Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
Касимовра отряд пĕр кун кунĕпех канса тăчĕ. Тукайпа Сарыев хăйсен тахçанхи тусĕ Шигалей патĕнче хăнара пулчĕç, тĕкĕрçĕсем вăл хушăра крепость хӳмисене, ĕлĕкрех кунта пурăннă патша ывăлĕсен — Касимпа Якубăн — чул çурчĕсене, хулари чаплă мечĕтсене курса çӳрерĕç. Питех те хитре иккен Ока хĕрринче ларакан Касимов хули! Пуян пурăнаççĕ кунта Хусан ханĕ пулнă Шигалей çыннисем. Çĕр тулăх вĕсен, улăх-çаран темĕн чухлĕ, утсем çăмарта пек.
Анчах Ылтăн Орда ханĕ пулнă Ахмат несĕлĕ шутланакан Шигалейшĕн ку сахал çав. Тăвăр пек туйăнаççĕ ăна хăйĕн килĕнчи пӳлĕмсем. Касимов хулипе ун княжестви те хĕсĕк уншăн. Çамрăк хан çĕрĕн-кунĕн Хусан çинчен шухăшлать, тĕлĕкре те хан престолне курать.
Çур кун ларчĕç Тукайпа Сарыев Шигалейĕн пахчари йывăçсен айне сарса хунă паласĕ çинче. Вĕçĕмсĕр чей ĕçе-ĕçе çур кун итлерĕç вĕсем унăн тутлă сăмахĕсене. Ай-ай евĕклĕн калаçакан пулнă Шигалей сĕм вăрманти хулара пĕр-пĕччен пурăнса! Вĕрентет мăрсасене, хăйне манса кайнăшăн вăрçать, Сафа-Гирее Хусантан хăваласа яма канашсем парать, ăна хăваласа ярасси никамран та мар, Тукайпа Сарыевран килет тейĕн çав!
Мускавпа ытти çĕр-шывсем хушшинчи ĕçсем тĕлĕшпе те хăюллăн калаçрĕ Шигалей. Пурне те шĕкĕлчесе тухрĕ çамрăк хан: Хусан княçĕсемпе уланĕсене те, вырăс боярĕсемпе воеводисене те, хăйĕн шăллĕне, Мускав патши: умĕнче йăпăлтатакан Джаналие те, Крымри Гирейсене те… Ун пултарулăхне хаклама пĕлмен III Василий пирки те самаях усал сăмах каларĕ вăл. Нимрен ытла вара «хăйĕн ĕмĕрхи тăшманне» Бельский боярина вăрçрĕ.
— Çав ура хурса пырать мана кашни утăмра, — тарăхса калаçрĕ хан. — Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче урлă пултăмăр та, халь ман çинчен тем те пĕр калаçса çӳрет. Аслă княçа элексем парать. Василий Иванович ĕненет ăна. Мускава пырсан тепре тустаратăп-ха эп çав чалпашка Бельскине. Мĕн, хăраса тăрать тетĕр-и? Тӳрех калатăп, сана тахçанах Белоозера пуç ямалла тетĕп…
Мăрсасен инкекĕ Шигалее сахал пăшăрхантарчĕ, вăл ун пирки питех итлесшĕн те пулмарĕ. Мускав енне куçăр, Мускав енне куçсан каллех пуятăр ак тесе çеç лăплантарчĕ.
Çамрăк хан хăнасене хула тулашне тухсах ăсатса ячĕ.
— Аслă княçа салам калăр манран, — терĕ вăл уйрăлас умĕн. — Хан питĕ кулянса пурăнать унта хăйĕн шĕкĕр хулинче тейĕр. Чĕнсе илтĕр мана Мускава, вăрçас пулсан та куç умĕнче вăрçтăр. Çилленместĕп эп ăна пĕрре те.
— Юрĕ, май килсен салам калăпăр, — терĕ Тукай. — Май килмесен, инкек-мĕн сиксе тухсан ху пулăш вара пире. Тем тесен те пирĕн телей халь иккĕллĕ. Пĕлместпĕр, мĕнле йышăнать пире аслă князь…
— Лайăх йышăнать, — шантарса каларĕ хан. — Кирлĕ ăна Ту енчи çĕр-шывра сирĕн пек мăрсасем, çав тери кирлĕ…
Касимовран иртсен вăрманта путлăхлă вырăнсем пуçланчĕç, юлан утсем, çырма урлă каçнă чухнехи пек, ялан шыв шăмпăртаттарса пычĕç. Кашни юлан ут умĕнче пĕлĕт пек шăна-пăван явăнчĕ, ку шăна-пăван тапăннипе лашасем ниçта кайса кĕме пĕлмерĕç.
Юлашкинчен, Мускав патне çывхарнă май, вăрман сайралчĕ, малтан пысăк уçланкăсем, унтан анлă уйсем курăнакан пулчĕç. Çул лайăхланчĕ. Телее тата, çине-çине пысăк ялсем тĕл пулма тытăнчĕç. Çынсен кăмăлĕ кăшт çĕкленчĕ.
— Пысăк иккен çапах та вырăс çĕр-шывĕ, — сăмах хушрĕ Ахтупай нумайччен чĕмсĕр пынă хыççăн. — Миçе кун каятпăр, шĕкĕр хули курăнмасть-ха.
— Утсем йăлтах ĕшенчĕç, — хăйĕн лашине çилхинчен ачашларĕ Пикментей. — Пĕр эрне çитермесĕр каялла килме тухаймастпăр ĕнтĕ.
— Ан кулян, Пикментей мучи. Мускавра пĕр-пĕр майра патне кĕретпĕр те лайăх кăна кантаратпăр утсене. Майра пире пĕрер супне сĕлĕ илсе тухса парать, хамăра ăшă сĕт ĕçтерет. Çапла-и?
— Эсир майра та, темĕн те тупăр, çамрăксене шан вĕсене.
— Мускав аслă, тупатпăр, паллах!
— Эп ун çинчен мар-ха, урăххи çинчен шутлатăп, — шӳт тăвассинчен пăрăнчĕ Пикментей. — Киле яраççĕ-ши ĕнтĕ ку мăрсасем пире е хăйсене тытса хупсан Мускаврах хăвараççĕ-ши? Эс çавна кала, Ахтупай.
— Тытса хупма тивĕçлĕ мар. Хăйсен ирĕкĕпе килеççĕ-çке Мускава, — терĕ Ахтупай. — Тытса хупассине пĕлнĕ пулсан килтех ларнă пулĕччĕç…
Хыçалта вĕсен калаçăвне итлесе пыракан тепĕр тĕкĕрçĕ Ахтупая хыттăн вăрçса тăкрĕ:
— Каларăн, хăйсен ирĕкĕпе! Тутарсем курайми пулнă ăна, нимсĕр тăрса юлчĕ ав сан мăрсу! Çавăнпа килет вăл вырăс патши патне — ăна тутар мăрсисене тавăрма хунтă кирлĕ. Ман шутпа, Мускав вĕсене нимле пулăшу та памасть. Сахал çапăçнă-и Тукай вырăссене хирĕç?
— Вĕсене пĕлме çук, ачамсем, — терĕ Пикментей хăй ку калаçăва ырламаннине систерсе. — Хăйсенне хăйсем чухлаччăр. Эпир хутшăнар мар ку ĕçе. Каллех тем сиксе тухасси пур…
— Эп хутшăнасшăн-ха, — ăна ытларах тарăхтарасшăн пулчĕ Ахтупай. — Сана вырăс патшипе калаçтарасшăн. Кала ăна хамăр пеккисен ячĕпе, кĕтсе ывăнтăмăр ĕнтĕ вырăссене эпир Атăл хĕрринче те.
— Кĕртеççĕ сана патша патне, кĕтсех тăр! — тăрăхлама пăхрĕ Пикментей.
— Эп те çавнах калатăп çав, кĕртмĕç пире унта, — ун хутне кĕчĕ тепĕр тĕкĕрçи.
Мускав шывĕ урлă каçнă чухне вĕсене вырăс ратникĕсем тытса чарчĕç.
— Камсем эсир? — терĕ вĕсенчен пĕри кĕпер урлă часрах вăрăм вĕрлĕк тăсса хурса.
— Чăваш мăрсисем, — терĕ Тукай. — Мускава аслă князь патне килетпĕр.
— Хăвăр патăрти воеводăран хут пур-и?
— Пирĕн воеводăсем çук. Ун вырăнне пирĕн мăрсасем, княçсем нумай.
— Эсир тутар пулĕ-ха?
— Тутар мар, анчах тутар патшалăхĕнче пурăнатпăр. Хусан тенине илтнĕ-и?
— Илтнĕ. Мур тĕпне кайса кĕтĕр вăл, Хусан. Тапăнать те тапăнать пире. Ман атте те тутарсемпе çапăçса пуçне хунă. Апла эп сирĕнпе калаçмастăп та. Акă сире бердышпа!
Тукай сисрĕ, ку ратниксем вĕсене шыв урлă каçарса ямаççĕ. Çапах та вăл ӳкĕтлеме хăтланчĕ.
— Эс йĕркеллĕ пул-ха, ратник. Урăх çĕр-шывран аслă князь патне килнĕ çынсене эс мĕнле чарса тăма пултаратăн? Эпир Хусан ханлăхĕнчен килнĕ-çке, патшалăх ĕçĕпе çӳретпĕр.
— Каланă сана, ярлăк кăтарт тенĕ! — кăшкăрса тăкрĕ ратник. — Ху мăрса пулĕ-ха, çавна ăнланма пултараймастăн. Ак халех сотнике чĕнетĕп, вăл сире тăн парĕ.
Сăмах çинех вĕсем патне хурал пуçлăхĕ, çӳллĕ кăна сотник, пырса тăчĕ, Тукайпа Сарыев çине çиллессĕн, çилленсе çеç мар, темле йĕрĕнсе тенĕ пек пăхса илчĕ.
— Тутарсем-и? — шăл витĕр ыйтрĕ вăл.
— Çавсем, — терĕ Тукай. — Тĕрĕссипе каласан эпир тутарсем мар, чăвашсем. Хусан аллинчи тепĕр халăх. Мускава аслă князь патне килетпĕр. Пулăшу ыйтма.
— Мĕнле пулăшу кирлĕ тата сире? Хусан аллинче тăратăр тăк, хăвăрăн ханăр патне кайăр. Мур тĕпне. Тасалăр кунтан, ярлăк çук пулсан ниçта та кĕртместпĕр, шыв урлă та каçармастпăр.
— Ун пек мар ĕнтĕ, сотник, ют çĕр-шыв çыннисене тытса чарма юрамасть-çке. Эпир патшалăх ĕçĕпе çӳретпĕр.
— Патшалăх ĕçĕпе çӳрекенсен ярлăк пулать. Тек тавлашса та ан тăрăр. Ратник, хăвала вĕсене, кĕпер патĕнче кĕпĕрленсе те ан тăччăр.
Çапла каларĕ те сотник пиçиххирен çакса янă тем вăрăмăш хĕççине тӳрлетсе сарлака утăмсемпе кĕпер урлă каялла каçса кайрĕ. Ратник те шалча пек вăрăм сăннипе çĕре таклаттара-таклаттара илсе сăмах пĕтрĕ, эп сирĕнпе тек калаçмастăп тенĕ пек, айккинелле пăрăнчĕ. Тукайпа Сарыев çав-çавах тем кĕтсе тăнине курса вăл кĕпер урлă тата тепĕр вĕрлĕк тăхăнтарса хучĕ. Хăй тĕллĕн кун пек шанчăклăрах терĕ пулмалла.
Çакна аякран курса тăракан тĕкĕрçĕсем лашисем çинчен анса тĕрлĕ çĕре саланса пĕтрĕç, хăшĕ-пĕрисем хăйсем хушшинче тем мăкăртатса илчĕç. Ятламас вара хыттăнах çапла каларĕ:
— Эх-хе-хей! Пире шĕкĕр хулана кĕртмеççĕ иккен. Ма хам мăрса мар-ши, çав сотник кăмăлне ним мар çавăраттăмччĕ.
— Çавăрăн унта! Пире тутарсем вырăнне йышăнчĕç. Ак кĕтсе тăр, тытса хупма та пултараççĕ.
— Пултармасăр! Мăрсасен çумра нимле ярлăк та çук тет. Тукайăн вутра çунса кайнă, Сарыевĕ киле манса хăварнă.
— Пире асаплантарса çӳреççĕ, мурсем! Аслă князь патне каятпăр тесе каппайланаççĕ тата!
— Чăнах, сотникĕ вĕсемпе калаçасшăн та пулмарĕ.
Кунта нумай чарăнса тăмаллине сиссе тĕкĕрçĕсем ĕнтĕ çурăм хыçĕнчи пештĕрĕсене вĕçертсе илнĕ, камăн мĕн пур, çавăнпа апатланма пикеннĕ.
Ахтупайпа Ятламас йăл-йăл кулкаласа çеç лараççĕ, вĕсем сăхман арки çине типĕтнĕ какай тата тем те пĕр сарса хунă.
— Кун пек пурăнма пулать. Çапла-и, Ахтупай, — тет Ятламас типĕтнĕ какая çăвар тулли явса.
— Аптрамастпăр, — тавăрать ăна лешĕ. — Пирĕн пуçламан шăрттан та пур-ха, эс ăна манман-и?
— Вăл аннӳ перекечĕ, ăна ĕнтĕ ху çи, — тет Ятламас.
— Çук, — çурмалла, пур — пĕрле, — хирĕçлет ăна Ахтупай. Хăй çавăнтах шăрттана касма пекĕ туртса кăларать.
Ахтупай шăрттан тирне çĕçĕпе йĕр тума та ĕлкĕреймест, Ятламас ăна тытса та чарать.
— Тăхта, Ахтупай. Ан тив ăна. Пуçа питĕ ăслă шухăш килсе кĕчĕ. Шăрттан пире урăххи валли кирлĕ пулать.
— Мĕн шутласа кăлартăн-ха тата? Ăна Мускав майри валли каялла пештĕре чикесшĕн мар пулĕ те?
— Ил шăрттана, атя мăрсасем патне, — ура çине сиксе тăрать юлташĕ.
— Хă, шăрттанна мăрсасене парнелесшĕн мар-и эс? Вĕсен хăйсен кунтан чаплăраххи пулĕ-ха вăл.
— Пултăр, атя, атя. Ав вĕсем те апата ларчĕç. Ав, ратник вĕсене хăвалама пычĕ. Кĕпер патне ытла çывăха ларнă лешсем.
Ахтупайпа Ятламас, айăпа кĕнĕ çынсем каçару ыйтма пынă пек, мăрсасем патне çывхарчĕç, иккĕн харăссăн пуç тайрĕç. Ятламас юлташне тĕлĕнтерсе юптарма пуçларĕ.
— Апат тутлă пултăр, ырă мăрсасем. Чăрмантаратпăр та-ха, каçарăр ĕнтĕ.
Тукай вĕсене апат тума кансĕрлесе çӳренĕшĕн хар! кăшкăрса тăкма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, çапах хăйне тытса чарчĕ. Ятламас мĕнле мыскара шутласа кăларнине пĕлесшĕн пулчĕ:
— Ну, ну, — терĕ вăл, кала, итлетĕп тенĕ пек, малтанах йăл-йăл кулкаласа.
— Куратăп, эсир апата шăрттан пуçланă. Эпир те, сирĕнпе калаçса татăлнă пекех, шăрттан касасшăн-ха. Анчах тăхтаса тăтăмăр. Ăна ваклама алă çĕкленмерĕ. Мĕнле, ырă мăрсасем, çак шăрттансене парсан вырăссен кăмăлĕсем кăшт çемçелмĕç-ши?
— Вара, вара, — каласа пĕтерме хистерĕ Тукай. — Эс шăрттан йăттарса пире çав вĕçкĕн сотник патне ярасшăн мар пулĕ те?
— Ярасшăн çав, ярасшăн. Тархасласа ыйтатпăр, кăшт аван мар та ĕнтĕ, кайса килĕр-ха çав сотник патне шăрттанпа. Çисе пăхсан ытараймасăр илетех вăл ăна, тупата туршăн, илет.
— Çу-ук, эп унашкал кĕлмĕçленсе çӳреместĕп, Ятламас, — пуçне сулкаларĕ Тукай. — Кĕпере хураллакансене укçа е шăрттан паратăп-и? Ун пек кĕперсем çул çинче нумай пулĕç…
— Ку Мускава кĕмелли-çке, Тукай ĕмпӳ. Ав кĕртмерĕç ниепле те.
— Пултăр. Эпир ыран аякри çулпа çаврăнса каятпăр.
— Унта та каçармасан?
— Каçараççĕ. Кăсем парне илесшĕн. Ытла халех каçас тесен ху сĕнсе пăх эппин парне. — Эс — пуян, саншăн пĕр шăрттан нимĕн те мар. Çапла-и?
Ятламасăн ку сăмахсемшĕн кӳренмеллеччĕ ĕнтĕ, анчах вăл пачах та кӳренмерĕ, култăр ара, ăна тем тума та юрать терĕ.
— Кайса килсен ятламасна? — хăюллăн ыйтрĕ вăл.
— Ятламаса ма ятлас? — шăл йĕрчĕ мăрса. — Кай-ха хăвăн ĕçӳпе, апатланма ан кансĕрле. Аçа çапасшĕ, шутласа кăларнă вĕт, кĕпер хураллакансене шăрттан памалла!
— Хăтланса пăхтăр, хăта, ан чар, — сăмах хушрĕ Сарыев та.
Тĕкĕрçĕсем юлташĕсем патне таврăнмасăрах шăрттанпа кĕпер патнелле утрĕç. Ратник вĕсене вăрăм сăннине хăй умнелле тăсса кĕтсе илчĕ.
— Каллех килтĕр-и, тутар ухмахĕсем? — терĕ вăл. — Ак чикетĕп те пăрахатăп сире иксĕре те. Е хĕçпе вакласа тăкатăп. Мана уншăн нимĕн те тумаççĕ.
— Тăваççĕ! — кăшкăрнă пек хыттăн каласа хучĕ Ятламас. — Ак аслă князь патне çитетпĕр те сирĕн çинчен каласа кăтартатпăр. Туслă пурăнасси пирки калаçма килнĕ чăвашсене Мускав шывĕ урлă каçармаççĕ, мĕнле хуралçăсем вĕсем тетпĕр.
— Мана мĕнле хушнă, эп çавăн пек тăватăп! — яшт тӳрленсе тăчĕ ратник. — Ан та тарăхтарса çӳрĕр. Эсир ав колчансемпе килнĕ. Ун пек колчансене çар çыннисем çеç çакса çӳреççĕ. Тата пурсăр та юлан утпа. Юрамасть сире Мускава кĕртме.
— Ак çакна куратни? — шăрттанне ун еннелле тăсрĕ Ятламас. — Пирĕн етре те пур. Çурăлса кайса сире тĕп тумалли япала. Ак мечĕке ывăтнă пек ывăтатăп та, сан кĕперӳнтен нимĕн те юлмасть.
— Ан палкаса тăр, тасал кунтан! — терĕ ратник чунтан çуйкăнланса.
Анчах Ятламас тасалма мар, тата ытларах куçа кĕме тапратрĕ. Ыррăн та, усал сăмахсемпе те нумайччен тапăнчĕ вăл ратнике, юлашкинчен ну, хăлăхсăр этем те иккен эсĕ тесе лач! сурчĕ те Ахтупая хулран çавăтса ытти тĕкĕрçĕсем ларакан çаран еннелле пăрăнчĕ.
— Ан васка, пур пĕр çавăратпăр эпир ăна, ăна мар тăк — сотникне.
Çапла каласа вăл ратник сăннине йăтса каялла-малалла уткаласа çӳренĕ хушăра шăрттанне кĕпер карлăкĕ çине пырса хучĕ, унтан Ахтупай патне каялла таврăнчĕ.
— Атя, пăрăнар кунтан. Пăхса тăр, пулă хыпатех, ăманĕ ытла та лайăхскер.
Нумайччен кĕтрĕç вĕсем ытти юлташĕсемпе пĕрле ратник шăрттан патне пырасса. Чăтăмлă çын пулчĕ вырăс ратникĕ, утрĕ те утрĕ вăл кĕпер тăрăх хăйĕн вăрăм сăннине чанк тăратса. Ĕнтĕ хĕвел те каç еннелле сулăнчĕ. Мускав шывĕ тĕксĕммĕн курăнакан пулчĕ. Çывăхри ял енчен кĕпер патне çĕнĕ хурал килчĕ. Паçăрхи ратник вăрăм сăннине ăна улăштарнă хуралçа пачĕ те хăйĕн сотникĕ патне хăмаран çапса тунă хӳтлĕхе кĕрсе кайрĕ. Часах вĕсем киле кайма пуçтарăнса тухрĕç, алăк умĕнче чылайччен мăкăртатса тăчĕç. Темĕн çинчен тавлашрĕç те пулмалла.
Ятламас шутланă пекех, ĕç ырăпа пĕтрĕ. Сотникпе ратник шăрттана манса хăвармарĕç. Сотник ăна алла илсе темиçе хутчен енчен енне çавăркаларĕ, шăршласа пăхрĕ. Çав тери техĕмлĕ япала-çке вăл, чăваш шăрттанĕ. Ун шăрши кăна мĕне тăрать, кăшт астивсе пăхсан, тупата, чĕлхӳне çăтса яратăн.
Ятламаспа Ахтупай, çакна малтанах пĕлсе тăраканскерсем, ним шикленмесĕр кĕпер çине кĕчĕç, вырăс хуралçисене (вĕсем кунта виççĕн тан тăраççĕ ĕнтĕ) пуç тайса сывлăх сунчĕç. Паçăр тавлашнине пурте манчĕç. Шăкăл-шăкăл калаçу пуçланчĕ. Хутран-ситрен ахăлтатса кулса та илчĕç. Унтан пĕр-пĕрин аллине хыттăн чăмăртарĕç те кĕпер ик еннелле уйрăлса кайрĕç.
Тукайпа Сарыев тĕкĕрçĕсене хавассăн кĕтсе илчĕç.
— Ну, мĕнле? Ĕç тухрĕ-и? Калаçса татăлтăр пуль? — мĕн пулса иртнине хăй куçĕпе курнă çĕртенех ыйтрĕ мăрса.
— Ĕç тухрĕ пек туйăнать, — хуравларĕ Ятламас. — Утсене утланма хуш.
Часах çула пӳлсе тăракан вĕрлĕксем çухалчĕç. Мăрсасемпе тĕкĕрçĕсем таканланă лашисене шăкăл-шăкăл уттарса чыслăн кĕпер урлă каçса кайрĕç. Мăрса элчисен, Ахтупайпа Ятламасăн, Мускав шывĕ урлă чи кайран каçма тиврĕ. Ун вырăнне вĕсем ыттисем туман ырă ĕçе тума ăс çитерчĕç — вырăс ратникĕсене пурин ячĕпе те чĕререн тав турĕç.
Савăннипе темиçе çухрăм юртăпа килнĕ хыççăн юлан утлă çынсем Мускав хулин тăвăр урамĕсем тăрăх ăш пиллĕн калаçса лашисене уттарса кăна пычĕç. Кунта вĕсемшĕн курса тĕлĕнмелли çав тери нумай пулчĕ.
Вырăссен шĕкĕр хули такам хускатнă кăткă йăви пекех сĕрлесе тăрать иккен. Пур çĕрте те халăх хĕвĕшет, пур çĕрте кăшкăрашу, çуйхашу, çуран утакан е кӳме урапапа ларса пыракан халăх. Суту-илӳ речĕсене этем пырса кĕмелле мар. Тĕрткелешеççĕ, çапăçаççĕ пĕр-пĕринпе, çавăнтах ыталашса хупаха ĕçме кĕрсе каяççĕ. Калаçасса вара кунта çĕр те пĕр чĕлхепе калаçаççĕ, — хăш-пĕрисем чăх сăхнă пек пупленине кунĕпе итлесе тăрсан та пĕр сăмах ăнланса илес çук. Илтмен ун пек калаçнине ку таранччен чăвашсем. Суту-илӳ тăвакансем хушшинче тутарсем те нумай-мĕн. Вĕсен кунта хăйсен урамĕсем пур — Арбат, Басманнăй, Тутар тăкăрлăкĕ, Балчуг, Тăлмач урамĕ, Ордынка…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...