Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. ТанатаБВК 84 Чув 7-4 У 99
Уяр Ф. Е. Шурча таврашĕнче. 2 кĕнекеллĕ роман. 1-мĕш кĕнеке. Таната. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. — 359 с. «Таната» романри ĕçсем Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕнче паллă йĕр хăварнă пысăк пăлхав умĕн Шупашкарпа тури чăваш ялĕсенче пулса иртеçсĕ. (Чăвашсемпе мари хресченĕсем 1841-1942 çулсенче патша чиновникĕсене хирĕç çĕкленнĕ пăлхав историе Шурча вăрçи ятпа кĕрсе юлнă.) Писатель халăх пурнăçне, йăли-йĕркисене аван пĕлет. Ытарайми илемлĕ те сăнарлă чĕлхепе пăри çырнă роман чăваш литературинчи чи лайăх произведенисенчен пĕри шутланать. ЙĕрсемС(Чув) Е79
Анатолий Ерусланов Тутар республикинче çуралса ӳснĕ. Малтанхи очеркĕсемпе калавĕсем ун Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» (каярах «Ленин ялавĕ») хаçатра çапăннă. Юлашки çулсенче А. Ерусланов ятне «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче курма пулать. 1963 çулта ун Чăваш кĕнеке издательствинче «Çичĕçуллăх çыннисем» серипе очерксем пичетленсе тухнă. А. Ерусланов хальхи пурнăç çинчен çырать. Çак кĕнекери калавĕсенче вăл шăпах паянхи çынсене сăнласа пама тăрăшнă та ĕнтĕ. ХусанК 60 Хусан: Повесть, калавсем, сăвăсем. — Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 1983. — 176 с. Кĕнекене В.Н. Юдин пухса хатĕрленĕ.
Хусанти чăваш çыравçисен секцийĕ нумайранпа ĕçлет. Секци вăхăтран вăхăт «Хусан» ятлă альманах кăларса тăрать. Авторсем хăйсен произведенийĕсенче совет çыннисен ĕçне-хĕлне, вĕсен ырă ĕмĕтне, кăмăлне çутатса пама тăрăшаççĕ. Кĕнекере тăванла тутар çыравçисен калавĕсемпе сăввисем те пур. Авăн уйăхĕББК 84 Чув 7—5 Т 30
Теветкел Н. А. Авăн уйăхĕ: Сăвăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 143 с. Автор кĕнекери сăвăсенче паянхи пурнăç тавракурăмне уçса парать. Çав пурнăç çĕнелсех пырать, вулакан чун-чĕринче çунатлă ĕмĕтсем вăратать. Юратура та, кĕрешӳре те чи малтан хăвăн этем пулмалла тесе евитлет автор вулакана. Хуркайăк çулĕББК 84. Чув 7—5 А 90
Асамат С.В. Хуркайăк çулĕ. Сăвăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1986. — 47 с. 1000 экз.
Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине автор тăван тавралăх, Тăван çĕршыв темипе çырнă сăвăсем кĕртнĕ. Вĕсене вуласан, пирĕн куç умне паянхи хастар çамрăк çын сăнарĕ тухса тăрать. Лирикăлла геройăн савăнăçĕ, хуйхи-суйхи, ĕмĕчĕ-шухăшĕ, таса туйăмлă юратăвĕ вулакана çывăх.
(с) Чăваш кĕнеке издательстви, 1986 ç. Йышăнман сăмахсемББК 84 Чув 7-5 М29
(c) Чăваш кĕнеке издательстви, 1991 ç. ТутимĕрС(Чув.)2 У 89
Ухсай Я. Г. Тудимер. Трагедия. Второе иадание. На чувашском языке. Чебоксары. Чувашское книжное издателыство, 1975. 288 с.
Трагедия «Тудимер» являетея одним из лучишх творений народного поэта Чувашии, лауреата Государственной премии РСФСР Якова Ухсая. Она знакомит читателя с героическими страницами борьбы чувашского народа за свое социальное и национальное освобождение, правдиво и художественно убедительно рассказывает об участии чуваш в крестьянской войне под водительством Е. Пугачева. В центре повествования находитсч образ чувашского атамана Тудимера, соратника и сподвижника Салавата Юлаева. В произведении талантливо показаны жизнь и быт, нравы и обычаи чувашского народа в последней трети XVIII столетия. Ылтăн вăчăраББК. Чув 7-4 А 23
Леонид Агаков. Ылтăн вăчăра. Повесть. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1991. — 143 с. Л.Я. Агаковăн (1910—1977) «Ылтăн вăчăра» повеçĕ вулакансем хушшинче анлă сарăлнă. Унта автор совет ачисен иртнĕ вăрçăри паттăрлăхне сăнласа панă.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1991 ç. Тĕлĕнтермĕш юмахсемУДК 821.512.111-93 ББК 34 (2Рос=Чув) 6-4 Т 31
Тĕлĕнтермĕш юмахсем. Юмахçăсем – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкулта вĕренекенсем Г.В.Зотова пухса катĕрленĕ. – Шупашкар, Л.А.Наумов издательстви, 2007. – 152 с. Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Сăкăт Ванькки. Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем... Тĕрлĕ çулхи сăвăсемпе куçарусем, Шупашкар, 2007. «Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...» Сăкăт Ваньккин иккĕмĕш кĕнеки. Пĕрремĕш кĕнеки — «Пурнăç хакĕ» сăвăллă роман. Вăл 2005 çулта уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнăччĕ. «Пурнăç хакĕ» — питĕ курăмлă, пурнăçа питĕ тарăннăн курса, кашни пулăва философилле сĕм парса çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлав. Ахальтен мар ĕнте Сăкăт Ванькки çав кĕнекешĕн Чăвашсен Республикăри Алексей Талвир ячĕллĕ премине илме тивĕç пулчĕ. Сăкăт Ванькки хăйĕн ку кĕнекине тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăвăсене тата куçарусене кĕртнĕ. ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...