Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениВăрман ачисемКĕтмен венчетКăвак çĕмренСулпикепе Валĕм хунЮманлăхра çапла пулнăАча чухнехи

Ан ҫиллен, аннеҫӗм


Эх, ăçта васкать-ши, вăхăчĕ-амакĕ,

эп яла килсеччĕ виç куна кăна, —

килтĕм те васкарăм урама тухмашкăн,

ан ятла, аннеçĕм, калаçман-туманшăн.

 

Каçĕ ирĕк, çутă, ĕмĕтсем çунатлă,

манăн çамрăк чунăм, çулăмлă чĕре...

юлташсем курсассăн хăнана чĕнеççĕ, —

вăл мĕнле поэт-ха, кăшт ĕçмеç пулсассăн.

 

Ан çиллен, аннеçĕм, калаçса пулмарĕ,

эп каллех васкарăм шавлă хулана,

уйрăлма çитсессĕн куçăмсем шывланчĕç,

чипер юл, аннеçĕм, савнă ял, Савкаçăм.

Чиперкке


Пĕр чипер ирпеле

эп утап хирелле,

ак, курап мал енче

утăмлать чиперкке.

 

Васкарах эп утма,

ах, тăхтатăп мĕн-ма?

Çак чипер ирпеле

пулчĕ тем чĕреме.

 

Хам туяп вăтанса,

чиперкке утăмне

чакарать тем тума,

йăл кулать куçĕпе.

 

Эп çитетĕп хуса,

ак,каласшăн хăйса:

«Ăнсăртран-и вара

тĕлпулатпăр çапла?!»

Ан кай


Килсе ларса чĕрçи çине,

куçна хупса: «Ан тив...» теетĕн,

эп шухă марччĕ халиччен,

сăмахунтан епле иртейĕп.

 

Сăлтавсăр мар хăрарăм эпĕ:

сана шуйхатасран шиклентĕм,

анчах ан кул вара, пĕлсен...

Сиксех тухать пуль çав чĕре!

 

Эп шухă марччĕ хĕрсемпе,

пурнаттăм çутă ĕмĕтпе,

ах, çумарах килсем, килсем,

ан хăварах мана пĕччен.

Ҫиҫӗм Натюш


Натюш урамра ачасемпе выляса чупса çӳретчĕ – сисмен те, çанталăк тĕттĕмленсе килчĕ, тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем хĕвел анăçĕнчен йăтăнса тухса хĕвеле хупларĕç те хучç. Урамра тăруках каçхи пек тĕттĕмленсе кайрĕ. Çавра çил çавăрттарма пуçларĕ. «Ури-ури çăпати, çăпати кантри салантăр-р-р!» - тесе кăшкăрса та ĕлкĕреймерĕç ачасем, лешĕ хăйсен патнелле пысăкланăçемĕн пысăкланса, хăвăртрах та хăвăртрах çаврăнса çывхарнине курсан, пурте килелле чăл-пар! саланчĕç. Вĕсем хапха умне чупса çитнĕ çĕре шалкăм çумăр витререн тăкнă пек тăкса ячĕ. Хĕрача самантрах шыва кĕрсе тухнă пек йĕп-йĕпе пулчĕ. Çаплипех шапарса чупса кĕрсе кайрĕ пӳрте.

– Анне! Асанне!..

Тĕлĕнмелле, пӳртре никам та çук! Ăçта кайса пĕтнĕ пурте? Ăçта амăшĕ, ашшĕ ĕçре пулĕ-ха… Асламăшĕ те пулин çак çумăр витĕр ăççта çӳрет-ши тата? Чим-ха?.. Унăн кĕçĕĕ йăмăкĕсемпе шăллĕсем тата?.. Пурте йĕп пек çухалнă…

Урамра çапса çăвакан шултăра çумăр чӳречесене патлаттарать кăна. Унччен те пулмарĕ, чавка пуçĕ пек пăр çума пуçларĕ. Пĕлет-ха Натюш, кун пек чухне пысăк пăрсем чӳрече кантăкĕсене те çĕмĕрме пултараççĕ. Амăшĕпе ашшĕ плащ тăхăнса чӳрече хупписене тухса хупаканччĕ… Хĕрача та çапла тăвасшăнччĕ, амăшĕн плащне те тăхăнса пăхрĕ ĕнтĕ,.. Тухас тесе алăк хăлăпне ярса тытсан хаяр аслати кĕмсĕр-кемсĕр! шатăртатрĕ. Пĕлĕт çурăлса кайрĕ тейĕн! Натюш хăранипе хутлансах ларчĕ. Çат! çатлатрĕ çиçĕм – вĕсен пӳрт тăрринчех пуль, унăн хăлхи янăраса кайрĕ…

Малалла

Тӑхтав


Каялла таврăнас йăла çукчĕ-çке ман...

Хутшăну чăрмавне çĕниччен пăрăнма

ансатрах пулнă çав — йăлăнман та кĕтмен.

Пĕр санпа çеç çавра — çĕнĕрен, çĕнĕрен.

 

Уйрăлу е тăхтав? Касса татас çуккă.

«Ĕç-пуçăмăр паллă, вĕçне çити уçă,

сывпулччĕ, савниçĕм», — тесе каламастăп,

вĕçлемĕш сăмах вĕçертмешкĕн тăхтатăп.

«Сӑмахпа калас ҫук ҫут тӗнче илемне...»


Сăмахпа калас çук çут тĕнче илемне,

пурнăçа савнине çĕн кунпа киленсе —

çавăнпа аптăратăп кĕтмен те çĕртен:

«Мĕн туса пурăнатăн, эс çăкăр çĕртсе», —

тенĕрен хам ятпа. Хурав çуккă кĕскен,

ыйтуран тĕлĕнсе ман чĕлхеçĕм çĕтет.

Малашлӑх


Калле килесчĕ хăш-пĕр самантсен,

ман вĕçсĕрлĕх тăвасчĕ вĕсенчен,

ах, тунсăх пусрĕ, тунсăх кĕвĕлет...

Эп пурнăçа пуçлаймăп çĕнĕрен.

 

Хаклийĕ — сывлăх. Сывлăх, ан пĕтсем,

чунне ăна усрап çамрăккинех,

калле килмеççĕ иртнĕ самантсем...

Пĕлетĕп те, малашлăха иртеп!

Вĕре çĕлен


I.

Инçех те мар, çывăх мар

Ĕлĕк авал пĕр çĕрте

Пĕр улпутăн парма-пар

Икĕ хĕрĕ ӳснĕ тет.

Çав улпутăн пĕр хĕрĕ

Качча-мĕне тухмасăр,

(Мĕн тăвас, тен, инкеке).

Ывăл-ача çуратать.

Ашшĕ çавна пĕлет те

Нимĕн тума аптăрать.

Шухăшласа илет те

Пысăк шăтăк çĕр айне

Чавтарнă та вăл унта

Хĕрпе ачине антарса

Апат ĕмĕрлĕх парса

Шăтăк çăварне чулпа

Хурать купалаттарса.

Çав шăтăкра хĕр ачи

Сехетсейрен ӳсет тет.

Виçĕ çула çитсессĕн

Амăшĕнчен çӳлрех тет.

Пиллĕк-ултта çитсессĕн

Ачи калать амăшне:

«Çак шăтăкран пĕр сиксе

Çӳле тухса каям?» тет.

Амăш çакна илтсессĕн:

«Сиксе тухсан аван та

Анчах пире тухмасса

Пирĕн пуçăмăр тăрне

Чул купаланă çав», тет.

Униччен те пулмарĕ,

Ывăл-ача йăлт! сикрĕ

Çӳле тухса палт! ӳкрĕ.

Тĕттĕм çĕрте пурăнса

Вăрмансенчен, хĕвĕлтен,

Халччен тĕнче курманскер,

Кайăксенчен, тыр-пултан

Пит тĕлĕнсе кайрĕ тет.

Шăтăк патне пĕшкĕнсе:

Малалла

Кашкӑрсем


Вырсарникун, ирпе ирех, Иван Дегтярев патне унăн хунĕшĕ, Наум Кречетов, чее те йăрă, илĕртӳллĕ пулма пĕлекен ытла ватах та мар арçын, пырса кечĕ. Килĕштермен хунĕшне Иван; Наумĕ те, хĕрне шутсăр хĕрхенекенскер, Ивана чăтнă.

— Халь те йăваланса выртатăн-и? — алăк урати урлă каçнă-каçманах сăмах сăвăрма тапратрĕ Наум. — Эхха!.. Капла эс, Ванюкăм, çăтмаха та çывăрса тăрсах юлатăн. Ман килес.

— Эп утвиттĕнех сĕкĕнместĕп унта. Хыпаланмастăп.

— Пустуях хыпаланмастăн. Тăр-ха... Атя-ха, вăрмана вутта кайса килер. Бригадиртан эпĕ икĕ лаша ыйтса илтĕм. Паллах, ху пĕлен, «тавтапуçшăнах» мар, тепĕр тесен — мур çине мар-и: вутти кирлĕ.

Иван пуç тавра шухăш хӳтерсе выртрĕ-выртрĕ те... Пăртакран тăрса, тумланма тытăнчĕ.

— Вăт вĕт яш-кĕрĕм мĕншĕн хулана тапать? — тин ейĕве лекрĕ вăл. — Шăп çавăншăнах, хăвăн ĕç вăхăтне ĕçлесе пĕтер те — тух та таплаттар. Этеме канма параççĕ хăть. Кунта вара — ухмаха ернĕ пек: ни кунне, ни çĕрне уямасăр мекĕрленетĕн. Ни канмалли кунĕ çук.

— Ара, вутăсăр ларас тетним? — хушша-хуппа кĕчĕ Нюра, Иван арăмĕ.— Ăна, ав, лашине те тупса панă, вăл, пур — кăмăлсăр.

Малалла

Шыракан тупаймарĕ


Лаши пит хытă вашлаттарса пырать. Кĕçех шурă юрпа витĕннĕ разъезд çурчĕсем курăнми пулчĕç. Çуркунне еннелле сулăннă çанталăк хитре, уяр тăрать. Çул яка. Марья Павловна, çурăмĕпе çуна хыçне тайăнса ларнăскер, сулăнчăксене ӳксе юласран пăшăрханмасть, прислуга тупăнмасран пăшăрханса пырать.

«Прислуга тени вăл кăнтăрла та, каç та, ир те килтех лартăр, — шухăшласа пырать Марья Павловна. — Ниçта та ан тухтăр, «тухса çӳресем ĕнтĕ» тесен те, уçăлса çӳресшĕн ан пултăр. 0бшество ĕçне хутшăнаканнине эпĕ виçĕ кун та тытса усрас çук», — пин хутчен те пуçра пулнă шухăшсемпе аппаланса пырать вăл.

Вĕсем йывăçлă яла вашкăрса кĕчĕç.

— Çитрĕмĕр... Кам патне кĕрес? — ыйтрĕ лавçă, лашине хăй уттипе ярса:

— Кам патне кĕмелле-ши? Эсĕ пĕлместĕн-и: сирĕн ялтан кам хĕрĕ хулана прислугăна пымалла пек?

Лавçă шухăша кайрĕ.

Çавăнтах Марья Павловна пуçне шутсăр ăслă шухăш пырса кĕчĕ.

«Прислуга мар, çăм арлакан шыракан пулса çӳрес. Ахаллен, тӳрех прислуга кирлĕ тесен, хама килĕшмен общественница тĕлне пулсан... пĕлмесĕр илсе те ярăн. Малтан вăл общественница маррине ытарлă ыйтса пĕлес пулать. Унсăрăн ĕç тухмĕ. Çăм арлакана шыранă пек пулса çӳренине ним те çитмĕ», — шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 77 78 79 80 81 82 83 84 85 ... 796