Калап-çке-ха ĕнтĕ, кунта Улăпсем çук тесе. Апла пулин те хăйсеннех переççĕ. Кам кунти Улăп? Таймер-и? Туркай-и? Е.... Юрий Виноградов-и?
Конми // 3526.4.1784
2015.04.06 23:28
Каллех кирлĕ мар çĕртенех шăв-шав çĕклетĕр. Диалектсем - челхемĕрĕн пуянлăхĕ. Диĕалектсемпе тăмсайрах чĕлхеçĕсем кĕрешеççĕ. Диалектсенчен кулни-мăшкăлланин сиенне пĕлмесĕр чĕлхемĕрти нумай сăмаха çухаттартăмăр. Анне, апай, апи вырăнне ахальтен мар МАМА кĕрсе ларчĕ чылай вырăнта. Хамран ХĂНЧА ЧĂВАШĔ тесе кулнине епле манăп.
Конми // 3526.4.1784
2015.04.06 23:43
Диалектсем пăсăк чĕлхесем мар. Çакна шкулсенче тĕрĕс ăнлантармалла. Литература чĕлхин хăйĕн вырăнĕ: хаçат-журнал, театр, радиопа телевидени, обществăллă форумсем, ача сачĕсемпе шкулсем. Диалектсем, вырăнти калаçу - кил-йышра, пускилте, урамри хутшăнура, хамăръенсен тĕлпулăвĕнче. Анатрисемпе вĕсем патĕнче анатрилле, турисемпе - турилле калаçать чăн чăваш, тăван халăха хисеплеме пĕлет пулсассăн.
Конми юлташ,
Сăмах унта диалектсем пирки пымасть. Чăваш чĕлхинчен темĕнле ытти УЙРĂМ ЧĔЛХЕСЕМ уйăрса кăларасшăн.
Пĕлетĕр вĕт 1920-мĕш çулсенче тутар чĕлхинчен пушкăрт чĕлхине уйăрса кăларнине?
Халь вара, паянхи кун, пушкăртсемпе тутарсем, çав тери çывăх чĕлхеллĕ халăхсем пулин те, йытăпа кушак пек пурăнаççĕ. Мĕн, çав япаларан тĕслĕх илмелле-им пирĕн?
Диалектсем пуррине кам пелмест? Паллах, пур вĕсем. Чĕлхе чĕрĕ юлсан, малашне те пулĕç.
Вырăс чĕлхинче наречие сăмах пур. Вăл уйрăм чĕлхепе калаçакансен кĕçĕнрех пĕрлĕхне пĕлтерет. Эп çав сăмаха чăвашла ЧĔЛХЕВ теме сĕнетĕп. http://termin.chv.su/term/3077.html
татах та кĕçĕнрех пĕрлĕхе диалект теççĕ. Татах та кĕçĕнреххине — калаçу.
Язык. Наречие. Диалект. Говор. https://ru.wikipedia.org/wiki/Идиом
Ют Ҫын // 1876.75.8586
2015.04.07 10:59
Пит тӗрӗс ҫырать Конми чӑваш.Анне,Апай,Апи текенсем сахалланчӗҫ, пӗтӗм ял ачи упкелешсех Мама тесе чӗнеть. Эпӗ "чӗнет" тата "чӗнеть" тесе калама пултаратӑп. Маншӑн ним те улшӑнмасть.