Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТăм ӳкнĕ ирКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеПирвайхи юратуВӗре ҫӗленКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫтла та вăрттăн юрату

Кĕрхи вăрман


Кăнтăралла иртет хур кайăк,

Çăка тăкать сар çулçине.

Тӳпе таса. Илемлĕ. Лайăх.

Тĕтре хуплать лапамсене.

Шур хурăн ăшшăн та

типтерлĕн Пуç тайрĕ ылтăн кăтрине.

Пилеш курнать кăвар пек хĕрлĕ,

Сывлать çĕр анлă кăкрипе.

Хумханчĕ шĕшкĕ мана курнăн,

Татма чĕнет сар мăйăрне.

Юман йĕкел тăкать сатуррăн

Кĕрнеклĕ кĕр арки çине.

Хурăнăм


Эй, турăçăм!

Çурт умĕнчи шап-шурă хурăн,

Ан хăй кăна эс хурланма.

Эс маншăн — чаплă-чаплă юрă,

Пултарас çук сана манма.

 

Эй, турăçăм!

Сана кам çапнă, хăш ăнманĕ?

Куратăп тĕрлĕ çĕвĕсем.

Сана эп ĕмĕрех упранă,

Хайланă çепĕç юрăсем.

 

Эй, турăçăм!

Ман патарах утса килсемччĕ,

Ак умăнтах выртать сукмак.

Ман çинелле пăхса илсемччĕ,

Вăй-хал та çук пуль çав утма?

 

Эй, турăçăм!

Эс утăм турăн та аташрăн,

Ма пăрăнан хăв çулунтан?

Пус сылтăма, халь ак майлашрĕ,

Ак халĕ чиперех утан.

 

Эй, турăçăм!

Тĕнче илемĕ эс. Паратăп

Сана эп хамăн чунăма.

Сана кăваррăн юрататăп,

Кĕрсем, кĕрсем ман çуртăма!

«Ҫӑвать шур юр халь, кӗмӗлленнӗ юр…»


Çăвать шур юр халь, кĕмĕлленнĕ юр,

Çăвать, çăвать шур юр алланă евĕр.

Шур юр çăвать чĕрем çине, туй, кур!

Мĕскер мана кĕтет, утап пĕлмесĕр.

 

Çанталăк сивĕ, сивĕ пăр пекех,

Ман чунăма та сивĕтесшĕн мар-и?

Ял ĕнтĕркенĕ. Эп çӳреп текех,

Никам та алăк уçма шутламарĕ.

 

Сив хирĕçӳ е кăткăс кĕрешӳ —

Тĕрĕслĕхе пĕлесшĕн эп çунатăп,

Хавхаланса утап — çук кӳлешӳ,

Çĕнĕлĕхе шырап хĕлле, çулла та.

Рак пек


Кукамăшĕ пĕчĕк мăнукĕ урай çума пуçланине курсан:

— Мăнукăм, ĕçе алăк патĕнчен пуçăнсан пурнăç кутăн каять теççĕ. Урайне пысăк пӳлĕмрен çума тытăн, — терĕ.

Хĕр ача хĕпĕртесе:

— Кукамай, эпĕ хам, рак пек, кутăн чакса çăвăп, — тесе хуравларĕ.

Пӗлӗтсем, ӑҫта васкатӑр?


Пĕлĕт, пĕлĕт, ушкăн пĕлĕт!

Ăçталла чупатăр-ши?

Пурте тăхăннă шур çĕлĕк,

Эй, кама çухатрăр-ши?

Хăвалатăр, тем шыратăр,

Ĕмĕрхи çул çӳренсем.

Шур путексем пек пыратăр

Шыв енне кăшт ӳпĕнсе.

Чакак хӑнисем


Чак! чак! чакакĕ

Пăри пăтти пĕçернĕ,

Пăтти пиçнĕ-пиçменех

Хăнисене чĕнтернĕ.

Шăкăриех хăнисем:

Чĕнменнисем, чĕннисем

Килсе тулчĕç ун патне

Çакă ирхине.

Пĕрне кашăк тыттарать,

Тепĕрне хăй хыптарать,

Виççĕмĕшне чей парать...

Чакак хĕрсех хăналать.

Пĕрне кăна памарĕ,

Кăшт та кăмăл тумарĕ:

— Эсĕ ак мĕн, наян тус,

Калама çук уссăр пуç,

Кĕрпе те авăртмарăн,

Вутă та татмарăн,

Шывне те тултмарăн,

— Пая тивĕç пулмарăн.

Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра


Çырла пиçнĕ вăхăтра

Ирпе ирех тухрăмăр,

Тухрăмăр та утрăмăр

Ушкăнĕпех вăрмана.

Хăшин чĕрес алăра,

Хăшин пĕчĕк карçинкка.

Татрăмăр-çке çырлине те

Хĕп-хĕрлине, пиçнине.

Шакăлтатса каçхине

Эпир киле килтĕмĕр.

Эпир киле килтĕмĕр те

Сĕтпе çырла çирĕмĕр.

Тавах Униç инкене

Пирĕнпеле пынăшăн,

Тури Вылăн вăрманне

Пире ертсе кайнăшăн.

Тав сӑмахӗ


Сив хĕле эп тав тăватăп —

Юр, пас пачĕ вăл мана.

Тав тесе сана калатăп —

Патăн юрату чуна.

 

Сив хĕле эп тав тăватăп —

Килентерчĕ шур сăнпа.

Тав тесе сана калатăп —

Çунтаран юратупа.

 

Тăвăла эп тав тăватăп —

Вăл вăйлатрĕ шухăша.

Тав тесе сана калатăп —

Вут хыптартăн ман ăша.

 

Эп ачашлăхран тăратăп! —

Ман ачашлăхăм чакмасть.

Эп кăнттамлăхран хăратăп —

Вăл касать ман пуçăма.

Пӑрлак ҫул


Район пуçлăхĕ Журавлев лару залне вырнаçса ларчĕ те пухăннă çынсене тĕсесе тухрĕ.

— Пурте çитсе пĕтрĕç-и? — ыйтрĕ вăл юнашар тăракан пулăшуçинчен.

— Пурте. Яковлев кăна çук, — терĕ лешĕ.

Район пуçлăхĕ ун умĕнче ларакан çынсене тепĕр хут пăхса тухрĕ. Пурте вырăнта пек.

— Мĕнле Яковлев? — кам пирки сăмах пынине ăнланса илейменрен пулăшуçинчен ыйтрĕ вара.

— Ну, ĕнтĕ, лешĕ. Çатанкасси çывăхĕнче хăйĕн производствине уçнă усламçă.

— Вăт тата! Пире валли ним çукран ĕç тупса парса çӳрет! Ăна пула пуç ватма тивет! Хăй вара халь те çитмен-им? — ятлаçма пуçларĕ пуçлăх.

— Эм-м… — тӳрех хуравлаймарĕ пулăшуçи. — Эп унпа çыхăнтăм. Вăл ĕçпе Перĕме тухса кайма лекрĕ тет. Ыран кăна таврăнайратăп тет. Поставщиксемпе темле ыйту сасартăк сиксе тухнă тет-и… Ĕнерех тухса кайнă, анчах ыйтăва хăвăрт татса пама май килмерĕ тет. Дмитрий Александрович сире салам каларĕ, паянхи ларăва çитейменнишĕн каçару ыйтрĕ.

— Эх, Курак Мĕтри… Тупса паран ман валли ĕç… Ху вара таçта тухса шăвăннă… — мăкăртатрĕ Журавлев, тинех кӳршĕ ялта çуралнă çынна аса илнĕ май. — Юрĕ, çынни ĕçпе тухса кайнă. Уважительнăй сăлтавпа. Пуçлар ларăва, — терĕ вара пуçтарăннă халăх енне çаврăнса.

Малалла

Качака


Каччин-каччин качаки

Чарусăра пултарать:

Карта умĕн уткалать,

Хушăк витĕр пăхкалать.

Кĕнчеле вĕç сухалли

Лăпăс-лăпăс сулланать.

Шĕп-шĕвĕркке мăйраки

Тăрăнассăн туйăнать.

■ Страницăсем: 1... 57 58 59 60 61 62 63 64 65 ... 796