Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунХĕрлĕ тюльпанҪавраҫилПолк ывӑлӗАтăл шывĕ юха тăратьИлле ТăхтиЮрату йĕтесĕ

Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм


Чăваш çĕршывĕн сив хĕлне,

Ун шур юрне эп юрататăп.

Шур юрлă аслă хирсене

Ялан эп асăмра тытатăп.

Çывăракан хыр вăрманне

Чун-чĕрене вырнаçтаратăп.

 

Алманчă ялĕн айккинче

Хальхи пекех хитре инçетчĕ,

Çума-çум çунашка çинче

Ларса вĕçетпĕр, чун сӳлетчĕ.

Çав вăхăт — асилӳсенче,

Эпир ачалăх тĕнчинчеччĕ.

 

Ай, шурă хĕлĕм, шурă хĕл,

Эс чун-чĕрем, ачаш саркайăк.

Ай, шурă хĕлĕм, шурă хĕл,

Сан чун-чĕрӳ юртан, хăй майлă.

Хĕл, пирĕн ĕмĕт килчĕ тĕл,

Эс мĕнешкел пит ырă, лайăх.

 

Ман патăма эс çывхарсам,

Юратнă тусăм, эс килсемччĕ.

Çак юрлă уй-хире пăхса

Ăна ху ытамна илсемччĕ.

Мана та ытала савса,

Ман чун çунать — çавна сиссемччĕ.

 

Çывăракан хыр вăрманне

Чун-чĕрене вырнаçтаратăп.

Шур юрлă аслă хирсене

Ялан эп асăмра тытатăп.

Шур юрлă савнă хĕллене

Манмастăп эп — тупа тăватăп.

Кӗркунне


Ĕнтĕ уй-хирсем пушаннă,

Тырă-пулă пӳлмере.

Çĕрулми эпир кăларнă,

Сухаланă уй-хире.

 

Йывăçсем çинче, эс кур-ха,

Йышлă-йышлă панулми.

Йăтăнса ларать — ку пурлăх —

Пуçтарасчĕ ним юлми.

 

Тăрнасен сасси пит хурлă,

Тен, вĕсен каяс килмест.

Çитнĕ вăхăт — ан кĕт урăх,

Вăхăт никама кĕтмест.

 

Типнĕ чечексем. Калатăп:

Йĕрки çавăн пек тĕнчен.

Кĕркуннесĕр те юрамĕ,

Унăн пур хăйле тивлет.

 

Килчĕ йăпшăнса кĕр кунĕ,

Вăл утать халь таврара...

Çĕнĕ пурнăçшăн эп çунăп,

Çамрăклăх тапать чунра.

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа


Аппамсем, ĕçчен хĕрарăмсем!

Ялкăшса çунса вĕрерĕ

Кăкăрти вут-çулăмлă чĕрем,

Шухăшсем çӳлте çӳрерĕç.

 

Ялтăратрĕç хĕлхемсем-сассем.

Шухăш юрăра вăйлантăр.

Чечек евĕр çурăлтăр чĕрем,

Юрă хĕлĕхне янраттăр.

 

Çут телей çинчен эп юрлăттăм.

Вăл ыр шăршине сапалĕ,

Ун техĕмĕпе эс сывлăттăн —

Чечексем сана ыталĕç.

 

Илтĕнĕ çурла кăчăртатни,

Илтĕнĕ тыр-пул кашлавĕ,

Çил сасси, тăри тăрăлтатни,

Ялсенчи улах шăв-шавĕ.

 

Амăш ачине юр юрласа

Çывăрттарнине те илтĕн.

Таврана эп илĕп çавăрса,

Юрăпа эп кӳрĕп витĕм.

 

Çĕклĕп тăван халăх кăмăлне —

Эп хаваслăх парнелетĕп,

Хурăп вут вĕсен чĕрисене,

Шанăçпа эп киленетĕп.

 

Аппамсем, ĕçчен хĕрарăмсем!

Мĕншĕн эсĕр сӳрĕкленнĕ?

Çакăн пек шанаççĕ чечексем,

Ман чун ыратать — ĕненĕр.

 

Тăвăл йывăçа хур тунă пек,

Аслати чула тĕпретнĕн

Çĕтеретпĕр шăпа пӳрнине

Сăн-сăпатăра ĕретĕн.

Малалла

Йӳҫӗ ҫӑкӑр


Петя амăшĕ лавккаран илсе килнĕ ыраш çăкăрне тутанса пăхрĕ те:

— Пĕрре те тутлă мар, — тесе хучĕ.

Амăшĕ хирĕç:

— Хырăм выçсан çăпата кантри яшки те тутлă тет, — терĕ те пĕр пысăк çăкăр чĕллине хутаçа чиксе хире кăшман çумлама тухса утрĕ.

Петя кунĕпех ним ĕçлемесĕр ларчĕ, çапах каç енне хырăмĕ выçнине туйрĕ.

Амăшĕ ĕçрен таврăнчĕ, сĕтел çине ыраш çăкăрĕ, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми кăларса хучĕ, куркасене уйран ячĕ.

Ывăлĕ каçхи апата питĕ юратса çирĕ. Уйрăмах ăна ирхине килĕшмен çăкăр кăмăла кайрĕ.

Выçсан йӳçĕ çăкăр та тутлă иккен.

Маттурсем


Ав кăмака умĕнче

Анчăк йăва пĕçерет.

Кăски урай варринче

Сухарисем вĕтетет.

Кушак çури пит çăвать,

Меуклетсе çаврăнать.

Ама кушак асанне

Тетте кĕпе хатĕрлет.

Чăпар чăхă тусĕнне

Пӳртне-çуртне тирпейлет.

Шăлса кайрĕ урайне,

Кайса хучĕ шăпăрне.

— Выртах, шăпăр, канса вырт,

Çӳп-çап шăлма хатĕр вырт!

Кукӑр сӑмса тӑмана


Кукăр сăмса тăмани —

Пысăк куçлă куками —

Тунката çине ларать,

 

Куçне-пуçне пăркалать,

Таплаттарать урипе,

Мăчлаттарать куçĕпе.

«Ман Шӑнкӑртам ҫыранӗсем тавра…»


Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран.

Çăлкуç патне ак эп пырса тăратăп,

Хумханнă кăмăлпа ăна тăнлатăп.

 

Асаттесем юратнă çак çăла —

Кунта ватти-вĕтти куллен вăй илнĕ.

Сипленĕ йывăр суранне ялан,

Асамлă шыв, туятпăр, чăн та пиллĕ.

 

Юрлать çăлкуçĕ, кĕвĕ кĕвĕлет,

Хавал парса мана ĕнентерет:

«Чăваш поэчĕ эс! Мана пăхатăн,

Хăв халăхна та çул тупса паратăн».

 

Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран:

Вĕсем тăвансене аса илеççĕ,

Мана та, хăй хĕрне, телей пиллеççĕ.

Ӑмӑрткайӑксем


Юратнă ăмăрткайăксем!

Епле мăнаçлăн ярăнатăр,

Сăртсен, тусен те тинĕссен

Сăн-сăпатне çӳлте куратăр.

 

Хисеплĕ ăмăрткайăксем!

Телей çуначĕ туянасчĕ,

Тӳпенелле чĕнет чĕрем,

Унта кăна поэт хăвачĕ.

 

Хăюллă ăмăрткайăксем!

Сирĕнпеле ман ăмăртасчĕ,

Сив сывлăша авăснăçем

Ман Çеçпĕл тĕнчине тухасчĕ.

Синкер


Синкер — инкек, сарăмсăрлăх, шар; ялан усал тăвакан, шар кăтартакан çын; сикекен чир; хăрушă япала.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, XI том

Куян уҫӑлма тухать


Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.

Уçăлма куян тухать те,

Сунарçи ăна курать тет,

Пăшалне персе ярать тет.

Еф! Уф-ф! Кĕрс те кĕрс-с!

Палт! йăванать куян тус.

■ Страницăсем: 1... 58 59 60 61 62 63 64 65 66 ... 796