Шанчăк


«Утмасть никам та аслă шанчăксăр...»


Утмасть никам та аслă шанчăксăр —

Пайтасăр мар вĕт çут тĕнче...

Ăс-пуç кăна вылянтăр канăçсăр,

Тĕллевĕмĕр халь — мал енче,

Малтан мала, юлсан та хапăлсăр,

Пĕрех те халăх хушшинче!

 

Серепене ăс-хакăл парăнмĕ.

Суялăхран пĕрре писсен

Тĕллевсĕр нишлĕсем çеç макăрнă

Ултав серепине лексе —

Эпир, салтак пек, çанă тавăрнă

Çĕршыв вăй панине сиссе.

 

Кунçул урапине чараймăпăр —

Автансăр ялтисем патне

Эпир те, ыттисем те кайăпăр,

Анчах пĕлетпĕр чыс хакне:

Куçран перекене пуç таймăпăр,

Ӳкермĕпĕр чăваш ятне!

 

1973, кăрлач, 8.

Шанчăкăм


Шанчăкăм, шанчăкăм —

Çапса амантнă анчăкăм!

Ан йынăш эс, йĕрле,

Тен, пулăпăр пĕрле.

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Тăван мар çывăх йăмăкăм!

Ан тарăх, ан пăрах,

Ман çумăмра тăрах...

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Ман кăвакарнă карчăкăм!

Шуралчĕ çӳç пĕрле,

Кичем, хура кĕрпе.

Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне...


Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне,

ун тавра çулсерен çаврăнатпăр ырса.

Тен, эпир те çаплах, йыхăрса пĕр-пĕрне

шанчăксен ункине юлнă мар-ши тăрса?

 

Каласам: тен, санпа йăпанни ытлашши?

Кăлăхах дуль мĕнпур хумхану, тертленӳ?

Сивĕнмест-çке пĕрех ырă ĕмĕт ăшши,

ман чунра вăл каллех çуратать ĕненӳ.

 

Çулçăсем тӳпере кайăксем пек сатур

Çаврăнаççĕ кĕрхи çилпеле темĕнччен.

Манăн шухăшсенче яланах эсĕ пур,

калаçатăп санпа çăлтăрсем сӳниччен.

 

Кăмăл кăкшăмĕ пурпĕр тулмасть, ăш канмасть —

сан киммӳ каçсерен кӳлĕ урлă каçмасть.