Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хĕвелсĕр кун
тухмасть-им çăлтăр та
йăлтăртата-йăлтăртата?
Хĕвелсĕр кун...
Утас енче —
Пĕр çутă! Тĕттĕм, тĕттĕм...
Пĕр çутă пур-ха хуть тесеттĕм,
пурах — инçе.
Хĕвелсĕр кун
ытла та сăнсăр — нимсĕр.
Кашни вĕрен-пĕр йытă — килсĕр.
Тĕнчех-и ку?
Йĕре-мĕн çур.
Пур кун — çухатнă меллĕх,
ним ăнланмасăр çӳремелĕх
сăлтавăм пур.
Эс мана паянччен те пĕлмен.
Куçăмри хĕм çинчен хушăран, тен, каланă —
Тинĕсе нихăçан та чĕнмен.
Тинĕсе нихăçан та чĕнмен.
Те хумсен тинĕсле çиллинчен кăшт хăранă,
Те мана вĕлтĕрти çăмăлттай пек шутланă,
Эпĕ куншăн ӳпкевлĕн йĕмен.
Эпĕ куншăн ӳпкевлĕн йĕмен.
Çумăр айĕн кăна чĕтренсе ĕсĕкленĕ,
Çил-тăман юррисен суранне те шелленĕ —
Ыттисем пек пулмашкăн пӳрмен.
Ыттисем пек пулмашкăн пӳрмен.
Эпĕ çиçĕм тĕсне ăссăрла кăмăлланă,
Аслати сассипе киленсе асапланнă.
Эс мана паянччен те пĕлмен...
Кулленхи пекех пуçланчĕ вăл кун. Таçтан аякран хĕвел килсе тухрĕ те уйсем çине пусăрăнса выртнă юра кĕмĕл тĕс пачĕ. Чĕрĕ вăй пек пулчĕ вара юр: шурă, вĕçĕмсĕр тăсăлакан кĕлетки çинче хĕвел пăрахнă кĕмĕл пĕрчĕсемпе выляма пуçларĕ. Çавăн пек уйăн пĕр çулĕ, пĕлĕтелле тĕртĕннĕ курпунĕ çинче Юнаш ятлă пысăк çеç ял сапаланса ларать. Ял хĕрринчи çуртсем хăма, улăм, халь юрпа витĕннĕ çийĕсемпе нумай çĕрте яла пӳлсе илнĕ çырманалла тайăлса лараççĕ. Ял варринче юр алласа ларакан ватă, анчах тӳрĕ хурăнсем хушшинче кăшт сарăла пуçланă чиркӳ икĕ кĕмĕл хĕресĕпе çӳлелле кармашать. Ялтан кăшт уйрăмарах, пĕр мăкăр çинче, виçĕ çил арманĕ хыр çунатсемпе хăлаçланса çĕртен çӳлелле вĕçсе ӳкесшĕн чĕриклетеççĕ.
Хĕллехи çутă, хĕвеллĕ ир илемлен уçăлать Юнаш ялĕ. Пысăккăн пĕлĕте сухаласа тухакан хĕвел чи малтан çак ял çине пăхса илет. Унтан вара тин унăн кĕмĕл çутисем ытти çĕрсене сапаланаççĕ. Хĕвел хăйĕн кĕмĕлне этем пек хăй умĕнче тытса усрамасть, уçă кăмăллă пулса кĕмĕлне вăл ăçта пынă унта сапаласа пырать. Кама кирлĕ, çав пуçтартăр, савăнтăр. — Ой, хĕвел, таса хĕвел, ăçтан пула пĕлнĕ-ши эс, хĕвел, этемрен çав тери аякраскер, çав тери çывăхскер! Ой, хĕвел, çав тери аслă, çав тери йăваш хĕвел, мĕн шухăшлатăн-ши эс этемлĕх çинчен — сан таса, пĕр вĕçĕмсĕр уйусем, улăхусем çинче ылтăншăн çăтăхса юн юхтаракан этемлĕх çинчен?
Малалла
«Ĕмĕрне те манмăп теттĕн
Савнă Нуççуна.
Остерта иккен ĕçлеттĕн,
Çывăхра — Десна.
Атăл мар, Украйна шывĕ
Саншăн ăшăрах.
Сансăр пурăнăçăм сивĕ,
Сăнару — асрах.
Кайрăн, çĕтрĕн — сас памарăн,
Кĕтрĕм темĕнччен.
Паня хыпарне вуларăм —
Эс унта иккен.
Пурнăçу сан пурнăç мар-мĕн,
Татăлас пекех.
Имĕш, вăл тек çулçă сармĕ,
Çитĕнмĕ текех.
Ман пирки-çке çын кун-çулĕ
Кĕскелет, пĕтет.
Хытă кӳрентертĕм пулĕ,
Халĕ чун кӳтет.
Çăмăл мар-ха пурнăç терчĕ,
Йывăр манăн та.
Вăл чуна пуссах çитерчĕ
Чĕмпĕрте, кунта...
Çăмăл марччĕ, савăк марччĕ
Упăшкам пур чух.
Чир ăна çапса антарчĕ, —
Ĕнтĕ халь вăл çук.
Венчетле пĕрлешнĕ хыççăн
Хытăччĕ алли:
Эп тем чул патак та çинĕ,
Пулнă ун кулли.
Сансăр килĕм те пуш-пушă,
Вĕçĕм тунсăхлать.
Кулянатăп сан шăпушăн
Пуринчен ытла.
Малалла
Юратмастăп сана, юратмастăп,
Ăнсăртран çеç тĕл пулнă, паллашнă.
Юрату туйăмне вăратмастăп,
Йăнăшпа, пур-çукран улталаннă.
Çук, суймастăп сана, пач суймастăп,
Мĕн калас тенине йăлт каланă.
Ун çумне пĕр сăмах та хушмастăп,
Ăнсăрт-шухăш тахçанах арканнă.
Юратмастăп сана, юратмастăп,
Ултава пăхăнса тип шар курнă.
Телее ултавпа туптаймастăп,
Чĕреме çав ултав пĕр хут çурнă.
Эпир санпа çурма çулта
Уйрăлтăмăр, çак кун
Улатчĕ çил-тăман тулта,
Шăнса хытнăччĕ чун.
Пĕлмен, халь йывăр асăнма,
Ыйтман пĕр-пĕринчен.
— Каçар… — сăмах çеç калама
Вăхăт пулман ирччен.
Çитейрĕ уйăх хăпарса,
Сар кăшăл пек, çӳлтен,
Çак инкеке курса тăрса
Пирĕн хушша кĕмен.
Çил ачисем пӳрнисемпе
Лăсканă çӳçсене.
Вĕсем, каçхи асамçă пек,
Тустарнă пуçсене.
Яла эс юлăн, хулара
Эп пулăп ырантан, —
Вилмен вĕт-ха эпир, ара,
Сикмен вĕт çырантан…
Телей сунма, сыв пул теме
Кам чарнă-ха пире?
Тур хушнă, çырнă этеме
Кĕтмешкĕн çĕн ире.
Хĕвелĕ тухрĕ тепĕр ир,
Анчах пирĕншĕн мар.
Çуталчĕ шурă юрлă хир,
Пирĕншĕн вăл — пушар…
Ним пулман пек уйрăлтăмăр:
Вăрçман пач, хирĕçмен…
Пĕр-пĕрин урлă тăтăмăр, —
Мĕн тăвăн, тен, пӳрмен?
Тем ăнланса илнĕ, темĕн ăнланман —
Шавласа илет те шăп тăрать вăрман.
Те хамах сив чунлă, тĕ тĕнче кăра...
Юлашки чĕтрев-им ӳкнĕ çулçăра?
Те хамах ӳпкевлĕ, те тĕнче кăра.
Асăрханчăк çумăр хăраса тарать.
Мĕн юлать кĕтмелĕх — нимĕн-нимĕн те.
Сар сукмак чĕтревĕ пĕлтĕрхи тĕлте.
Пулнă — иртнĕ. (Юлнă! Юлнă-ха асра).
Малашне те шуçăм килмĕ анăçран.
Хĕл иртсе кайсассăн, ахăрмĕ тăман.
Тем ăнланса юлнă, темĕн ăнланман.
Хĕрĕх урлă каçнă Арлан Ваçлейĕ, район хаçатĕнче пĕр-ик сăвă пичетленĕскер, Писательсен союзне çĕмĕрттерсе кĕчĕ.
— Ăçта кунта сирĕн пуçлăхсем?!
— М-ма? Мĕн пулнă? — хăюсăррăн ыйтрĕ коридор çăвакан Анюк аппа.
— Мĕн пулнине хам пĕлеп! — куçне-пуçне ялтăртаттарчĕ Ваçлей. — Кала, ăçта вĕсем?
— Ав унта ара, юнашарта...
Арлан яваплă секретарь ларакан пӳлĕмелле таплаттарчĕ.
Кĕчĕ те:
— Эсир радио итлетĕр-и? — терĕ тӳрех, сывлăх сунмасăр-тумасăрах. — Хăçан та пулин «Вĕлтрен курăк» юрра илтнĕ-и? Вăт, эпĕ — çавăн авторĕ. Сăмахĕсене çыраканни... Вунă çул ывăнмасăр, хăпартлансах юрлать ăна чăваш халăхĕ!
— Вара? — килнĕ çын çине çемçен, йăвашшăн пăхрĕ секретарь. — Пиртен мĕн кирлĕ? Тульăк майĕпенрех эсир... Аттук, вăн, сĕтел çинчи графин та, стакан та тăр-тăр чĕтреççĕ.
— Майĕпенрех? — сĕмсĕрленчĕ Ваçлей. — Эп пур, ятлă-шывлă поэт, инçетри районтан силленсе килетĕп, — вĕсем вара, кунĕ-кунĕпе йĕм хăшкаса ларакансем, çăвара хуплаççĕ. Ăçта тĕрĕслĕх? Ăçта демократи?!
— Калăр, калăр — йăпатма хăтланчĕ лĕп çилпе тайăлмалла пиçен пек вăрăм та çинçешке Арлана председатель çумĕ. — Итлетпĕр...
Малалла
Юрат мана иккĕленмесĕр,
Юрат тĕнче мĕнне манса.
Шухăшламасăр, именмесĕр
Юрат мана, çунатланса.
Пурин çинчен манса кайса,
Тĕршĕн çума ытакласа.
Кăкăрăм çине пуçна тайса,
Юрат ыр сăмах каласа.
Юратăва нимпе виçеймĕн,
Ман чун, сан чун вăл — юрату.
Вĕçертрĕн тĕк — хăвса çитеймĕн,
Чунра хăварĕ ырату.
Юратăва эс шан, ан парăн,
Ĕнен ăна мăнаçланса.
Юрату тинĕс евĕр тарăн, —
Юрат, юрат хăпартланса!
Юрат мана иккĕленмесĕр,
Юрат та — пар тату сăмах:
— Тур панă пурнăç вĕсленмесĕр
Уйрăлмăп эп санран… Тавах!
Пулнă пăлхарăн Кăпрат,
Пухăннă ун пысăк мул.
Халь архивра вăл тăрать,
Çавăн хакне пĕлнĕ пул.
Пулнă тет Ылтăн Пăлхар
Днепр-Кубань хушшинче.
Мĕншĕн-ха Ылтăн — Пăлхар,
Ылтăнĕ çук ку енче.
Калĕ пире ун çинчен
Хан вил тăприн пин тупри.
Лăпкăн ăна сĕртĕнсен
Кăлт! сикетех çын чĕри.
Пин те пĕр виç çĕр ал çул
Паттăр Кăпрат куç хупни.
Ĕмĕр кăна иртрĕ пуль
Ун вил тăпри тупăнни.
Вăрттăн пытарнă хана
Хăй мулĕпе юнашар.
Тупнă кĕтӳçĕ ăна...
Чим, Кăпратпа паллашар.
Вăл Висантти хӳттипе
Вăйлă патшалăх тăвать,
Тинĕс леш ен ĕмпӳпе
Туслăх кĕперĕ хывать.
Хăй Константин хулинче
Кĕнĕ Христусăн тĕнне.
Ахăр, хăруш кунсенче
Илнĕ Тур Амăш пилне.
Тапăннă хытă авар —
Хирнĕ ăна кар тăрса.
Алă памарĕ сăвар
Уйрăм пурнасшăн пулса.
Çĕнĕ ăру вăй парать,
Сумлă тăвасшăн ятне.
Тупрĕ ку тапхăр Кăпрат
Малалла
■ Страницăсем: 1... 81 82 83 84 85 86 87 88 89 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...