Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Никто не любит знаться с мошенниками, если он сам не мошенник.(Ж.Руссо)
 

Ad

Малалла утар!

2 миллион саспалли

  12.02.2012 23:50 | 4640 views
Паян Эктор Алос и Фонт ыйтнипе Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсен текстне пӗр вырӑна пухрӑм. Тӗпчев валли кирлӗ тет те — усӑ курччӑр ӗнтӗ.

Уҫласа илнӗ хыҫҫӑн ман Уҫӑ оффис аран-аран ӗҫленине кура шухӑша путрӑм — чӑн та, ҫак пӗтӗм текста пичетлесе кӑларас тесен питӗ хулӑм кӗнеке пулмалла! 12 кегллӗ шрифтпа тунӑскер 610 страница йышӑнчӗ. Пуҫелӗкӗ таврашӗ те, хыпарсен датисем те ҫук пулин те — хӑй тексчӗ кӑна.

Статистикине те пӑхса илме шутларӑм: 8500 ытла абзац (8508), 250 пин ытла сӑмах (255 402), 2 миллиона яхӑн саспалли (1 930 473). Кунта пушпаллисем те кӗреҫҫӗ пулин те сахал мар.

More...

 
[Comments (3)]

Карап путассине сиссе йӗкехӳресем тараҫҫӗ

  10.02.2012 11:16 | 5713 views
Тӗнче тетелӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие пӗтересси пирки калаҫусем тапранни пирки сас-хура туха пуҫларӗ. Тивӗҫтермест иккен хальхи лару-тӑру. «Извести» хаҫат сайтне пӑхӑр.

Партири ӗҫсем лайӑхах пыманнине эп хам «Халӑх фронтне» тума пуҫланӑ чухне сисрӗм. Йӗкехӳресем путакан карапа пӑрахса кайнӑ пекех Путин юлташ ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркелеме пуҫланӑн туйӑнчӗ. Ак халь вара — парти ертӳҫисем хӑйсемех ун пирки уҫӑмлӑн калаҫҫӗ.

Тен чӑн та, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те «НДР» пек историри пӗр пулӑм евӗр ҫеҫ юлӗ?

http://top.

More...

 
[Comments (10)]

Папа, мама. Эпӗ чӑвашлах калаҫма вӗренесшӗн

  23.01.2012 10:20 | 4970 views
Ку ӳкерчӗке эп «Пионер сасси» хаҫатӑн 1989 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑмӗнче тупрӑм.
 
[Comments (8)]

Киремет. Чӑвашла комикс (1989)

  22.01.2012 20:44 | 6585 views
Ку комикса та «Пионер сасси» хаҫатӑн 1989 ҫулсенчи кӑларӑмӗсенчен илнӗ.







 
[Comments (6)]

Улӑп. Чӑвашла комикс (1989)

  22.01.2012 19:36 | 5166 views
Ку комикса эп «Пионер сассин» 1989 ҫулхи кӑларӑменче шыраса тупрӑм. Вӑл вӑхӑтра эп астӑвасса кашни килте нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илетчӗҫ. Эпир те мӗн кӑна ҫырӑнмастӑмӑр пулӗ — «Пионерская правда», «Пионер сасси», «Советская Чувашия», «Юный натуралист», «Хатӗр пул» тата ытти хаҫат-журнал.
Шӑпах ҫав вӑхӑтра хаҫатсенче ман шутпа пӗрремӗш комикссем туха пуҫларӗҫ. Анӑҫри культурӑра ку ӳнер самай сарӑлнӑ пулсан пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш утӑмсем кӑна тӑватчӗҫ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн калама пулать — ҫирӗп ура ҫине тӑраймарӗ ҫак ӳнер.
Ачалахри комикссене аса илсе ӗнтӗ эпӗ паян наци вулавӑшне кайса вӗсене тупас терӗм.

More...

 

«Всеумейка» ачисем чаплӑ мультфильм курнӑ...

  15.01.2012 22:32 | 4523 views
Ҫапла пӗлтерет Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ. «Всеумейка» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекен ачасем хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ кӑна мар иккен, канма та пӗлеҫҫӗ. Шупашкарти «Мир Люксора» кайса «Иван Царевичпа Кӑвак кашкӑр» мультфильм курса тӗлӗннӗ тет. Уйрӑмах вӗсене режиссёр фантазийӗ, спецэффекчӗсем (каҫарӑр та ку сӑмах валли чӑвашла вариантне шырама вӑхӑт ҫук. Эсир сӗнсен — аван пулӗччӗ) кӑмӑлӗсене тыткӑнланӑ иккен.
Мӗн калас ку мультфильм пирки хам та пӗр-ик сӑмах ҫырас шухӑш пурччӗ.

More...

 

Хамӑр твансем патӗнче / «Екрем» ушкӑн

  15.01.2012 19:33 | 5405 views


«Ҫӑлкуҫ» хупахра кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче «Сурхури» уявӗнче ӳкернӗ.
 
[Comments (3)]

Чун ыратать теҫҫӗ

  31.12.2011 14:24 | 8970 views
Паян куҫ умне пӗр вырӑс хаҫачӗ тӗл пулчӗ. Унта хайхи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн чунне пырса тивнӗ ӳкерчӗк пирки каласа парать.
Хайхи ҫулла, тет, тӑван яла кайма тиврӗ тет. Курган облаҫӗнче вырнаҫнӑ яла ҫитме те йывӑр пулчӗ тет — ҫул ҫук, пуррине те йывӑр тиенӗ машинсем пӑсса пӗтернӗ тет. Аран-аран ҫитнӗ хайхи... Мӗн курнӑ-ха вӑл ялта? Пуш-пушах ларать тет. Хӑтлӑ ҫуртсем тӑлӑххӑн лараҫ тет. Кунтах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк тет. Хӑрушӑ иккен, чуна ыраттарать кунашкал ӳкерчӗк. «Халӗ кам килӗ-ши ӗнтӗ вӗсене асӑнма?» — ыйтать вулакансенчен вӑл.

More...

 
[Comments (18)]

Вырӑсла юрӑсем

  04.11.2011 22:20 | 5001 views
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.

More...

 

Дипендра Мани пурнӑҫӗ халь хӑрушлӑхра мар, анчах...

  25.10.2011 17:42 | 5232 views
Сас-хура систернипе Дипендра Мани малашне Канаш районне каясшӑн мар иккен. Сӑлтавӗ — ҫак тӑрӑхра ун мӑйне чутах пӑрса яман теҫҫӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Дипендра Мани чӑвашла юрӑсем шӑрантарма юратать. Чӑвашӗсем хӑйсем ытларах вырӑсла юрлама кӑмӑлланине шута илсен ӑна куншӑн хисеплемелле ҫеҫ ӗнтӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ иккен: Дипендра Мани Канаш районӗнчи концерта хайхи юрлама килнӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарнӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах "Кукаҫипе куками" юрра пуҫласан сиксе тухнӑ. Вырӑнти пӗр патриот хӑйне пӑхса ӳстернӗ кукаҫи чысне хӳтӗлесе тата хӑйӗн юратнӑ юррине пӑснӑшӑн кӳренсе юрӑҫа чарма шутланӑ.

More...

 
[Comments (7)]

Наци политики кирлӗ

  21.10.2011 12:03 | 19119 views
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем.

More...

 
[Comments (43)]

Ҫӑмӑл ӑслӑ

  01.10.2011 18:34 | 4843 views
Мӗнле кӑна сӑмахҫаврӑнӑшӗ шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Ак халӗ «Юрату.ру» хӑйӗн «Манаймастӑп» юррине шӑрантарать.

Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, мана улталанине.
Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, ҫӑмӑл ӑслӑ пулнине.

Сӑвӑ авторӗшӗн темшӗн «ҫӑмӑлттай» сӑмах тивӗҫтермен вара — ҫӗн сӑмахҫаврӑнӑш ӑсталанӑ.
 
[Comments (5)]

Коммунистсен партийӗ референдумпа ҫӳрет

  30.09.2011 22:01 | 14241 views
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?

More...

 
[Comments (30)]

Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх.

  24.09.2011 20:45 | 22207 views
Паян тинех 2012 ҫулта кам президента ларасси паллӑ пулчӗ. Путин иккен. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулмарӗ, паллах — политикӑпа интересленекенсем кун пирки тахҫанах чухланӑ. Ара, хӑвӑрах пӑхӑр: Путин вӑхӑтӗнче нимле премьер ӗҫне те президентпа тан ҫутатман. Правительство ҫуртне куҫнӑ самант та питӗ кӑтартуллӑччӗ — вӑл унта патша пек вырнаҫрӗ. Ман шутпа президентлӑх ҫулне ӳстерни те Путиншӑнах, вӑл тепӗр вуникӗ ҫул лармалӑх.
Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх. Мӗншӗн? Ку пулӑм ман шутпа халӑха вӑратма лайӑхрах пулӑшӗ. Влаҫри ҫынсен юмах-халапне (патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 30 пине ҫитесси пиркиех мӗне тӑрать!

More...

 
[Comments (44)]

ЧӐВАШ КОМПЬЮТЕР ТЕРМИНОЛОГИЙӖ (Mozilla Firefox программа куҫарӑвӗн тӗслӗхӗпе)

  25.08.2011 15:45 | 5636 views
http://docme.ru/dz8 — кунта хамӑн диплома вырнаҫтартӑм. Тен, хӑшне-пӗрне вӑл кӑсӑклӑ та пулӗ.

//асӑрханӑр, тен ку хатӗрлесе ҫитернӗ верси мар — лайӑх пӑхса тухма вӑхӑт ҫук...
//ку диплома эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче хӳтӗлесе :)
 

Русская Атлантида?

  10.08.2011 22:56 | 5297 views

Премьер-министр России Владимир Путин предложил создать на территории античного города Фанагория музей-заповедник с подводной частью, сообщает РИА Новости.

О необходимости создания музея Путин рассказал журналистам после погружения с аквалангом на дно Таманского залива. Там глава правительства осмотрел затопленную часть Фанагории - "Русскую Атландиду".

На дне залива на глубине около 2 метров премьер-министр нашел две амфоры, которые датируются VI веком нашей эры. Путин отметил, что человечеству было бы интересно узнать о том, какие богатства есть в России.

More...

 
[Comments (5)]

Юрӑ мӗн ятлӑ-ши?

  10.08.2011 16:43 | 9879 views
Шӑматкунпа вырсарникун чӑваш туйӗнче пултӑм. Купӑсҫӑ юрласа панӑ юрӑ мана питӗ килӗшрӗ. Паллӑ юрӑ пулас, анчах хамӑн юрӑсен пуххинче унашкалли пуррине ниепле те асилейместӗп. Тен эсир пулӑшайратӑр? Кам ҫырнӑ-ши ӑна, кам юрлать?

Туйра юрланине кунта тупма май пур:


 
[Comments (9)]

Кивӗ Чукал — вырӑссен ялӗ?

  18.07.2011 12:21 | 4687 views
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1232683

Хыпарсем вырнаҫтарас тесе ҫак ял тӑрӑхӗн сайтне кӗтӗм. Ҫӗнӗ хыпар шыраса ӗнтӗ... Утӑн 15-мӗшӗнче ҫырнӑ «Сенокос вступил в права» ятлӑ хыпар куҫ умне тӗл пулчӗ — ытти ял тӑрӑхӗсенчи хыпарсем пушшех те ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ те, кӑна та пулин вырнаҫтарас терӗм.
Эх, мӑнтарӑн ҫыннисем... Копилесе лартма ҫеҫ пултараҫҫӗ!
«В русской деревне считался одной из приятнейших сельских работ, труд сочетался с развлечениями.» — ҫырнине вуланӑ хыҫҫӑн хӑсас килсе кайрӗ.

More...

 

Утса тухрӗҫ...

  23.06.2011 22:11 | 4339 views
Пӗлтӗр Республика кунне палӑртакан уявсене кайса курманччӗ. Ҫапла май кӑҫал та пулин хальхи вӑхӑтра вӑл менле иртнипе пуллашас килчӗ. Шел те, курни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.
«Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнакансен театризациленӗ утӑвне ман шутпа (тӗрӗссине пӗлместӗп те...) ытти ҫӗршывсенче иртекен карнавал евӗр йӗркелесшӗн пулнӑ. Чи малтанах вӑл республика шайӗнче иртнӗ, кайран ун шайне хӑпарта-хӑпарта Раҫҫей тулашнех тухса кайнӑ — утӑва хутшӑнакансем хушшинче италянсем те, сербсем те, белоруссем те пулнӑ, хутшӑнаҫҫӗ те. Анчах уяв кӑкӗ ӑҫта пулнине манса кайни питӗ япӑх.

More...

 
[Comments (1)]

Ҫемен Элкер: «Тӑван халӑха хисеплемелле, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлмелле»

  07.06.2011 22:30 | 5551 views
Халь Ҫемен Элкерӗн асаилӗвӗсене кӗртетӗп. Ак ҫакӑн пек ҫырни тӗл пулчӗ:
Пуринчен ытла чӑваш литературине юратмалла. Тӑван халӑха хисеплемелле, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлмелле. Хамӑр тӑван чӗлхене хамӑр та юратмасан — ӑна кам юратӗ тата? Хамӑр тӑван халӑха хамӑр та хисеплемесен — ӑна кам хисеплӗ-ха апла?

Ҫемен Элкер. «Ҫамрӑксене хам ҫинчен» [1962]

«...каламасан та паллӑ» тенӗшӗн мар, Ҫемен Элкер сӑмахӗсем пулнӑран вырнаҫтарас терӗм. :)
 
Pages: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, ... 47
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat