Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнÇăлтăрчăксемĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томСинкерАтте пилĕЫтла та вăрттăн юратуПĕчĕк патшалăх

Пылчăклă канав


Ах, ку кăçалхи çанталăка! Хĕл ларчĕ-и е кĕркунне хăйĕн вăхăтне малалла тăсать-и? Юр çусан пăртак выртма тă ĕлкĕреймест — ирĕлме тапратать. Ара, ав мĕнле ăшă. Хăш чух çумăр та йăслама тапратать. Халĕ те ак... Ай!

Урамра юр хыракан Мавра кăшкăрсах ячĕ: ури темĕнле лакăма лекрĕ те хĕрарăм, тытăнса тăраймасăр, çĕре йăванчĕ. Тăма тесе аллисем-пе тĕревленчĕ, анчах урисем татах аялалла путрĕç. Хăямат япали! Хайхи канава лекрĕ иккен. Юр хупланă та - курăнмасть...

Канавран аран-аран тапаланса тухрĕ карчăк. Хăй йăлт пылчăкланса пĕтнĕ: тăм лайăххăн шăнма ĕлкĕреймен иккен. Вараланнă тум тирне юрпа сăтăра-сăтăра тасатнă май Мавра сасăпах мăкăртатрĕ:

— Вăт ырлăх сана, ват супнă! Газ ырлăхĕ. Атту хăçантанпа кĕтсе, ĕмĕтленсе пурăнатăн ăна. Çуркунне темле пулĕ-ха тата. Шыв канав тăрăх урама çурса кайĕ те... Эх, хăйне илсе килесчĕ халь кунта, çав карма çăвар депутата!

Хĕрарăм суйлав умĕнхи вăхăта аса илчĕ. Депутат пуласшăн çунаканни яла килнĕччĕ ун чухне. Çамрăкскер, темĕнле ферма... Э-э, çук, фирмăра ĕçлетĕп тет... Пуянскер ĕнтĕ. Чĕлхи яка: явăнать те явăнать, юхтарать те юхтарать пĕр вĕçĕмсĕр. Мĕн кăна туса пама шантармарĕ-ши! Кăçал яла газ кĕртеççĕ, авă, канавне чавма пуçланă... Чăнах та, чавса пĕтерчĕç. Анчах суйлав иртрĕ те - ĕç чарăнчĕ. Никама та кирлĕ мар. Канавĕ вара ишĕлет...

Малалла

Чул çыран хĕрринче


Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пӳрт,

Юр тултарнă мăрйийĕ таран...

Мăнакка, хăвăртрах уçса кӳрт,

Çитсе ӳкрĕм паян эп аран.

 

Ураран ӳкерен шартлама

Кун каçа муталарĕ пире.

Ни ĕçпе, ни вутпа ăшăнма,

Тумтирри тумтир мар-çке çире!..

 

Чĕрт, аппа, вучахна... Çак яшка...

Салтăнам... Ăшăнма эп ларам...

Малашне те пулсан çакнашкал —

Тĕнчере пурăнни те харам...

 

Куллен-кун хăшкăла-хăшкăла

Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.

Çынлăхран кăларан мăшкăла

Хăçанччен тӳсмелле-ши, тăван?..

 

Çун, вучах! Ĕнтĕркенĕ вăй-хал,

Тепĕр хут йăл илсе амалан.

Курасси, тен, нумай,

Пурнасси, тен, сахал...

Мĕн пулать, мĕн килет —

Тапалан!..

Пуç янисен юрри


Çăлтăр витĕр çул курăнать,

Куççуль витĕр кун курăнать...

 

Çунатăм, юлатăн. Ан макăр.

Салтак пек маттур уйрăлар.

Ман çул — çăлтăр витĕр — тап-такăр,

Ман кун — куççуль витĕр — уяр.

 

Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,

Ачашлĕ кăра шартлама.

Çуталĕ жандармăн медалĕ,

Вăл памĕ çулран аташма.

 

Спасибо! Савса ывăлларĕ

Мана Сармантей самани.

Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?

Тен, ĕмĕрлĕхех... чун савни!..

Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?


Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?

Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?

Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят

Е иксĕлми паттăр, асамлă хăват?...

Караппăл


— Калаç-ха манпа! — Караппăл арăмне чарма тесе аллине тăсрĕ.

— Мĕ-ĕн? — Наçтук тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ. — Санпа калаçмалла-и? Çук, ан та кĕт. Ыран ирех тăмалла, ĕçе каймалла.

— Упăшкуна пăртак та пулин хĕрхенмелле ĕнтĕ. Кунĕ-кунĕпе килте пĕччен лар-ха. Никампа сăмах хушма çук.

Çывăрмалли пӳлĕм алăкĕн хăлăпне тытнăскер, Наçтук тăпах чарăнчĕ, каялла çаврăнса Караппăла тĕсесе пăхрĕ те сасартăк... ахăлтатса ячĕ.

— Ай, мĕскĕн! Тунсăхлать эппин кунĕ-кунĕпе ĕçсĕр ларнă май. Калаçакан çук унпа. Ха-ха-ха!

Пенсие тухнă хыççăн вăл килте ларас темерĕ, хăйсен çуртĕнче пурăнакан темиçе хĕрарăмпа пасарта тĕрлĕ япала сутма тытăнчĕ. Атту пенси пысăк мар. Хваттер укçи, ытти тӳлев çулсерен ӳсет — укçа ăçтан çитерĕн?

Малтанхи вăхăтра пасара Караппăл та тухкаланă. Тĕрĕссипе, ячĕ урăхла-ха ун — Куçук. "Караппăл" вара... Темиçе çул каялла. Куçук таçтан чăвашла кивĕ кĕнеке тупса таврăннă. Казах акынĕн Джамбул Джабаевăн пĕр сăввинчи "Эп хам та, караппăл пек ватăлнă çын, садпа пĕр танах ешереп" текен сăмахсем килĕшсе кайнă-ши ăна — ас туса юлнă вĕсене. Çынсен хушшинче те мăрла-мăрла çӳренĕ. Вăт çакланнă хайхи ят: Караппăл та Караппăл...

Малалла

Эпĕ сан


Ӳпкевпе çĕнĕрен

Кăмăла эс ан хуç.

Пĕр çавра чĕререн

Юрласа чуна уç.

 

Мĕн пулса иртнине

Маннă эп. Эс те ман.

Çыннăн мар малашне, —

Малашне эпĕ сан.

Кăшт систерсен


Эп çава туптанине

Пăхса тăтăм киленсе.

Умĕнчи хĕр çавине

Туптать каччă тимлесе.

 

Каччă йăпăрт сисиччен

Пăхса илчĕ хĕр çине.

Мăлатук кĕтмен çĕртен

Çапрĕ ун пуç пӳрнине...

 

Хĕрĕ хӳхĕм те ĕçчен.

Ĕçчен алăллă каччи.

Сăмах май кăшт систерсен,

Халех пулăттăм евчи.

Хĕрарăм


Йăпатать вăл,

Вăл сиплет.

Тухатать вăл.

Вăл йĕртет...

 

Арçынна та вăл хăйне —

Кирлĕ-тĕк — итлеттерет.

Хăй арçын чĕрçи çинче

Юр пĕрчи пек ирĕлет.

Сунас


Сунас ерчĕ такамран

Сăрт çамки çеремленсен,

Эп апчху! апчху! тусан:

"Сывлăха", - терĕç çемçен.

 

"Сывлăха", - темессерен

Сунас савăнчĕ чунран.

Каç енне кĕтмен çĕртен

Лап ӳкерчĕ ураран.

Сутнă пӳртри юлашки каç


Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»

Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.

Степан кантăк патĕнчен пăрăнчĕ. Сутаканни мар, туянаканни хăй пулнăн, пӳрт ăшчиккине тĕсерĕ: пиçĕхсе ларнă пĕренесем, анăç енне самай сулăннă хĕвелĕн кантăкран карăнса ӳкен хĕрлĕрех çутинче вĕсем хĕмленсе тăнăн йăлтăртатаççĕ, çуттăн, тасан - Çарахви аппăш хăйăрпах сăтăрса çурăм терĕ; Кăмакине шуратнă, типсе çитичченех хутнă пулмалла та, тĕл-тĕл çуркаланнă; кантăк каррисем, турăш кĕтесне çакнă алшăлли чăлт-шурă, хĕррисене вĕттĕн-вĕттĕн тĕрленĕ, — Степан хăйсен кун пеккисем пуррине астумасть: Çарахви аппăш хăйĕннех илсе килнĕ-тĕр; йывăç кравать, пуçелĕк тĕлне эрешленĕ, ашшĕ ăсталанăскерех; çаптарккă çивитти; урайне кивĕ пир-пусма таврашĕнчен килте тĕртсе тунă палас пекки сарнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 780 781 782 783 784 785 786 787 788 ... 796