукан çумне пиçиххипе йăлмакланса ларатăп. Куçлăх тăхăнтăм. Кĕтетĕп. Ĕнтĕ команда пулчĕ, вĕçмелле! Çĕклентĕм сывлăша! Пулчĕ. Приборсене сăнатăп. Пурте йĕркеллĕ. Çӳлерех, çӳлерех хăпармалла. Çĕкленетĕп. Шкала çине пăха-пăха илетĕп: аллă метр, утмăл, çитмĕл, унтан — çĕр, çĕр çирĕм... Çĕр аллă метр! Çитет. Кунтан çӳлерех çĕкленме хушман. Çак çӳллĕшĕнче ярăнса çӳретĕп.
Куçсем уйрăлмаççĕ приборсенчен. Вĕçев ăнăçлă пынине вĕсем çине пăхсан çеç чухлатăн. Тата вĕсем малалла мĕн тумаллине кăтартса пыраççĕ. Сехет йĕпписем мана юнаççĕ, хĕрĕх минут сывлăшра вĕçетĕн, анма вăхăт теççĕ. Атя, тусăм, çĕр çумне йăпшăнар! Аэродром çинелле çул тытатăп. Авă, аэродром çинчи тикĕс çул.
Тăррс! перĕнчĕç самолет кустăрмисем çĕре, çĕр çумĕпе чупрĕ самолет. Хам самант та тимлĕхе çухатмастăп. Çунатсем енчен енне ан тайăлччăр, тӳрĕ пулччăр. Чарăнчĕ. Кабинăран сиксе анатăп та, Сережа инструктор умне яш! тăрса, вĕçев мĕнле иртни çинчен калатăп.
— Маттур, Талюна! Питĕ аван! — тет Сережа. Мана пурте саламлаççĕ. Эпĕ чунтан савăнатăп.
Ольăн черет. Ăна та хавхалантарма тытăнчĕç.
— Ним те ан хăра, — тетĕп тантăшăма.
Кăнтăрла çитиччен Оля вĕçевне сăнарăмăр.
— Пурте аван, — тет инструктор Ольăна, вĕçеврен таврăнсан. — Анчах самолета кăшт хӳре çине лартрăн.
Инструктор ӳлĕм самолета çĕре антарнă чух мĕн-мĕн тумаллине тепĕр хут ăнлантарать.
24
Оля магазина кĕрсе тухасшăн. Çынсене хирĕç алăкран хĕсĕнсе кĕретпĕр. Тăхтама хал çитмест, васкамалла. Шăп çакăнта пĕр çын алăран ярса тытрĕ. Ах, тарăхса кайрăм.
— Мĕн ашкăнан эсĕ?
«Çпиркка, пăх-ха, ак çакă вăл эпĕ шыракан хĕр!» — тенине илтетĕп.
Куçа чăлт-чалт выляткаларăм. Тур çырлах! Умра симĕс карттуслă çар çынни тăра парать. Ун хыçĕнче тепĕр çамрăк, вăл, путех, — Çпиркка-тăр. Симĕс карттусли сăнĕнчен пăхсан палланă этем пекех туйăнчĕ. Камччĕ-ха ку? Анчах тĕлĕрсе тăма вăхăт мар. Те вăтаннипе, те хăранипе, чухлаймастăп, Ольăна каялла тухма хушрăм. Вăл ăнланмасăр аптраса тăрать. Хам çак пограничник аллинчен вĕçерĕнесшĕн тăрмашатăп. Алăк умне халăх пуçтарăнчĕ. Ятлаçаççĕ кĕме-тухма чăрмантарнăшăн.
Аранах урама талпăнса тухрăмăр тăватсăмăр та.
— Ах, таркăн хĕр, — тăрăхлама тытăнчĕ салтак манран. — Ан та турткалаш, пурпĕрех çăлăнаймăн тек ман алăран. Хăçанччен шырарăм?
Хăйса чăрр! пăхрăм ун çине самант. Пăхрăм та, çавăнтах ăша çулăм кĕрсе ӳкрĕ. Чĕрем кăлт! кăлт! тапса илчĕ. Унăн шăлĕсем мĕнле! Çиппе тирнĕ ахахланă шурă шăрçа. Карттус сăмси айĕнче чакăр куçсем шыв тумламĕ пек çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Сарă çӳç пайăркисем симĕс карттус кăшăлĕ çинче ука евĕр курăнаççĕ. Тупата, кунтан чипер каччă тĕнчере урăх çуках.
Салтак мана тыткăчран вĕçертрĕ. Тур çырлах, мĕн амакĕ? Урасем çĕре тымар янăнах тăп тăраççĕ. Эпĕ ниçталла та тапранмастăп. Мĕне пĕлтерет ку?
Шухăшсем, асаилӳсем пуçăмра çиçĕмле хăвăртлăхпа мĕлтлетеççĕ, таçта та çитсе перĕнтĕм. Чим, асăмра аякри кунсем йăлтăрр çуталчĕç... Чугун çул хĕрринчи ялхуçалăх техникумĕ. Студентсен вечерĕнчен общежитие таврăнаттăмăр хĕрсемпе. Пире аслă курссенче вĕренекен çамрăксем хуса çитрĕç. Вĕсенчен пĕри, аллине ман хулпуççи çине хурса, çапла каларĕ: «Акă манăн арăм пуласси!» Сасси халĕ те хăлхара: «...манăн арăм пуласси!». Çук, урăх нихăçан та, никамран та илтмен. Ку сăмахсене мана студентсен поэчĕ Ким Шуруков каланăччĕ. Акă хăçан тĕл пултăмăр çынпа. Питĕм-куçăм ун чухнехи пекех пĕçертсе тĕлкĕшме тытăнчĕ. Вăтаннипе пуçа чикрĕм. Мĕншĕн шыранă-ха вăл мана? Мĕншĕн? Халĕ тупрĕ. Малалла мĕн? Авланать-и? Качча илет-и? Юратать-ши вăл мана? Эпĕ? Мĕн ыйтмалли пур? Çар çыннисене хĕрсем юратаççĕ. Эпĕ мĕнтен кая? Çитменнине, вăл хитре. Малтанхинчен шутласан, нумăй чиперленнĕ. Ун чух эпир ача пулнă çав. Халĕ çитрĕмĕр пулас пиçсе. Çар тумĕ ăна калама çук илемлĕ сăн парать, Çитменнине тата, вăл — пограничник. Тăван çĕршыв чиккине сыхлама кашнинех шанса памаççĕ. Чи пултаруллисем çеç тивĕçлĕ унта тăма. Ку вара этеме чыс, илем кӳрет.
Пограничник каллех алăран тытрĕ. Ăшшан ыйтать хăй:
— Мĕншĕн тарчĕ-ши пике техникумран, пире тăлăха хăварсах?
— Астумастăп. Путех, каччăсем пăхман-тăр.
— Суя, — кулкалать пограничник. — Эпĕ нăрăлла пат! пырса перĕннĕччĕ. Анчах хам çине пăхман хĕвеле пăхтарма ĕлкĕреймерĕм. Вара кайран тупма сăмах патăм.
— Ытлашши хăюллă пек туйăнмасть-и? — тетĕп.
— Килĕшмест-и, е сăлтавĕ пур чăрмантараканни? Качча кайнă-и?
— Ĕç унта çеç-ши?
— Е килĕшместĕп?
— Сăвăçсене шанма хĕн.
Сăмахсем кăшт урлăрах выртрĕç. Чĕрре кĕресрен шикленсе-ши, чĕнмесĕр тăракан юлташĕ хушша кĕчĕ.
— Чимĕр-ха, эпир паллашман та вĕт. Эпĕ — Çпиркка, — алă тăсрĕ Ольăна, унтан мана.
— Талюна, — терĕм Оля хыççăн. Пограничникăн та ирĕксĕрех, алă тытса, хăйĕн ятне калама тиврĕ.
— Ким.
Каллех Çпиркка сĕнӳ пачĕ.
— Атьăр кинона каяр!
Оля, мана пăхса, черкке куçне вылятрĕ. Кăмăлăма пĕлесшĕн. Пĕр-пĕрне ăнлантăмăр. Кутăнланса тăрăпăр-и? Çапах та тилмĕрттермеллех ĕнтĕ кăшт. Татах чĕнччĕр. Çавăншăн эпир — хĕр, вĕсем — каччă.
Кино курма юрататăп. Оля та, кино курас тесен, таçта кайма хатĕр. Чĕнччĕрччĕ хăвăртрах. Тӳсем çук пирĕн. Ура тупанĕсем кĕçĕтсе кăна тăраççĕ. Унччен те пулмарĕ, Ким урăх сĕнӳ пачĕ:
— Утар тăватсăмăр та яла, пирĕн пата. Виçмине мана каллех ăсатаççĕ. Кинона тепĕр чух кайăпăр. Шел. Маларах тĕл пулайманни пĕтерчĕ. Куншăн ăраскалăмăр айăплă-и? Кулянмăпăр халь тин. Тупăнни паха. Тек çухалас марччĕ. Акă мĕн.
Пирĕн Ольăпа иксĕмĕрĕн те пуçсем усăнчĕç. Анчах эпир палăртмастпăр, хамăра хаваслă тыткалатнăр пурпĕрех. Ким сĕнĕвĕ пирĕншĕн пурнăçланман япала, сăмаха аяккалла пăрни пек çеç туйăнать. Хĕр пуççăн каччă килне кам пырса кĕтĕр? Çынсем мĕн калĕç?
— Çул тăршшĕпех юмахлăпăр, — тет татах Ким. — Калаçса татăлмаллисем мăй таран. Санă, Талюна, аннепе паллаштарасшăн. Пурнăçра вăл питĕ кирлĕ пулĕ.
Мĕн тумалла? Ман хамăн та çаплипех уйрăлса каяс килмест.
Ким эпир ăçта пурăннине ыйтса пĕлет те пирĕн адреса блокнот çине çырса хурать. Пире пуçтарăнма вахăт парать икĕ сехет хушши. Хăйĕн «Сунтал» журнал редакцине кĕрсе тухмалла сăвă кăтартма.
Кăтартнă вăхăтра пирĕн пӳрт умĕнче тĕл пулма калаçса татăлатпăр.
Кайрĕç пирĕн каччăсем. Пăхса тăрасчĕ вĕсем утнине, анчах пире хĕр чысĕ пăрса, хамăр сукмак çине илсе тухать.
Пирĕн алăра пĕр çыхă ыйту! Муталаннă çип çыххи вăл. Тĕвĕсене мĕнле салтса майласан аван-ши? Иксĕмĕр те чухлаймастпăр.
— Суйрĕç пулсан? — хыпăнса ӳкет Оля.
— Суйман-тăк?
Ман чунăм Ким майлă. Енчен вĕçертсен халĕ ăна, ĕмĕр ӳпкелĕп хама. Паллах, тен, нихăçан та тĕл пулас çук.
— Ку сан юратнă каччă, анчах пулас упăшка мар. Çапла-и? — ыйтать Оля.
— Юратни. Техникумрах эпĕ юратнă ăна.
— Тĕлĕнмелле. Мĕнле ăнланмалла сана? Хăв каланă тăрăх, пулас упăшка хура сăн-питлĕ. Çанçурăмĕ сарлака, улăпăнни пек. Вăйлă. Ку — сарăскер.
— Ах, Оля, Ольăçăм. Лешĕ вăл ĕмĕтре. Вуланă кĕнекесем тăрăх ӳкерчĕкленĕскер. Пурнăçра вăл пачах сарă иккен. Асту-ха, çанçурăмĕ, кăкăрĕ мĕнлерех! Улăппа танлашмĕ-и? Вăйсăр-и вăл? Унăн çирĕп аллисем, шанатăп, маншăн — сăпка. Вăл эпĕ курнă çынсенчен чи вăйли. Çавăнпа — пограничник. Илсен, пĕр хирĕçлемесĕр качча тухатăп.
— Çарта-çке вăл, — хушса хурать Оля.
— Таврăнать.
Чылайччен сӳтсе яврăмăр яла каяс пирки. Юлашкинчен çапла сăмах вĕçлерĕмĕр: хамăра йĕркеллĕ тытсан, пире никам та тивес çук. Эпир иккĕн. Ниçта та уйрăлмăпăр.
Каятпăр.
25
Хуларан эпир каçкӳлĕм тухрăмăр. Машинăсем, лавсем хуса çитсе иртеççĕ. Çук, нихăшне те чармастпăр. Пирĕнтен пĕри те ларса кайма шутламасть. Хĕрпе каччă... Мăшăрăн утма мĕн тери ырă! Уйрăмах çумра чун юратни пырсан. Утатпăр. Пирĕн сукмак вăрман тăрăхĕсем вытĕр тухать, уй-уй урлă каçать. Ешĕл йывăç тураттисем хушшинче шăпчăк çăплах тем кĕвĕлесе юрлать. Ырă сун-ха сăвнисене, кайăкăм. Таçтан сарăлса выртакан хирте те путене такампа ăмăртса юрлать; пĕтпĕлтĕк... пĕтпĕлтĕк... Ман хамăн та паян чунăм юрри тĕнче пек аслă, хăватлă, илĕртӳллĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...