Суран


Амăшĕпе ывăлĕ


Çапăçу хирне ăсатрĕ амăш ывăлне.

Çĕнтерсе килме пиллерĕ паттăр çарпуçне:

 

«Турăпа пĕрле ялан пул. Вăл сыхлатăрах.

Çĕнтерӳпеле эс таврăн, ывлăм, хăвăртрах...»

 

Çĕршыва сыхлама кайрĕç паттăр ывăлсем,

Вĕсене килте кĕтеççĕ ватă амăшсем.

 

Тăшмана çапса аркатрĕç юнлă вăрçăра,

Çарпуçне çĕмрен амантрĕ пĕр çапăçура.

 

Амашне часах пĕлтерчĕç нукерсем çакна,

«Эс пехил пани пит кирлĕ», — терĕçĕ ăна.

 

Ăмăрткайак пулса вĕçрĕ амăш ун патне,

Куççульпе çуса тасатрĕ ывлĕн суранне.

 

Çавăнтах суран ӳт илчĕ, сиплĕ вăй тупса,

Ывлĕ амăшне тав турĕ, сывалса тăрса.

 

...Амăшне паян мухтатăп хамăн сăвăра,

Ывалне телей сунатăп çакă пурнăçра.

 

03.05.2007.

Кукаçи


Кукаçие — Симулин Василий Васильевича асăнса

 

Эп пулнă пиллĕкре, кăшт астăватăп,

Ман кукаçи выртатчĕ вырăнпа.

Вăл çитмĕлтеччĕ — ку ачашăн ватă,

Пĕрмай асапланатчĕ суранпа.

 

Тăрса ларса вăраххăн ӳсĕретчĕ,

Хаш-хаш сывлатчĕ пĕтĕм кăкăрпа.

Хул пуççине кăлт-калт вăл сиктеретчĕ

Хăйне пит сывламашкăн йывăрпа.

 

«Хăшсен ав нуши пĕтнĕ, вилсе юлнă,

Шел пулнă-ши-ха маншăн пĕр пульли?

Пĕри çеç ăнсăртран лекмелле пулнă —

Пулмастчĕ халĕ асапланмалли».

 

Çакна вăл çăмăлтан пуль каламастчĕ,

Юхатчĕ пĕр ури ун пӳрленсе.

Суран çинче ялан сип-симĕс маçчĕ,

Анчах нихçан çитместчĕ тӳпенсе.

 

Вăл тухнă виçĕ вăрçă вучĕ урлă,

Мĕн чул выртман пуль сивĕ юр çинче.

Сахал каçман-и юханшыв та шурлăх,

Миçе пăхман пуль вилĕм куçĕнчен.

 

Вăл тăхăр çул хывман хыт кирзă атă,

Канса, тăраниччен пуль çиеймен.

Нихçан манаймăн: Ленинград... Блокада...

Аманнă, Берлина кăшт çитеймен.

Малалла

Чĕре суранĕ


Касрăм çамрăк хурăн вуллине,

Тутанасшăн пултăм сĕткенне.

Куртăм çеç шăрçаллă тумламне —

Аса илтĕм сар хĕр куççульне,

Хуралсах та килчĕç куçăмсем,

Мăштах кайрĕç вăйлă аллăмсем.

Мĕншĕн, — татĕп, — мĕншĕн касрăм-ши,

Йăрăс пĕвне мĕншĕн пăсрăм-ши?..

Сивĕ шывшăн ăш çуннă пулсан,

Ăсса ĕçмеллеччĕ пусăран...

Çыхса ятăм хурăн суранне,

Шăлса илтĕм çутă куççульне,

Титанса пулмарĕ сĕткенне.

Суранлатрăм хамăн чĕрене.

Витĕр çил çинчи çутра


Витĕр çил çинчи çурта пулса

Тăрса юлтăм çакă пурнăçра.

Çичĕ ют ылханĕпе тулса

Кăлкан çӳçĕм сайралать пуçра.

 

Мĕн туса эп кĕтĕм çылăха,

Витĕр çил çинчи пурнăçăмра?

Шеллесем, шăпаçăм, тăлăха,

Шеллесем, кĕл тăвап ăшăмра.

 

Эсĕ çеç пилетĕн тĕрĕсне,

Эсĕ ман пĕртен-пĕр кӳнтелен

Тухаясчĕ ĕмĕрĕн вĕçне,

Тухаймасан, пур пĕр, ан çиллен...

 

Витĕр çил çинчи çурта пулса

Çунса пĕтĕп, юлмăп ырана...

Чарăнми йĕретĕп хуçăлса,

Çунтарать куççуль ман сурана.