Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. Вăрман ачисемББК 84 (3 Чув) 7 А 46
А.Т. Александров. Вӑрман ачисем: Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 72с.
Тăшман тылӗнче пионерсемпе шкул ачисем епле паттӑррӑн кӗрешнине Архип Александров хӑй куҫĕпе курнӑ. Вӑл, вӑрҫӑ вӑхӑтёнче икӗ ҫул хушши партизансен отрядĕнче пулса, тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫамрӑк вулакансем, ҫак кĕнекене вуласа, иртнӗ вӑрҫӑ кунӗсене куҫ умне курӗҫ.
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981 ҫ. Шăплăхри аслатиУДК 821.512.111 ББК 84 (2 рус=Чув) 6-5 П 31
Ишентей Н.П. Шăплăхри аслати. — Цивильский издательский дом, 2009. — 144 с.
Ишентей Николай Петрович — член Союза писателей России, лауреат республиканской премии им. М. Сеспеля, автор многих стихов и поэм. Известен как поэт и публицист, прозаик и сказочник. В новый сборник вошли три поэмы на русском и чувашском языках. Кушкă ачиС(Чув)2 П 29
Тихăн Петĕркки. Кушкă ачи: повеç. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1971. — 168 с.
Илемлĕ-çке Кушкă çĕрĕ-шывĕ! Ялĕ лапăра ларать, ăна икĕ енчен тусем хÿтĕленĕ, тепĕр енчен Канна шывĕ çавăрса илнĕ. Ялăн сылтăм енче — Пыллăх вăрманĕ, тепĕр енче — Аслă улăх. Çуркунне Кушкă ачисем Тĕпек çеремлĕхне путек-сурăх çитерме тухаççĕ. Çулла Кăнна шывĕнче ача-пăча шапăлтатать. Ял варрине, Хрестума, çамрăксем вăйă калама пуçтарăнаççĕ... Çак илемлĕ çĕршывра, Кушкă ялĕнче, çуралса ӳснĕ ĕнтĕ чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ — Иван Яковлевич Яковлев. Кĕнеке авторĕ Тихăн Петĕркки те Кушкă ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Çавăнпа та-ши кĕнекери сăнарсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ. «Кушкă ачи» — писатель çырма палăртпă произведенийĕн пĕрремĕш пайĕ. Хаклă вулакансем! Çак кĕнеке пирки хăвăрăн шухăш-кăмăлăрсене çак адреспа çырса пĕлтерме ыйтатпăр: гор. Чебоксары, проспект Ленина, дом 4, Чуващкнигоиздат, редакция детской литературы.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1971 Хурапа шурăББК 84 Чув Э 45
Пичете Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи «Хисеп Палли» орденлă чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институчĕн Аслăлăх канашĕ çирĕплетнĕ
Пухса йĕркелекенĕ, ум сăмахĕпе асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г. Родионов
С. В. Элкер. Хурапа шурă. Тĕрлĕ вăхăтра çырнисем. Проза, поэзи, аса илӳсем, кун кĕнекинчен, çырусем, хаклавсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. — 447 с.
Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер (1894—1966) хăй вăхăтĕнче хурапа шурра чылай тӳссе курнă. Унăн хăш-пĕр произведенийĕсене пăсса е кĕскетсе пичетленĕ, поэт архивĕнче халиччен кун çути курман хайлавсем те чылай. Çак кĕнекери произведенисем тĕпрен илсен С.Элкерĕн çырнисен пуххине кĕмен. Вĕсене вуланă май куç умне иртнĕ самана туллин те чăррĕн тухса тăрать.
РедакциренÇак кĕнекери хайлавсем, çырусемпе куллен çырса пынисем С. Элкерĕн пилĕк томпа тухнă çырнисен пуххине (Шупашкар, 1960—1964 çç.) кĕмен. Кунта çав пухăра пичетленнĕ «Хурапа шурă» повеçĕн тулли вариантне кĕртнĕ. Кăларăмра ум сăмах, текстсем тата асăрхаттарусем пур. Текстсене жанрне тата çырнă вăхăтне кура вырнаçтарма тăрăшнă. Хăш вăхăтра çырни паллă пулсан текст вĕçне çырнă çулĕсене лартса кăтартнă. С. Элкер çырнă çулсенче орфографи правилисем темиçе хут та улшăннă. Кĕнекере çав вăхăт сĕмĕ вырăнăн-вырăнăн палăрать. Хăш-пĕр сăмахсене, вăл шутра вырăнти калаçурисене те, автор çырнă пекех хăварма тăрăшнă. Вырăсла çырнисенче чăвашларах шухăшласа каланă вырăнсем те, стиль шăйрăкĕсем те çук мар. Вĕсене çаплипех хăварса вуланă чухне шута илме ыйтатпăр. Кĕнекене хатĕрлекенсем кĕскетнĕ вырăнсене кĕтеслĕ скобкăпа [...] кăтартнă. Текст малтанласа хăçан тата ăçта пичетленни, ăçта упранни çинчен асăрхаттарусен пайĕнче вуласа пĕлме пулать. Ăнланма йывăртарах сăмахсене е паллах мар ят-хушамата та çав пайрах ăнлантарнă. Автор асăрхаттарăвĕсене страницăсен айĕсене вырнаçтарнă. Çил-тăвăлП 29
Тихăн Петĕркки. Çил-тăвăл: Наукăллă-фантастикăллă повеç. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1967. — 116 с.
Чăваш кĕнеке издательстви, 1967 Хĕн-хур айĕнчеББК 84 Чув 7-5 Э 53
Эльгер С.В. Хĕн-хур айĕнче. — Сăвăласа çырна повесть.— Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. — 192 с.
Ку кĕнекене автор хăй пурăннă чухне тунă хăш-пĕр тӳрлетӳсене те кĕртнĕ.
ISBN 5-7670-0597-4
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1993 Хĕрес хывнă хĕвелУДК 821.512.111 ББК 84 (2Рос=Чув) 6-4 Г 68
Гордеев Д.В. Хĕрес хывнă хĕвел: Роман, повеçсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2008. — 415 с.
Кĕнекене пĕр романпа икĕ повесть кĕртнĕ. Вĕсене пĕр тема пĕрлештерсе тăрать. Самана улшăннă май çынсен пурнăç йĕрки те урăхланать. Ырăпа усал кĕрешĕвĕнче усалли маларах пырать. Пасар саккунĕ çула çитнисене те, çамрăк ăрăва та суяпа ултав айне тăвать. Çапах та произведенисен тĕп персонажĕсем çынлăхпа чунлăха сутас марччĕ тесе пурăнаççĕ. Произведенисен сожечĕсем хивре, чĕлхи сăнарлă.
ISBN 978-7670-1581-8 © Д.В.Гордеев, 2008 © Чăваш кĕнеке издательстви, 2008 Пĕчĕк патшалăхББК 84 (2 Рос=Чув) 6-4 УДК 821.512.111 Е 62 Енĕш В.Г. Чи пĕчĕк патшалăх: Повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. — 287 с. Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çав республикăн Ф. Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Виталий Енĕш çырнă çак кĕнекери повеçсемпе калавсене чăваш вулаканĕсем çеç мар, аслă çĕршывăмăрăн ытти халăхсен вулаканĕсем те пĕлеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем хăй вăхăтĕнче Саратоври «Волга» журналта, Мускаври «Литературная Россия» хаçатра, Минскри «Братэрство» альманахра кун çути курнă; çавăн пекех вĕсене тутар, пушкăрт, çармăс, мăкшă-ирçе, ар (удмурт), бурят, казах, украин тата ытти чĕлхесене куçарса кăларнă. Çыравçă хайлавĕсенче иртнĕ ĕмĕр сассийĕ те лайăх илтĕнет, паянхи кăткăс пурнăçăн ӳкерчĕкĕсем те куç умне тухса тăраççĕ.
ISBN 978-5-7670-1649-6 © Енĕш В.Г., 2009 © Чăваш кĕнеке издательстви, 2009 Атте пилĕУДК 821.512.111-93 ББК 84 (2Рос«Чув) — 4 М12
Мышкина А.Ф. Атте пилĕ: Повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. — 159 с. Альбина Мышкина хăйĕн хайлавĕсенче паянхи çамрăксен кăмăл-туйăмне, шухăш-ĕмĕтне туллин уçса парать. Пурнăçри юратупа вилĕм, ултавпа курайманлăх, укçа-тенкĕ тыткăнне çакланнă яшсемпе хĕрсене чĕрери ĕненӳ малалла талпăнма хăват панине витĕмлĕн кăтартать. «...Вăхăт çитсессĕн нумайăшĕ пулĕ. Пĕчченлĕх тунсăхĕ. Амăшлăх телейĕ... Пурте пуян. Анчах ырату чĕререн сирĕлмĕ. Çак ырату çапса ярсассăн çĕкленме, ӳксессĕн тăма пулăшĕ. Çухату чуна хытарĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, пуçа пĕкмесĕр утма вĕрентĕ. Çакă пурте малашне пулĕ...» çырать автор тĕп сăнар пирки «Атте пилĕ» повеçре.
ISBN 5-7670-1377-2 © Мышкина А.Ф., 2004 © Чăваш кĕнеке издательстви, 2004 Юманлăхра çапла пулнăУДК 821.512.111-93 ББК 84 (2 Рос=Чув)-4 А 23 Агаков Л.Я. Юманлăхра çапла пулнă: Приключениллĕ повесть. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. — 319 с.
Леонид Яковлевич Агаков (1910-1977) çырнă «Юманлăхра çапла пулнă» приключениялĕ повеçри ĕçсем чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Произведенири тĕп герой — Илюк. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунă. Кил хуçисĕр тăрса юлнă çемьере йывăр пулин те тирпейлĕ, тăпăл-тăпăл пурăнаççĕ вун тăватă çулхи Илюкпа амăшĕ. Матвие киле кĕртсен тĕпрен улшăнать ачан пурнăçĕ. Илюк килтен мĕнле тухса тарни, вăрă-хурах ушкăнне лекни, преступлени çулĕ çине тăни, унтан епле хăтăлса пурнăç çине çĕнĕлле пăхма пуçлани çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă автор. Ку повесть пурнăç çулĕ çине тăракан çамрăксене чăнлăхпа чее ултава уйăрма, çĕршывшăн усăллă çынсем пулма вĕрентет.
ISBN 5-7670-1337-3 © Чăваш кĕнеке издательстви, 2004 ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...