Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗЙӳçĕ кулăАча чухнехиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПулас кинсемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЮманлăхра çапла пулнă

«Пĕчĕк пӳрт авалхи йывăçсем хыçĕнче…»


Пĕчĕк пӳрт авалхи йывăçсем хыçĕнче,

Çав пӳртрен илтĕнеççĕ ачаш сасăсем.

Пулнă йывăр çулсем, сав синкер çулсенче

Тарăн вар тĕпĕнче-мĕн пытаннă çынсем.

 

Ман умра чăнкă çыр, çăмăл мар çĕкленме.

Чăмăртатăп алла, хытарап чĕрене.

Çитеретĕп хаюлăх сире пĕлтерме:

Иртнĕ кунăн кĕвви çавăнтан илтĕнет.

 

Асăрхаççĕ куçсем умра ик мĕлкене —

Чаккапа Тайпин шухăшлă сăнĕсене.

Йывăçсем хушшинчен ак тухаççĕ вĕсем,

Мана курчĕç — пуçларĕç чупма шикленсе.

 

Кăшкăратăп, чĕнетĕп ан тарăр тесе,

Вĕсене хăтарма эп шыратăп тĕрев.

Итлемерĕç мана, пач çухалчĕç вĕсем,

Унтанпа канăç çуккă ман чун-чĕрере.

«Кунта хĕвел пайăркисем…»


Кунта хĕвел пайăркисем

Ача пекех выляççĕ.

Йĕри-тавра юханшывсем

Илемлĕн çуталаççĕ.

 

Кунта вĕри çилсем питрен

Ачашшăн çупăрлаççĕ.

Тем тухатса кĕтмен çĕртен

Чуна хумхантараççĕ.

 

Кунта шап-шурă чечексем

Юр евĕр хӳхĕм тумлă.

Кăштах çеç сывласа илсем —

Ялан эс пулăн çамрăк чунлă.

 

Кунта кашни кун шурăмпуç

Вутла çунни — асамлăх.

Хăть пурăнма халех эс куç —

Пурте параççĕ алă.

Эп ăнлантăм çĕр чăнлăхне


Çунатсем пуласчĕ манăн — шухăшлаттăм.

Пулнă вăхăт — эп вĕçеттĕмччĕ кас-кас.

Эпĕ кайăк пулаймарăм — йышăнатăп —

Пур пулин те çунатсем, мĕн-ха тăвас?

 

Таврăнтăм эп, кĕтсе илчĕ çĕр-тăванăм —

Чăнлăхне ăнлантăм. Эп калап чунтан:

Тăрăштăр йăва пирки лаштра вăрманăм!

Эп сывларăм ассăн — кайăка курсан.

Касма пулать


Лена çитсă татăкне унтан-кунтан виçкелерĕ те тӳрех хачăпа касма тытăнчĕ. Кĕçех уяв çитет, васкамалла унăн. Хĕр ача хăй çĕленĕ кĕпене хăвăрт кăна тăхăнчĕ те тĕкĕр умне пычĕ.

— Ай-ай! Мĕн ку? Хăрах çанни тăвăр, çухи чалăш. Ку кĕпепе епле урама тухас?

Ахальтен мар ваттисем çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ.

Эх, савăнăç, савăнăç!


Анне мана юратать,

Хĕрлĕ тутăр çыхтарать.

Тутăр хĕрри çӳçеллĕ,

Ун кĕтесси çеçкеллĕ.

 

Йăмăк пуплет ачашшăн,

Ялан манпа вылясшăн.

Унпа вăййа тухатăп,

Çунашкапа туртатăп.

 

Çуна сăртран хăй анать,

Сулнăкалла йăванать.

Савăнатпăр, кулатпăр,

Шур упа пек пулатпăр.

Ак мĕнле эп пысăккă


Ирхине эп вăранатăп,

Хăвăрт-хăвăрт тумланатăп,

Аттепе пĕрле тухатăп,

Физзарядка эп тăватăп,

Музыка янранă майăн

Атте утать сулăмлăн.

Эп унран тăрса юлам-и? —

Ярса пусап çăмăллăн.

Хам сывлатăп вăрăммăн,

Сарăлать ман кăкăрăм.

Ак мĕнле эп пысăккă!

Кĕлеткесем


Мĕн чухлĕ хут,

Мĕн чухлĕ хут

Касса вакланă Хĕветут!

Хутран вăл туна качака,

Вун икĕ сурăх, виç лаша, —

Мĕскер ку?

Вăт так тамаша!

Малта пырать ав пĕр така,

Хăй пуринчен те мăнтăркка, —

Хупланă лартнă кантăка!

Ĕмĕрех пурнать чĕре


Тĕрĕс ĕçшĕн çунса тăнă чух,

Илемлетнĕ чух сăпайлăхпа,

Кăварланнă чух вут-туйăмпа

Ун нихçан вăй-халĕ чакмĕ, çук —

Ĕмĕрех пурнать чĕре!

 

Ярăнать вăл çӳллĕ тӳпере,

Аякри сăрта вăл сăн кӳрет,

Кирлĕ — тарăн тинĕсе анать,

Хăй вăл чышкă пысăкăш кăна —

Ĕмĕрех пурнать чĕре!

 

Кашнине парать вăл юрату,

Пирĕн тăнăç пурнăç никĕсне

Вăл хывать. Калать: «Эс ырă ту,

Пехилле телей пур çынсене». —

Ĕмĕрех пурнать чĕре!

 

Вилĕмлĕ эпир... Никам пĕлмест

Çакă юлашки сехет хăçан?

Пурпĕрех чĕре çĕрте çĕрмест,

Вăл тапать мăнуксенче кайран —

Ĕмĕрех пурнать чĕре!

Икĕ тус


Çерук аппапа Пракух инке хиртен кишĕр кăларса килчĕç те апат çиме ларчĕç.

Çерук аппа сĕтел çине çĕнĕ çĕр улми, тăварланă хăяр, уйран лартрĕ.

Пракух инке килтен тухнă чух хутаçне чăх какайĕ чикнĕччĕ. Вăл ăна кăларса хучĕ.

— Мĕн чăрманатăн, тантăшăм, кирлĕ марччĕ, — терĕ ăшшăн кулкаласа Çерук аппа.

— Пур пĕрле, çук çурмалла теççĕ мар-и вара, — хуравларĕ тантăшĕ.

Ырă ĕне


Кĕтӳ ярсан каçхине

Хамăр ĕне сассине

Эп таçтанах паллатăп,

Хапха уçма васкатăп.

Ĕне калать: «Му-ук, му-ук,

Мана илме хирĕç тух!

Хирте шăрăх пулнипе

Ĕçес килет кунĕпе.

Ăш хыпнине ирттерме

Пур-и лĕп шыв — çăнăх шыв?

Уншăн çутă витрене

Сĕт антарăп — су та су!»

Анне суса кĕрсенех

Эп ăшă сĕт ĕçетĕп.

Вара ырă ĕнене

Эп çитерме вĕçетĕп.

■ Страницăсем: 1... 56 57 58 59 60 61 62 63 64 ... 796