■ 11.10.2022 14:58 | 3509 views
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.
Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке.
More...
■ 03.10.2022 20:35 | 4024 views
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать.
More...
■ 16.09.2022 17:12 | 2902 views
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ.
Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм.
More...
■ 07.09.2022 14:01 | 4735 views
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.
Иртнине тишкерсе
«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ.
More...
■ 02.09.2022 13:12 | 7199 views
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ . Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр ) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур.
More...
■ 19.08.2022 15:21 | 2944 views
Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм).
Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ!
More...
■ 08.08.2022 18:55 | 4007 views
Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.
Йывӑҫран тунӑ кӗперсем
Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.
More...
■ 04.08.2022 13:41 | 4067 views
Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.
Ваттисен йӑли
Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ.
More...
■ 17.07.2022 21:52 | 4232 views
В Чебоксарах завершились съемки чувашского фильма «Пирӗшти куҫҫулӗ» / «Слеза Ангела». Автором его стал Сергей Щербаков.
По сюжету молодая любящая друг друга пара ссорится из-за слабого материального положения, и муж (актер Александр Демидов) уходит по контракту в Сирию, заработать «большие деньги». Жена (актриса Ольга Палан (Осипова)) чувствует вину и просит у Бога Тура благополучного возвращения мужа старинной чувашской молитвой, которой научила ее бабушка. Вместе со свекровью (актриса Валентина Иванова) она встречает призрак погибшего мужа, но чувашские Предки и ангел-пирешти (актер Иван Иванов), помогают исправить ситуацию…
Сейчас картина проходит стадию предпоказа, то есть идет разбор с различными специалистами в кинопроизводстве.
More...
■ 06.07.2022 11:49 | 7057 views
Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ :
— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?
Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.
More...
■ 08.06.2022 13:07 | 6247 views
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Пупне те Пачӑшкӑсене те йыхравлама манман — паянхи кун унашкал мероприятисем вӗсемсӗр мӗнле ирччӗр-ха?
Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши?
More...
■ 06.06.2022 21:12 | 3820 views
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?
Пӗрремӗшӗ . Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.
More...
■ 26.05.2022 13:24 | 4415 views
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр.
More...
■ 06.05.2022 12:14 | 4523 views
«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.
Пӗрремӗшӗ . Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ.
More...
■ 19.04.2022 15:15 | 3738 views
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Мӗн-ха вӑл цензура?
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш.
More...
■ 05.04.2022 12:33 | 3910 views
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.
Пӗрремӗшӗ . Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм.
More...
■ 19.03.2022 12:36 | 3391 views
Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.
Мӗн вӑл чек лентти?
Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.
Кам туса кӑларать?
Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна.
More...
■ 04.03.2022 12:56 | 5381 views
Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!
Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.
Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп.
More...
■ 25.02.2022 18:28 | 4495 views
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва?
More...
■ 15.02.2022 22:58 | 3941 views
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ , сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.
Харпӑр опыт: хамӑн хӗрача ҫӳрекен шкулта спортзал урайне мӗнле улӑштартӑм тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленчӗ
Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.
More...