Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
Том хăйне çаптарнине чăтса ирттерчĕ те каялла вырăнне пырса ларчĕ. Вăл ытлашши хурланмарĕ, мĕншĕн тесен: «Юлташсемпе тĕркĕшсе хăтланнă чухне, чăнахăх та чернильницăна кĕнеке çйне тӳнтерсе ятăм пулĕ», — тесе шухăшларĕ. Çавăнпа та вăл хăйĕн айăпне ахаль çеç, йăли çавăн пек пулнăран çеç тунчĕ.
Пĕр сехет иртрĕ. Учитель трон çинче сăмсине уса-уса тĕлĕрсе ларчĕ. Урок вĕренекен шкул ачисем сĕрленипе сывлăшĕ те темĕнле ыйхăллă пек пулса тăче. Мистер Доббинс тӳрленсе ларчĕ, анасласа илчĕ, сĕтел ещĕкне уçрĕ те кĕнекине те илес, те ăна сĕтелпех хăварас тенĕн ун патнелле карăнчĕ. Вĕренекенсемшĕн нумайăшĕшĕн çакă пурпĕрех пулчĕ, анчах вĕсем хушшинче иикĕшĕ вара учитель мĕн тунисене пурне те пите хытă асăрхаса тăчĕç. Темиçе минут хушши учитель темĕнле шухăша кайнă пек пулса кĕнеке листисене уçкаларĕ, унтан кĕнекене хăй умне хучĕ те вулас тесе пукан çине лайăхрах вырнаçса ларчĕ.
Том Бекки çинелле пăхса илчĕ. Бекки, никам та хăй хутне кĕрсе пулăшакан çук пекех, хăйне пăшалпа тĕллесе пеме тесе хăваланипе ĕшеннĕ кролик пекех, мĕскĕннĕн пăхса ларнăн туйăнчĕ. Çакăн хыççăн Том самантрах хăй унпа вăрçнине манса кайрĕ. Часрах пулăшмалла! Халех мĕн те пулин тăвас пулать, пĕр çекунт та тăхтамасăр, халех! Анчах инкеке ниепле те сирсе яма май çукки Том пуçĕпе тавçăрса илессине чарса лартрĕ... Питех те аван! Тĕлĕнмелле лайăх шухăш! Вăл чупса пырса кĕнекене ярса илет те, алăк витĕр сиксе тухса яра парать! Анчах вăл пăртак иккĕленсерех тăчĕ те, çавна тумалли лайăх вăхăчĕ иртсе те кайрĕ: учителĕ кĕнеке листисене уçа-уçа пăхса ларчĕ. Ах, çав вăхăта каялла тавăрма май килнĕ пулсан! «Питех те кая юлчĕ ĕнтĕ, халĕ Беккин хăтăлмалли те çук!» — терĕ Том хăй ăссĕн.
Тата тепĕр минут иртрĕ, учитель класс еннелле çаврăнчĕ. Вăл пăхнипе пур ача та куçĕсене тартрĕ. Çав учитель пăхнинче темĕн сисĕнсе тăчĕ, çавăнпа айăпсăррисем те хăраса чĕтреме тапратрĕç. Шăпах çав вăхăтра вуннă таран шутласа çитме те май килетчĕ. Учитель хăй ăшĕнче çиллине пухрĕ. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Кам çурчĕ çак кĕнекене?
Пĕр сас-чăвĕ те пулмарĕ. Класра çав тери шăп, булавка ӳкнĕ сасса та илтме май килнĕ. Пурте нимĕн шарламасăр ларчĕç.
Учитель, айăп паллисене шыраса, пĕр ачана питрен шăтарас пек пăхнă хыççăн теприн çине пăхрĕ.
— Бенджамен Роджерс, эсĕ çуртăн-и çак кĕнекене?
«Çук!» тени илтĕнчĕ те, каллех шăп пулчĕ.
— Джозеф Гарпер, эсĕ-и?
«Çук!» тени илтĕнчĕ. Томăн ăшĕ хытăрах та хытăрах вăркама пуçларĕ. Çав ыйтусемпе ответсем уншăн вăраххăн асап кăтартса хăтланнă пекех туйăнчĕç. Учитель арçын ачасенчен ыйтса пĕтерчĕ, пăртак шухăшлакаларĕ те хĕрачасенчен ыйтма пуçларĕ.
— Эмми Лоренс? — терĕ вăл.
Лешĕ «çук» тесе пуçне çеç сулларĕ.
— Гресси Миллер?
Вăл та çавăн пекех хуравларĕ.
— Сюзанна Гарпер, çакна эсĕ турăн-и?
Каллех «çук» тени илтĕнчĕ. Халĕ ĕнтĕ черет Бекки Тэчер патне çитрĕ. Том çӳлтен пуçласа урисем таранах чĕтрерĕ: лару-тăру шанчăксăр пулнă пек туйăнчĕ ăна.
— Ребекка Тэчер (Том унăн пичĕ çине пăхса илчĕ: вăл сехре хăпнипе шап-шурă шуралса кайнă), эсĕ çурмарăн-и?.. Çук, мана куçран пăх... (Бекки тархасланă пек пулса аллисене çӳлелле çăклерĕ.) Эсĕ çурса пăрахмарăн-и çав кĕнекене?
Çакăнта Том пуçне çиçĕм пекех пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Вăл ура çине сиксе тăчĕ те:
— Ăна эпĕ çуртăм! — тесе хыттăнах кăшкăрчĕ.
Ăсран кайнă ачана, çавăн пек никам та ĕненмелле мар хăтланаканскерне, пĕтĕм шкул тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том пĕр минут хушши пек тăчĕ, хăйĕн сапаланса кайнă шухăшĕсене пуçтарчĕ те, айăп «каçарттарма» малалла тухса тăчĕ. Мĕскĕн Бекки куçĕсенче тĕлĕнсе хытса кайни, тав туни, питĕ хытă юратни палăрса тăчĕ. Çакă ĕнтĕ Тома çĕр хут çаптарнине те сапласа хуратчĕ. Хăй çавăн пек тĕлĕнмелле хăтланнипе хĕрсе кайнăскер, вăл мистер Доббинс хăйне шутсăр хытă çаптарнине те пĕр кăшкăрмасăр тӳссе ирттерчĕ; çийĕнчен тата хăйне уроксем хыççăн икĕ сехетлĕхе шкулта юлма хушнине те пурпĕрех тесе шутларĕ вăл. Вăл хăйне хупса хуни иртсен, ăна лере, хапха патĕнче, кам кĕтсе тăрассине те аванах пĕлсе тăчĕ, çавăнпа та хупса хуни те ăна пысăк инкек пекех туйăнмарĕ.
Çав каçхине, çывăрма выртнă чухне, Том Альфред Темпле хирĕç тавăрасси çинчен питĕ тĕплĕн те нумай шухăшласа хăтланчĕ. Мĕншĕн тесен Бекки питех вăтанса кайнипе тата ӳкĕннипе ăна пурин çинчен те тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ, — çав шутрах хăй Тома çавăн пек улталани çинчен те каларĕ. Анчах хирĕç тавăрасси çинчен шутланисем те часах иртсе кайрĕç, ун вырăнне пуçа кăмăллăрах шухăшсем пырса кĕчĕç. Çывăрса кайна чухне те Беккин юлашки сăмахĕсем илтĕннĕ пек туйăнчĕç:
— Том, мĕнле эсĕ çав тери ырă чунлă пулма пултаратăн? — тенĕ пек туйăнчĕ ăна.
21-мĕш сыпăк. Экзаменсем
Каникул çывхарса пыче. Учитель, ачасене яланах хытă тыткалскер, тата хытăрах тыткалама, тата хытăрах ыйтма тапратрĕ: экзаменра пăхса ларакан çынсем умĕнче шкул мухтанма пултартăрччĕ, терĕ вăл. Унăн хуллисемпе линейкийĕ халĕ кĕçĕн классенче сайра хутра çеç ĕçсĕр выртрĕç. Вунсакăр-çирĕм çула çитнĕ çамрăк ачасемпе хĕрсене çеç çаптарасран хăтарчĕç. Хĕнессине мистер Доббинс питех ыраттармалла хĕвет, мĕншĕн тесен, вăл çутăлса тăракан пысăк кукшине парик айне пытарса çӳресен те, çапах та вăл ватăласси виçе-ха, мускулĕсем те унăн тĕреклĕ. Аслă кун çывхарса килнĕ майĕпе вăл асап кăтартма юратни унăн ăшĕнчен тулалла тапса тухма пуçларĕ: ним мар ĕçсемшĕнех вăл хытă айăпласа çилĕллĕн киленнĕ пек туйăнчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем кунĕ-кунĕпе чĕтресе ларса асап тӳснисенчен, çĕрле вара хирĕç хаяррăн тавăрасси çинчен шутланинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук. Учителе мĕнле те пулин пĕчĕккĕн усал тума май килсенех, çавна вĕсем нихçан та ахаль ирттермен. Анчах вĕсен вăйĕсем тан пулман, учителĕ яланах çĕнтерсе пынă. Хирĕç тавăрасси ăнсассăн кашни хутĕнчех вара учителĕ питĕ хаяррăн та хыттăн тытса çаптарнă, çавăнпа арçын ачасем яланах питĕ пысăк сиен курса вăрçă хирĕнчен пăрахса кайнă. Юлашкинчен вĕсем пĕрле каварлашнă та хăйсем питĕ аван çĕнтермелле пек туйăнакан май шухăшласа кăларнă. Вĕсемпе пĕр класра вывескăсем çыракан живописецăн ывăлĕ вĕренĕ, вĕсем ăна хăйсен вăрттăнлăхне каласа кăтартнă та хăйсене пулăшу пама ыйтнă. Лешĕ шутсăрах хĕпĕртесе кайнă, вăл хĕпĕртенинчен тĕлĕнмелле те пулман: учителĕ унăн ашшĕ килĕнче апатланнă, арçын ачан учителе кураймасăр пурăнмашкăн сăлтав та нумай пулнă. Юри тенĕ пекех, учителĕн арăмĕ таçта, хăйсен ялĕнчи паллакан çынсем патне, хăнана кайма хатĕрленнĕ те, пĕр ик-виç кунтан тухса каймалла пулнă. Эппин, ачасем тавăрма шухăшласа хунине нимĕн те кансĕрлеме пултарайман. Пысăк ĕç умĕн яланах учитель эрех сыпма юратнă, живописец ывăлĕ хăйĕн юлташĕсене çапла сăмах панă: «Экзамен ыран тенĕ чухне, лешĕ ӳсĕр пулса хăйĕн кресли çинче çывăрса кайсанах, эпĕ çав мĕнпур япалана тăватăп та хам шкулалла тухса шăватăп», — тенĕ.
Çырса хунă пекех пулса тухрĕ. Каçхине, сакăр сехет тĕлнелле, шкул çурчĕ çап-çутă çуталса тăчĕ, ăна чечексенчен тунă кăшăлсемпе тата çулçă çыххисемпе эрешлесе пĕтернĕ. Учитель пысăк кресло çинче, трон çинче ларнă пекех, ларать. Хыçалта доска. Учителе питрен пăхсассăн, вăл эрехне лайăхах сыпни палăрать. Аяксенчи виçĕ ĕрет саксене, сылтăм енĕпе те сулахай енĕпе те, тата учитель умĕнче ларакан ултă ĕретне çав хулари чаплă çынсемпе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем йышăннă. Сулахай енче, мăн çынсем ларакан саксем хыçĕнче, вăхăтлăха тунă сарлака платформа çинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараççĕ: пĕчĕк арçын ача ĕречĕсем, пичĕсене çав тери таса çунăскерсем, таса тумланнăскерсем, хăйсене çыхса лартнă пекех туйса лараççĕ, юнашарах хăйсене тирпейлĕ тытман пысăкрах ача ĕречĕсем; батист та кисея тумланса капăрланлса ларнă хĕрачасемпе хĕрсен шап-шурă çеç курăнакан ĕречĕсем çав хĕрсем хăйсен аллисем çара пулнине, хăйсем çинче кукамăшĕсен шăкăрчисем, çӳçĕсем çинче шупка та кăвак бантсем тата чечексем пулнине пĕр минутлăха та манмаççĕ. Ытти вырăнĕсене экзамен тытман шкул ачисем йышăннă.
Экзамен акă мĕнтен пуçланчĕ: пер пĕчĕкçеç арçын ача тăчĕ те хăранă сасăпа калама тапратрĕ:
Эп пĕлетĕп: пĕчĕк ача халăх умĕнче
Тухса каланине итлемешкĕн
Эсĕр пĕрре те хăнăхман...
çакна каланă вăхăтра вăл аллисене шăнăр туртса кансĕрленĕ пек асапланса та ытлашши тирпейлĕн сулкаласа илчĕ, вăл пăртак пăсăлнă машина пекех туйăнчĕ. Çапах та вăл вĕçне çитичченех, чиперех каласа çитерчĕ. Шутсăрах хăраса ӳкнĕскере вара пурте харăс алă çупса ырларĕç, вăл хăй вĕренсе хунă пек пуç тайрĕ те айккинелле пăрăнчĕ.
Вăтанса кайнă пĕчĕк хĕрача тухса çапла калама пуçларĕ: «Мэрин пулнă пĕр путек» т. ыт. те, унтан лăпчăнса шутсăр хĕрхенмелле реверанс турĕ те, хăйне алă çупнипе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе, хĕпĕртесе вырăнне кайса ларчĕ.
Унтан пĕртте вăтанман пек пулса эстрада çине Том Сойер тухрĕ те нихăçан сӳнми хавхаланупа «Ирĕк парăр мана е вилĕм парăр мана!» сăвва калама пуçларĕ. Вăл шутсăр аллисемпе сулса, тĕленмелле хаяррăн каларĕ, анчах çуррине çитсенех такăнчĕ. Çынсем умĕнче тăрасси ăна хăрамалла пек туйăнса кайрĕ: унăн урисем кукленсе анма хăтланчĕç, пырĕнче темĕнле пăвса лартнă пек пулчĕ, вăл пĕр сăмах та калама пултараймарĕ. Итлесе ларакансем ăна хĕрхенни палăрса тăчĕ, анчах вĕсем нимĕн те шарламасăр ларчĕç. Вĕсем çапла нимĕн чĕнмесĕр ларни вара уншăн вĕсем хăйне хĕрхеннинчен те йывăртарах пулчĕ. Учитель салхун пăхма пуçларĕ, çака вара катастрофăна вĕçнех çитерчĕ. Том тата пăртак тапаланкаларĕ те, шутсăр намăс курса, эстрада çинчен анса кайрĕ. Çăт-çат алă çупкаланисем илтĕнчĕç, анчах вĕсем пуçламăшĕнчех пĕтсе ларчĕç.
Малалла çакăн пек япаласем пулчĕç: «Ача ялкăшса çунакан палуба çинче тăни», «Ассири çыннисем кашкăрсем кĕтӳ çинелле пынă пекех пыни» тата вуласа памалли ытти хаклă япаласем те. Унтан тĕрĕс çырассипе вуласси хушшинче çапăçу пулса иртрĕ. Сахал ачаллă латин класĕ вĕренсе çитернĕ фразăсене каларĕ. Унтан çамрăк ледисен харпăр хăй çырнă сочиненийĕсене хăйсен вуласа памалла пулчĕ. Кашни хĕрех черетпеле платформа хĕрринех туха-туха тăчĕ, кăххăм-кăххăм тесе ӳсĕркелесе илчĕ, хитре хăюпа çыхса лартнă хута куçĕ патне илсе пычĕ те вулама пуçларĕ, лайăхрах сасă кăларма тăрăшса, тата чарăну паллисене асăрхаса, тăрăшса вуларĕ. Вĕсен сочиненийĕсем, çав хĕрсен амăшĕсен, кукамăшĕсемпе мăнасламăшĕсен, пĕр сăмахпа каласан, Крестовăй походсем вăхăтĕнчи ватă хĕрарăмсен сочиненийĕсемпе пĕр еверлĕрехех. Çав таранччен вĕсем мĕнле сочиненисем çыркаланă, çак хĕрсен сочиненийĕсен темисем те çавнашкалах: «Туслăх», «Ĕлĕкхине аса илнисем», «Историре турă хушса пыни», «Юмахри патшалăх», «Вĕреннин уссисем», «Тĕрлĕ патшалăхсен тытăмĕ, вĕсен ăрасналăхĕпе пĕрпеклĕхĕ», «Меланхоли»1, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ăçталла туртнисем» т. ыт. те.
Эрех ĕçнипе сăнĕ улшăнса кайнă учитель хăй креслине аяккалла сиктерсе лартрĕ, çынсем патнелле çурăмĕпе çаврăнчĕ те доска çине Америка карттине ӳкерме тытăнчĕ, çапла вăл географи тăрăх экзамен пуçласа ярас терĕ. Анчах тĕрексĕрленнĕ алли ăна лайăххăн итлемерĕ, класра вара хулленех ĕхĕлтетсе кулнисем илтĕнсе кайрĕç. Çакă мĕне пĕлтернине лайăх чухласа илсе, вăл ăна тӳрлетме тăрăшрĕ: ӳкернине шăлса пăрахса, çĕнĕрен чĕркелесе хăтланчĕ, анчах ӳкерчĕке малтанхинчен те начартарах пула-пула тухрĕ, ĕхĕлтетсе кулнисем вара тата хытăрах илтĕнчĕç. Учитель çав ĕçе пĕтĕм тимлĕхпе тума пуçларĕ, ĕçки пуснине парăнас мар, терĕ. Вăл мĕнпур куçсем хăй çинелле пăхнине аванах сиссе тăчĕ, хăйĕн ĕçĕ ăнса пырать пулĕ тесе те шухăшларĕ. Анчах класра кулли чарăнмарĕ, чарăнма мар, вăл тата вăйланса пыни палăрчĕ. Унтан нимĕн тĕлĕнмелли те çук! Лăпах учитель пуçĕ тĕлĕнче маччаран çӳлелле каймалли алăк пур, çав алăкра кайри урисенчен кантрапа çыхнă кушак курăнса кайрĕ, кушакĕ ан çухăртăр тесе, унăн пуçне тутăрпа хытă туртса çыхса лартнă. Хуллен аяларах та аяларах анса пынăçемĕн, вăл хăйĕн пĕтĕм пĕвĕпе авкаланчĕ, çӳлелле тапаланчĕ, чĕрнисемпе кантрана ярса тытма хăтланчĕ, анчах вăл сывлăша çеç тытрĕ. Ĕхĕлтетнисем хытăрах та хытăрах илтĕнме пуçларĕç, хăйĕн ĕçне пикеннĕ учительтен кушак пĕр ултă вершук çӳлтерехре çеç ĕнтĕ... аяларах, аяларах тата пăртак аяларах. Нимĕн тума амтранипе кушакĕ чĕрнисемпе учителĕн парикнех ярса илчĕ те, ăна тахăшĕ унăн трофейĕ-мĕнепе пĕрлех çавăнтах маччари алăк витĕр туртса хăпартса кайрĕ. Çакăн хыççăн мистер Доббинсăн çара пуç чашкийĕ тавра сасартăк çап-çутă сăн ӳкрĕ, мĕншĕн тесен живописец ывăлĕ унăн кукша пуçне ылтăнласа лартнă пулнă-мĕн!..
Çакăн хыççăн пуху саланчĕ. Арçын ачасем учителе тавăрчĕç ĕнтĕ. Каникул килсе çитрĕ.
22-мĕш сыпăк. Гек Финн Библи вĕренет
Том «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» ятлă çĕнĕ пĕрлешĕве кĕчĕ, мĕншĕн тесен пĕрлешӳ членĕсене кăкăр çине çакса çӳреме питĕ селĕм значоксем параççĕ. Вăл çак кунран пуçласа табак текех туртмăп, усал сăмахсемпе перкелешмĕп, тесе сăмах пачĕ. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ тĕрĕслĕх тупрĕ: çын мĕнле те пулин ĕçе тутăр тесен, çак ĕçе нихçан та тумăп тесе сăмах партармалла. Тĕлĕнмелле меслет. Томăн чăтма çук табак туртас та усал сăмахсем калас, ĕçсе ӳсĕрĕлес килсе кайрĕ. Çак чăтăмсăрлăх ӳссех пычĕ, часах çынсем умĕнче хĕрлĕ шарф çыхса мăнаçланса çӳрес май пуласси çеç ăна йĕркелĕх картинче тытса тăчĕ, ахальтен вăл пĕрлешӳрен тухса каятчех пулĕ. Июлĕн Тăваттăмĕшĕ2 çывхарса пычĕ; сăмах май каласан, «урă çынсен» йышĕнче виçе кун çӳренĕ хыççăн вăл манса та кайрĕ пулас уяв пирки, вилес пек выртан Фрезер судья çинче пулчĕ унăн пĕтĕм шухăшĕ-шанчăкĕ; паллах ĕнтĕ, судьяна питĕ чаплăн пытараççĕ, тем тесен те, вăл — пысăк пĕлтерĕшлĕ персона. Вара, ăна пытарнă чухне, хĕрлĕ шарф çыхса вĕçкĕнленсе çӳреме пулать.
Виçĕ кун Том судья сывлăхĕ пирки интересленсе тăчĕ, чунтан пăлханса ыйта-ыйта пĕлчĕ вăл хăйне мĕнле туйни пирки. Хăшпĕр чух Томăн шанчăкĕ çунат хушсах
çӳле çĕкленчĕ, ун пек чух вăл хастарланса та чăрсăрланса хăйĕн значокĕсене комодран кăларчĕ, тĕкер умĕнче вĕсене çаклатса пăхрĕ. Судья вара хăйне вăхăт-вăхăтăн аванах туйре; вăхăт-вăхăтăн ун сывлăхĕ каллех начарланчĕ. Юлашкинчен, судья хăйне аван туять тенĕ хыпар сарăлчĕ, часах вăл йăлтах сывалса çитрĕ. Том хăйĕнчен тăрăхласа мăшкăлланăнах питĕ хытă тарăхрĕ. Вара вăл тӳрех пĕрлешӳрен тухрĕ. Мĕнех тетĕр? Судьяна каçпа вĕрилентернĕ те, вăл ир енне вилсе выртаă. Том кун пек япала пулса иртнĕ хыççăн никама та ĕненмелле мар иккен тесе шут тытрĕ. Тĕлĕнмелле чаплăн пытарчĕç судьяна. «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» пĕрлешӳри ачасем чăтма çук мăнкăмăллăн утса пынăран вĕсен тусĕ пулнăскер кĕвĕçнипе чутах çурăлса каятчĕ. Анчах та Том халь — ирĕк кайăк, ку та мĕне те пулин пĕлтерет. Вăл кăмăлĕ туличченех ĕçме, вăрçма пултарĕ. Анчах та тĕлĕнмелле. Халĕ ун пĕртте ĕçес те, вăрçас та килмерĕ. Нимле чару та çуккипе ĕнтĕ унăн пĕтĕм çылăхлă ĕмĕчĕсем сĕвĕрĕлчĕç, вĕсен пĕтĕм туртăмĕ пĕтрĕ.
Часах Том çакна асăрхарĕ: вăл тем пекех ĕмĕтленсе кĕтнĕ каникул ăна йăлăхтарса çитерчĕ.
Вăл дневник çырса пыма пуçласа пăхрĕ, анчах, виçĕ кун хушшинче нимех те пулса иртменрен, пăрахрĕ.
Акă хулана негрсен оркестрĕ килсе çитрĕ те пурне те пăлхатса, хавхалантарса ячĕ. Томпа Джо Гарпер, ача-пăчана явăçтарса, хăйсен оркестрне йĕркелереç те шăпах икĕ кун тем пекех телейлĕ туйрĕç хăйсене.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...