Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.0 °C
Легче привязаться к женщине, чем отвязаться от нее.(А. Ратнер)
 

Ad

Вячеслав Шорников: Мӑванкӑ — пасарлӑ урам

Вячеслав Шорников03.03.2021 20:311055 views

Паян эпир сирӗнпе инҫетри Африка континентӗнче вырнаҫнӑ Мӑвинкӑ хулари урамсем тӑрӑх пӑхса ҫӳрӗпӗр. Мӑванкӑ (акӑл. Mwingi, выр. Мвинги) — Кенин Хӗвелтухӑҫ провинцире вырнаҫнӑ пысӑках мар хула, халӑх йышӗпе патшалӑхра 78-мӗш вырӑн йышӑнать. Сӑмах май, Найробинче, Кени патшалӑхӗн шӗкӗр хулинче, 3 миллион ытла халӑх пурӑнать. Ку хулара вара 16 пин ҫеҫ.

Африка, паллах, Европа мар, Google машинисем ку континентри сайра вырӑна ҫитсе курнӑ — ҫавна май пирӗн ытлашшиех суйласа тӑма тивмест. Кени тӑрӑх ҫӳренӗ те вӗсем ӳкерсе — эпир вӗсен ҫулӗпе кайӑпӑр.

Кенири халӑх ытларах енӗпе христиансем (82,5%) шутланаҫҫӗ пулин те пирӗн ума чи малтан мичет лекрӗ. Мӑсӑльмансен йышӗ Кенире пурӗ 11,1%. Те мичетӗн архитектури тӳрех курӑмлӑ, те вырӑнне аванраххине суйланӑ — кунта лексенех ку хулара христиансем ытларах тесе калаймӑн. Ятарласа чиркӳсем шыраса пӑхрӑм — ҫул хӗрринче пулмалла тесе кӑтартать картта, анчах тупаймарӑм.

Кунта вара хулана ытти вырӑнсенчен уйӑрса илме паракан паллӑ куратпӑр — шыв пички. Африкӑра, пӗлетпӗр ӗнтӗ, шыв ҫитмест, ҫавна пула вӑл питӗ хаклӑ. Тӳрех паллӑ та мар: те шыва сутаҫҫӗ кунта, те шыв тултармалли вырӑн... Тата пӑхӑр: йывӑҫсем пур пулин те йӗри-тавра курӑк ҫук. Апла-тӑк чӑнах та кунта шыв енӗпе йывӑртарах.

Чикӗ леш енчи хуласенчи тепӗр паллӑ — ҫул хӗррипе пӗр купа лавкка вырнаҫни. Кунашкаллине хуть Азири патшалӑхсенче курӑн, хуть Турцире, хуть Африкӑра. Ҫул тӑршшӗпех суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Кунта, ав, кроватьсем сутаҫҫӗ. Ҫумӑр ҫумасть те вӗсен — ним шикленмесӗр урама кӑларса тӑратнӑ. Кам та пулин пырса ҫӗмӗресрен те хӑрамаҫҫӗ — халӑхӑн ҫӗмӗрес-ватас йӑла пуҫра ҫук пулас. Сӑмах мар, кровачӗсене йывӑҫран тунӑ — пирӗн патри пек опилкӑран тунисем мар. Дизайнӗ те япӑхах мар пек.

Ҫурт тӑвас енӗпе кунта ытларах енӗпе бетонран хӑпартаҫҫӗ пулас. Малтан кӑшкарне тӑваҫҫӗ, кайран вара — стенисене. Ку ак — пилӗк хутлӑ ҫурт. Йӗри-тавра пӗр хутлисем ҫеҫ, ҫавна май вӑл пит тӑсланкӑн курӑнать.

Кунта вара Мӑванкӑ хули сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнине курма пулать. Ҫӳп-ҫав тӗлӗшпе кунти халӑхӑн культурине сӑнама май пур. Ытлашшиех пӑхса тӑмаҫҫӗ пулас — Раҫҫейри пекех, ӑҫта алӑ ҫитнӗ унта пӑрахаҫҫӗ. Ҫук, Раҫҫейре кӑшт аванрах-ха ӗнтӗ — эпир тем тесен те вӗт Европӑналла туртӑнатпӑр, унти культурӑна хамӑр пата илсе килме тӑрӑшатпӑр. Ав, мусор контейнерӗсем те халь кашни ялтах. Кусен вара ҫӳп-ҫапран тасатасси — кашнин хӑйӗн тивӗҫӗ пулас. Каласа хӑварас: малалла сӑнанӑ тӑрӑх, хӑш чухне вӗсем каяша ҫӗр айне тӑваҫҫӗ пулас. Тата тусан вӗҫни те пулӑшать — ҫӳп-ҫапа хӑйех хупласа хурать.

Хула варринчен тухрӑмӑр пулин те хулаҫум таврашӗнче те суту-илӳ вырӑнӗсем сахал мар. Кунта, ав, тимӗр карта тата тимӗр алӑксем сутаҫҫӗ.

Кунта вара вырӑнти хупах. Паллах, аванраххисем те чылай, анчах пирӗн куҫ умне вӑл тӗл пулчӗ. Кам та пулин апатланас тесен — тӑрантарӗҫ.

Курӑкӗ кунта пачах та ҫук мар ӗнтӗ. Пур. Анчах ҫул хӗрринче вӑл йӑлтах тусан айӗнче пулас. Ҫумӑр ҫукран ҫул ҫинчи пӗтӗм тусанӗ таврана вӗҫет пулас.

Ача-пӑча ку хулара пит нумай. Пирӗн пек 1-2 ҫуратмаҫҫӗ, кунти хӗрарӑмсем вӑтамран 4,4 ача ҫуратаҫҫӗ тет. Ку ачасем аванрах ӳкнӗ пек туйӑнчӗ те вӗсене кӑтартас терӗм. Чӑннипе вара ачисем ҫара кутӑн чупса ҫӳремеҫҫӗ, пурте тумтирпе.

Кунашкал ҫуртсем те пур.

Хуларан ытла инҫе тухса кайрӑмӑр пулас. Ҫавна май Мӑванкӑри темиҫе уйрӑмлӑха кӑтартам та хамӑрӑн ҫулҫӳреве ҫакӑнпа вӗҫлер.

Сӑнӳкерчӗксенче асӑрхарӑр пулӗ — вывескӑсем ытларах енӗпе шупка. Те хӗвел вӗсене хӑвӑрт ҫисе ярать, те вӗсем пирки халӑх ытлашшиех пӑшӑрханмасть. Пӗрре ҫырса хураҫҫӗ те вӑл вара вӗсен хуҫи ылмашиччен ҫакӑнса тӑрать.

Брусчатка сарнӑ вырӑнсем те кунта пур.

Кунта вара полици хуралӗ тӑрать. Ҫула ансӑрлатнӑ, айккисенче чӗмесем сарса хунӑ. Автоматсемпе тӑраҫҫӗ. Ку хулана кӗнӗ вырӑнта пулас, ахӑртнех хурахсенчен сыхлаҫҫӗ. Лере, хулара вӗт-ха хӑвӑрах куртӑр — пӗтӗмпех йӗркеллӗ, сутуҫӑсем хӑйсен таварӗсене урамрах сарса хунӑ, вӑрласран-ҫаратасран хӑрамаҫҫӗ.

Хулари тата тепӗр уйрӑмлӑх — пур вырӑнта та ҫак ҫын портретне ҫакса тухнӑ. Гидеон Мулюнги — вырӑнти паллӑ архитектор пулас, 2017 ҫулта ҫак хуларан депутата суйланнӑ. Кенин либераллӑ демократи партийӗн председателӗ те пулнӑ тет. Ҫавӑн пекех Кенин хӗрлӗ-сарӑ демократилле юхӑмра пулнӑ... Тӗрлӗ пысӑк вырӑнсене йышӑннӑ... Пӗр сӑмахпа каласан, вырӑнти паллӑ политик.

Сӑмах май, кунти ҫулсемпе пирӗнешкел мар ҫӳреҫҫӗ — кунти ҫулсемпе сулахай енӗпе ҫӳремелле.

Пӗтӗмлетӳ

Кени, паллах, пирӗншӗн кӑсӑклӑ ҫӗршыв. Сирӗнтен нихӑшӗ те унта пулса курман, ҫавӑнпа унти пурнӑҫпа паллашни питӗ аван теме пулать. Пӗр ҫитменлӗх кӑна пур ӗнтӗ — Африкӑри культура, тем тесен те, пирӗншӗн ытла ют. Чылашӗшӗ кунти халӑх ҫаппа-ҫарамас ҫӳрет тесе шутлать, культура тӗлӗшпе кайра пыраҫҫӗ тата ытти те. Анчах сӑнасарах пӑхсан — пирӗнтен ытлашшиех уйрӑлсах тӑмаҫҫӗ. Электричество пур, шывне кӳрсе тӑраҫҫӗ, пушхир мар (йывӑҫ-курӑк ӳсет). Техника тӗлӗшӗпе те хӑлтӑр-халтӑррисемпе ҫӳремеҫҫӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе асфальт ҫукччӗ ӗнтӗ, анчах чылай ҫула асфальтпа сарнӑ. Брусчаткӑллӑ вырӑнсем те пур. Тата ҫакна та манмалла мар: эпир ҫав-ҫавах провинцири хулана илтӗмӗр, тӗп хулинче, Найробире, куҫа илӗртме пултаракан вырӑнсем тата та ытларах пулӗччӗҫ ӗнтӗ.

Тепре тӗл пуличчен! Тепӗр ҫулҫӳревччен.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

Станьял // 2332.44.5924
2021-03-05 21:23
Савёнса паллашрём.Тёнче аслё, пёлес килет! Тавах!
Agabazar // 3974.22.5990
2021-03-06 21:48
Agabazar
Краватсене кăларса хунă, çав вăхăтрах вĕсен урисен айне шакмаксем вырнаçтарма та манман.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru