Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кайăк тусĕСуя телейСулпикепе Валĕм хунĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томҪул пуҫламӑшӗПирвайхи юратуХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Пысӑк


Тăван ял сăн-сăпачĕ 10 çул хушшинче чылай çĕнелме пултарнине Михайлов Иван малтанах, хулара чухнех, пĕлнĕ пулин те, ун чухлĕ улшăнассине шухăшламан. Колхоз туса лартнă çурт-йĕрсем кăна мар, колхозниксен çурчĕсем те ĕлĕкхинчен тем тери пысăккăн, курăннă ăна.

— Ак сан пиччӳ килĕ, — тенĕ ăна лартса килекен колхозник. — Çитрĕмĕр.

— Суятăн пуль, — тенĕ хирĕç ĕненмесĕр. — Пӳрчĕ ытла пысăк.

— Суйса мар. Виçĕмçул лартрĕ вăл ăна. Хăвăр хушăра çыру çӳретмен те, пĕлмен ĕнтĕ эсĕ. Çапла, пиччӳн пӳрчĕ çак. Çитрĕмĕр.

Михайлов пӳрте кĕчĕ, пиччĕшĕпе инкĕшне ал парса чуптуса илчĕ. Унтан вĕт-шакăр ачасем çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ:

— Ай, пысăкланса кайнă! Ку Ваççа пулĕ, — терĕ пысăкраххи çине кăтартса вăл.

— Çук. Ваççа вулав çуртне кайнăччĕ-ха. Ваççаран кеçĕнреххи ку, Йăван ятли, — терĕ кулкаласа инкĕшĕ.

— Ну?! Ой, пысăкланса кайнă! Ку Варвари ятлăччĕ пулас. Аван-и, Варвари? Мана палларăн-и?

— Ак кусене курман эсĕ, — терĕ пиччĕшĕ ытти ачисем çине кăтартса — Ку Мишша ятлă, ку Коля, ак ку — Гришша, чи пĕчĕкки, сăпкари — Тамара ятлă.

— Ултă ача?! Ой-ой-ой!

Малалла

Анне


Тем-тем сăмах каласшăн

Ача тăсать алне.

Вăл туртăнать хавассăн

Хăй амăшĕ патне.

 

Анне!

Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

Чĕрĕп


— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Мĕн тăвать вăл çĕрĕпе?

— Мĕн пултăр-ха Чĕрĕпе —

Йĕп шутлать вăл çĕрĕпе.

— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Ма йĕрет вăл иртенпе?

— Мĕн-ха пултăр, ир енне

Вăл çухатнă йĕппине.

— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Ма кулать вăл кунĕпе?

— Хăрăк йĕпсен купине

Хыр айĕнче курнипе!

Чăваш ачи


Чăваш ачи чăвашах —

Чунĕ ĕçре яланах:

Пĕр çул хушши сăпкара

Пиеленсе пиçĕхет.

Ик çул хушши вăйăра

Ирĕкленсе çитĕнет,

Виçĕ çула çитсессĕн

Витре йăтма вĕренет.

Тăват çула çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет.

Пилĕк çула çитсессĕн

Пилĕк авма сĕмленет.

Ултă çула çитсессĕн

Уя тухса вĕçтерет.

Качака


Кача ура качака,

Икĕ вăрăм мăйрака,

Кĕрсе кайнă чăлана,

Тăкса янă хăймана.

 

Качăр-качăр качака,

Кукăр-кукăр мăйрака,

Кĕнĕ кайнă пахчана,

Çинĕ тутлă кăшмана.

 

Мекек-мекек качака,

Картлă-картлă мăйрака,

Картана хурам хупса —

Ан çӳре тек тустарса.

Эмел


Амăш ĕçтересшĕн

Павăла эмел:

«Ĕç те — час вăй илĕн

Тет сана хĕвел».

 

Кантăкран шаккарĕ

Уçă çил ăна:

«Выляма чĕнетĕп

Сывалсан кăна».

 

Павлăн вылямашкăн

Пит каяс килет.

Йӳçĕ-çке эмелĕ —

Вăл çавах ĕçет.

Ташă


Алла-аллăн тытăнса

Тăтăмăр карталанса.

Ташă кĕвви калатпăр,

Пурте алă çупатпăр.

 

Харсăр ташăçă, Кĕçтук,

Ташлама часрах эс тух.

Кĕç сан хыççăн эпĕр те

Ташша тухăпăр пурте.

 

Пит аван ташлать Кĕçтук.

Эх, унран маттурри çук!

Алă çупăр харăсрах.

Ташлăр пурте хавасрах.

Тилĕ


— Тиллит-тиллит тилĕ тус,

Ăçта каян, тилĕ тус?

— Васкап эпĕ ялалла,

Манăн чĕпсем тытмалла.

 

— Ах! Пĕлмен-çке халиччен

Эсĕ усал иккенне.

Эп систереп сан çинчен

Хамăр касри вĕшлене.

Мĕншĕн тутлă?


Мĕншĕн тутлă пан улми,

Мĕншĕн тутлă çĕр çырли,

Мĕншĕн тутлă хурлăхан?

Хамăр лартса тунăран,

Хĕвел тĕслĕ пулнăран.

Чие кайăкĕ


Вăхăт тупсан, май пулсан

Эп сада кĕреп кăна —

Асăрхать мана, чунтан

Ятлама вăл тытăнать:

— Тин-тин-тин, — тет, —

тин-тин-тин,

Килтĕн эсĕ тин-тин-тин!..

 

Пуринчен те иртерех

Эп тухап хăш чух сада —

Мухтамасть вăл пурпĕрех,

Темшĕн вăл ятлать татах:

— Тин-тин-тин, — тет, —

тин-тин-тин,

Килтĕн эсĕ тин-тин-тин!..

■ Страницăсем: 1... 79 80 81 82 83 84 85 86 87 ... 796