Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаЙĕрсемЮрату йĕтесĕĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томПăва çулĕ çинчеЕркӗнТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Кӗнекен уявӗ


Кĕнеке эрни хĕвеллĕн

Килсе çитрĕ уявла.

Капăр тумлăн, çут хевтеллĕн

Вăл çĕклет чунри хала.

 

Кĕнеке — тус пит хастаррăн

Ǎс парать пире ялан

Малалла чĕнет патваррăн,

Тунсăх мар унпа нихçан.

 

Юмахсем ярать аваллăн,

Хутшăнма унпа — кĕтрет!

Парнелет пире хаваллăн

Туслăх, юрату, тивлет.

 

Кĕнеке-туса вулатпăр,

Юратса чун-чĕререн.

Варласран хуплаш тăватпăр,

Ĕмĕр пултăр тĕнчере.

Вулакансене сӗнни


Парнелеп сире сăвă çыххи,

Ман чĕре чечекĕсен пуххи

Пурăнтăр ялан сирĕн килте,

Пурăнăр ялан ман ыр пилте.

 

Сăрлă кăранташ, тем-тĕрлĕ сăрă

Тытăр та алла хавассăн, йăрă,

Ӳкерчĕксене хевтеллĕн сăрлăр —

Кĕнекене шет илемлĕ тăрлăр!

 

Тусăмсемĕр, сăввăмсене вулăр,

Савăнса хаваслăн ыррăн кулăр!

Вуламашкăн юлташсене сĕнĕр,

Тĕл пулма мана хĕрӳллĕн чĕнĕр!

 

Парнелеп сире юратăва —

Парнелеп чунри юрра-сăвва.

Ушкăнпа пĕрле, хавхаланса,

Тӳпере вĕçер саркаланса.

«Шӗмпӗлтик, шӗм-пӗл-ти...»


Шĕмпĕлтик, шĕм-пĕл-тик —

калаçаççĕ хумсем,

Пĕр-пĕрне итлесе, ачашланнăн выляççĕ,

Чăнкă мар çырансен юлашки чул картлаçĕ

Шур хумсен вăййипе пурăнать киленсе.

 

Манăн туйăм та çитмĕ çакна ăнланма —

Кунти сывлăш темме куç пăвас пек асамлă.

Инçетре-инçетре ешерет-им кăлканлăх —

Чĕмсĕркке канлĕхре куç хăех хупăнать.

 

Леш енче, тен, чăнах арăслан пурăнать.

Киленсе, тĕлĕнсе эпĕ ывăнтăм, ахăр.

Арăслан-и унта, аслати-и — тăнла-ха,

Леш енне вĕçтерер — пытанса хăрама...

Упӑте, ашак, качака таки тата упа


И. А. Крыловăн «Квартет» ятлă юптарăвĕнчи геройсем: ашкăнчăк упăте, ашак, качака таки тата çăмламас упа пухăнса, концерт пама шухăш тытнă. Нотăсем тупнă. Скрипкăсем илме Шупашкарти магазинсене чупнă. Скрипкăсем нихăш магазинта та пулман. Телефонпа республикăри ытти хуласене шăнкăртаттарса пăхнă. Вĕсенче те скрипкăсем сутман.

Ашкăнчăк упăте, ашак, качака таки, çăмламас упа çĕр çине коллективлăн лач сурса хунă. Сурнă тĕлте лачака пулса тăнă.

Хуркайакпа кӑвакал


Пĕр кăвакал хуркайăкран ыйтнă:

— Хуркайăк, мĕншĕн какалатăн? — тенĕ.

— Çăмарта тăрă пулнăран, — тенĕ хуркайăк.

— Вăл тăрă çăмартана Чăваш совет писателĕсен Союзне конкурса тăрат, — тенĕ кăвакал.

— Манран эсĕ аялта вĕçетĕн, анчах литература ĕçĕ çине çиелтен пăхатăн. Эс каланă пек тăвасси манран пулас çук, — тенĕ хуркайăк.

Кăвакал, хирĕç калама сăмах тупайманнипе аптраса, кутăн чакнă.

Халĕ çав кăвакал çăмарта тума ларнă, тет. Тунă çăмарти тăрă пулнипе тăрă пулманнине пăхмасăрах литература конкурсне тăратма шухăшлать, тет.

Тӗлне пӗлмен кушак


Пĕр кушак аçи питне çуса ларнă. Çуса пĕтерсен вăл кичеммĕн çухăрашма тытăннă.

— Кушак тус, ма мяуклататăн? — тенĕ кил хуçи арăмĕ.

— Шкул çулне çитмен ачасем мана питĕ юратаççĕ. Çавсене кăтартакан картинăна (кино) ӳкессĕм килет, — тенĕ кушак аçи.

Арăм шăпăр хулли илнĕ те кушак аçине вĕтелентерме тытăннă.

— Ах, ухмах, ачасем валли ӳкернĕ кинокартинăсем вĕсем пирĕн колхоза килмеççĕ. Çук та пулĕ вĕсем, — тенĕ.

Çак сценăна чăпар чăхă курнă та чăтаймасăр кулса янă.

«Хушӑран пур тӗнче — йӑлӑнтарнӑ экран...»


Хушăран пур тĕнче — йăлăнтарнă экран,

Чи юнтармăш сассем те халь темшĕн паха.

Ĕнерхи куççульне манайман кантăкран

Сапалапчăк хĕвел ăшăтмасăр пăхать.

 

Хама хам ăнланасшăн çӳретĕп паян.

Хампа хам юлниех — тӳсмелле мар асап.

Эс ялан систермесĕр килен те каян,

Эп ... пĕлмен чĕнеймесĕр тăрса юласса.

 

Сассăрлантăм ятна асăна-асăна,

Тавçăраймăп, темле тĕлĕнтермĕш хăват...

Аслатисĕр те çиçĕмсĕр шăппăн кăна

Вĕтĕ çумăр тулта асăрханнăн çăвать...

«Мӗнешкел ӑссӑрла Питӗрти ҫурҫӗрсем...»


Мĕнешкел ăссăрла Питĕрти çурçĕрсем.

Ыйхăланă тавра çурма ăшшăн кулать.

Чӳрече каррине асăрханнăн сирсе,

Манпа çеç калаçас пек пăлханнă хула.

 

Ним те чĕнмĕп каллех — эп сăмахсăр паян:

Юриех шăпланар шăплăха итлеме...

Хальхинче те çаплах тӳсĕм çитĕ-и сан

Иккĕленчĕклĕн çеç «Уйрăлар-и?..» теме?

 

Уйрăлар, уйрăлар... Пĕчченçи те çăтмах

Чĕтренсе сывлама, антăхса макăрма.

Ним туйман пек юлам, ĕнтĕ юрĕ, каях,

Тунсăхпа килентер тунсăхри урама.

 

Мĕнешкел ăссăрла Питĕрти çурçĕрсем!

Вăрттăн çил вăрттăн çеç чаршава сĕртĕнет.

Кантăкран йăпшăнса уйăх сăнĕ кĕрсен,

Юриех шăпланам шăплăха итлеме…

«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинĕ...»


Шаккать юлташăн чăвашла машинĕ...

Ансат ĕçлетпĕр ку чухне, ансат.

Аса килет мăнтарăн Кĕçтенттинĕ,

Аса килет те чĕрене касать,

 

Вăл йывăçран машин туса хăтланнă,—

Пĕччен алçырăвне камах пĕлет?

Пичетлĕ сăмаха епле сăхланнă

Пĕр кĕнеке те кăларман поэт!

 

Чернил тени те уншăн пулнă «чудă»:

Çырать те хуратать, каллех çырать...

Хура тĕс витĕр вăл курасшăн çутă,

Чĕлхемĕр вилĕмсĕрлĕхне шырать.

 

Сас паллисем чăваш хĕр куçĕ евĕр

Шăрçаланаççĕ шурă хут çинче...

Шаккатпăр, кĕнекен те пичетлетпĕр,

«Нарспи» çапах та çăлтăр пек инçе.

«Эп хамӑр Атăл хĕрринче вилесшĕн...»


Эп хамăр Атăл хĕрринче вилесшĕн.

Пĕлме хал çук: таçта тĕл пулĕ лешĕ?

Ун чух манпа пĕрле туссем пулсассăн,

Эп вĕсене çапла тума хушасшăн:

 

Куç хупăнсан, шух юнăм сивĕнсессĕн,

Чи канлĕ юпăнчă эп витĕнсессĕн,

Кăкăрăмран ман чĕрене кăларăр,

Çуратнă халăха тавăрса парăр.

 

Ăна вăл Шупашкар сăртне пытарĕ

Е урăхла тирпейлеме пултарĕ —

Хăй ирĕкĕ, хăй кăмăлĕ: эп — унăн,

Мĕскер тума пултарнине эп тунă.

■ Страницăсем: 1... 75 76 77 78 79 80 81 82 83 ... 796