Чĕрĕп


Йĕпсĕр чĕрĕп


Малтанах чĕрĕпсем те йĕпсĕр пулнă. Хӳтлĕх питĕ кирлĕ пулин те чĕрĕп нимĕн те тăвайман.

Пĕррехинче вăл асамçăпа тĕл пулнă та хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа панă:

— Йĕпсĕр пурăнма çук. Мана тилĕ те тытса çиесшĕн. Мĕн тăвам-ши? Пулăш-ха, тархасшăн. Эпĕ чăрăш йĕпписем çинче те йăванса пăхрăм, вĕсене хамăн çине тирсе те аппалантăм — пур пĕр усси пулмарĕ, — куççульпех макăрнă çавскер.

Асамçă ăна Америкăна кайма хушнă:

— Паллах, çулĕ питĕ инçе. Анчах та унта çитмесĕр йĕплĕ пулаймастăн. Сана Америкăн тĕп хулинче пурăнакан чĕрĕп патши çеç пулăшма пултарать. Ун патне кĕме вара питĕ йывăр. Патшан пысăк хитре керменĕ умĕнче тимĕр картасем пур. Унти пĕрремĕш алăкне уçма санăн йытă пек вĕрсе кăтартмалла. Алăк уçăлсан сан умри йывăçăн пĕр çулçине татса илмелле те унта çырнă ыйту çине хуравламалла. Тупсăмне тĕрĕс пĕлсен малалла çул уçă, — ăнлантарнă асамçă. — Иккĕмĕш алăкĕ эсĕ кашкăр пек уласан уçăлать. Унти çӳллĕ йывăçăн çулçине татса илсе ыйту çине тĕрĕс хуравласан, малалла васка. Виççĕмĕш алăк умĕнче санăн тăмана евĕр ӳлемелле пулĕ. Унти йывăçăн ыйтăвĕ çине те тĕрĕс хурав парсан çеç эсĕ патша патне çитĕн. Ăнăçу сунатăп сана! Телейлĕ çул пултăр!

Малалла

Чĕрĕп инке


Чĕрĕп инке, шăши юс

Темшĕн питĕ шавлаççĕ...

Чее тилĕ, упа тус

Апат кĕтсе лараççĕ.

 

Упа пичче — мăкăрти,

Пыл пек пылак çиесшĕн.

Чее тилĕ — йăпăлти,

Çу пек çуллă çиесшĕн.

 

Ах, çав чĕрĕп пит наян! —

Тилĕ лăпкăн лараймасть.

Хырăм выçрĕ-çке паян, —

Утаман унран юлмасть.

 

Каяр киле, упа тус, —

Вĕткеленет шăши юс. —

Чĕрĕп инке — хыт кукар,

Выçса вилсен тем курар! —

 

Чĕрĕп инке пит вăр-вар

Апат çакса пĕçерет.

— Кăмпа яшки тутлă мар! —

Тилĕ кутăна перет.

 

Чĕрĕп инке йĕкĕлтет,

Вĕлтрен яшки вĕретет.

Вăрттăн кулать: «Тăхтăр!» — тет,

Йĕплĕ хулă хатĕрлет.

Кăмпа


Пĕр çамрăк Чĕреп сукмакпа

Утса пырать салхуллă утăмпа,

Ватти курсан

Часрах ыйтать унран:

«Кума, мĕн пулнă-ха сана?

Хăрушлăх тапăнман-и сывлăхна?»

«Тавах Турра, сывлăхăмпа çӳретĕп,

Чĕнтернĕччĕ Сар Тилĕ — халь килетĕп.»

«Мĕн кирлĕ-ха ăна?»

«Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Эс мĕн вара, леçместĕн-и элле?»

«Ан кул-ха кăлăхах, саккунсене пĕлетĕп,

Тивĕçлине вăхăтĕнче леçетĕп.»

«Апла пулсан мĕн кирлĕ çав Тилле?..

Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Мĕнле кăмпа?

Ăнкараймарăм хам ăспа.»

«Çак сукмакпа çӳренĕшĕн — кăмпа...»

 

Тĕлĕннипе чĕнмерĕ ватă Чĕрĕп,

Пит-куçĕнче юлмарĕ кулă-йĕрĕ.

 

Эп çыртăм юптару,

Эп юптарса каларăм.

Анчах та, ĕненсем,

эп нимĕн те суймарăм.

Саламат


Ашака хуçи ятланă:

— Эсĕ пит кахал, — тесе.

Вăл арăн çеç уткаланă

Сăнаса инçе-инçе.

 

Тарăн шухăша вăл кайнă

Ят тивнишĕн тарăхса.

Шухăшланă ăсчах майлă

Çук ăсне пăлхартарса.

 

Акă, вăрмана çул кĕнĕ

Çĕлен пек авкаланса.

Чĕрĕп тухтăра кĕç чĕннĕ

Кахалскер хавхаланса:

 

— Пулăш-ха мана эс, — тенĕ, —

Хăтăлма наянлăхран.

Чĕрĕп Ашака итленĕ

Приборпа пур кăмăлтан.

 

Кĕç рецепт çырса тыттарнă

Чĕрĕп, суннă сывалма.

— Мĕн-ха патăн? — леш ыйтайнă.

Хурав пулнă: — Саламат.

Чĕрĕп мĕншĕн йĕплĕ?


Вăрманта пĕр чĕрĕп пурăннă тет. Вăл хальхи пек йĕплĕ пулман. Кашкăр-кашаман ăна яланах кӳрентерме тăрăшнă. Мĕскĕн чĕрĕп «тукмак хӳререн» пытанса пĕрмаях шăтăкра ларнă, ниçта та тухса курайман. Кун пек пурăнса вăл йăлăхсах çитнĕ.

Юлашкинчен чĕрĕп асамçăран пулăшу ыйтма шутлать. Унăн çулĕ хирсем, вăрмансем урлă пулнă. Чĕрĕп мĕн пур йывăрлăха, чăрмава чăтса ирттернĕ. Ăна кашкăр та тапăннă, чĕрĕп пур-пĕрех парăнман.

Вăл асамçă патне тепĕр виçĕ çултан çеç çитнĕ. Асамçă ăрăмланă хыççăн чĕрĕп йĕплĕ пулса тăнă. Вăл хăйне пулăшакана тав тунă та килелле утнă. Çакăн хыççăн «йĕплĕ çăмхана» кашкăр та кӳрентереймен, вăл пуринчен те хӳтĕленнĕ.