СОСНО ПОСНО тата СЫСНА ПУСНĂ. Вырăс чĕлхинчи ОКАНЬЕПЕ АКАНЬЕ пур. Анчах Чул Хуласем (Нижний Новгород е, унчченхилле, Горький)ХАЙСЕН уйрăм чĕлхи пирки нихăçан та попляман та, калаçман та.
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.09 10:29
Акапасар ухмаха ан пер.Улатӑр чӗлхи,Ҫавал чӗлхи мӗнпе палӑрать?.Пасару та санӑн клон.Вирьял чӗлхи авалхи чӑваш чӗлхипе ҫӗр пин ҫын поплят.Сер вара орам шайне антарса лартасшӑн охмахсам.
Хыпарта Виталий Родионов статйине ма вырнаçтарнă? Кам вырнаçтарнă? Кам хушнипе вырнаçтарнă? Малалла тата епле вырнаçтарусем кĕтме пулать?
Стандартлă чăваш чĕлхине мухтав!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.09 13:30
Сывă пултăр пирĕн маттур чăваш чĕлхеçисем - вĕсен йышĕнче вирелле енчен е ту енчен тухнисем 90 е ытларах процент та - никĕсленĕ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ!!!!
Халăхăмăра тата чĕлхемĕре пайлама хăтланакансене - намăс юпи çине!!!!
Экстремизма çул памастпăр!!!
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.09 16:16
Пор чӗлхе те торӑ омӗнче пӗр тан.Ҫок тӗрӗс тата тӗрӗс мар чӗлхе.Мохтав порне те!.Ҫапла полтр!.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.09 19:28
Атнер, эсĕ халь юри вирьял енчи пек çыратăн. Ди-а-лект-па! Санăн диалектупа та усă курнă ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ туса хунă чухне. Çармăссем, пирĕн енчисемпе лерисем, пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ Сана çакă кирлĕ-и? МУХТАН та ХĂПАРТЛАН пире, мĕн пур чăваша, литература чĕлхи пĕрлештерсе тăнăшăн. Сÿтĕксем хыççă ан кай, ачам е мучиçĕм.
Пӗр чӗлхе,пӗр халӑх пулас пирки эпир илтнӗ.СССРта чутах единый советский народ с великим русским яэыком туса хуратпӑрчӗ.Турра шӗкӗр.Паян демократи тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр.Авалхи халӑхӑн авалхи чӗлхи ҫине тапӑнаканне-намӑс хапхи ҫине.Вирьял чӗлхине хӳтӗлес тесе кар тӑрар!.Паян вирьял чӗлхине таптакансем ыран сирӗнне те таптӗҫ!.
Пуç тÿпи тĕлĕнче лешхайхи "КРЫШШĂ" пуррине сиссе-туйса тăнă чухне хăш-пĕри тилĕрмеллипех тилĕрсе каять иккен....
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.10 09:16
Ку Атнер текенни Артемьевăн (Элĕк вирьялĕ) "Салампине" ОРАМ чĕлхипе çырнă тесшĕн-и? "Нарспи" те - ОРАМ шайĕнче-и? Аташма чарăнăр-ха, юлташсем. Пĕр аташукĕ (Хыпарта) пурри те çитет пуль.