Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Жить среди недостойных - вот истинный ад!(Омар Хайям)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5242655 views

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (161)]

Comments:

Атнер // 3913.58.4645
2015.04.08 11:56
Акапасаршн ан колян.Ӗмӗрех кабинетра чоашсамшн тар йохтарнӑ.Алла кӗреҫе тытман.Хӑй папа.Ачи паллах чоашла пӗлмес.Зарплата пырат.Порӑнат лайх.
Agabazar // 1679.33.3149
2015.04.08 12:31
Agabazar
Бор калани пирки
Тĕрĕссипе ЧĔЛХЕВ сăмахшăн Алпаруха тав тумалла (Пур унашкал никлă çын). Çавă чăн малтан сĕннĕ йĕркев теме. Чĕлхев сăмах вара çав манерпе ăсталанă япала çеç. Лартас çавна главреда! Паллах, Туркай хăйĕн вырăнĕнчен кайма килĕшсен.
Ют Ҫын // 2841.27.2584
2015.04.08 14:29
Калаҫӑва Борпа Agabazar та килӗшӳллӗн тытма пуҫларӗҫ, каҫ та пулать пулмалла. Туркай та килӗшӳсем тӑвас тейӗ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 16:10
Акапасарпа килĕшетĕп. Тепĕр тесен, наречи, диалект, калаçу, литература чĕлхи мĕнне чăваш уйрăмĕнче вĕреннисен пĕлмеллех пек. Туркай та унта вĕреннĕ. Анчах... лекцисене çÿремен пулас. КОНМИ те тĕрĕс калать. Пĕр шухăшĕсĕр пуçне. Диалектсемпе никам та кĕрешмест.Туркайсăр пуçне. "Вирьял чĕлхи" шухăшласа кăларса вăл, эппин, "Анат чăваш чĕлхине" пĕтересшĕн-и?
Пĕр хĕрарăм // 3355.62.8854
2015.04.08 16:18
Маттур ВИРЬЯЛСЕМ!!!!
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.08 16:27
Чӑваш литература чӗлхи пирки ним те калаймӑн.Яковлева хирӗҫ Никольский кайман.Паянхи "профессрсем"те хӳтӗленнӗ ҫав урапа ҫинчех.Ати-апи чӗлхи ҫохалса пырни вӗсен чонне ыраттармас.Молча хотнӑ сысна поснӑ-тек полмас вара.
Пĕр хĕрарăм // 3355.62.8854
2015.04.08 17:56
Мончо хотно, сысно посно-çавă кăна çав..
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.08 22:09
Акапасарпа Пасар каллех кӳрентересшӗн няк пире.Вирьял чӗлхине никам та шутласа кӑларман.Кӑшт тӑнлӑрах филолог пӗлет.Пирӗн чӗлхепе поплянӑ пӑлхар-суварсем.Пӗтӗм тӗрӗк тӗнчи кунпа килӗшет.Анат чӗлхине Яковлев литература чӗлхи туса хунӑ.Мӗн тӑвас?.Парӑнма лекет майӗпен.Чӑтӑр пире кӑштах темле йывӑр пулсан та.Нумай тытӑнса юлаймӑпӑр.
Agabazar // 1714.70.3397
2015.04.09 00:13
Agabazar

Таймерсемпе унăн тусĕсем стандартлă чăваш чĕлхине шутсăр хытă кÿрентереççĕ.



Стадартлă чĕлхе вара вăл анат чĕлхи те, тури чĕлхе те, Тăхăрьял чĕлхи те, Сĕве чĕлхи те, Вирьял чĕлхи те, Улатăр чĕлхи те, Çавал чĕлхи те, Шупашкар чĕлхи те, Вăрнар чĕлхи те мар... Стандартлă чĕлхе вăл — стадартлă чĕлхе. Литература чĕлхи теççĕ ăна тата урăхла.
Agabazar // 1714.70.3397
2015.04.09 00:21
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-04-08 22:09 <<Анат чӗлхине Яковлев литература чӗлхи туса хунӑ>>

Хăйĕн пĕтем ĕмĕрне тенĕ пекех вырăсла калаçса ирттерне çынна "литература" чĕлхине туса хунă тени" — шутсăр кулăшла. Паян вара апрелĕн пĕрремĕшĕ мар.

Пĕр хĕрарăм // 3355.62.8854 2015-04-08 16:18: <<Маттур ВИРЬЯЛСЕМ!!!!б>>

90-100 çул каялла та хăшпĕрисем "пушкăртсем маттур!" тесе çухăрашнă та, паянхи кун çавна май пĕтĕм тутар-пушкăрт тĕнчи хур курать!


Pages: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters