Çăка хăвăлĕнче ларсах арăслана чĕрĕлле тытрăм
Эсир пĕри те арăслан курман. Вăл мĕнлине эсир кĕнекесем тăрăх çеç пĕлетĕр. Анчах арăслансене кĕнекесем çинче питех те пĕчĕккĕ туса кăтартаççĕ. Чăннипе вĕсем калама çук пысăк тата питех те вăйлă. Пĕр арăслан икĕ çулти вăкăра çурăмĕ çине çавăрса хурсах çӳлĕ хӳме урлă сиксе каçма пултарать теççĕ. Çавăн пек вăйлă пулсан та, эпĕ ăна тытса курнă.
Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн таврара арăслансем çук. Вĕсем ăшă енче çеç пурăнаççĕ. Çавăнпа эсир манран:
— Çтаппан пичче, эсĕ арăслана ăшă енне кайса тытрăн-и? — тесе те ыйтма пултаратăр. Эпĕ ун пек çĕре кайма та шутламан. Çавнашалах пуçра та манăн арăслан тытас шухаш пулан. Çапах та эпĕ ăна тытса куртăм, вăл акă мĕнле пулчĕ.
Пĕр çулхине пирĕн ял çыннисем ращара касса çуракан катка хăмисене станца турттарса тăма Пахчал ялĕнчи Уртиван Кузьмич патне тара кĕрешрĕç. Пĕрре манăн кӳршĕ лашине илсе пĕччен икĕ лавпа катка хами тиесе каймалла пулчĕ.
Станца çитсе лавсене пушатрăм, лашасене утаă парса хам та апатланма лартăм. Унччен те пулмарĕ, пĕтĕм халăх тин çеç çитсе чарăннă поезд патнелле чупрĕ.
— Мĕн пулчĕ-ши капла? Мĕн пирки халăх пăлханса кайрĕ-ха? — тесе вĕсем хыççăн кайрăм.
Сарпике — асамлă тĕнче Патши
Автан виççĕмĕш хут авăтсан Сарпике куçне уçрĕ. Тӳпене çĕкленекен хĕвел кантăкран пăхрĕ, хăйĕн ылтăн пайăркисене пӳлĕм тăрăх сапаларĕ. Пĕр пайăрки хĕр питне те çутатса илчĕ. Килтисем тăрайман-ха. Амăшĕ çеç тĕпелте кăштăртатать, ирхи апат хатĕрлет пулас. Сарпике çав вăхăтра тем асаилчĕ те йăл кулчĕ...
Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм. Куçа чиксен те нимĕскер те курăнмасть. Шикленнипе хĕр унталла-кунталла пăхса илчĕ. Çав вăхăтра алăк майĕпен уçăлчĕ. Сарпике çутă ӳкнĕ еннелле ялт пăхрĕ. Алăкран кĕрекен çутă куçа шартарса ячĕ. Куçне алăпа хпланипех вăл алăк патнелле утрĕ. Такам хăйне ятран чĕннине илтрĕ.
Куçне уçрĕ — ун умĕнче икĕ Урхамах тăрать. Иккĕшĕ те сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар илемлĕ. Пĕри тин çунă юр пек шап-шурă, тепри — хуп-хура. Çутă çинче икĕ лаши те йăлтăртатса тăраççĕ. Вăрăм çилхисене пĕр еннелле тураса якатса хунă. Шурринне чечексемпе тыттарнă. Кĕлеткисем тӳрĕ, яштака. Сарпике умĕнче тапăртатса тăраççĕ, çавăнтах пуçĕсене ухса илеççĕ.
— Эпир сана тахçантанпах кĕтетпĕр, — терĕ Шурă учĕ.
— Мана...
— Çапла. Сарпике, Эсĕ пирĕн Пирĕшти, пирĕн Патша.
Телĕнмелле курăк тупман пулсан, Уссури тайгине те çитейместĕмччĕ, зоологи сачĕ те пулмастчĕ
Пĕр çулхине маншăн калама çук телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ. Виçĕ çул хушши сунара киймсăр пурăннă хыççăн, Ямаш вăрманĕнче тискер кăйăксем пит йышланса çитрĕç: ăçта килнĕ унта куянсем сиккелесе çӳреççĕ, ĕмĕрне çын пырса кĕмен чăтлăхсем тилĕсемпе тулчĕç, тарăн варсенче упасем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çӳреççĕ. Çакна кура ахаль çынсем кăна мар, сунарçăсем те Ямаш вăрманне кайса кĕме хăракан пулчĕç.
Вăрмана кайма мар, хăшĕ-пĕрисем анкарти хыçне те тухма хăрăтчĕç. Тăмвар пуçĕнче пĕр ушкăн упа çӳренине курнă хыççăн, Вĕçкĕн Ваççа тăр кăнтăрлах, хапхисене питĕрсе, кунĕ-кунĕпе пӳртĕнче ларатчĕ. Унтан калаçма тин вĕренекен ачасем те кулма пуçларĕç.
Пурне те паллă, эпĕ нихăçан та, нимĕнле тискер кайăкран та хăраман. Упасене кăна мар, Ямаш вăрманне килсе пурăнма пуçланă арăслана та чĕрĕллех тытса таврăннăччĕ-ха тесе, пĕр ирпе Ямаш вăрманне сунара тухса утрăм.
Ман телее, вăл кун уяр пулчĕ. Хĕвел, Ямаш вăрманĕ тăррине хăпарса çитсенех, кĕрхи пылчăка пĕр самтрах типетсе лартрĕ. Çапла эпĕ вăрмана часах çитрĕм, упасем тытас шутпа тӳрех Уçтук варĕ патнелле утрăм.
Уçтук варĕ тĕлĕнмелле чăнкă та тарăн вар. Çӳлтен пăхсан, унăн тĕпĕ те курăнмасть. Икĕ çыранĕ тăршшĕпе пӳрт пек пысăк чулсем кăнтарса выртаççĕ. Çав чулсем айĕнче тĕпсакай пек тĕттĕм шăтăксем пур, вĕсенче упасем йышлă пурăнаççĕ.
Арăслан мĕншĕн вăрман патши
Ĕлĕк-авал мулкачсем вăйлă пулнă тет, мĕн пур чĕр чуна хăратса тăнă тет. Арăслан та унран хăранă тет. Пĕррехинче арăслан йывăç айĕнче ларать, çавăнта мулкач пырса тухать. Хăй вăйне кăтартасшăн пулса мулкач арăслан патне пырса тĕккеленме пуçларĕ тет. Арăслан хăра-хăра айккинелле пăрăнать, мулкач татах тĕрткеленет, арăслан шыв хĕррине çитсе тăчĕ, мулкач татах тĕккелет, арăслан пуçне пăрчĕ те мулкач шыва кĕрсе ӳкрĕ. Леш шыва кĕрсе ӳксен пĕтĕм чĕр чун мулкачран кулма пуçланă, мулкача хăравçă теме пуçланă. Мулкача çĕнтернĕшĕн арăслана вăрман патши туса хунă. Çавăнтанпа арăслан вăйланса кайнă, мулкач кашни чĕр чунтан хăрама пуçланă, йывăç хуçăлнă сасса илтсен те тарса çухалать тет. Çавăнтанпа арăслан — вăрман патши.
Лева — арăслан
Лева Иванов гороскоп тăрăх арăслан. Çак тискер чĕрчун хуçаланма юратать, хăйĕн çулĕ çине тăракана тӳсме пултараймасть, яланах малта пуласшăн. Хăш-пĕр чухне арăслан наянланма кăмăллать. Вара кунĕпех çывăрать, тĕмсем айне кĕрсе выртсан йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те пĕлмест, интересленмест те. Хăйĕн тăрăх шăши-каюра, мулкач-тилĕ сиксе çӳренине те сисмест. Канлĕ пурнăçшăн антăхсах каять, анчах хăй пĕртте ĕçлесшĕн мар, çын ĕçĕпе ырă курса пурăнма хăнăхнă.
Пĕррехинче Лева гороскоп кĕнекине вуласа хăй арăслан пулнине пĕлчĕ те самаях тĕлĕнчĕ. Ăна ятне те арăслан пек хастар пултăр тесе панă-мĕн. Лева нихăçан та чапшăн çунман, укçашăн антăхман, наянланса та выртман. Хуçаланма та юратмасть вăл. Çак йăваш та ырă кăмăллă ача амăшне итлет, ăна яланах пулăшма тăрăшать, шыв кӳрет, сарайран тислĕк кăларать, пахчара тар тăкать, ашшĕпе пĕрле кĕтӳре те çӳрет.
Гороскопа вуласа тухсан ача шухăша кайрĕ. Хăш-пĕр чухне ăна тус-тантăшĕсем кӳрентерни те пулать. Тен, чăн та, арăслан пулса пăхмалла, ун чухне ăна никам та çиллентерме хăяймĕ!
Çапла шухăшласа илчĕ çеç ача — хăйĕнче вăй-хăват хушăннине туйрĕ. Хăй те сисмерĕ — умĕнче утса пыракан Никитăна ура хурса такăнтарчĕ.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...