Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томТутимĕрХура çăкăрТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАча чухнехиПулас кинсемПограничниксем

Тапса тăрать ăсăр-халăр


Чăваш Респу6ликин архивсем енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн ертӳçине, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ архивистне Анатолий Васильевич Выйкина

 

Çĕньял хăй евĕрлĕ, илемлĕ,

Нихçан пулман чухăнлăхра.

Калас-тăк, сирĕн ял телейлĕ

Эсир кунта çуралнăран.

 

Ĕç турăр районта сахал-и,

Эсир пăхман çын куçĕнчен.

Çунса тăратăр эсир халĕ

Архивăн кăткăс ĕçĕнче.

 

Эсир историк, ăсăр-халăр,

Çут çăлкуçла тапса тăрать.

Çавăнпалан хисеп-мухтавăр

Куллен-кунах ӳссе пырать.

Ан пушан, тăван ял


Куллен утатпăр тĕнчере,

Ваклатпăр çĕнĕ ĕмĕре.

Ӳсет, илемленет хула,

Мĕн çăлĕ-ши тăван яла?

 

Пăхать хула анăçалла,

Ун хыççăн ял та унталла.

Упранĕ-ши чăваш йăли

Малашнехи ăру валли?

 

Тăван яла çитсессĕнех

Курас килет ман аннене.

Манра тапать чăваш чĕри,

Анне пулсан — чĕре вĕри.

 

Ман Шĕнерпуçăм, ан пушан!

Аннеçĕм, пурăн эс ялан!

Тăван чăваш чĕлхи, упран

Ытти чĕлхесемпе пĕр тан!

Кин шырать


Кин кĕртсессĕн Урине

Илтрĕ хуняма ятне.

 

Çамрăксем çывăрнине

Пырса пăхрĕ Урине

Чĕрне вĕççĕн каçхине.

 

Кинĕ мăнтăр пĕççине

Хунă ывăлĕ çине.

 

Кинĕ çук чух Урине

«Мана, — терĕ ывăлне, —

Килĕшмест кин чăннипе —

Улăштар-ха тепринпе».

 

Хĕрсех амăшĕ валли

Кин шырать тет Витали

Хĕл сивви


Хĕл Мучи, ытла хытă ан шăнт-ха,

Ан шăнтсам мана, ман урхамаха.

Ан шăнтсам мана, ман урхамаха,

Урхамахĕ ман çил çунатлăскер.

 

Урхамахĕ ман çил çунатлăскер,

Арăм çеç ытла кĕвĕç чунлă-çке.

Арăм çеç ытла кĕвĕç чунлă-çке,

Çĕр çырли пекех чипер сăнлă-çке.

 

Çĕр çырли пекех чипер сăнлă-çке,

Мăшăрне кĕтет — чăтăм çуккă-çке.

Эп çитеп киле тĕттĕм сăн çапсан,

Пуçăма таяп арăма курсан.

 

Пуçăма таяп арăма курсан,

Ытама илеп лаша тăварсан.

Хĕл Мучи, ытлах хытă ан шăнт-ха,

Ан шăнтсам мана, ман урхамаха.

Платник пуртти


Митюк пичче ялти чылай çурта хăй аллипе тунă. Вăл ăсталанă пӳрт чӳречисем аякранах куçа илĕртеççĕ — темĕн тĕрлĕ эреш те пур унта.

Анчах килте Марук аппа час-часах мăшăрне ӳпкелет: «Митюк, хăçан çак сарая юсăн-ши? Алăк хăлăпне халĕ те çапаймастăн-çке... Кĕреçе аври лартма та вăхăту çук-им сан?»

Платникăн пуртти катăк теççĕ çав.

Халăху сана манмасть


Чăваш Респу6ликин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Алексей Григорьевич Хитрова асăнса

 

I

Чăн ертӳçчĕ эс - çаплах:

Сан пултарулăхна пулах

Ял çыннин çултан-çулах

Пычĕ пурнăçĕ ăнсах.

 

Эс ху пекчĕ пур енпе:

Сăнупа, чун-чĕрӳпе,

Тĕрлĕ пултарулăхпа,

Иксĕлми талантупа.

 

Ĕçшĕн тăтăн тăрăшса,

Çут культурăшăн çунса.

Кам пит курайман сана —

Тур каçартăр çав çынна.

 

Хура пĕлĕт сан патна

Мĕнле хăйса пычĕ-ши?

Пынă чухне эс ăна

Мĕнле сисеймерĕн-ши?

 

Пит тасаччĕ сан чуну,

Хăвпалаччĕ çут куну.

Сана усал суннисем

Кайрĕç çилпеле вĕçсе.

 

II

Усал вăя этем хăш-чух сисет-и

ĕçченлĕхпе чунне сипленĕ чух?

Анчах хăшне чăн-чăн этем хисепĕ

тарăхтарать те - картишрен ан тух.

 

Чăн-чăн ĕçчен картишĕнче çеç лармĕ —

вăл хăйĕн кăмăлне, ыр ĕмĕтне

ыттисенчен хыт кукарла пытармĕ,

Малалла

Ыррине çеç çул парар


Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юристне Владимир Васильевич Илларионова

 

Эсир çамрăклăхри юлташăм,

Çитĕнтĕмĕр пĕр вăхăтра.

Ялта янратнă юрă-ташă

Паян та манăн асăмра.

 

Тĕрĕслĕхе пит юрататтăр,

Эсир пуласшăнччĕ юрист.

Ĕмĕтĕре чăна кăлартăр,

Ĕçсем ăнса çеç пыччăр-и.

 

Эсир судья пулса ĕçлетĕр,

Тӳре пулмашкăн çăмăл мар.

Киревсĕрлĕх, хăрушлăх çĕттĕр,

Мĕн ыррине çеç çул парар.

Алина Сосаевăна


Çук, систермерĕн, каламарăн.

Шур акăш çулĕпех, тен, кайрăн…

Ай-уй, пит йывăр уйрăлмашкăн,

Эс çуккине ăса хывмашкăн…

 

Тус-юлташу санпа пуянччĕ!

Палла тăран — ют çĕр таранччĕ!

Ăсатупа епле çырлахĕç,

Виç ывăç тăприне пăрахĕç…

 

Çут сăнару — асра тытмалăх.

Ĕçӳ-хĕлӳ юлать — чăн палăк.

Сумлатăр хăй хĕрне ман халăх!

Каçар. Пул канлĕхлĕ яланлăх.

 

14.10.2022

Анатолий Кипеч çыравçа


Кипеч тус чăн çырать:

«Ватăлма вăхăт çук».

Ун чĕри тек сурать,

Хаярсем аснă чух.

 

Кирлĕ мар литлаххан,

Пултăр чыс та хисеп.

Ан чăйлаттăр çăхан,

Пуçне пултăр кисеп.

 

Йывăрланчĕ пире

Чăвашла пурăнма.

Те сĕвесшĕн тире

Алтарьте чӳк тума?

 

Чунсене пусараç

Мăн арман чулĕпе.

«Ют тĕнче» халь сараç

Тухăçра, тĕнчипе!

 

Çакă неоконцепт

Чăваша пĕтерет.

Их, пуçланчĕ концерт –

Ахăран самана…

 

Хаярсем аснă чух

Кипеч тусăм, çырсам.

Ватăлма вăхăт çук.

Ăс-тăнпах пурăнсам!

 

10.08.22 ç.

Ĕне сутнă кун


Çур çĕр иртни те чылай пулать ĕнтĕ, çапах Елис ниепле те çывăрса каяймасть, енчен енне çавăрăнкаласа выртать, тăрсан-тăрсан йывăррăн сывласа илет. Ыйхи пĕтĕмпех çĕтрĕ унăн. Аптранă енне кравать çинчен тăчĕ те ерипен тĕпеле кĕчĕ. Çутта çутрĕ те — икĕ сехет çитет. Чӳречерен пăхрĕ — никамăн та çутă çук. Сивĕнме ĕлкĕрнĕ чейникрен стакана шыв тултарчĕ те çуррине ĕçсе ячĕ. Диван çинче выртакан Виттюк та ытти каçсенчи пек хăрлаттармасть, шăп выртать. Унăн та ыйхи вĕçнĕ-ши ара? Елис май пур таран шăппăн утса хăйĕн кравачĕ патне çитрĕ те сасă тăвас мар тесе майĕпен выртрĕ. Ăшă утиялпа витĕнчĕ те шухăшсен авăрне путрĕ. Çак минутсенче унăн иртнĕ пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умне тухса тăчĕ.

…Колхозсем тунă çулсенче Елис ашшĕн — Макарăн — çуртне кулак тесе тустарнă, çемйине урама тăратсă хăварнă. Сăлтавĕ — тимĕрçĕре ĕçлекен ашшĕ ал лаппи пысăкăш юлнă шăвăç татăкĕсене илсе килсе, вĕсене пĕр-пĕрин çумне çĕлесе пӳрт тăррин пĕр енне витни. Районтисем килсе килти ĕнине, сурăхĕсене те илсе кайрĕç, ашшĕне виçĕ çула тĕрмене хупрĕç. Хĕр пĕрчи ун чухне виççĕре кăна пулнă-ха, çемьере вара пурĕ тăватă ача. Елис амăшĕ — Анна — ачисемпе пĕрле кӳршĕри иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патне пурăнма куçрĕ. Лешсен те темех çук, çапах та пурăнма ячĕç. Çулла аптăрамасть-ха, ачасене çенĕкре, мунчара выртса тăма пулать. Хĕлле вара самай йывăр икĕ çемье пӳртре вырнаçма. Ачасем валли çĕр каçма вăрăм сакăсене çумлăн лартса вырăн тукаларĕç, хăш-пĕрне кăмака патĕнчи мачча çумне ăсталаса тунă сарлака сентре çинче выртма хăпартатчĕç. Кăмака хутма çĕрулми аври, хăмăл, хытнă эрĕм хатĕрлесе хунă-ха. Анчах ним ăшши те çук вĕсен, кăштă çатăртатса илеççĕ çунса каяççĕ. Пӳртре ялан сивĕ. Аннапа кил хуçи хĕрарăмĕ аптăранă енне çуна туртса вăрманлă яла 20 çухрăма вутă туянма каятчĕç. Анчах хĕрарăм вăйĕпе мĕн чухлĕ туртса килеетĕн? Пĕр пысăк пукан е иккĕ пĕчĕккине. Çапах вăл та теме тăнă. Вутă хăмăл кăна мар-çке, пăш! туса ялкăшса пĕтмест, кăмакана хĕрӳ тытса тăрать. Хĕлĕпе вутта 18 хут кайса килчĕç. Çапла выçăллă-тутăллă пурăнкаларĕç вĕсем сивĕ пӳртре. Çăва тухсан вара Анна çемйи валли тăванĕсем, кӳршисем пĕрле пуçтарăнса çырмара çĕрпӳрт майлаштарса хучĕç. Çимелли çук, яшка пĕçерме тытăнсан ачисем çырмаран курăк пуçтаратчĕç. Курăкĕ те çук унта, пĕтĕмпех лăскаса пĕтернĕ. Çырмасем те çап-çара. Ялта чухăн çемьесем ытла та нумай…

Малалла

■ Страницăсем: 1... 53 54 55 56 57 58 59 60 61 ... 796