1965


Хĕллехи хевте


Г.Х.

Пĕр-ик эрне иртет аран-аран,

Вăй-хал илме кăна тытăнкалатăп, —

Ангина-грипп çапать каллех пуçран,

Каллех пашка-пашка кăна выртатăп.

Сĕтел çинчи тетрадь-кăранташа

Каллех эрне ытла эп тытаймастăп:

Чĕре кăкне лăскан чĕр шухăша

Çунат парса çула ăсатаймастăп!

Çуратнă халăхпа Тăван çĕршыв

Ӳпкев тăваççĕ пек, куçран пăхуçăн —

Çавна туйма асап-çке çамрăк пуçăн...

Тус-тантăшсем! Ман сирĕн пек ыр-сыв

Пуласчĕ те... ĕçлесчĕ ывăнмасăр,

Ура лартакансем çине пăхмасăр!

 

1956-1965

Саватăп эпĕ август уйăхне...


Ç.Элкере

Саватăп эпĕ август уйăхне, —

Ун капăр илемне,

Ун тулăхне.

Саватăп сарăхма тытăнайман

Вăй-хал тапса тăран йывăçсене;

Сад пахчисен кĕрен сăнне саватăп!

Вĕсен сĕткенлĕхне юрра хыватăп.

 

Саватăп эпĕ август уйăхне, —

Ун капăр илемне,

Ун тулăхне.

Саватăп сарлака улăхсенче

Ыйха кайса ларан капансене,

Сенкер тӳпен чаршавĕ айĕнче

Хирсем хуллен сар хум кустарнине.

Комбайнсен кĕрне-шавне саватăп?

Вĕсен хастарлăхне юрра хыватăп.

 

Саватăп эпĕ август уйăхне, —

Ун капăр илемне,

Ун тулăхне.

Саватăп кун-каçах ян-янракан

Анкартисен хĕрӳ симфонине.

Вăл, шăплăха сирсе, таçтан-таçтан,

Ял çийĕн те уй çийĕн кумнине.

Янташăмсен вăр-варлăхне саватăп!

Çĕн тыррăн хăватне юрра хыватăп.

 

Саватăп элĕ август уйахне, —

Ун илемне!

Ун тулăхне!

Ун юррине!

 

1963-1965