2015 ҫул Чӑваш халӑх сайчӗшӗн пӗр енчен йывӑр пулчӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫитӗнӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала хуҫаланни пире те пырса тиврӗ. Укҫи-тенки енчен пирӗн ӗҫре те хӗсӗк пулчӗ, анчах ҫавах та пӗтӗмпех япӑх теме май ҫук. Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Шан мана, тӗнче!» конкурса ирттерсе пӗтӗмлетме хал ҫитертӗмӗрех. Хутшӑнакансем чылайях пулмарӗҫ пулин те ҫавах ҫук тесе те калаймастпӑр.
Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур.
2015 ҫулхи раштавӑн 18–19-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Патӑрьелӗнче Митта Ваҫлейне Асӑну кунӗсем иртрӗҫ. Акӑ мӗн каларӗ кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнчи тӗлпулура Митта Хунтин (Фончӗн) ертӳҫи Илле Иванов сӑвӑҫ тата журналист:
«78 ҫул каялла ҫак кун анатри чӑвашсем хушшинчи паллӑ Исамэль-Исмуксен-Миттасен йӑхӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн, чӑваш культуришӗн, чӑваш сӑмахлӑхӗшӗн калама ҫук синкер килсе тухнӑ: чӑвашсен, Айхи хаклавӗпе каласан, Аслӑ сӑвӑҫне Митта Ваҫлейне ним айӑпсӑртан тытса хупнӑ, тӳревре хӳтӗленме паман, суд тумасӑрах 10 ҫуллӑха Сталин лагерьне ӑсатнӑ.
Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсене Мускавран пӗр хут саланчӗ — «Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцийӗ). Раҫҫей Федерацийенче унпа килӗшӳллӗн вырӑс чӗлхине вӗрентесшӗн. Документри хӑш-пӗр пунктсем республикӑсенчи тӳре-шарана килӗшсех каймарӗ ҫав. Тутарсемпе якутсем хӑйсен хирӗҫле сӑмахне калама хӑват ҫитерчӗҫ. Пирӗн патра та ӑна сӳтсе яврӗҫ-ха та ӗнтӗ, анчах Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ни хӑватлӑ хыпар тухмарӗ, ни тӳре-шара ҫак концепцие хирӗҫлени пирки татӑклӑн каламарӗ.
23 декабря 2015 года в Чувашском государственном художественном музее открылась Персональная выставка заслуженного художника ЧР Александра Фёдорова, посвящённая его 50-летию.
Из биографии
Юбиляр родился в Чебоксарах в 1965 году. Он сын почётного председателя СХЧ, народного художника России Ревеля Фёдорова. Окончил Чебоксарское художественное училище и ХГФ ЧГПУ. Вот что написал искусствовед Юрий Викторов о художнике в Чувашской Энциклопедии: «Пейзажные полотна, натюрморты, портреты и тематические композиции А.
Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑватттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ.
Зоя Нестеровӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Ҫамрӑк хӗр Упи вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Упи вӑтам шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет.
Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.
Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.